Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

И.Д. Кузнецов

Митта Ваçлейĕ


Танлаштарса калаçни, паллах, пĕр-пĕр çын сăнарне нихăçан та кăмăл тулли, чат тĕрĕс кăтартса параймасть. Çапах та, хамăр тантăша-тусăмăра — Митта Ваçлейне пĕр сăмаххăн картса алмазчĕ вăл тес килет. Унăн шухăш-кăмăлĕ алмаз пек тасаччĕ. Унăн ăс-хакăлĕ алмаз пек вичкĕнччĕ. Унăн идейлăхĕ, принциплăхĕ алмаз пек çирĕпчĕ. Унăн патриотизмĕ, Советлă тăван çĕршыва, советла тăван халăхсене юратасси хăй ӳснĕçем ӳссе, пултаруллă сарăлса, анлăн ейсе пыратчĕ. Унăн пурнăçри, ĕçри тирпейлĕхĕ алмаз пек монолитлă, алмаз пек тăпкăл, алмаз пек яр кĕтеслĕ, пĕрех те ылтăн-кĕмĕл пек мар, каснă-лартнă алмаз пек — куçилейми хӳхĕмччĕ, ытарайми илемлĕччĕ.

Ан тив, Ваçлей çăтмаха пиртен маларах кайрĕ. Ан тив, унăн иксĕлми тухăçлă кăмăлĕ пире, халăха валли пысăк алмазăн катăкĕсене кăна парса хăварчĕ. Пирĕн поэзи ешкерĕ çултан-çул йышлăланса ӳссе пырать пулин те, Ваçлей пиртен уйрăлни паян-ыран кăна мар, чылай çул хушши сисĕнсе тăрĕ. Алмаз пекех вăл пĕрех те ватăлма шутламастчĕ. Аллă çула çывхаран поэт хăйне хăй пăсăк çанталăкра та, çил-тăманра та маттур йĕкĕт пек тыткалама пĕлетчĕ. Комсомол шкулĕнче вĕренни те, халăхран ăс илсе пыни те, кулленхи вирлĕ ĕçпе кĕрешӳ те... ăна пиçĕхтерсе кăна пыратчĕ. Хăйпе тантăшлăрах çынсем 50 çул тултарнă уявĕсенче-мĕнсенче вăл пушшех яшшăн тыткалатчĕ. «Тепĕр 17—20 çулсемсĕр ватăласса асаилтерен юбилей таврашĕ маншăн пулсан кирлĕ мар-ха», тетчĕ вăл. Анчах... унăн ялкăшса çунан чĕре кăварĕ ытла та час шăранса кайрĕ.

Çынна йывăрлăхра, хаяр кĕрешӳре чухлама ансатрах. Лăпкă кăна, тăнăç, тӳлек пурнăçра хавшак чунлă çын та чăн этем евĕр курăнса илĕртме пултарать. Хăрушлăхра хавшак чунлă, кути-мати чĕреллĕ, икĕ питлĕ çын йĕ-рĕнмелле мĕскĕн, ăна халăхшăн чунне хурса, тарне юхтарса, юнне тăкса кĕрешессе шанма çук.

Пирĕн Миттан ун пек-кун пек хавшаклăхĕ пачах пулман. Эпĕ кăна пĕрех те пумилкешĕн каламастăп. Эпĕ кăна хам тусăмăн кашни çӳç пĕрчине пĕлсе калатăп.

Акă мĕне илсе пăхар: ĕçри туслăх ыйтăвĕ пысăк ыйту, çыравçăсем хушшинче пушшех тесен те юрать. Пирĕн Ваçлей çав туслăхшăн калама çук пăшăрханатчĕ. Хăшпĕрисем ăçтиçукшăн харкашма пуçлани ăна тĕлĕнтеретчĕ кăна мар, хуйха ӳкеретчĕ. Ун пек чухне вăл çураçтарасшăн тăрăшатчĕ. Анчах эрехлĕ сĕтел хушшинче мар, юлташлă, ĕçлĕ сак çинче.

Ваçлейре палăрнă тăрăх, туслăх, юлташлăх тенин коммунистла нисеплĕ пулмалла, унăн тӳрĕ те таса принциплăхĕ пулмалла. Çав туслăх иккен пĕрне-пĕри вĕçкĕнленсе е йăпăлтатса мухтанине, е пĕрне-пĕри вырăнсăр хӳтленине, кĕвĕçнине, тепĕр çынна тăктăмăл хурланине е виртленине, элеке пачах тиркет. Çав туслăхра пĕрне-пĕри тӳррĕн тишкерни, çав тишкерӳпе ăса вĕренни, алла-аллăн таччăн тăрса, халăха мĕн чул ытларах пама пултаратăн, çавăн чул ытларах парса пыни, пĕрне-пĕри ыр кăмăллăн пулăшмалăх, пĕр-пĕринпе ăмăртмалăх чăмăртанни пулмалла.

30 çул ĕлĕкрех пĕрре манăн Ваçлейпе «Сунтал» урлă ятлаçмалла пулчĕ. Халĕ тесен, ун чухнехи самантра Ваçлее кăштах сĕрĕм ерни тĕлĕнтермест, Ваçлей пыра-киле çавнашкал амакран пачах тасални савăнтарать. Эпир пĕр-пĕринпе çамрăклах туслăччĕ, пĕр-пĕрин умĕнче суя суйса, вăшкăртса, чеене персе калаçни пирĕн нихăçан та пулман; калассине куçа-куçăн е халăх умĕнче тӳп-тӳррĕн каласа сӳтсе явнă. Паллах, тишкерни вăл, тĕп-тĕрĕс пулсан та, кирек камăн чĕрине те тивсе витерет. Тепĕр тесен, чĕрене витмен тишкерӳ — тишкерӳ те мар. Çавăнпа кирек кам та ун пек малтанлăха кулянни тĕлĕнтермест, вăл тĕрĕссине ăнланса ăса илни савăнтарать. Çав меслетсĕр чăн-чăн туслăх çинчен калаçма та çук. Тĕрĕс критиклекене тав тумалла çеç. Паллах, тишкерме ирĕк пур тесе, юлташла, ĕçченле тишкерес вырăнне, пули-пулми шавлани — вырăнсăр япала. Ун пек критик хăйĕн ĕç вăхăтне кăна мар сая ярать, вăл çыннăн ĕçлес кăмăлне хуçать. Ун пек чухне ĕнтĕ пирĕн Ваçлей питĕ тарăхатчĕ, тӳрĕлĕхе çиеле кăларасшăн çапăçатчĕ. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен наркăмăш курăксене ирĕке ярас пулсан, пирĕн ĕçĕн тухăçлăхĕ чакнă кăна пулĕччĕ.

Митта Ваçлейне хăшпĕр çын тенисем вăл чăваш чĕлхишĕн каçса кайса калаçкаланăшăн тиркеме пăхатчĕç. Паллах, кашни ĕçрех хăйĕн йĕрки, хăйĕн мелĕ, хăйĕн виçи, хăйĕн калăпĕ пур. Чăваш литератури чĕлхи çинчен калаçнă чух унăн тĕп йĕрки, тĕп виçи — халăха лайăх, тĕрĕс ăнланмалла çырасси, калаçасси. Чăваш чĕлхине сахал пĕлекен е манса пыракан çынсем чăваш литературине халĕ нигилизм еннелле туртаççĕ. Çавнашкал туртăм пур çинче, паллах, чăваш чĕлхине аталантарса пырасшăн Митта пек çунакан çынсем, нигилизм чăтлăхне кĕресшĕн мар пулса, тепĕр еннелле туртăнкалаççĕ. Ваçлей чăваш чĕлхине ăста пĕлетчĕ пулсан та, çав чĕлхен иксĕлми çӳп-çинче тата пĕр сăмах та пулин литературăна кĕреймесĕр юлнă, литературăшăн кирлĕ сăмах шыратчĕ. Кивелнĕ е диалектизмла текен сăмахсене темиçе хут шĕкĕлчесе тухса асапланатчĕ. Паллах, чăвашсемпе, хăшпĕрисем пек, «кукурузăн зеленый массийĕ» тесе калаçмашкăн пĕлӳ те, ăс-хал та нумай кирлĕ мар. Митта Ваçлейĕ ун пек ансатлăха тиркетчĕ, «кукуруз ешĕлĕ, кукуруз курăкĕ мар-ши вăл?» тесе пуçне çĕмĕретчĕ...

Чылай поэтсем пирĕн метеорсем пек иртсе кайрĕç. Анчах вĕсен çутти, вĕсен чĕринчен тухнă хĕрӳ сăмах халăх хушшинче. Ан тив, вĕсем ытла нумаях та çырман, вĕсем хăмпă вĕрме пачах пĕлмен,— вĕсем çырнисем ал-маз мерченĕ пек йăлтăртатса тăраççĕ. Çеçпĕл çеçкисем хушшинче Митта Ваçлейĕ паллăраххисенчен пĕриччĕ. Шанатпăр эпир: çамрăк сăвăçсене аталантармашкăн хăйĕн хĕсĕк вăхăтне пĕр хĕрхенмесĕр тăккаланă Ваçлей вырăнне чăваш халăхĕ пĕрре кăна мар поэт çитĕнтерĕ. Коммунистсен партийĕ писательсене пил парса тăни, писательсене халăх юратса тăни пире хаваслă шанчăк, ырми-канми ĕçлеслĕх малĕмĕт парать.

Манăн халь çакна çеç калас килет: В. Е. Митта еткерĕпе лайăхрах усă курма пĕлер, вăл çырнисем кашни пирĕн рабочипе колхозникăн аллинче, ăс-пуçĕнче пулччăр. Пирĕн хушăра Ваçлей ĕмĕтленнĕ ырă туслăх, юлташлăх çирĕплентĕр.

Ахаль мар эп тайăлса каласшăн,

Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур —

Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!

тетчĕ Ваçлей.

Юлташлăхра телей иккен-мĕн,

Илем юлташлăхра кăна!

тетчĕ пирĕн тусăмăр.

Ваçлейĕн çавнашкал пехил сăмахĕсене хамăр чĕрере ялан усрасчĕ.

1958

Кузнецов, И.Д. Митта Ваçлейĕ // Кузнецов, И.Д. Чǎваш культурипе литературин хăшпĕр ыйтǎвĕсем тавра / И. Д. Кузнецов. – Шупашкар, 1961. – С. 114-116.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru