Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Георгий Ефимов

Туслăх

Илпек Микулайĕ Митта Ваçлейне Лев Кассилĕн "Аслă хирĕçтăрӳ" повеçне чăвашла куçарма парать. Ара, Миттан кил-йышне кăшт та пулин пулăшу пултăр. Митта Ваçлейĕ куçарать, кĕнекене Илпек Микулайĕ куçарнă пек туса кăларать. Мĕнех? Вăхăт çитсен, ырă та тăнăç кунсем килсен, пурте хай вырăнне ларĕ. Икĕ тус кун пирки калаçса татăлнă ĕнтĕ.

Анчах та мĕн тăвайăпăр? Вĕчĕх те чурăс, туслă пурăнакансене курайман этемсем пур-çке хамăр хушăмăртах. Акă çăхав... Илпек Микулайĕ "халăх тăшманне" - Митта Ваçлейне - пулăшать имĕш. Çак сăмаха КГБна çитерекенни К.Ч. писатель пулнă тетчĕ Илпек Микулайĕ. Пуçлаççĕ хайхи тăлмача чĕне-чĕне тĕпчеме. Вара, Т.Шашурина машинистка Илпек çырнинчен, ал çырăвĕнчен пичетлерĕм тесе евитлесен, хуллен-хуллен ейĕве кайнă юхан шыв çырана кĕме тапратать. "Аслă хирĕçтăру" кĕнекен пичетленсе тухать Çапла асаппа та хĕнпе тухать ку куçару. Туслăха хаярлăх пусмăрлама, хайĕн наркăмăшĕпе ĕмĕрлĕхех тĕп тума тăрăшнă, çавах та пултарайман. Тата - тĕнчере ырă çынсем пĕтмен-ха. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар, тĕнче ырă куншăн нихçан та хĕсĕр мар.

Çапла пулнă вăхăт. "Стукачсем" тетчĕç çавăн пек пӳтсĕр çынсене. Пирĕн хушăрах çӳретчĕç çав вĕсем.

Кайран ман çинчен ырă та ăшă сăмах калакан çынна хăйне куртăм. Вăл хура кĕске кĕрĕк тăхăннăччĕ, атăпаччĕ. Ĕлĕкхи сăн-ӳкерчĕкĕсем çинче М.Горький, Л.Андреев писательсем çапла атăпаччĕ. Ку тум чуна çывăхчĕ: ялпа хулана пĕрлештернĕн туйăнатчĕ.

Митта Ваçлейĕ, нумай хĕн-хур курнă пулин те, нăйкăшмастчĕ. Унăн куçĕсем йăлкăшатчĕç: ирĕкре çӳренĕшĕн савăнатчĕ-тĕр. Кил-йышĕпе килĕшӳллĕччĕ. Урамра каç-каç мăшăрĕпе уçăлса çӳретчĕ.

Шупашкара таврăнсан, Митта Ваçлейне "Тăван Атăл" альманахăн ответлă секретарĕнче ĕçлеме лартрĕç. Эх, епле тăрăшса та кал-каллăн ĕçлетчĕ вăл. Кашни писателĕн ăнăçăвĕшĕн савăнатчĕ. Ара, кашни ал çырăвĕ ун али витĕр тухать вĕт! Ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕскер, альманахшăн килте те каç-каçăн вăй хуратчĕ.

Сăвă кĕнеки кăларма питĕ тимлесе ĕçлеме тытăнчĕ. Пурăнас кунĕсем сахал юлнине туятчĕ-ши сăвăç? Акă "Кăмăлтан" кĕнеки 1956 çулта çутă кун курчĕ. Ăна алăра тытнă чух куçĕсем йăлкăшатчĕç, тути асамлăн та вăтанчăклăн йăл-йăл кулатчĕ. Куна эпĕ çав "Кăмăлтан" кĕнекене мана алă пусса панă чухне те куртăм. Вăл кĕнеки çине çапла çырнăччĕ:

Якур! Эс çамрăк та маттур.

Шанатăп, сан малашлăх пур.

Ку кĕнекене эпĕ чи хаклă парне тесе усратăп. Урăх вăл алă пусса панă кĕнеке çук манра. Ара, сăвăç ирĕкре нумаях ĕçлеймерĕ. Инçе Çĕпĕр çĕрĕпе тĕрме камери çисе янă поэт ăшчикне.

Кайран Митта Ваçлейĕ, Е Я.Орлова ватă большевичка каласа панă тăрăх, "Ялав" библиотеки валли "Эпĕ Ленина курни" кĕнеке хатĕрлерĕ. Эпĕ ун чухне "Ялав" журнал редакторĕччĕ те - хăш-пĕр пулăмсене пĕрле килĕштереттĕмĕр. Поэт ĕçĕнче иккĕленнĕрен мар, хăй шухăшне тӳрре кăларма е тĕрĕслесе пăхма тăрăшатчĕ-тĕр. Ĕçне питĕ тĕплĕн тăватчĕ Митта Ваçлейĕ.

Хăй тăвас тенине вĕçне çитереймен пулин те, хăйĕн калăплă "Тайăр" поэмине çырса пĕтереймен пулин те, чăваш халăхĕн чĕри-чунĕнче ĕмĕр упранмалли сăвăсем хăварчĕ вăл. Иккен, пин-пин йĕркеллĕ поэмăсемсĕрех тăван литература хирне ылтăн пĕрчĕсем акма пулать. Митта Ваçлейĕ чăваш сăмахлăхĕн ăсти, сăмахсене шурă хут çине ылтăн-кĕмĕл çипсемпе тĕрлекен тĕрĕçĕ.

Илпек Микулайĕ паллаштарчĕ мана Митта Ваçлейĕпе. Çав кун хĕвеллĕччĕ. Уяв кунĕччĕ. Илпек хăна пуçтарнăччĕ. Кунта Митта Ваçлейĕ Ноннăпаччĕ, Петĕр Хусанкай та пурччĕ. Туслăччĕ вĕсем. Вĕсен туслăхне курса пурăнас, ĕçлес килетчĕ. Халĕ виççĕшĕ те çук. Вĕсем - чăваш литературин виçĕ тĕп юпи. Çав юпасем чăваш литературин сенкер те çутă аслатиллĕ çумăр пĕлĕчĕсене тĕрлесе тăраççĕ. Ара, вак-тĕвекпе вакланса кайма пулать, - çакăн пирки те асăрхаттараççĕ вĕсем. Ламран лама куçса пырасси - хĕнлĕ пулăм. Кунта ăс та, пăс та, пĕр хăвна çеç тивĕçли те, сăпайлăхпа тӳрĕ кăмăллăх та, сăвăç чысĕпе çынлăхĕн аслă туйăмĕ те кирлĕ.

Митта Ваçлейне эпĕ юлашки хут 1957 çулхи июнь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче курнă. Ку çапла пулчĕ: июнĕн виççĕмĕш е тăваттăмĕш кунĕнче, - числине пат татсах калаймастăп, - манăн Мускава каймалла килсе тухрĕ. КПСС Тĕп комитечĕ журналсен редакторĕсене канашлăва пухать-мĕн. Çавна май командировкăна тухмалла.

Пурне те туса çитерсен, йĕркеллĕ хатĕрленнĕ хыççăн, станцие кайма тухрăм. Митта Ваçлейĕ:

- Вăхăт пур-ха, атя станцие çитиччен çуран утар, - тесе сĕнчĕ. - Чăматану санăн портфельтен те çăмăл, - хуллен кулса илчĕ сăвăç, çула çапла çăмăлттайла тухмаççĕ те ĕнтĕ тенĕн.

Кунĕсем ăшă тăратчĕç, çавăнпа çул çине ытлашши нимĕн те илес килмерĕ. Тата вăрахлăха каймастăп вĕт.

Станцинелле çуран утрăмăр.

Митта Ваçлейĕн кăмăлĕ уçăлчĕ. "Тайăр" поэми мĕнле пуласси пирки пуплерĕ. Темиçе строфа пăхмасăр каласа та пачĕ. Çав йĕркесене хут çине çырса ĕлкĕрнĕ-ши вăл? Мĕншĕн тесен эпĕ вĕсене ниçта та, сăвăç кĕнекисенче, тĕл пулман. Мана вуласа панисенче тӳре-шарана питлени пурччĕ, пурнăç савăнăçĕпе инкек-синкерлĕхĕ çинчен тарăн та витĕмлĕн каланăччĕ, Эпĕ те вĕсене çырса хуман, халĕ асран тухнă. Хамăн тимсĕрлĕхе паян кун та каçарас килмест. Ун чухне, Митта Ваçлейĕ мана Мускава ăсатнă кун, сăвăçа юлашки хут куратăп тесе кам шухăшланă? Митта Ваçлейĕ, хăйне Çĕпĕре ярсан, тайгара епле сухăр пусни çинчен чылайччен каласа пачĕ.

Станцăра столовăйне кĕтĕмĕр. Ара, çул курки сыпмалла-çке. Ун чухне Шупашкар станцийĕнче столовăй пурччĕ: сăрине те, эрехне те сутатчĕç. Çапах та Митта Ваçлейĕ хăй черккин тăррине çеç татса пачĕ: "Юрамасть Нонна умĕнче аван мар", - терĕ. Хисеплетчĕ поэт хăй мăшăрне.

Кĕçех вагон патне пытăмăр. Эпĕ, вагона кĕрсе, чăматана хурса тухрăм.

- Мускава çитсен, Петĕр тусăма /Хусанкая ĕнтĕ – Г.Е./ салам кала. Часрах Шупашкара çиттĕр. Тунсăхларăм, - терĕ кăмăлллăн Митта. Унăн куçĕсем шывланнăн курăнчĕç мана.

Акă пуйăс тапранса каясси çинчен пĕлтереççĕ. Эпĕ тамбура хăпарса тăратăп. Митта Ваçлейĕ перрон çинче тăрать, шӳтлет: куçĕнчен куççуль тумламĕсем тумланă евĕр туса, вĕсене ывăçа пухнă пек кăтартса, хусканусем тăвать, хăй тапраннă вагонпа тан утса пырать.

- Тĕл пуличчен! – кăшкăртăм эпĕ, пуйăс хăвăрттăн кайма тапратнă май.

Митта Ваçлейĕ алă сулни те курăнми пулчĕ.

Мускавра кулленех ĕçпе çӳрерĕм.

Июнĕн 10-мĕш кунĕнче Петĕр Хусанкай патне кайрăм. Вăл Мускаври Максим Горький ячĕпе хисепленекен Литературăн Аслă курсĕнче вĕренетчĕ.

Петĕр Хуранкай Тверь бульварĕнчи 25-мĕш çуртăн картишĕнчи çуртра пурăнатчĕ.

- Э-эй, Якур, питĕ вăхăтлă çитрĕн! Аслă курс пĕтерни çинчен хут пачĕç паян, - хаваслăн алă пачĕ Петĕр Хусанкай. - Çав ятпа эсĕ ларса-туса ан тăр-ха, ме сана укçа. Елисей магазинне вĕçтерсе кил! Çимелли, хăналамалли ил, хăш-пĕр туссем килме пултараççĕ…

Укçине илесшĕн пулмасан та, пусахласах пачĕ. Елисей магазинне кайса килтĕм.

Сĕтел çине хатĕрлерĕмĕр, П. Хусанкай мана черкке тултарса пачĕ, хăйне валли шампански уçрĕ, куркана тутарчĕ. Çав вăхăтра алăка шаккарĕç.

- Кĕрĕр, - кĕскен каларĕ П. Хусанкай, пĕр-пĕр юлташĕ килчĕ терĕ-тĕр.

ПӲлĕме пачах палламан çын кĕрсе тăчĕ.

- Сире телеграмма? Хăçан илнине паллă туса алă пусăр, - сĕнчĕ палламан çын, сĕтел çине телеграмма хурса.

Петĕр Хусанкай алă пусрĕ. Килнĕ çын тухса кайрĕ.

Акă Петĕр Хусанкай çыпăçтарнă телеграммăна уçать. Вулать. Сăнран каять.

- Якур, вула, - сĕнет поэт шала кайнă сасăпа.

Вулатăп: "Митта вилсе кайрĕ. Пытарма кĕтетпĕр". Кĕске çеç çырнă - çавах та ку сăмахсем чуна çурса яраççĕ.

П.Хусанкай алăри сехечĕ çине пăхрĕ.

- Пуйăса ĕлкĕретпĕр. Тимĕр Садая кайса чĕн-ха, - пăлханчăклăн хушрĕ мана поэт. - Эпĕ чăматана пухма тытăнатăп…

Пӳлĕме шавлăн Юсуп Хаппалаев, Дагестан поэчĕ, килсе кĕчĕ. Пирĕн пусăрăнчăк кăмăла хăвăрт сисрĕ вăл.

- Петр Петрович, мĕн сиксе тухрĕ? - ыйтрĕ вăл пăлханчăклăн.

- Манăн тусăма асăнса ĕçсе пар, - чĕтренчĕк сасăпа сĕнчĕ Хусанкай. – Авă, телеграмма...

Эпĕ Владимир Садая чĕнме тухса кайрăм. Вăл вăхăтра В. Садай литература институтĕнче заочно вĕренетчĕ.

В.Садайпа эпĕ, Ю. Хаппалаев Петĕр Хусанкая япалисене пуçтарса тирпейлеме пулăшрăмăр. Унтан такси тытрăмăр. Вара Хусан вокзалнелле васкарăмăр.

Пуçтарнă сĕтел çаплипех ларса юлчĕ.

Петĕр Хусанкай ун чухне РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕччĕ. Хăвăртах билет туянчĕ. Пуйăс тапранса кайиччен виçĕ минут маларах вагона лартрăмăр П.Хусанкая:

- Митта тупăкĕ çине пирĕн ятран та чечек хур, - ыйтрăмăр эпир аслă юлташăмăра.

Çапла, 1957 çулхи июнĕн 10-мĕш кунĕнче Митта Ваçлейĕ пирĕн йышран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Кайран, Патăрьел районне çитсен, ятарласах поэт вил тăпри çине кайрăм, чечек çыххи хутăм.

Çапла, пысăк туслăхчĕ вĕсен - Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн, Илпек Микулайĕн.

1991

Ефимов, Г. Туслăх / Георгий Ефимов // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 11-12.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru