Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Çамрǎксен номерĕн гонорарне йǎлтах Митта фондне!

ВЛКСМ Патăръел райкомĕ Митта Ваçлен Фондне уçнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — чăваш литератури классикĕн Василий Егорович Миттан пултарулăхĕ тăван культура историйĕнче паллă вырăн йышăннине лайăхрах кăтартасси, çав еткере анлăрах тĕпчесе пропагандăласси. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме Фонд поэт çуралнă ялта Митта Ваçлейĕн музейне йĕркелесшĕн, поэт ячĕпе çыхăннă вырăнсенче асăну паллисем уçасшăн, поэт вилтăпри çинчи палăка çĕнетесшĕн, унта унăн бюстне лартасшăн, çулсеренех март уйăхĕнче Патăрьел поэзи уявне («Митта поэзийĕн кунĕсем») ирттересшĕн. Çавăн пекех Митта Ваçлейĕ ячĕпе паракан преми пĕлтерĕшне ӳстересшĕн, çав тĕлĕшпе ăна район тулашĕнчи çынсене те пама йышăннă. Фонд И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнче е урăх аслă шкулта вĕренекенсене, чăваш çамрăкĕсем хушшинче поэт пултарулăхне пропагандăлас тата тĕпчес ĕçе хастар хутшăнакан студентсене Митта Ваçлейĕн стипендине памалла тăвасшăн. Пухăнса пыракан укçа-тенке çавăн пекех чăваш совет литературин çитĕнĕвĕсене пропагандăлас ĕçпе çыхăннă хăшпĕр мероприятисене ирттермешкĕн уйăрма палăртнă.

ВЛКСМ райкомĕсĕр пуçне, Фонда йĕркелес ĕçе районти Первомайски вăтам шкулĕ, «Рассвет» колхоз, «Авангард» хаçат редакцийĕ, ун çумĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен «Юхма» литпĕрлешӳ хутшăннă.

Фонд ĕçне пулăшса пыма Канашлакан Совет йĕркеленĕ. Унта В. Давыдов-Анатри, Г. Айхи, Г. Юмарт, Энтип Ваççи, Р. Сарпи, В. Туркай поэтсене, Б. Чиндыков прозаика, А. Хусанкай критика, М. Федотов профессора, Праски Виттипе Э. Юрьев художниксене, М. Кондратьев музыковеда, Н. Казаков композитора, И. Иванов журналиста, А. Васильев режиссера, Н. Лукиянов юриста кĕртнĕ.

Митта Ваçлейĕн Фончĕ районти, республикăри, çĕршыври тĕрлĕрен предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсем тата уйрăм çынсем хăйсен ирĕкĕпе хывнă укçа тенкĕрен пухăнать. Эпир тег «Тăван Атăлăн» çамрăксен номерĕнче пичетленекен çыравçăсем, Митта Ваçлейĕн сăваплă ячĕ умĕнче пуçăмăра тайса, çак номер укçине йăлтах Митта Фондне хывма йышăнтăмăр.

Юлташсемĕр, тăвансемĕр! Митта Ваçлейĕн çынлăх туйăмĕпе вăйлă палăрса тăракан пултарулăхне анлăрах тĕпчер, пропагандăлар, патăръелсен ырă пуçарăвне май килнĕ таран пулăшса пырар! Счет номерĕ — № 70002 Батыревского отделения Госбанка Чувашской АССР: Фонд В. Митты.

Çамрǎксен номерĕн гонорарне йǎлтах Митта фондне! // Тǎван Атǎл. – 1988. - № 10. – С.1.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru