Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Георгий Васильев

Митта Ваçлейĕ Упамсара

Ку вăл 1931 çулта пулнă пулас. Пушар вăхăтĕнче шкул архива те çунса кайнă пирки, шăп çирĕплетсе калама иккĕленӳллĕрех. Тин кăна пĕрлешнĕ мăшăра /ял çыннисене çавăн пек туйăннă/, çамрăк учительсене, районти аякри яла вăхăтлăха ĕçлеме янă. Ваттисен аса илĕвĕ çапларах: "Ытла та юрататчĕç пуль Василий Егоровичпа Нонна Кирилловна пĕр-пĕрне. Ялан пĕрлеччĕ, хăпма та пĕлместчĕç пĕр-пĕринчен: çӲпçипе хупăлчи, йĕппипе çиппи".

Виличчен пĕр çул малтан Митта Ваçлейне темле туртăм Упамсана тепре илсе çитернĕ. Çуркуннене май пирĕн картишне тирпейлĕ тумланнă, хула çыннисем сăнлă курăнакан арçынпа хĕрарăм кĕрсе тăчĕç. Хайсемпе паллаштарнă хыççăн пӲрте кĕрсе тухма ирĕк ыйтрĕç.

- Сирĕн патăрта эпир учительте ĕçленĕ чухне пурăннăччĕ, -терĕç вĕсем. Пӳрте кĕрсессĕн, унччен хăш япала ăçта пулнине-ларнине аса илчĕç. Унтан пире лайăх пурăнма ырă сунса ăшшăн сыв пуллашрĕç. Кив Эйпеçе каятпăр тесе тухса кайрăç. "Мĕншĕн сĕтел хушшине чĕнме пĕлмерĕмĕр-ши? Халĕ те çавăншăн кулянса пурăнатпăр" аса илеççĕ Иван Кузьмичпа Мария Васильевна Кузьминсем.

Упамсара Митта Ваçлейĕн çывăх тăванĕсем те пулнă иккен: Филимон Тарасович Филиппов амăшĕ поэт амăшĕпе пĕр тăванах пулнă. Пурăннă чух Филимон Тарасович çак тăванлăх çинчен мухтанарах каласа паратчĕ, пĕр-пĕрин патне кайсах тăни çинчен аса илетчĕ.

Халĕ 73-ри Сарра Петровна Козлова учительница-пенсионерка каласа пани питĕ кăсăклă: "Эпĕ ун чухне пĕчĕк хĕр ача çеç пулнă. Эпир Василий Егоровичпа Нонна Кирилловна пурăнакан касраччĕ. Шкула каяс умĕн вĕсем иртсе каясса кĕтсе тăраттăмччĕ, вĕсене курсанах тухса чупаттăмччĕ. Çамрăк, хитре учительсем хыççăн чупса пырасси тем пысăкăш телей пек туйăнатчĕ. Василий Егорович пальтине тӳмелеме юратмастчĕ, хĕрлĕ пурçăн шарфĕ, хăвăрт утнă май, вĕçсе çеç пыратчĕ, çакă питĕ килĕшӲллĕччĕ".

Эпир, упамсасем, чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ пирĕн ялта пурăнса курнишĕн савăнса мухтанатпăр. Тен, унăн чылай сăввисем пирĕн енпе çыхăннă, пирĕн енче тĕвĕленнĕ.

Питĕ шел, вăл вĕрентнĕ çынсем ялта питĕ сахал юлнă, вĕсем пурте тенĕ пекех вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Кун чухлĕ пĕлни те пирĕншĕн çав тери хаклă, сăваплă.

1997

Васильев Г. Митта Ваçлейĕ Упамсара / Георгий Васильев // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 8.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru