Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Бодлер Миттапа тăванлашать

Митта Ваçлейĕн ячĕ хамăр республикăра кăна мар, ытти тăванла халăхсем хушшинче те анлăн сарăлчĕ. Ун сăвви-юрри Г. Айхи куçаруçă-поэт тăрăшнипе Анăçри çĕршывсенче те палăрчĕ.

1988 çулта поэт творчествине пропагандăлас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕшĕн Патăръел ВЛКСМ райкомĕн Митта Ваçлейĕ ячепе хисепленекен премине çак юлташсем илме тивĕçлĕ пулчĕç:

Венеци университечĕн иранистика, урало-алтаистика, кавказологи Уйрăмĕн пуçлăхĕ, иран чĕлхипе литератури кафедрин деканĕ Джанроберто Скарчиа профессор.

Венеци университечĕ çумĕнчи француз чĕлхипе литератури Институчĕн сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ Алессандре Тревизан.

Чăваш АССР наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ, миттаçă Геннадий Юмарт поэт.

1988 çулхи июньте Парижран Чăваш республикине французсен паллă поэчĕ, литература тишкерӳçи, Сорбонна университечĕн профессорĕ Леон Робель тата унăн мăшăрĕ Симона Сентс-Мишель куçаруçă килсе кайнăччĕ. Вĕсем чăваш çыравçисемпе, тĕпчевçисемпе тата журналисчĕсемпе тĕл пулнăччĕ, Патăръел районĕнчи ялсене те çитсе курнăччĕ. Çак тĕлпулу икĕ халăхăн пултарулăх çыннисене çывăхрах туслашса ĕçлеме май пачĕ. Хăнасем çавăншăн чунтан тав туса уйрăлчĕç, хăйсем патне хăнана чĕнчĕç.

Атăлпа Сена хĕрринчи халăхсен литература çыхăнăвĕсем юлашки тапхăрта çирĕпленсех пынине палăртса, хăнасене сăвăçăмăр Митта Ваçлейĕ вилтăпри çинчи пĕр ывăç хура çĕре парса янăччĕ. Иртнĕ кĕркуннех ăна -французсен аслă поэчĕн Шарль Бодлерăн вилтăпри çине хунă. Ку церемони Парижри Монпарнас масарĕнче пулса иртнĕ. Унта французсен хальхи паллă поэчĕсем Жак Рубо, Поль Луи Росси, Пьер Лартиг, паллă режиссер тата çыравçă Бруно Байен, яппун поэтесси Комико хутшăннă. Леон Робелъ чăваш сăвăçĕн «Эпитафине» чăвашла тата французла вуласа панă. Комико поэтесса ăна яппун чĕлхипе каланă.

Леон Робель — Сорбонна университечĕ çумĕнчи Хĕвелтухăç Наци Институчĕн вырăс чĕлхипе литературин профессорĕ, Танлаштару поэтикин наука центрĕн директорĕ, Арагон архивĕнчи вырăс чĕлхи пайĕн пуçлăхĕ. Вăл — вырăс тата совет литератури, француз поэзийĕпе культури, чĕлхе поэтикипе куçару теорийе çинчен çырнă ĕçсен авторĕ. Леон Робель вырăсларан М. Горькие, В. Маяковские, С. Кирсанова, А. Вознесенские, О. Сулейменова т. ыт. те куçарнă, вăл шутра чăваш сăвăçĕн Геннадий Айхин тăватă кĕнекине Парижра французла пичетленĕ. Робель юлашки çулсенче «Чăваш поэзийен антологине» французла кăларас ĕçе ертсе пырать. Ку кĕнеке ЮНЕСКО урлă пичетленет. Робель Совет Союзен «Хисеп Палли» орденне илме тивĕç пулнă, Чăваш поэзине французла куçарас енĕпе унăн мăшăрĕ Симона Сентс-Мишель те тăрăшса ĕçлет.

Бодлерпа Митта тăванлашни чăваш поэчĕн пултарулăхĕ тĕнче литературин ĕçне ытларах хутшăнса пынине, вăл çынлăхпа илемшĕн пыракан яланхи кĕрешĕве курăмлă вăй хунине пĕлтерет.

Бодлер Миттапа тăванлашать // Ялав. – 1989. - № 3. – С. 14.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru