Кӑларӑм ҫинчен

«Петӗр Хусанкай: Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» электронлӑ каларӑма чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ.

Петӗр Хусанкайӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ электронлӑ кӑларӑмра ҫакӑн пек пайсенче вырнаҫнӑ: «Биографи», «Литература эткерӗ», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Галерея»,«Библиографи».

«Биографи» пайра сӑвӑҫӑн биографине, пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тапхӑрӗсене вырнаҫтарнӑ. «Литература эткерӗ» пай Петӗр Хусанкайӑн кӗнекисемпе тата сборниксемпе хаҫат-журналсенче пичетленнӗ уйрӑм хайлавӗсемпе паллаштарать. Петӗр Хусанкай пултаруллӑ куҫаруҫӑ пулнипе те паллӑ. Вӑл А. Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романне, В. Маяковскин, Т. Шевченко, Ш. Руставели, Хр. Ботев, У. Шеспир тата ытти поэтсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. К. Ивановӑн «Нарспи» поэмипе «Тимӗр тылӑ» балладине вырӑсла куҫарса кӑларнӑ. Вӗсемпе «П. Хусанкай куҫарӑвӗсем» пайра паллашма май пур.

«Галерея» пай поэтӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан материалсемпе тата аса илӳсемпе пуян.

«Сӑн ӳкерчӗксен галерейинче» А.П. Хусанкайӑн ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.

Поэт сассине тата артистсем унӑн сӑввисене вуланисене «Сӑвӑсене вуланисем» пайра итлеме пулать. «Таня» тата «Аптраман тавраш» хайлавӗсене вуланисене Чӑваш Республикин Л.Н.Толстой ячӗллӗ ятарлӑ библиотека фондчӗнчен панӑ.

Сӗнӳсемпе асӑрххатарусене ҫак адреспа ярса пама пулать:

428003, г. Чебоксары, пр. Ленина, 15, «Чӑваш кӗнеке» центрӗ.

Тел.: (8352)23-02-17 (доб. 144), e-mail: kray@publib.cbx.ru

Хатӗрлекенӗсем: Величко О.В., Матюкова Л.Л., Соловьева Г.П., Степанова Р.В. Дизайн тата верстка: Фунтикова И. В.