Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

В. Митта

Автобиографи

Эпĕ 1908 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнче (Патăръел районĕ) чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Атте те, анне те хут пĕлмен чăвашсем пулнă.

Ӳснĕ чух мана пуринчен ытла пысăк пичче Илле хавхалантарса вĕрентетчĕ. Вăл 1918 çултанпах коммунист пулнă, нумай тар-шур чăтса ирттернĕ: империализм вăрçипе граждан вăрçинче тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çапăçнă. Пысăк пичче 1941 çулта фронтра пуçне xyнă.

1922 çул пуçламăшĕнче, хам вунтăватта çитсен, эпĕ комсомол ретне кĕтĕм.

Илемлĕ литературăна мĕн ачаран юратнă темелле, пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех ăна чĕреран кăмăллаттăм. Пушкинпа Гоголь кĕнекисене каçса кайса вулаттăм, юратнă сăвăçсене пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Чухласса сахал чухланă-ха ĕнтĕ, çапах та пичетри сăмаха хисеплесси «селифанла» пулман курăнать çав. Пĕррехинче çапла, хам пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне-ха вăл, вырăсла сăмахсене чăвашлисемпе пăтраштаркаласа тенĕ пек, пĕтĕм кăмăлтан çĕкленсе те антăхса, «Капитан хĕрĕ» произведенире мĕн çинчен çырнине каласа панине астăватăп, майра учительницăна эпĕ каласа пани питĕ килĕшнĕччĕ.

Чăваш поэзийĕн ытарайми илемĕпе («Арçури», «Нapспи» произведенисемпе) паллашни пуçăмра хам вăя виçсе пăхма хĕтĕртекен шухăш хускатрĕ: ун пек кĕнекесене çынсемех çыраççĕ иккен, чăвашсен xăйсен те сăвăçсем пур...

Чăвашсен Ульяновскри педагогика техникумне кĕнĕ вăxăтра, 1924 çулта, хам сăвăсемпе çырса тултарнă самай хулăн тетрадь пурччĕ манăн, каярахпа çав сăвăсенчен хăшпĕрисем пичетленсе те тухрĕç.

Ун чухне эп, хам комсомолец пулнă май, Александр Безыменскипе Александр Жаров сăввисене юратарах параттăм, çырасса та вĕсем майлă çырма пăхаттăм. Есенинăн чуна пырса тивекен чипер сăввисем те мана пит илĕртетчĕç. Сăмаха тӳррĕн калас тетĕп, литературара хамăр пек пурнăç шайĕпе çирĕпленсех çитеймен çамрăксемшĕн Есенинăн тӳнтерлĕ-инкеклĕ çырнă сăввисем те чĕре патне пыратчĕç.

Поэзири паллă ĕçĕмсенчен пĕри тесе «Хулăм сас» поэмăна шутлатăп. Ǎна эпĕ 1930 çулта çĕнелен пурнăçăн чĕрĕ çулĕпе утнă чух колхозсем туни çинчен çырнă. Вăл поэмăри хăшпĕр сасăсем B. Маяковскирен вĕренсе пынине аса илтереççĕ.

Чăваш поэчĕсем вырăссенчен тĕплĕн вĕренсе пыни Çеçпĕл Мишшин силлабо-тоника шкулне çирĕпленсе çитме вăй пачĕ. Хамăртан аслăрах поэтсем Çеçпĕл Мишшин шкулĕ чăваш поэзийĕн картипе çыхăнсах каймасть тесе калаçатчĕç, aнчах сăвăри çав çĕнĕ йĕрке çĕнтерчĕ-çĕнтерчех, чăваш поэзи историйĕнче вăл асран кайми тапхăр пулса тăчĕ. Çав йĕрке чăвашла сăвă çырас меслетсене классикла янратмалли меслетсем уçрĕ. Халĕ эпир тĕнчери пур поэтсен произведенийĕсене те хăйсен тăван чĕлхипе çырнинчен кая мар хăватпа чăвашла кyçapмa пултаратпăр. А. Пушкинăн «Евгений Онегинĕпе» ытти сăввисем чăвашла та вырăсла пекех лайăх янраççĕ. «Борис Годуновра» вара тăлмачă куçарнă чух цезурăсене те упраса хăварма тăрăшнă.

Ман шутпа, ӳлĕмрен пирĕн чăваш поэзийĕн ăсталăхне тĕрĕк чĕлхипе калаçакан халăхсен, çав шутрах тутар халăхĕн, поэчĕсем те тĕрĕслесе пăхма тытăнĕç.

1937 çулччен манăн сăвăсен пуххисем икĕ пĕчĕк кĕнекен пичетленсе тухрĕç тата вырăслран куçарнă поэмăсемпе прозăлла произведенисем пичетленчĕç. Çав вăхăтрах СССР писателĕсен Союзĕн литература институтĕнче хам тĕллĕн вĕренеттĕм.

1955 çулта эпĕ куçарнă кĕнекесенчен М. Горькин «Фома Гордеевĕ» иккĕмĕш хут пичетленсе тухрĕ, Валентин Овечкинăн «Районные будни» кĕнекинчен темиçе очерк куçарса кăлартăм.

1956 çулта манăн «Кăмăлтан» ятлă сăвăсемпе поэмăсен пуххи тухрĕ. «Ялав» журналпа «Тăван Атăл» альманахра та сăвăсемпе статьясем пичетленеççĕ. Вăхăт ӳкернĕ хушăра Л. Н. Толстойăн «Băpçăпa мир» романне чăвашла куçаратăп,— ĕçĕ пит те йывăр вapa, анчах çапах та çакăн майлă пысăк ĕçре хамăн творчествăри телейĕн шăнăрĕ туртăнмасть-ши, тесе шухăшлатăп.

Çавсемпе пĕрлех тата «Tăван Атăл» альманахăн редколлеги членĕнче те секретарĕнче ĕçлетĕп. Творчествăлла пархатарлă ĕçпе пурăнма ĕмĕтленетĕп.

Июнĕн 25-мĕшĕ, 1956 ç.

Митта, В. Автобиографи // Митта, В. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ / В. Митта. – Шупашкар, 1974. – С. 3-5 ; Митта, В. Çырнисен пуххи. - 2-мĕш том / В. Митта. - Шупашкар, 2005. – С. 9-10).

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru