Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксенполитикинминистерстви


Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Чăваш чĕлхипе литература кафедри


Митта поэзийĕн хăй евĕрлĕхĕ


курс ĕçĕ


Шупашкар районĕнчи Ишлейри

«Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам

шкул» муниципаллă вĕренÿ

учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен

Ермакова Евдокия Николаевнăн



Шупашкар 2007




Митта поэзийĕн хăй евĕрлĕхĕ

Чăваш литературинчи паллă ятсенчен пĕри –Василий Егорович Митта.Унра тасалăх,сăваплăх ,ырă кăмăл çуталса-йăлтăрса тăрать.Ун хайлавĕсенче ăшă та сăпайлă,вашават та тÿрĕ чунлă кăмăл ялкăшса çунать.

Çитес çул, 2008-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче В.Е.Митта çуралнăранпа100 çул çитет. Ку статьяна эпĕ шăпах та ăна халаллатăп. Шкулта ĕçленĕ май хам ĕç опычĕпе паллаштарасшăн.

Миттан пурнăç çулĕ тикĕс килмен. Вăл репрессие лекнĕ çыравçăсенчен пĕри. Пурнăçĕ те унăн 17 çул хушши тăван çĕртен аякра пулнине кура кĕске пулнă.Урок ирттернĕ чухне Митта биографийĕпе,унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма уйрăм вĕренекенсене ĕç хушма пулать.Вĕсем В.Миттан тĕрлĕ вăхăт тапхăрĕ çинчен каласа параççĕ.Калаçу çакевĕрлĕ пулса иртме пултарать.

1)Писателĕн автобиографийĕпе паллашни. Писателĕн автобиографийĕпе эпир Г.Юмарт пухса хатĕрленĕ «Митта Ваçлейĕ.Пурнăçĕпе пултрулăхĕ» кĕнеке тăрăх паллашма пултаратпăр. Акă мĕн çырать В.Е.Митта 1956-мĕш çулхи июнĕн 25-мĕш кунĕнче:

«Эпĕ 1908 –мĕш çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнче (Патăрьел районĕ) чухăн хресчен çемйинче çуралнă.Атте те, анне те хут пĕлмен чăвашсем пулнă.

Ўснĕ чух мана пуринчен ытла пысăк пичче Илле хавхалантарса вĕрентетчĕ.Вăл 1818-мĕш çултанпах коммунист пулнă,нумай тар-шур чăтса ирттернĕ:империализм вăрçипе граждан вăрçинче тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çапăçнă.Пысăк пичче1941мĕшçулта фронтра пуçне хунă.

1922-мĕш çулпуçламăшĕнче ,хам вун тăватта çитсен ,эпĕ комсомол ретне кĕтĕм.

Илемлĕ литературăна мĕн ачаран юратнă темелле,пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех ăна чĕреренкăмăллаттăм. Пушкинпа Гоголь кĕнекисене каçса кайса вулаттăм,юратнă сăвăçсене пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Чухласса сахал чухланă-ха ĕнтĕ,çапах та пичетри сăмаха хисеплесси «селифанла» пулман курăнать çав. Пĕррехинче çапла,хам пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне-ха вăл ,вырăсла сăмахсене чăвашлисемпе пăтраштаркаласа тенĕ пек,пĕтĕм кăмăлтан çĕкленсе те антăхса, «Капитан хĕрĕ» произведенире мĕн çырни çинчен çырнине каласа панине астăватăп,майра учительницăна эпĕ каласа пани питĕ килĕшнĕччĕ.

Чăваш поэзийĕн ытарайми илемĕпе («Арçури»,»Нарспи» произведенисемпе) паллашни пуçăмра хам вăя виçсе пăхма хĕтĕртекен шухăш хускатрĕ: ун пек кĕнекесене çынсемех çыраççĕ иккен, чăвашсен хăйсен те сăвăçсем пур…

Чăвашсен Ульяновскри педагогика техникумне кĕнĕ вăхăтра ,1924 –мĕш çулта, хам сăвăсемпе çырса тултарнă самай хулăн тетрадь пурччĕ манăн,каярахпа çав сăвăсенчен хăш-пĕрисем пичетленсе те тухрĕç.

Ун чухне эп хам комсомолец пулнă май,Александр Безыменскипе Александр Жаров сăввисене юратарах параттăм,çырасса та вĕсем майлă çырма пăхаттăм.Есенинăн чунапырсативекен чипер сăввисем те мана пит илĕртетчĕç.

Поэзири паллă ĕçĕмсенченпĕри тесе « Хулăм сас» поэмăнашутлатăп .Ăна эпĕ 1930-мĕш çулта çĕнелен пурнăçăн чĕрĕ çулĕпе утнă чух колхозсем туни çинчен çырнă.Вăл поэмăри хăш-пĕр сасăсем В.Маяковскирен вĕренсе пынине аса илтереççĕ.

Чăваш поэчĕсем вырăссенчентĕплĕн вĕренсе пыни Çеçпĕл Мишшинсиллабо-тоника шкулне çирĕпленсе çитме вăйпачĕ.Хамăртан аслăрах поэтсем Çеçпĕл Мишшин шкулĕ чăваш поэзийĕн картипе çыхăнсах каймасть тесе калаçатчĕç,анчахсăвăри çав çĕнĕ йĕрке çĕнтерчĕ-çĕнтерчех,чăваш поэзии историйĕнче вăл асран кайми тапхăр пулса тăчĕ.Çав йĕрке чăвашла сăвă çырас меслетсене классикла янратмалли меслетсем уçрĕ.Халĕ эпир тĕнчери пур поэтсен произведенийĕсене те хăйсен тăван чĕлхипе çырнинчен кая мар хăватпа чăвашлакуçарма пултаратпăр.А.Пушкинăн «Евгений Онегинĕпе»ытти сăввисем чăвашла та вырăсла пекех лайăх янраççĕ.»Борис Годуновра» вара тăлмачă куçарнă чух цезурăсене те упраса хăварма тăрăшнă.

Ман шутпа,ÿлĕмрен пирĕн чăваш поэзийĕн ăсталăхне тĕрĕк чĕлхипе калаçакан халăхсен, çав шутрахтутар халăхĕн, поэчĕсем те тĕрĕслесе пăхма тытăнĕç.

1937-мĕш çулччен манăн сăвăсен пуххисем икĕ пĕчĕк кĕнекен пичетленсе тухрĕç тата вырăсларан куçарнă поэмăсемпе прозăлла произведенисем пичетленчĕç.Çав вăхăтрах СССР писателĕсен Союзĕн литература институтĕнче хам тĕллĕн вĕренеттĕм.

1955-мĕш çулта эпĕ куçарнă кĕнекесенчен М.Горькин «Фома Гордеевĕ» иккĕмĕш хут пичетленсетухрĕ,Валентин Овечкинăн «Районные будни» кĕнекинчен темиçе очерк куçарса кăлартăм.

1956-мĕш çулта манăн «Кăмăлтан» ятлă сăвăсемпе поэмăсен пуххи тухрĕ. «Ялав» журналпа«Тăван Атăл» альманахра та сăвăсемпе статьясем пичетленеççĕ.Вăхăт ÿкернĕ хушăра Л.Н.Толстойăн «Вăрçăпа мир» романне чăвашла куçаратăп,-ĕçĕ пит те йывăр вара, анчах çапах та çакăн майлă пысăк ĕçре хамăн творчествăри телейĕн шăнăрĕ туртăнмасть-ши , тесе шухăшлатăп.

Çавсемпе пĕрлех тата «Тăван Атăл» альманахăн редколлегии членĕнче те секретарĕнче ĕçлетĕп.Творчествăлла пархатарлă ĕçпе пурăнма ĕмĕтленетĕп.»

2)Поэтăн мăшăрĕ Нонна Еремеева-Митта аса илĕвĕнчен: «Пурнăçăмăрта, темле йывăр самант килсен те ,Ваçлейпе иксĕмĕр эпир никама та усал сунман.Хăйĕн юлташĕсен литература ĕçĕнчи ÿсĕмĕсемшĕн Ваçлей чунтан савăнатчĕ,мана вăл авторĕнчен те ытларахсавăннă пек туйăнатчĕ.Вăл нихăçан та ,хăш чух укçаран питĕ татăк пулсан та, гонораршăн хыпса çунмастчĕ.Ĕçкĕпе иртĕхнине пĕртте кăмăлламастчĕ.Çыракан çынсене вăл туслă пурăнтарасшăнччĕ,халăха валли чăннипех кирлĕ кĕнекесемçыртарасшăнччĕ.Вăл ялан çаплаччĕ.Эпĕ ăна вăл вун тăватта çитнĕренпех пĕлетĕп.Çакăн пек çирĕп йĕркеллĕскере йывăр пурнăçпа пурăнма тиврĕ, вилĕм те ăна хăвăртах илсе кайрĕ.

Вăл пурнăçра кашни ырă япалашăн савăнма пĕлетчĕ,ĕçе чунтан парăнса тунине юрататчĕ,хăйне те ĕçре шеллеместчĕ.Çынсенчен те çапла ĕçлеме ыйтатчĕ,ответсăрлăха, ĕçе лăш –лаш тунине питĕ сивлетчĕ.

Килтерĕшĕнче те вăл ялан тимлĕччĕ,тăрăшуллăччĕ.

Вăл ялан мал ĕмĕтлĕччĕ, шÿтлеме юрататчĕ, шÿчĕ те унăн вырнаçуллăччĕ. Хăйĕн хуйхине вăл нихăçан та çынна палăртмастчĕ.

3) В.Миттан Илемпи ятлă хĕрĕ аса илет:

« Ман асăмри аттесăнарĕ курăмлă та илемлĕ,мĕнпур ĕçшĕн пăшăрханакан тата тĕлĕнмелле мал ĕмĕтлĕ çын пек тăрать.

Мана уйрăмах акă мĕн тĕлĕнтерчĕ: манпа пĕрле пĕр курсра вĕренекен хĕрсене аттем çав тери кăмăла кайнă, вĕсем ăна хÿхĕм сăн-сăпатлă та каламаçук илĕртÿллĕ çын вырăнне хурсакалаçатчĕç (эпĕ пур _атте атăпапынишĕн,унăн тумĕ питĕ ансат пулнишĕнмалтан пăшăрханаттăм).Эпĕ вара пĕтĕм кăмăлтан савăнса илтĕм, çав вăхăтрах чăннипех питĕ пултаруллă çынпанумай çул хушши пĕрле пурăнма тÿр килменшĕн чунăм та ыратрĕ.

Аттем пурин кăмăлне те тупма пĕлетчĕ.Урампа унпапĕрле утса пынă чух хирĕç килекен палла-тăран кашни çын ăна уйрăмах ăшă кăмăлпасаламлатчĕ,ал тытатчĕ».

4)Чăваш халăх поэчĕ П.П.Хусанкай Митта Ваçлейĕн çывăх юлташĕ пулнă. «Пуçкăшăль вырăнне» статйинче вăл çапла çырать: «Ырă кăмăл,таса чĕре,сăпайлăх.Нимĕнле аслă хисепе те хапсăнман вăл. Митта Ваçлейĕ мĕн кĕçĕнрен Çеспĕлĕнреволюции факелĕ пек çунсатăракан чĕри çутатнă Чĕрĕлĕх çулĕ çинелле туртăнать.Малтанласа ,ялтантухнă ытти ачасемпекех ,вăл ансăр та тумхахлă сукмакпа пырать.Такăнкалать те каллех сиксе тăрать.малалла утма пăрахмасть.

Çеçпĕл пĕтĕм чĕрĕлĕхĕн хăватлă паллине тăван чĕлхере курать.Ĕмĕрсем тăршшĕне «çичĕ ютсем» туланă,таптанă,мăшкăлланă,анчах тĕп тăвайман чăваш чĕлхи Çеçпĕле тĕлĕнтерсе ярать,шанчăк парать.Митта та ,пирĕн ÿсĕмри пур çамрăк сăвăç пекех, Çеçпĕлĕн çав ĕмĕтне ăша илет.

Шанап, чĕлхеçĕм ,ĕненетĕп

Санчи тивлетлĕ ĕмĕтне.

Çунатлă пултăм-вĕçĕнетĕп

Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.

Çакăнтан пуçласа тăванчĕлхе теми Митта поэзине çине-çинех кĕрсе пырать. Тăван чĕлхепе ĕçлейменни, чăвашла çырайманни, çырма май пулманни- уншăн калама çук пысăк инкек пулсатăрать.

Шарланкă тăраймасть кĕрлевсĕр,

Вĕçмесĕр пурнаймасть хăлат.

Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,

Вăл ,пулă пек ,типпеюлать.

Çапла калать поэт патша самани сăнчăрласа тĕп тунă Тайăр Тимкки çинчен.Çак ăша çунтаракан сăмахсем хăй тÿссе курнă çыннăн чĕринчен кăна хайрăлса тухма пултарнă.Анчччах шанчăк çухалман,ĕмĕт татăлман.

Ĕшеннисемшĕн çул çинче

Эс – шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

Çапла туйăнать уншăн ытарайми тăван чĕлхе. Çавăн вăйне татах ÿстересшĕн, сăмах тутине пĕлсе ,пĕтĕмчун хевтипе ĕçлетчĕ юлашки çулсенче пирĕн тусăмăр. Хăй каларăш, хальхаççăн çырнисем те, вилес умĕн виç эрне кăна малтан çырнă сăввисем те чăваш лирикин чи паха ярăмне шăрçаланса кĕрсе юлма тивĕçлĕ.Эпĕ «Авалхи садăмра…»тата «Тав сана!» çинчен калатăп. Поэзие йăлашăн, модăшăн мар,чунтан-вартан юратакан çын çав щедеврсен авторĕ умĕнче ырă кăмăлпа пуç таймасăр тăма пултараймасть.»

5)Илпек Микулайĕн «Тимĕр» романĕнчи сыпăкпа паллашни.

«Тепĕр çынна лайăхрах палласа илтĕм çак пухура. Ку вара ман кунăмра ĕмĕрхи Шурăмпуç çăлтăрĕ пулса тăчĕ. Митта! Митта Ваçлейĕ çав. Тирпейлĕ те ăслă чăваш каччи. Ун пеккине хак хумаççĕ,хакран пин хут çÿлтеччĕ вăл. Кăвар чĕреллĕ сăвăçă, вăл тăван халăхăн ăс-хакăл мулĕнче чăн çÿлти шайра тăратчĕ.Çепĕç лирик, шухăш пăлхавçи,Сократла философ –ăçтан кăна тупса çитĕнтернĕччĕ-ши этем ĕмĕртен-ĕмĕре хывса йăлана кĕртсе шăнăçтарнă çивчĕ ăс-хакăла?»

  1. А.Артемьев аса илĕвĕнчи поэт.

«Çав каçхине вăл пĕрремĕш хут «Тайăр» поэма сыпăкĕсене вуланине чун-чĕремпе çунса итлерĕм.Акă ăçта чăн-чăн поэзии асамĕ!Акă мĕнле пулмалла вăл поэт!Унăн кашни сăмахĕ хăй вырăнĕнче, кашни йĕрки шăранса вуланать. Ку поэмăн кашни сыпăкĕ-чăваш поэзийĕн ахахĕ. Кашни йĕркинчех поэт хăйĕн чунне кĕвĕленĕ.Мен тери илемлĕ те витĕмлĕ пирĕн чăваш чĕлхи!

Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм

Каллех ян хурçă пек таса!-

тет те Митта, чăнах та, хамăрăн пултаруллă халăхшăн та. унăн талантлă поэчĕшĕн те чĕререн савăнатăн.

Митта Ваçлейĕ питĕ вашават,уçă кăмăллă çынччĕ.Ахальтен мар ун кĕнекин ячĕсем те пĕр евĕрлĕ: «Кăмăл»(1932),»Кăмăлтан»(195).,»Кăмăлăмпа шухăшăм»(1959) Унăн кăмăлĕ ваттисемпе е «аслисемпе» çеç мар, хăйĕнчен нумай кĕçĕннисемпе калаçнă чух та пĕр пек танлăччĕ, сăпайлăччĕ.

Вăл çынпа калаçнă е тавлашнă чух кăшкăрнине, шавласа сас тунине астумастăп, анчах тавлашура вăл кам айне те пулин пулнине те курман эпĕ. Кирек кам умĕнче те сăмаха тÿрĕ, пат татса калатчĕ. Шурри уншăн шурăччĕ, хури - хураччĕ. Çынна та, хăйне те улталамастчĕ вăл. Тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ, уншăн нумай тÿснĕскер, татах тÿсме те хатĕрччĕ.

Кам тÿссе ирттерчĕ çынпа тан,

Кам ырра усал теме хăймарĕ,

Усала айванăн пуç таймарĕ,

Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:

Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ.

Çак сăвва вăл ,Хусанкая халалласа, хăй çинчен çырнă.Хăйĕн ĕмĕрĕ харама кайманнине сăвăç час-часах астутаратчĕ,апла вăл темле йывăр вăхăтра та çунатне усман, нихçан та пессимист пулман.

Поэтăм , вилĕме ан асăн,

Çак пурнăç – ĕмĕрхи илем.

Кун-çулĕ кăлăх пулмасассăн,

Вилсен те пурăнать этем.

Митта пирĕнтен питĕ ир уйрăлса кайрĕ, çавăнпа эпĕ ăна «хунавлах хăрнисем» шутне кĕртнĕ пулăттăм, анчах поэт çамрăклах ырă вăрлăх аксахăварчĕ. Хăй вилсен те ,поэтăн пархатарлă ĕçĕ , шухăшĕ, çутă сăнарĕ унăнталантлă сăвви-юрринче ялан чĕрĕ пулĕç.»

7)Алексей Талвир çыравçă Аслă Арапуç шкулне !5çухрăмриялтанвĕренме çÿренĕ. «Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ» статйинче А.Талвир çапла çырать: «Пĕррехинче мана уроксемхыççăнюлташсем шкулта пухусемирттерекен пысăк класа ертсе кайрĕç.Унта аслă классенче вĕренекен ачасем алăпа çырса кăларнă «Çулăм» журналăн çĕнĕ номерне вуласа пачĕç.Вулакансенчен пĕри пиртен пĕр çул аслăрах класра вĕренекенМитта Ваçлейĕ пулчĕ.Журналти сăвăсене нумайăшне вăл хăй çырнă.Питĕ килĕшрĕç вĕсем мана.

Çакĕмĕрлĕхе асăмра юлнă каçхине эпĕ, литкружок пухăвĕнчен хваттере таврăнсан, çĕрĕпе куç хупмарăм – чĕп куçĕ пек пĕчĕк лампа умĕнче сăвăçырса лартăм.

Манăн малтанхи сăвва Митта Ваçлейĕ «Çулăм» журналта кăларса парсан, эпĕ пушшех те ун патне туртăнакан пултăм. Манран пĕр çул çеç аслă класра вĕренсен те питĕ нумай пĕлетчĕ вăл. Пушкин, Лермонтов, Кольцов, Тютчев, çавăн пекех «Ар çурипе»«Нарспи» авторĕсем çинчен те сехечĕ-сехечĕпе каласакăтартмапултаратчĕ.Историпе географие те питĕ юрататчĕ».

8)Степан Лашман аса илĕвĕнчен: «Митта Ваçлейĕпе ман, чăвашла радиовещани пуçланнă хыççăн, 1932-1934-мĕш çулсенче ,Радиокомитетра пĕрле ĕçлеме тиврĕ: вăл çамрăксен передачисен редакторĕччĕ, эпĕ литературăпа драмапередачисен редакторĕччĕ.

Кунта ман радиовещанире ĕçленĕ чухнех Миттатăван чĕлхене ăста пĕлнине, ăна тивĕçлĕн сума сунине палăртса калас килет. Чĕлхе илемне радио итлекен чĕри патне патне çитерме вăл ытла та аван пĕлетчĕ.Шыв пек тикĕс юхса пыракан сăмах хушшине йăлтăртатакан тăватă йĕркеллĕ чаплă рифмăллă сăвă çеç кÿртсе хуратчĕ –итлеме çавтĕрлĕ пархатарлă пулатчĕ».

9)Чăвашсен паллă этнопедагогĕ Г.Н.Волков В.Е.Миттана çапла хаклать: «Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă,хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă.Вăл сăвă çыракан мар,вăл чăн-чăн сăвăç,тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман. Хăйне вăл нихăçан та: «Эп поэт», темен; çавăнпа та-и ăна халăх«манăн поэтăм» тет паян кунчченех, вăл вилнине манса кайсах.

Чăваш хĕрарăмĕсем çинчен питĕ пăшăрхансакалатчĕ вăл: «Шупашкарта çуралса ÿснĕ тутар арăмĕн ачисем тутарла пĕлеççĕ,Хыркассинче çуралса ÿснĕ чăваш арăмĕн ачисем чăвашла чухламаççĕ.Хĕрарăм мĕскĕнлĕхĕ халăха мĕскĕнлетет.Наци малашлăхĕ пĕтĕмĕшпе пекех хĕрарăм ăс-тăнĕнче,кăмăлĕнче,чĕринче.Хăйне хăй хисеплемене ăçтан –ха ют хисеплетĕр?..»

10)Хветĕр Уяр«Куçару ыйтăвĕсем пирки сăмах хускатнă май» статйинче Митта ăста куçаруçă пулнине палăртать: «Тăлмачăсем урăх чĕлхепе çырнă произведенисене куçарса, çав куçару чĕлхипе калаçакан халăхăн ĕмĕрхи пуянлăхĕ туса хураççĕ. Пур-ши пирĕн ун пек кĕнекесем? Эпĕ А.С.Пушкинăн чăвашла«Борис Годуновне» аса илтĕм. Ăна Митта Ваçлейĕ миçе эрне е миçе уйăх куçарса ларнинепĕлместĕп эпĕ,анчах унти кашни сăнлăх, кашни шухăш маншăн чăвашла илтĕнет. Тахçан тата хамăрхалăх хушшинче те мар ,таçта урăх çĕрте,ĕлĕкхи пек каласан, «çичĕ ютра» пулса иртнĕ ĕçсем çинчен Пушкин хăй чăваш куçĕпе курса, чăваш ваттилле шăкăл-шăкăл каласа панă тейĕн çав».

Вĕренекенсем каласа панине пĕтĕмлетсе Митта Ваçлейĕ пурнăçра мĕнле çын пулнине синквэйн мелĕпе палăртатпăр.

МИТТА ВАÇЛЕЙĔ

Ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен, тăрăшуллă, тимлĕ

Юратать,ĕмĕтленет, шанать, тăрăшать, ĕçлет, куçарать, çырать, хисеплет

Чăвашшăн ,чăвашлăхшăн Митта пĕтĕмчунне-юнне пама хатĕрччĕ.

Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмахăсти.

Халĕ эпир унăн хăйне евĕрлĕхне «Тайăр» сăвă ярăмĕтăрăхпăхса тухăпăр.

Тишкернĕ май çакыйтусемпе ĕçлĕпĕр:

  1. «Тайăр» хайлавăн жанр уйрăмлăхĕ. Ку произведение Митта«Тайăр» поэмăран тесе палăртать. Хайлавпа паллашсан вăл ярăм – поэма пулнине куратпăр. Идейăпа сăнар пĕрлĕхĕ ку сăвăсене пĕр тĕвве çыхать.

  2. «Тайăр» ярăма çырнă вăхăт.Çак произведение автор 1948-195-мĕш çулсенче çырнă.1949-мĕш çулхи çуркунне поэта иккĕмĕш хут инçете ăсатаççĕ.Поэт кÿтсе çитнĕ чунри шухăш-кăмăла сăвăлама тытăнать. КунтаТайăр кун-çулĕнчен ытла –Митта Ваçлейĕн хăйĕн шăпи.

  3. Ярăм-поэмăн теми. Пурнăç, этемĕн пурнăçри вырăнĕ,асапĕпе терчĕ,савăнăçĕпе хурлăхĕ, юратупа ырату, тăван чĕлхепе çĕршыв.Çак темăсене пĕрлештерсетăрать хайлав. Пайсем уйрăм сăвă пек янăраççĕ. Вĕсене пĕр шухăш пĕрлештерет.

  4. Произведении идейи. Çĕр çине çуралнă кирек мĕнле çын та ирĕклĕ пулмалла.

Тĕп пултăр тĕнчере чĕр тамăк!

Çул пултăр çăлăнăç кунне!

Шăпах та çак йĕркесенче палăртать вăл çак шухăша. Митта хăйĕн хайлавнекультура,наци,истории контексчĕ çине таянса çырать.Халăх йăли-йĕркин енĕсемпе (çăварни,салтакюрри, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, çунатлă сăмах çаврăнăшĕсем) пуян хайлав.

5.Композици уйрăмлăхĕсем. «Тайăр» поэма-ярăм 1 сăвăран тăрать. Калăпăшĕпе те, формипе те вĕсем расна. Кунта ик йĕркелĕх, виç йĕркелĕх, тăват йĕркелĕх, пилĕк йĕркелĕх асăрхатпăр эпир.

Тÿрĕ композицие Кĕçтук Иванова халалланă сăвă урлă пăхар. Хальхи, иртнĕ, пулас вăхăт паллисене куратпăр.Çын пурнăçĕ те вăхăтпа çыхăннă.

Эп курнă тĕнчере чĕр тамăк,

Эп курăп çăлăнăç кунне!

Саламлăн уçăлать ытамăм

Паян, çĕршывăм, сан енне.

  1. Лирика геройĕ. «Тайăр» хайлаври лирика геройĕ Митта хăй тесе калама пулать. Поэт пурнăçĕнчи чылай пулăмсене асăрхама пулать поэма-ярăмра. Репрессие лекнĕ çынсен шухăш-кăмăлĕ чуна витермелле ÿкерĕннĕ.Сталин кульчĕн тапхăрне сăвăç«Сармантей самани» тесе сăнарлать. «Анăçран тухăçа çитиччен хырлăх мар-мĕн, хурлăх вăрманĕ» тениех мĕне тăрать. Ку тĕлĕшренуйрăмах «Чул çыран хĕрринче» сăвва палăртмалла. Унта«çынлăхран кăларан мăшкăл» çинчен чĕрĕ ÿкерчĕк туса каланă. Паллах, Митта хăй çинчен кăна çырман, вăл культ амакне лекнĕ пин-пин çыннăн шăпине асра тытса сăнарлать:

Чул çыран хĕрринче пĕчĕк пÿрт,

Юр тултарнă мăрйийĕ таран…

Мăнакка, хăвăртрах уçса кÿрт,

Çитсе ÿкрĕм паян эп аран.


Ураран ÿкесрен шартлама

Кун каçа муталарĕ пире.

Ни ĕçпе, ни вутпа ăшăнма,

Тумтирри тумтир мар - çке çире!..


Чĕрт, аппа, вучахна…ÇакЯшка…

Салтăнам… Ăшăнма эп ларам…

Малашне те пулсан çакнашкал –

Тĕнчере пурăнни те харам…


Куллен-кун хăшкăла-хăшкăла

Хырăмшăн хырăмпа шăвăнан.

Çынлăхран кăларан мăшкăла

Хăçанччентÿсмелле-ши, тăван?


Çун, вучах! Ĕнтĕркенĕ вăй-хал,

Тепĕр хут йăл илсе амалан.

Курасси, тен, нумай,

Пурнасси, тен, сахал…

Мĕн пулать, мĕн килет-

Тапалан!..

Лирика геройĕ хуçăлса ÿкмест, хал çитнĕ таран мал ĕмĕтпе тапаланать. Хуçăлми кăмăла «Вун тăваттă çапсан» сăвăра та куратпăр: Тайăр жандарм умĕнче пуçа таймасть. Автор ку ÿкерчĕке хăй пурнăçĕнчен илнĕ (çакна сăвăç хăйне епле арестлени çинчен çырса хăварни ĕнентерет).

Поэтăн оптимизмĕ Кĕçтук Иванова халалланă сăвăра та яр-уççăн палăрать:

Эп саншăн çĕнĕрен çуралтăм,

Эп мантăм пур йывăрлăха.

Çĕкленчĕ сыпăннă çунатăм

Каллех хĕвеллĕ анлăха.


Тапранчĕ чун хаваль хавассăн

Сан ăшшупа амаланса.

Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм

Каллех ян хурçă пек таса!..

Иртнĕ хурлăхпа пулас ирĕклĕхе поэт «каллех» сăмахпа çине - çинех усă курса кăтартать.

Кашни çын пурнăçа хăйне май ăнланать. «Тайăрти» лирика геройĕ вара çакна мĕнре курать-ши?

Ан тив, хисеп, те чыс та ан курам.

Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.

Ăна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр,-

Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

Поэтăн ĕçĕ – сăвă çырасси. Анчах та сăвăсем те, сăвăçсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем нумай çыраççĕ, анчах ĕмĕрлĕхасраюлмалли çук та. Теприсен калăпăшĕпе çырнисем нумаях та мар, анчах вĕсем литературăн ылтăн çÿпçине кĕрсе юлаççĕ. Çавăн пек поэт ĕнтĕ Митта Ваçлейĕ.

7. «Анатри юрă» сăвă формипе те, содержанийĕпе те, хăй евĕрлĕхĕпе те палăрать. Ку сăвă пĕтĕмпех ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсенчен тăрать. Рифмисем те пулса çитнĕ чăн-чăн рифмăсем: çук-чух, çурмалла – пулмалла, пĕрĕхет – перекет,тирпей – телей,яшши – ытлашши, пехил – кил, ĕмĕрне – çăкăрне. Риторикăллă ыйту, чĕнÿ тĕслĕхĕсемпе пуян:

Нумай та пĕтет,сахал та çитет,

Тату пурнăçа, элле,мĕн çитет?


Мухтав та пехил ĕмĕр - ĕмĕрне

Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне!

Сăвăри кашни йĕрке, кашни сăмах хăй вырăнĕнче. Философиллĕ тарăн шухăшсене ваттисен ытарлă сăмахĕсемпе уçса парать автор. Тухăç поэзийĕнче (вăл шутра тĕрĕк, араб, перс т. ыт.т.) анлă сарăлнă бейтмелĕпе ăсталанă ку сăвва.

Сăвă харкамçă хăй çинчен каланипе пуçланать, геройăн иккĕленĕвĕ те сисĕнет. Пулмалли шухăшлаттарать. Хальхи çинчен калать. Юлашки çаврара герой хăйĕн шухăшне çирĕппĕн, шанчăклăн калать. Анафора та, эпифора та тĕл пулать кунта. Татăксем те шухăша çирĕплетме пулăшаççĕ. Пĕр йышши членсемпе те усă курнă . «Мухтав та пехил» сăмахсем юлашки çаврара тăтăш тĕл пулаççĕ. Çакă сăввăн пахалăхне ÿстерет, çавран лейтмотивĕ пек янăрать.

8.Илемлĕх мелĕсемпе те пĕлсе усă курнă

Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,

Вăл, пулă пек, типпе юлать.(Танлаштару)


Çунат паратăн çамрăка,

Ватта чун канăçĕ кÿрен. ( Метафора)


Ытарса илейми чечен ир,

Куçпала виçейми çеçен хир.(Эпитет)


Çĕклентĕр тĕлĕрнĕ хăватăм, -

Çур кунĕ ялтăрать тулта! (Сăпатлантару)


Çунатăм, юлатăн. Ан макăр .

Салтак пек маттур уйрăлар. (Танлаштару)


Çÿресе çинçелмен çÿрен ут…

Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут.(Аллитераци)


Аташтармĕ сарă тул йăранĕ –

Аташтарĕ янтă мул тăванĕ. (Ассонанс)


Шавлĕ вăйă-кулă

Кĕр уявĕнче.

Эсĕ çеç салхуллă

Ларăн çын çинче.(Антитеза)


Эп курнă тĕнчере чĕр тамăк,

Эп курăп çалăнăç кунне! (Анафора)


Нумай та пĕтет,сахал та çитет,

Тату пурнăçа , элле, мĕн çитет?(Эпифора)


Ĕнтĕ тулать пек хĕсĕк пÿлĕм

Хăватлă юрă-сăвăпа.

Пăхăнтаруллăн, çĕнтерÿллĕн

Кĕрлет йыхравлă йĕс труба. (Инверси)


Спасибо! Савса ывăлларĕ

Мана Сармантей самани. (Аллюзи)


Юрлар-и, кулса уйрăлар-и?

Тен,ĕмĕрлĕхех…чун савни!..( Каламасăр хăварни)


Çĕр çĕмĕрсе маттур çар умĕн

Утса килет-мĕн параппан.

Вĕçĕ-хĕррисĕр халăх хумĕ

Тапса тăрать пур урамран…(Гротеск)

Миттан поэзийĕнче библири хăш-пĕр пулăмсене аса илтерекен вырăнсем те тĕл пулаççĕ.

Пăхăнтаруллăн,çĕнтерÿллĕн

Кĕрлет йыхравлă йĕс труба.

Çапла кĕрÿ килессине ан манăр –

Е çур çĕрте,е кăнтăрла…

Сăвăри шухăш тĕлĕшĕнчен тĕп шăнăр пулакан сăмах – ÇУЛ. Вăл поэмăн ярăмĕсенче темиçе хут та тĕл пулать, символла сăнар тесе те калама пулать.

Ĕшеннисемшĕн Çулçинче

Эс шанчăк çăлтăрĕ ялан.(« Тăванчĕлхем» сăвăран) Кукалет – çул ыйтать çил çунат.(«Çÿресе çинçелмен çÿрен ут»)

Сывлăх çул памасăр çта каян? («И мĕн пуян…»)

Ман çул – çăлтăр витĕр – тап-такăр.(«Пуç янисен юрри»)

Каясси –ман каллех –вăрăм çул («Элеги»)

Çул пултăр çалăнăç кунне!(Кĕçтук Ивановахалалланă сăвă )

Çул – символ, поэт пурнăçĕнчи йывăрлăхсем тесе ăнланма пулать.Çул –пурнăçри улшăнусене систерекен сăнар. Пурнăç йывăрлахĕсем хастар поэтăн пысăк чунне хуçса пăрахайман. Вăл саманан тертлĕ асапланăвĕсем витĕр тухса çирĕпленсе,тĕрекленсе пынă. Поэтăн пултарулăхĕ чăн-чăн поэзии шайне, литература ани çинче хăйне тивĕçлĕ рете тăнă.

Миттан «Тайăр» ярăм-поэми поэзин чи çÿллĕ шайне çĕкленнĕ. Вăл этем трагедийĕ çинчен те (ку сăвăсене «лагерьте çырнисем» теме пулать) нăйкăшмасăр тÿррĕн те хăюллăн, нумай тÿснĕ хурлăхлă çын пек çырать.

Митта Ваçлейĕн пурнăçри маттурлăхĕ, чун-чĕрин хĕлхемĕ, ун чĕлхин чăн илемĕ, çунатлă ăспа уйрăлса тăракан сăввисен классикăлла ятулăхĕ – çакă пĕтĕмпех чăн чăвашлăх сăвапĕсем, вĕсене асра тытса «хăямата янисене манар мар», хамăр пурнан пурнăçа ăраскаллă тума тăрăшар.

Миттасăввисенчи кашни йĕрке хыçĕнче çÿлти хăватсен асамĕ пытарăнса тăрать, кунта эпирчăн-чăн поэзин тĕшши патне çывхаратпăр, пирĕн кулленхи сăн-питĕмĕре этемчун-чĕрин пăлхавлă, анчах çав вăхăтрах çутăран та çутă вĕçевĕн варкăшĕ лăпкать. Митта Ваçлейĕн ячĕ чăваш поэзиĕнисторине ĕмĕрлĕхе çырăннă.

Усă курнă литература

  1. Метин П.Н. Лирика текстне тишкересси. - Шупашкар, 2005.- 13 с.

  2. Митта Ваçлейĕ пурнăçĕпе пултарулăхĕ.  Г.Юмарт пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар, 1974.-175 с.

  3. Митта Ваçлейĕ Çак юрра эп ахаль мар юрларăм. -  Шупашкар, 1990.-173 с.

  4. Митта Ваçлейĕ Çырнисен пуххи. 1 том. - Шупашкар, 2004.-399 с.

  5. Федоров Г.И. Чăваш литератури: Вĕренÿ пособийĕ. - Шупашкар, 2004. - 51 с.

  6. Федоров Г.И. Чăваш литератури: Вĕренÿ кĕнеки: 11 класс валли.- Шупашкар, 2003.-271с.

Ермакова, Е. Н. Митта поэзийĕн хăй евĕрлĕхĕ : [электронлă ресурс] / Е. Н. Ермакова // www.qov.cap.ru

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru