Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Алексей Аливанов

Ырă канаш


Аслăраххисен - çамрăк авторсене хисеплесчĕ, иккĕмĕшĕнчен Лев Толстой принципне сума сăвасчĕ: çырса пĕтернĕ хыççăн аслă писатель хăйĕн произведенийĕсене юса-юса пайтах асапланнă, куçарттарса-çыртарса арăмне те халтан янă, кашни сăмах пирки шухăшланă хыççăн, типографирен кор-ректурăсем ыйтса илсе, каллех юсанă. Çавна пулах писательпе типографистсем хушшинче хирĕçӳ тухнă тепĕр чух. Хĕнпе-асаппа, çав вăхăтрах хавхалана-хавхалана шăратса кăларнă Л.Толстой хăйĕн произведенийĕсене, васкакансене, графомани текеннине вара вăл чăтма та пултарайман. Чăвашра та пулнă, пур та пирĕн çапла тимлĕ ĕçлекен писательсем. Митта Ваçлейĕн сăмахĕ халĕ те асăмран тухмасть. "Тин çырса пĕтернĕ япала вăл произведени мар-ха, ăна малтан эпĕ шкапа пиçме хуратăп, темиçе уйăх иртсен, тытса вулатăп та, чĕрĕрех вырăнсем ун чухне хама та курăнаççĕ, вара тепĕр хут ларса çыратăп, унтан тин ăна юлташсене кăтартма хăятăп", - тенĕччĕ вăл пĕр канашлăва пухăннă çамрăксене.

1973

Аливанов, А. Ырă канаш / Алексей Аливанов // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 8.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru