ы Хузангай Петр
 

«Кирек хӑш вырӑнта, кирек хӑш наци представителӗсем хушшинче пулсан та, Петӗр Хусанкай тӑван халӑхӑн чапӗпе мухтавне ҫӳле ҫӗклеме, чӑваш чӗлхипе литературин, культурипе искусствин ҫитӗнӗвӗсене пропагандӑлама тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ – поэт пултарулӑхӗн паха енӗ».

Георгий Микушкин, поэт

Биографи

Пурнӑҫ кун-ҫулӗ

Петр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9(22)-мӗшӗнче хальхи Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

1923 ҫулта икӗ сыпӑклӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Хусанти чӑваш педтехникумне вӗренме кӗнӗ. 1924 ҫулта «Ирӗк тимӗрҫӗ» сӑвви пичетленсе тухнӑ. 1925 ҫулта Хусанкай Шупашкара куҫнӑ. Малтан тӗрлӗ учрежденисенче, 1925-1926 ҫулсенче «Сунтал» журнал секретарӗ, ун хыҫҫӑн тӑлмачӑ тата литература консультанчӗ пулнӑ. Çав вӑхӑтра вӑл ҫӗршыв тарӑх курса ҫӳреме тухса кайнӑ: Туркменире, Узбекистанра, Азербайджанра, Грузире пулса курнӑ.

1927-1930 ҫулсенче вӑл Хусанта Хӗвелтухӑҫӗнчи халӑхсен педагогика институтӗнче вӗреннӗ. 1928 ҫулта унӑн Шупашкарта «Уяртсан» ятлӑ пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. 1930-1934 ҫулсенче П. Хусанкай – Мускавра тухса тӑнӑ «Коммунар» хаҫатӑн корреспонденчӗ. Ку вӑхӑтра поэт ҫӗршыври пысӑк стройкӑсене кайса ҫӳренӗ.

Анчах совет халӑхӗн 30-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчи йывӑр шӑпи Хусанкая та пырса тивет. 1938 ҫулта ӑна буржуалла национализмӑн ҫӗрӗк шухӑшӗсене сарать тесе айӑплама тытӑнаҫҫӗ, тӗрмене хупса хураҫҫӗ. Поэтшӑн йывӑр кунсем ҫулталӑк ҫурӑ ытла тӑсӑлнӑ. «Мана ырра шанми туни те пулчӗ…» - тенӗ поэт кайран. Йывӑр вӑхӑта вӑл ҫирӗп тӳссе ирттерет, хӑйне варалама памасть. 1939 ҫулта халӑх сучӗ ӑна, айӑпӗ ҫуккине кура, тӳрре кӑларать. Хусанкай каллех литература ӗҫне тытӑнать.

1942-1944 ҫулсенче Петр Петрович Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ. Малтан ахаль салтак, каярахпа командир пулса ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулта Польшӑна тӑшмансенчен хӑтарассишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫура аманнӑ. Госпитальсенче чылай хушӑ сывалса выртнӑ хыҫҫӑн 1945 ҫулта вӑл киле таврӑннӑ. 1950 ҫулта ӑна халӑх поэчӗ ятне панӑ. 1957 ҫулта вӑл А.М. Горький ячӗпе хисепленекен Литература институчӗ ҫумӗнчи Литература аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш поэчӗн пӗтӗм пултарулӑхӗ тӑван халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Тӑван халӑхӑн кӗрешӳри паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхӗ, унӑн тавракурӑм анлӑшӗпе шухӑш тарӑнӑшӗ, унӑн сӑпайлӑхӗпе ырӑ кӑмӑлӗ – Петӗр Хусанкай поэзире хускатнӑ паллӑ темӑсем.

Петӗр Хусанкай пултарулӑхӗ хӑйне евӗр илемпе, анлӑ пӗлӳлӗхпе, поэзи ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑрать. Вӑл сӑвӑсем, юрӑсем, поэмӑсем, легендӑсем, юмахсем, ҫивӗч публицистикӑпа критика статйисем ҫырнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петер Хусанкайӑн пысӑк кӗнеки вӑл – «Аптраман тавраш» (1957) сӑвӑлла романӗ. Мари халӑх поэчӗ Миклай Казаков ӑна чӑваш поэчӗн паттӑр ӗҫӗ тесе хакланӑ.

«Аптраман тавраш» сӑвӑлла роман тата «Тилли юррисем», «Вăрман юрлать», «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!», «Чĕре юрри», «Пин-пин чĕре» поэмӑсемпе ытти хайлавӗсем яланлӑхах чӑваш литературин ылтӑн фондне кӗрсе юлчӗҫ. Унӑн ҫӗршер сӑвви чӑваш поэзийӗн шедеврӗ пулса тӑчӗ.

Унсӑр пуҫне, Хусанкай вырӑс тата ытти нумай халӑх поэчӗсен сӑввисене хамӑр халӑха тӑван чӗлхепе вулаттарас тӗлӗшпе питӗ хастар ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн «Ромеопа Джульетта» трагедийӗ, А. Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романӗпе «Полтава» поэми, А. Грибоедовӑн «Ǎса пула инкек» комедийӗ, В. Маяковскин «Владимир Ильич Ленин» поэми, «Тӑван сасӑсем» - ҫӗнӗ вӑхӑтри тӗнче поэзийӗн паллӑ сӑввисем – Хусанкайӑн пуян еткерӗ. К. Ивановӑн «Нарспи» поэмипе «Тимӗр тылӑ» балладине вырӑсла куҫарса кӑларнӑ.

Тӑван халӑха чунтан юратнӑ, унӑн сӑпайлахӗпе, ӗҫченлӗхӗпе савӑнса мухтаннӑ поэт, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн чунтан тӑрӑшнӑ. Акӑ Хусанкай вырӑс поэчӗсене хисеплесе ҫырнӑ паллӑ сӑввисем: «Максим Горькие», «Владимир Маяковский», «Сергей Есенин патӗнче», Л. Соболева халалланӑ «Ту качаки путекӗ», Н. Тихонов ҫинчен ҫырнӑ «Альп туйиллӗ ҫын», «Павло Тычинӑна», «Кайсын Кулиев патӗнче», «Назым Хикмета», «Муса Джалиле», «Максим Рыльские», «Ян Судрабкална», «Р. Гамзатова сума суса ҫырнӑ «Савӑш курки» тата ытти те.

Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн тата литературӑра пысӑк ӳсӗмсем тунӑшӑн П. Хусанкая Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, икӗ хутчен Ĕҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата медалӗсемпе наградӑланӑ. 1967 ҫулта унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ĕҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнеки ҫине ҫырса хунӑ.

П. П. Хусанкай 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мшӗнче вилнӗ.

Шупашкарти пир тӗртекенсен Культура керменне, хулан пӗр урамне тата библиотекине Хусанкай ятне панӑ. Çӗнӗ Шупашкарти библиотека Хусанкай ячӗпе хисепленсе тӑрать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ умӗнчи скверта П. Хусанкайӑн бюст-палӑкне вырнаҫтарнӑ (2006).

Поэт ҫуралнӑ ялта П.П.Хусанкай музейне уҫнӑ.