Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Василий Дмитриев

Митта Таловкăра

Ахăр самана вăхăтĕнче Петĕр Хусанкай патне янă çырусем çине Митта "Таловка, Красноярск крайĕ" тесе çырнă. 1957 çул эпĕ Красноярск крайĕнчи Казичински район хаçатĕнче, каярахпа радио корреспонденчĕ пулса ĕçлерĕм. "Таловка" ялĕ пирки тепĕр хут çавăн чухне интересленме пуçларăм. Вăл кӳршĕри Мăн Муртта районĕнчех иккен. Çул-йĕр çуккипе, япăх çанталăка тата канмалли пĕр кун хушшинче ниçта çитсе, ним туса та ĕлкĕрме май пулмарĕ. Çыру тăрăх шырасси - улăм уринче йĕп тупасси.

1980 çулхине эпĕ Енисей шывĕ çинчи "Путейская-19" катер çинче ĕçлерĕм. Икĕ талăк ĕçлетĕн те - тăватă талăк канатăн. Митта Ваçлейĕ тĕрмере пулнă яла çитсе курас тĕллевпех Мăн Муртта районĕнчи Юксеево ялĕнче чылайранпа пурăнакан Михаил Ахмане сăвăç патне çитрĕм.

Шупашкарти тĕпчев институтĕнчен ман пата Геннадий Юмарт çырсах тăчĕ. Митта Ваçлейĕн сăн Ӳкерчĕкĕсем кирлĕ пулчĕç. Юмарт Миттан сăнĕсемпе пичетленсе тухнă кĕнекине те тупса ячĕ.

Унсăр пуçне, Миттана шыраса Иван Митяç йĕрне тупрăм. Вăл çав районти пĕр колхозра бухгалтер, каярахпа район хаçачĕн сотрудникĕ пулса ĕçленĕ иккен. Сăмах май, Александр Галкин поэт та ача чухне çак районта, Таловка ялĕ çумĕнчех пурăннă.

Геннадий Юмарт ярса панă Ӳкерчĕклĕ кĕнеке пулăшрĕ. Çĕршер çынпа калаçма тиврĕ. Реабилитаци хыççăн кунти халăх кайса пĕтнĕ, çамрăксем пĕлмеççĕ, ваттисем аса илеймеççĕ… Ара, çĕршерĕн пулнă-çке вĕсем!

Темиçе хутчен яла пыра-пыра ик-виçшер талăк пурăнтăм. Икĕ хутлă çĕнĕ культура çурчĕ, колхоз правленийĕ, библиотека, шкул халь Таловкăра. 1957-58 çулсенче кăна унта çул-йĕр çукчĕ. 1980 çула Красноярскинчи Мăн Мурттана çити асфальт сарса е пысăк плитасем хурса паха çул тунă. Çул Таловка ялĕ витĕр иртнипе кивĕ çуртсене ишсе пĕтернĕ.

Юлашкинчен мана икĕ метртан та çӳллĕ мар питĕ кивĕ çуртра пурăнакан старикпе карчăк патне кайса пăхма сĕнчĕç.

Пĕр пӳлĕм. Кăмака, тĕртсе тунă кавир сарнă саксем, урай. Пӳртĕн пĕр кĕтессинче урайĕнчен пуçласа маччана çити турăшсем çакăнса тăраççĕ. Çурта çунать… Пĕлместĕп ĕнтĕ - мĕн вăхăта лекнĕ-ши эпĕ, Çурла уйăхĕччĕ Кунне аса илейместĕп.

Тельняшкăллă палламан çын çине вĕсем малтан иккĕленсе пăхрĕç. Çитменниие тата ялти библиотекарь хыçра тăратчĕ. Анчах эпĕ сăх сăхса алă тытнă хыççăн кăмăлĕсем уçăлни сисĕнчĕ. Чылайччен калаçса хамăн тĕллевпе паллаштарнă хыççăн пĕр ватă карчăка тупса пычĕç. Кунта та нимсĕр тухса каяттăм. Калаçăва библиотекарь хутшăнчĕ те:

- Апла, вăл сирĕн паллă поэт пулсан, кунта музей уçма пултараççĕ вĕт! - тесе хучĕ.

Тепĕр карчăкĕ:

- Хуçисене ăçта ярĕç? – тесе ыйтрĕ.

Аран-аран лăплантартăм. Ĕç хыççăн пĕр-икĕ çĕр улмилле вутă турттарса е çурса, пахча юписем лартса, карта тытса пама ӳркенмен яштака та ĕçчен чăваша питĕ аван астăваççĕ иккен. Кĕнеке хуплашки çинчи сăн Ӳкерчĕке пăхаççĕ - пăхаççĕ те:

- Улшăнман та вĕт-ха вăл, ăшă куçĕ те, мăйăхĕпе кулнăрах курăнакан тутисем те, - теççĕ.

- Турă кĕнекинчен ăна куçарттарса çырнă кĕлĕсем халь те пулмалла-ха, - терĕç.

Чылайччен, темиçе ватă патĕнче те пултăмăр. Те памарĕç, те пулмарĕ.

Çавăн чухне вара эпĕ каллех Митта Ваçлейĕ хăйĕн чи çывăх туйнă çыннисем умĕнче кĕсйинчен хăмăртарах пĕчĕк блокнотне кăларса:

- Турă кĕнекинче епле тĕрĕс çырнă. Ан вăрла. Ан вĕлер, Усал ан ту… - тенине аса илтĕм.

Красноярск крайĕнчен килсенех эпĕ Митта Ваçлейĕ çинчен "Коммунизм ялавĕ" хаçата алăпа çырнă пысăк статья тата икĕ сăнӲкерчĕк /Таловка ялĕ, Митта Ваçлейĕ пушă чухне кĕрсе çӳреме юратнă карчăкпа старик çурчĕ/ пырса патăм. Малтан "Турă пирки каланисене йăлтах турт" терĕç, çапла турăм. Çулталăк та иртрĕ, япали те çухалчĕ.

Чунран пĕрех Митта Ваçлейĕ тухмасть. Таловкăран Енисей хĕррине халь те, машинăпа та, тӳррĕн кайма çук. Вĕсем вара ал вĕççĕн каснă чĕрĕ кĕрешсене виç-тăватă çухрăма хĕлле çуна çине хурса хăйсем сĕтĕрнĕ. Çулла мĕнле илсе çитернĕ-ши? Енисее сулă туса янă пĕренесене. Суллисене мĕнпе çыхнă-ши? Енисейĕн сулахай енĕ, Таловка ялĕ енĕ, вашмăк. Чăнкă мар. Анчах вĕсем Енисей сылтăм енче вăрман чылай каснă. Мĕнле антарнă-ши вăтăршар хутлă çурт çӳллĕш чăнкă çырантан йывăр кĕрешсене? ÇӲлтен пăрахма пулать. Анчах Енисей питĕ сивĕ тата питĕ хăвăрт юхакан шыв-çке!

Çак çӳллĕ çыр хĕррипе тăватшар килоллă батарея /каçхи электричество лампочкисене çутатма/ йăтса сахал мар улăхнă эпĕ. Батарейăсене створ /çырантан çĕрле çутатакан вырăн/ тăрне улăхтарса лартатăн та - каялла пушă алăпа тенĕ пекех анатăн. Пĕрех лачкам шыва ӳкетĕн.

Мĕнле чăтнă-ши вĕсем унта? Епле этемлĕхне упрама пĕлнĕ-ши Митта Ваçлейĕ хăйĕн чунĕнче?..

1988

Дмитриев, В. Митта Таловкăра / Василий Дмитриев // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 14.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru