Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Куçма Турхан

Вăта юпа

Ман шутпа, пултаруллă та таса чунлă çыравçă хăйĕнпе юнашар ĕçлекен тепĕр çьравçăна юратмасăр тăма пултараймасть. Уйрăммăнах вĕсен шухăш-кăмăлĕ пĕр пек пулсан е пурнăç шăпи пĕр евĕрлĕ килсе тухсан. Ку çапла иккенне çирĕплетме тĕслĕх нумай илсе пама пулать. Акă вĕсенчен пĕри.

Пирĕн литературăра Петĕр Хусанкайпа Митта Ваçлейĕ нумай çул хушши алла-аллăн тытăнса ĕçлерĕç. Поэт каларĕш, поэзии сухине вĕсем тĕпе кӳлĕнсе, пĕрле, пĕтĕм вăйран, нихçан сӳсмен хывмасăр тăрăшса сухаларĕç. Тепĕр чухне хăйсемшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те тар юхтарса тăрмашрĕç пуль.

Мана вĕсен пурнăçĕнче, вĕсен ĕçĕнче яланах пĕр япала илĕртсе, чуна килентерсе тăратчĕ: çак икĕ чаплă поэт пĕр-пĕрне хĕрпе каччă пек юрататчĕç. Пĕр-пĕрне мĕн таран хисепленине, кăмăлланине, пĕр-пĕрин патне туртăннине вĕсем çынна кăтартма тăрăшмастчĕç, анчах юлташĕсем çакна пурпĕр туйса тăратчĕç.

Писательсен союзĕнче, хаçат-журнал редакцийĕнче е урамра тĕл пулсан, туссем ниепле те калаçса тăранаймастчĕç вара. Чĕлхе ăрăмçисем, çав тери тутлăн, çав тери япшаррăн пуплетчĕç. Вĕсен калаçăвĕ тепĕр чухне сăмах ăстисен ăмăртăвне аса илтеретчĕ.

Эп çакна та асăрханă: çĕкленсе хавхаланса сăмахланăран-тăр, куçĕсем иккĕшĕн те вутла çунса тăратчĕç. Уйрăласса та вĕсем варлисем пек уйралатчĕç. Митта вăрçăран урине амантса таврăннă тусне автобус чарăнкан вырăна çитичченех ăсатса яратчĕ.

Хăй аллă çул тултарсан, Хусанкай Миттана халалласа "Çурри" ятлă; чаплă сăвă çырчĕ. Унта поэт хайĕн ĕçне, унпа пĕрле юлташĕсен ĕçне-хĕлне çур ĕмĕр тӳпинчен пăхса хакларĕ.

Сăвă вĕçĕнче çакнашкал йĕркесем пурччĕ:

Атя ĕçчен! Турт лав, турт ака пуçĕ,

Пĕтĕрĕнет тăпра - хура вĕрен,

Ыран тухас тăваншăн çул-йĕр уçă,

"Туртти пулин, юртти çук" темĕ, тен.

Тесен… Эпир юрататпăр-ха, юлташăм!

Çилхи кăна уç сывлăш куçарать.

Тăват урин те пĕр кĕшĕллĕ ташă,

Çĕре тапса çăрхамçăм кустарать.

Митта та хăйĕн тусне халалласа сăвă çырнăччĕ, "Ăслă стихия" ятлă - поэзин этем ăсне пăхăннă тĕлĕнмелле хăвачĕ çинчен.

Пурăнан пурнăçра Петĕр Хусанкайпа Митта Ваçлейĕн вĕсене ăнланма тăрăшман, кăмăлламан çынсем те унтан та ытларах - тăшмансем те сахал мар пулнă, Хусанкай тăшманĕсене, тĕрлĕ скептиксене Митта çав тери вăйлă тавăрса калама пĕлетчĕ.

- Вăта юпа, - тетчĕ вăл Хусанкай пирки. - Хамăр литературăри вăта юпа. - Унтан хушса хуратчĕ: - Хусанкай пирĕншĕн – тăваттăмĕш чăваш.

Ытти виçĕ чăвашĕ кам пулни вара пуриншĕн те паллăччĕ.

Халь ку поэтсем иккĕшĕ те пирĕнпе çук ĕнтĕ. Вĕсем пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Анчах кам курмасть пуль, вĕсен чапĕ кунран-кун ӳссе пырать. Ырă чăваш Хусанкайпа Митта ятне нихçан манас çук.

Çакна асăрхаттарса хăварас пулать. Митта хăйĕн çинчен калаçма юратсах каймастчĕ. Ун çинчен сăмах пуçарсан, ун сăввисене мухтама тăрсан: "Куç умĕнче ан ырлăр, куç хыçĕнче ан хурлăр", - тетчĕ те шăпланатчĕ. Вăл хăйне нихçан та Хусанкайпа танлаштарман.

Пирĕн кĕнеке çӲлĕкĕсем çине вĕсен кĕнекисем юнашар тенĕ пекех вырнаçнă. Эпир Хусанкай томĕсене пĕрин хыççăн теприне алла илетпĕр, унтан Митта Ваçлейĕн кĕнекисене каçса кайса вулатпăр. Мĕн чухлĕ илем, мĕн чухлĕ вăй, мĕн чухлĕ поэзи вăл хулăнах мар кĕнекесенче? Алăран пăрахмасăр вулатăн-вулатăн та, пуçа ирĕксĕрехрех çакăн пек шухăш пырса кĕрет: пирĕн çырулăхра Митта Ваçлейĕ хай те вăта юпасене тĕрек парса тăракан çирĕп юпа, юман юпа пулман-и вара? Халĕ эпир кунпа пурте тенĕ пекех килĕшетпĕр ĕнтĕ, анчах поэт пурăннă чухне, тен, калас сăмаха пĕтĕмпех калама хăюлăх çитереймерĕмĕр пулĕ.

Пирĕн литературăра вăта юпасем ĕлĕк те пулнă, ӳлĕмрен те пулĕç. Ахаль юпасен йышĕ те чакмĕ. Çавна ĕненсе, çавна иккĕленмесĕр шухăшлатпăр, унăн телейлĕ пуласлăхне чун-чĕререн шанатпăр.

1972

АТурхан, К. Вăта юпа / Куçма Турхан // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 9.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru