Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

А. Хусанкай

Кĕрле, пăлхавăрлă сăрнайăм!


Василий Егорович Миттана курма тӲр килнĕ чухне эпĕ çич-сакăр çулхи ачаччĕ. Паллăх, ун чух эп вăл мĕнлерех çын иккенне ăнланман, ăнланма та пултарайман. Апла пулин те, унăн çутă сăнарĕ ман асăмран каймасть...

«Чăвашсен çепĕç лирикĕн, шухăш пăлхавçин, сократла философĕн» (М. Илпек) эпетлĕхпе пултарулăх ĕçĕнчи паттăрлăхне ăнланасси патне çывхарма тытăниччен сахал мар çул иртрĕ... Эпĕ йĕркеленĕ хроника Митта мĕнле çын тата поэт пулнине пĕтĕмпех уçса парать теме çук, çитменнине, вăл «ЖЗЛ» жанрне тĕпе хурса çырнăскер те мар. Ку — поэт шăпине ăна пӳрнĕ тĕрлĕ инкек-синкекпе сахал савăнăç витĕр йĕрлесе тухма хăтланни кăна .

Чăн-чăн поэт пурнăçĕ вăл - сăмахсен вăййине выляни те, пичетленес, хисеп, чап, премисем илес тĕллевпе ăшталанни те мар.

Хăй пурăннă чух пурĕ те икĕ сăвă кĕнеки çеç («Кăмăл», 1932 ç. тата «Кăмăлтан», 1956 ç.) кăларма ĕлкĕрнĕ Митта Ваçлейĕн (вăл хальхи Чăваш АССРне кĕрекен Патăръел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă) пурнăçĕпе пултарулăх çулне пуринчен лайăхрах «И тут кончается искусство. И дышат почва и судьба» (Б. Пастернак) сăмахсем уçса параççĕ. Митта пирки шухăшланă чух поэзири ăсталăх ыйтăвĕсене пуринчен сахалтарах асра тытатăн (çитменнине, унăн сăввисен ятулăхĕпе классикăлла килĕшӳлĕхĕ пирки нимле иккĕленӳ те пулма пултараймасть), кунта — урăхла тупсăм. Кунта, Çеçпĕл сăввинчи пекех, кашни йĕрке хыçĕнче çӳлти хăватсен асамĕ пытарăнса тăрать, кунта эпир чăн-чăн поэзин тĕшши патне çывхаратпăр, пирĕн кулленхи сăн-питĕмĕре этем чун-чĕрин пăлхавлă, анчах çав вăхăтрах çутăран та çутă вĕçевĕн варкăшĕ лăпкать. Митта Ваçлейĕн ячĕ чăваш поэзийĕн историне ĕмĕрлĕхе çырăннă.

...Ачалăхĕпе яшлăхне шутламасан, поэт пурнăçне икĕ пĕр тан пая уйăрма пулать: вунçичĕ çул (1924—1937 тата 1954—1957) — литературăри пултарăвĕ, тепĕр вунçичĕ çулĕ (1937—1954) — Сталин лагерĕсемпе пуç янă вырăнсем (1947—1949 çç. «тăхтавпа» пĕрле, енчен те çак «тăхтава» (çулталăкран кăшт ытларах) ирĕке чăнласах кăларнине шутлама пулать пулсан. Халран кайнă этеме сывлăш çавăрса илме панă пек, унтан каллех — этапсем витĕр...).

Пуçласса вăл витĕмлĕн те чăрсăррăн пуçланă. Акă чăваш поэзийĕнче — халиччен пулман имажинистла тӳрех куçа курăнакан метафорăсен сыппи:

Çамрăклăх — чаплă ят,

Чап ун кивелмĕ те чакмĕ.

вучахĕ.

Чăнкă, сулмак кăкăрта

Çамрăк чĕремĕр — турбина.

* * *

Шанап, чĕлхеçĕм, ĕненетĕп

Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне.

Çунатлă пултăм —

Вĕçĕнетĕп

Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.

* * *

Çĕнĕ саслă тĕнче, çĕнĕлле сăн-сăпат,

Шенкерпе пилленнĕ тăванлăх!

Халиччен те пулман сасăпа

Паян кун ман тăван аталаннă.

В. Митта, чи малтанах, çырма-шырама пикеннĕ-пикенменех революциллĕ авангард поэчĕн Çеçпĕлĕн ĕçне малалла тăсакансен ретне тăрать. 1924 çултан пуçласа вăл республикăри хаçат-журналта анлăн пичетленет. Вулакана унăн чарусăр уçă кăмăлĕ, сăввисен чĕрене пырса тивекен лиризмĕ, туйăмсем кĕтмен çĕртен каплана-каплана килни килĕшет. Çамрăк чăваш поэчĕсене «ылтăн кăтраллă ывăлăн, йывăç пӳртлĕ Раççей юрăçин» Сергей Есенин сăнарĕпе пултарăвĕ илĕртет: «Выткался на озере алый свет зари...» тата ытти те. Çакăн евĕрлĕрех йĕркесем Митта çырнисенче те тĕл пулаççĕ.


* * *

Ах, Шура, Шура! Шурĕ, шурĕ

Ирхи шур çамрăклăх пĕрле.

Ирхи кунсенĕн абажурĕ

Асамат пек пире тĕрлет.

* * *

Пурте, пурте пĕртен-пĕр тивĕç

Сăввăн ылтăн чĕлхи-çăварне.

Ун хăвачĕ стихийăран çивĕч,

Уншăн пур вăй-хăват та — парне.

* * *

Поэт ак тытрĕ сăрнайне...

— Кĕрле, палхавăрлă сăрнайăм!

Çĕнĕ çĕршывăн çĕн туйне

Чи чаплă хăна пек эс кайăн.


В. Митта Петĕр Хусанкай патне çырнă çырусенчен (1926 — 1927 çç.):

«...Кангин каланă тăрăх, эсĕ ман çинчен унпа калаçкаланă иккен, тата мана малашне тс çырмашкăн ыр суннă пулас. Вăл сăмахсемшĕн, манăн таса ĕçе ыр суннăшăн, эпĕ сана питĕ хытă тав тума тивĕçлĕ. Чăнахах та, сăмах паратăп, эпĕ çав ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăн ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахас çук...»

«Санăн чĕрӳнти сăмахусене эпĕ нихăçан та манас çук! Епле эс мана ăс парса вĕрентнисем халь те çамрăк чĕрене, пуçăма çĕмĕрсе тăраççĕ.

Ан пăшăрхан, тантăш! Малашне эсĕ те пĕччен çеç пулмăн! Пĕччен çеç хавăн савăнăçна, çавăн пекех хăвăн хуйху-суйхуна юрланă. Сана юлташ каллех хĕрӳ чĕреллĕ - чăваш-пулхăр йăхĕнчен çуралнă ывăл-хĕрсем сиксе тухĕç! Ăна эс шанса тăр!..»

«...Эпĕ те ĕнтĕ «начальниксенчен» нумай наказании чăтнă. Арк. Золотов тӳрех çапла тарăхласа çырса ячĕ:

«Сан юлашки сăввусенче, Митта, кирлĕ мар нотсем туйăнаççĕ. Есенин хыççăн кайни палăрать. Çав Хусанкайсем илĕртмерĕç-и сана?» — тет. Тата урăх та ятланă пек тăрăхласа çырнă...

Халь ман сăвăсене çапсах каймаççĕ. Комсомол тенинчен сирпĕтсе кăларчĕç. Мĕншĕн сирпĕтнине хăвах та, кирлех пулсан, тавçăрса илме пултарăн. Халь ун çинчен калама вăхăт çук теме пулать, мĕншĕн тесен вăл маншăн пĕчĕк ĕç анчах!

Эсĕ халь те чăвашла нумай сăвăсем çыратăн пуль тесе шухăшлатăп. Хам та чылай çырса тултартăм ĕнтĕ...

Анчах ман сăвăсем кăмăла кайĕç-ши вара? Ман сăввăмра илемлĕ, хĕрӳллĕ сăмахсем çук, йĕрекен чĕренĕн йынăшăвĕ анчах...»

«Çеçпĕлле-есенинла» юхăмран ун чухнехи литература пурнăçĕнче самаях шикленнĕ. Часах «есенинщина» тесе айăплама пикенеççĕ, унтан, каллĕ-маллĕ шутласа пăхнă хыççăн, «хузангайщина» ăнлава хута яраççĕ... Митта вара çав-çавах чăрсăррăн çырать:

Упаленет антранă уйăх,—

Çапса ӳкер ăна чулпа!..

Поэт тени пит чăрсăр çын вăл,—

Мĕскер шутлать — çавна тăвать:

Салхуллă уйăх—сăнсăр символ —

Ак кутăн-пуçăн ывтăнать.

Уйăха Митта кунта ассăн сывланисемпе те ахлатнисемпе, чуптунисемпе те уйăх çутинче уçăлса çӳренисемпе тулнă суя-сентиментализм лирикин символĕ пек кăтартать. Ку чухне вара çакнашкал лăпăртату кирлĕ мар — «Кив поэзи тăмлă - вантăр! Пире кирлĕ вут чĕлхи!»


Поэт мăшăрĕ Н. К. Еремеева-Митта аса илет:

«...Вăл Есенин сăввисене каçса кайса кăмăлласа вулатчĕ, куçаратчĕ. Çавна пулах комсомол енĕпе айăпа та кĕчĕ — ăна «юсанма» çулталăклăха яла ячĕç. Вăл пĕр вăхăт Ульяновскран инçех мар Каша ялĕнче пĕрремĕш класс ачисене вĕрентсе пурăнатчĕ».


Мĕтри Исаев критик «Çамрăк писательсем тата комсомол» статьяра («Сунтал», 1927, 2 №) поэт биографийĕнчн çак саманта акă еплерех ăнлантарнă: «Ман умра «Çамрăк хресчен (54 №-рĕ) выртать. Хаçатăн «Çамраксен пурнăçĕ» тенĕ пайра «Ульяновскри Чăваш Петтехникумĕ çумĕнчи ПСÇЛКС ячейки хăйĕн членĕсене: Митта Ваçлейне... ирсĕр ĕçсем туса çӳренĕшĕн кăларса ывăтрĕ» тесе пĕлтереççĕ.

Чăнах та, вăл ĕç çинче уйрăм чарăнса тăмаллиех çукчĕ, Митта Ваçлейĕ майĕпен вĕренсе, ураланса пыракан çамрăк писатель пулман пулсассăн. Анчах Митта Ваçлейĕ - комсомол ретĕнчен шăтса тухакан çамрăк писатель. Çавăнпа ăна комсомолран кăларса пăрахни çинчен кăшт та пулин шухăшласа пăхмаллах.

Мĕне пĕлтерет-ха вăл - Митта Ваçлейне комсомолран кăлармалла пулни? Вăл, пĕр енчен, Митта Ваçлейĕ хăй комсомолран сивĕннине, тепĕр енчен - комсомол ăна политика тĕлĕшĕнчен вĕрентсе çитĕнтерме пултарайманнине пĕлтерет.

Митта Ваçлейĕ çинчен те ăна комсомолран кăларнă хыççăн манса каймалла мар, ячейкăн ăна юсама тăрăшмалла. Митта Ваçлейĕсем, Хусанкайсем комсомолшăн çухалнă çынсем пулмалла мар.

Çамрăк писательсем çине хура куçлăх витĕр пăхасран, вĕсен хăйсен кулленхи ĕçне, пурнăçне ĕç çамрăкĕсен, чи малтан, комсомол массин ĕçĕпе, пурнăçĕпе çыхăнтарни анчах çăлма пултарать>.

В. Митта Петĕр Хусанкай патне çырнă çырусенчен (1927-1928 çç.):

<Эх, тантăшăм, эс кайни мана питĕ нумай хурлăх курмалла турĕ. Эпĕ питĕ аташса кайнă çын вĕт. Пĕрре унталла, тепре урăх çĕрелле çапкаланса çынлăхран тухрăм ĕнтĕ эп. Çамрăк чĕре (пурте мар!) вăл тăм евĕрлех иккен. Çемçе тăмран темĕн те: лаша та, урапа та, йытă та - тума пулать. Çавăн пекех ман чĕрене те тăма кăларчĕç. Çамрăк чĕреме пĕтерчĕç>.

<...Халь вĕт эпĕ, Петĕр, йăлтах улшăннă çын та пулĕ. Юлташсемпе тавлашма пăрахрăм ĕнтĕ. Вĕсем <çук> тесен - <çук> теп, <пур> тесен - <пур> теп. <Шурă> япалана <хура> тесен, - <хура> тесе каланă вырăнсем те пулĕ. Ак мĕнле çухатаççĕ çамрăкăн мăнкăмăллăхне. Çав мăнкăмăллăхранах кирлĕ япала кĕтме пулать вĕт, анчах <пулас кирлĕхе> эпĕр асăрхаймастпăр>.

<...Ăçта-ши вăл пурнăç тутине, сĕткснне, илемне чухлакан çамрăклăх, Хусанкай! Чăваш хушшинче пур-ши пĕр вунă çамрăк, вунă идеаллă çамрăк! Çук пулмалла. Хăйсем çапах <эпĕр пултаратпăр, эпĕр - комсомолецсем, сирĕн пек çамрăклăх хӳри вĕçĕнче явăнса пымастпăр> теççĕ.

...<Сунталри> критика çинчен (санпа ман çинчен) калаçасшăнах мар. Ан тив, аташчăр! Укçа вĕсене уншăн>.

<...Иртнисем хăш чухне тутлăн та пулмаççĕ. Хуть те мĕн каласассăн та, вĕт эпĕ те <çапăçу> витĕр сирпĕнсе тухрăм. Кашана та çав çапăçăвах персе ӳкерчĕ.

...Халĕ кăмăл юххисем чиперленсе пыма тытăннăччĕ, анчах сисетĕп - каллех манăн çапăçăва кĕмелле пулать.

...Пире вĕт кĕркуннеччен шкулран кăларса янă (икĕ ачана кăларчĕç). Эпĕ халĕ кайса парти ячейки умĕнче хамăн <йăнăшсем> пирки вăхăтлăха çынлăх ыйттарасшăн. Парти ячейки умĕнче вĕт. Пире парти тăрăшнипе политик тĕлĕшĕнчен шанчăклă этемсем мар тесе кăларса ячĕç. Вĕрентекенсем пурте пирĕншĕнччĕ, нимĕн те тăваймарĕç, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра парти диктатăрланни лайăхах сисĕнет, ăна ху лайăх туйса тăратăн ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра пит çырсах кайман. Çырнисенчен те çав <Сĕремре> çех. Ăна та пăсса пĕтернĕ.

...Тепĕр мăшкăл тата. <Эмигрант> тенĕ тахçан пĕлтĕр кĕркунне çырнă сăвва халь пичетре куртăм. Вăл шăп мăшкăлах ĕнтĕ. Поэт тени вăл сăмах илемлĕхĕ тĕлĕшĕнчен кăна мар, тата идеологи тĕлĕшĕнчен те улшăнса пынине пĕлмеççĕ-им-ха вĕсем?>

<Сĕрĕмре> поэма <Сунтал> журналăн 1927 çулхи 12 №-че пичетленнĕ. Ăна çамрăк Митта пултарулăхĕн хăйне кура тĕшши теме пулать. Ку вăл поэт чăваш кунçулĕ пирки, ăна пăлхар-несĕлĕмĕрсемпе çыхăнтарса шухăшланине, тăван халăхăмăр вырăсланса пынишĕн хурланнине сăнарлăн, туйăмне ним хĕрхенми-упрами яр-уççăн кăтартакан хайлав. Çав вăхăтрах поэмăра çӳллĕ те романтикăлла идеалшăн тунсăхлани те пысăк вырăн йышăнать:

Ан тив, шухăшăм ман аскăн çиллĕ,

Ан тив, уртар çитĕннĕ хал!

Эп шанатăп, сисетĕп: вăл килĕ!

Килĕ, килĕ çĕнĕ идеал!

Çавăнтанпа ун чухнехи саманан йăрă та яланах ерçӳллĕ критиксем поэмăна цитата-сыпăкĕсем çине ваклаççĕ. Митта пултарулăхĕ çинчен çырнисенчен кашнийĕ тенĕ пекех çап-çамрăк сăвăçа минретнĕ <сĕрĕм> пирки, çав <сĕрĕмрен> сывалмалли пирки асăнмасăр иртмен. Ун чухнехи ансăр тавра-курăмлă критика поэт ерипен аталаннине, çак процесс кăткăс та черчен иккенне ăнланман. Пултарулăх психологине <иртипи юлашкийĕсенчен> хăпнин, <ӳрĕк-сӳрĕк кăмăл-туйăмпа> кĕрешнин е поэта тӳрлетнин процесĕ вырăнне çеç хунă. Поэма ячĕ хăех чăваш критикĕсемшĕн çуллă çыртăк пулнă тейĕн, вунă çул çак ята вĕсем чĕлхи çинчен яман. Лару-тăру тĕксĕмленсе, тăвăрланса пынăçемĕн поэма ячĕ автор шăпине татса парас ĕçпе те çыхăнман мар.

Чăваш критики çамрăк Митта пултарăвĕ пирки каланă хăшпĕр шухăшсемпе хаклавсене çеç аса илĕпĕр. Вĕсем хăйсемех 20-мĕш çулсен вĕçĕнчи тата 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи литературăн вĕри, хĕрсе çитнĕ, пăчă атмосферине ăнланма май параççĕ. Акă мĕн çырнă, сăмахран, И. Кузнецов <Тăвăлпа çунатланнă> поэтсем е иртнипе хуçăлнă çунатсем> (<Сунтал>, 1928, 1 №) статьяра:

<Чăвашсен поэтсем нумайланаççĕ. Пит те паха. Пинер юлташ çамрăк поэтсене мухтанăшăн кăмăлсăрланма пăхать. Киревсĕр ĕç. Анчах шухăшламалли пурах. Мухтамалла, Пинерĕм, мухтамаллах... Тишкермеллине манас мар, анчах поэтăн пуç миминчи сĕрĕмне çĕнтермелĕх нашатырнăй спирт хĕрхенмелле мар. Савассипе саваласси пĕрле пулмалла.

Ăçталла вĕçен? <Сонетсем>, <солосем>, <триосем>, <поэмăсем>, <лирикăсем>, <аккростихсем>... <аккрохуликанствăсем> - куратăр-и мĕнле сăмахсем вĕсем? Чăваш ĕçхалăхне малалла тĕртеççĕ-и вĕсем? Е <искусствăшăн искусство> пулса тăраççĕ-и? Шухăш тымарĕ çакăнта пулмалла.

(...) Çакна астăвас пулать, <сĕрĕмре> ĕсĕклекен Митта юлташăм.

(...) Чăвашран пăрăнса пулхăралла сĕтĕрекенсем, тӳррĕн кассан, шовинизм лачакине кĕрсе ӳкеççĕ темелле>.

Арк. Золотов 1934 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ çыравçăсен пухăвĕнче тухса каланă сăмах протоколĕнчен (<Сунтал>, 1934, 3-4 №):

<...Рзай хăйĕн произведенийĕсенче кулакла-националистла идеологиех палăртнă. Вăл вăхăтра Миттапа Хусанкай та, Рзай пекех, урăх формăсемпе пулин те, çавнашкал идеологиех палăртнă. Вĕсем çеç мар, вăл тапхăрти ытти хăшпĕр çамрăк писательсем хушшинче те унашкаллисем татах та пулкаланă.

Ларакансем хушшинче: Хусанкайпа Митта хулигансем пулман.

Золотов: Анчах вăл апла мар. Вăл вăхăтри Митта çинчен калас-тăк, вăл ун чухне творчествăра та, практикăллă пурнăçра та хулиган пулнă (алă çупаççĕ)>.

30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче литературăпа искусствăри <пĕрлĕхлĕ юхăм> теорипе хирĕç пыракан кĕрешӳре <чăваш çыравçисене ушкăнлама> хăтланса пахаççĕ. Н. Васильевăн <Краткий очерк истории чувашской литературы> (М., Центриздат, 1930) кĕнекинче Митта Ваçлейне иккĕмĕш ушкăна кĕртнĕ:

<Иккĕмĕш ушкăна хресченĕн вак буржуалла индивидуализмĕн витĕмĕнчен тухайман, богемщинăпа тата мухтанчăкпа киленекен, аваллăха идеализацилекен, чăваш литературинче есенинщина саракан çыравçăсем кĕреççĕ. (...) Çак çыравçăсенчен чи пултаруллисем - Хусанкай, Рсай, Митта Ваçлейĕ, Юрьев тата, ахăртне, ватă çыравçă-интеллигент Комиссаров. (...) Хусанкай çулĕпе утакан Митта Ваçлейĕ, хăйĕн ертӳçинчен çамрăкрахскер, национал-шовинистла сăвăсем çырнă, çав сăвăсенче революцилле хавхаланăва Есенинăн <никама кирлĕ мар уйăхĕпе> тата Улăппа - чăваш  халăх поэзийĕнчи асамлă сăнарпа - пăтраштарнă. (...) Митта хальхи вăхăтра ерипен тăна кĕме пуçларĕ>.

Калас пулать, часах Н. Васильева хăйне те хаяррăн тапăнаççĕ: <Тем тесен те, çакнашкал <социаллă классификаци> пĕтĕмпех эсерла-националистла литераторсенчен илнĕ классăр <пĕрлĕхлĕ> чăваш литературин теорийĕ çинче никĕсленсе тăрать> (<Советская Чувашия. Национально-культурное строительство>. М., Соцэкгиз, 1933). Пĕр тăхтамасăр, çийĕнчех <Хусанкай ушкăнне идейăпа пултарулăх тĕлĕшĕнчен> хаклас ĕçре класс элеменчĕпе усă курма пуçлаççĕ, çĕнĕ, питех те витĕмлĕ мелсем тупаççĕ:

<Рсай, Хусанкай, Митта, Çаваç, Эсрел тата ытти çыравçăсем пирки уйрăммăн калаçма тивет. Вĕсем чăвашсен совет литературине <революциллĕ>, <хресчен> писателĕсемпе поэчĕсем пек пулса кĕнĕ, анчах та часах хăйсен пултарулăхĕнче хуйха ӳкнипе шанăçсăрлăхпа кулак идеологийĕн витĕмне кăтартма пикенчĕç (<çак юхăма халь ĕнтĕ <поэзири хуйха ӳкнисен юхăмĕ> ăнлавпа хаклаççĕ; мĕн вăл  Н. Васильевăн сăнсăр <иккĕмĕш ушкăнĕ>, çакăнпа танлаштарсан! - А. X.). (...) Çак юхăм, тĕпрен илсен, юманизма (чăвашсен паллă çыравçин, общество деятелĕн Д. П. Петров-Юманăн (1885-1939) хушма ятĕнчен вăл вăхăтра ăсталанă тиркевлĕ неологизм - А. X.) çывăх, юманизмран çавскер, тен, хуйха ӳкнипе, богемщина тата порнографизмĕ калама çук вăйлă палăрнипе çеç уйрăлса тăрать-тĕр. Кунта та, нацдемовщинăри (литературăри национал-демократиллĕ юхăм.- А. X.) пекех, эпир чăвашсене классем çине пайланинчен пăрăннине, совет пурнăçĕнчен Пăлхар патшалăхĕн <чаплă> ĕмĕрне тарнине, çав ĕмĕрне совет саманине хирĕçле тăратма тăрăшнине тата совет пурнăçне тĕксĕм сăрăсемпе çеç ӳкерме тапаçланнине куратпăр. Хусанкай тата ун хыççăн каяканссм ыттисенчен Анăçăн буржуалла культурине килĕштернипе, Совет влаçĕпе кулак пекех кăмăлсăр пулнипе, юхăнакан авалхи йăла-йĕркене кăмăлланипе, урăхла каласан, юманизмăн тĕп паллийĕсемпе уйрăлса тăрать.

Асăннă юхăма кĕрекенсем пуринчен ытла хăйсем <пулхăр поэчĕсем> пулнăшăн мухтанаççĕ.

(...) Енчен те Митта хăйĕн лирикинче пурнăçланма пултарайман националистла <идеалсемшĕн> ăшне çунтарнă пулсан, Рсай вара çакăн пиркиех лăпкăнрах та иккĕленмесĕртерех каланă: Рсай, Миттапа танлаштарсан, юманизма самай çывăхрах пулнă (<çылăхăн> чи пĕчĕк сĕмĕсене тупса палăртни хăех мĕне тăрать! - А. X.) (...).

Хусанкай ушкăнĕн идейăпа пултарулăхĕн сăн-сăпачĕ ак еплерех. Ушкăн пултарулăхне хак панинченех лайăх палăрать вăл. Мĕншĕн унпа кĕрешме кирлине, çав кĕрешӳре пролетари çыравçисен пĕтĕм организацийĕн вăй-халне усă курмаллине ăнланса илме пулать.

(...) Малтанах (1927-1928 çç.) çак хуйха ӳкнисен юхăмĕпе, литературăра хузангайщина ятпа паллăскерпе, ăна политика тĕлĕшĕнчен квалификацилес енĕпе питех те çителĕксĕр кĕрешнĕ пулнă>.

Тепĕр виçĕ-тăватă çултанах вара чăрсăр, ансăр тавракурăмлă критика хăйĕн ĕçне пикенмеллипех пикенет, çакă Митта Ваçлейне, вăл <1929 çулта хузангайщинăран уйрăлнă> пулсан та, мĕн патне илсе çитернине эпир кăшт каярах курăпăр-ха... Малтанхи тапхăрта çакнашкал <идейăпа пултарулăх характеристикисене>, ахăртне, никамах та пит шута хурсах кайман-тăр, вĕсене <ура çине тăнипе> <реконструкци> тапхăрĕсен (вăл вăхăтри терминсем) тӳнтер енĕ вырăнне çеç хунă пулас. Çитменнине тата, чăваш çыравçисемпе критикĕсем хăйсем те ытларах чухне пĕр-пĕринпе туслă-юлташлă пулнă. <Ушкăнсен>, <юхăмсен>, <çулташсен> йышĕ чăваш литературинче улшăнсах, çĕнелсех тăнă, çакна пула общество шухăш-кăмăлне идеологи тĕлĕшĕнчен пушшех вăйлăн якатса пынă, этемĕн ăстăнне пăтратнă, вăл нимĕн те ăнланайми туса çитернĕ. Ярлăксем улшăнса тăнине пула вулакан <кам кам иккенне> те уйăрайми пулнă, центртан çĕнĕрен çĕнĕ кăтартусем килсе тăнă, вĕсене çирĕплетекен тĕслĕхсем çийĕнчех чăвашра шырама тытăннă та <литература фронтĕнчи идейăпа класс кĕрешевĕ> малалла тăсăлнă.

<Трактăр> альманахăн 1933 çулхи 6-мĕш номерĕнче В. Хутар хăйĕн <Поэт çулĕпе унăн <Кăмăлĕ> (В. Митта саввисен пĕрремĕш кĕнекин ячĕ.- А. X. ) статйинче, тĕпрен илсен, поэт пултарулăхне ырă сунса хаклать, ку статьяна поэт аталанăвне ăнланса илме хăйне кура хăтланни теме те пулать. Акă мĕн çырать В. Хутар:

<Митта Ваçлейĕ - ялтан, хресченсем хушшинчен тухнă поэт. (...) Унăн пултарулăхĕ икĕ тапхăра уйрăлса тăрать: пĕри 1924-1928 çулсем хушши, тепри - перестройка тапхăрĕ, вăл 1928 çул хыççăн пуçланать. (...) Вăл 1928 çулччен <сĕрĕмре> пăчăхать. Митта творчествин çак тапхăрне <сĕрĕмле> вăхăт теме те юрать. Митта ку вăхăтра пессимистла, националистла, <сĕрĕмле> произведенисем парать.

(...) Эпĕр паçăр Митта поэăийĕ ялпа çыхăнса тăрать терĕмср. Ялта <халăх> çеç пулман, унта хресченле стихий куллен кулак пулма тăрăшса пурăнакан элементсем те пулнă. Митта çавна уйăрса илеймен. Вăл Юманссн вĕрентĕвĕ хыççăн кая пуçланă. <Сĕрĕмре> произведение автор националистла историксен кĕнекисем тăрăх çырнă.

(...) Çакăн пек поэтăн <Сĕрĕмĕ>. Кайрантарахпа вăл унтан хăтăлма тăрăшать, иккĕмĕш тапхăра кĕрсен, Митта, хăйĕн пĕтĕм творчествăллă кĕлеткипе тăрса, çак кĕлеткен <сĕрĕмре> кукăрланнă вырăнĕсене тӳрлетме тăрăшать. Революциллĕ лирика патнелле утать.

(...) Çапла, поэта <сĕрĕм> хыççăн <çĕнĕ илемлĕхĕн хисепĕ> çĕнтерет. (...) <Сĕрĕмрен> тухсан... Митта ĕççамрăксемпе, комсомолпа çыхăнать, вĕсен поэчĕ пуласшăн. (...) Митта творчествинче <Хулăм сас> уйрăмах паллă вырăн йышăнса тăрать. Хальхи вăхăтра вăл поэтăн - пысăк произведенийĕсенчен пĕри. Вăл поэт творчествинче перестройка тапраннине кăтартакан произведени>.

Çĕнйĕркелӳ паллисене - унăн хальхи пĕлтерĕшĕпе мар, паллах, <пролетариат тĕнчекурăмне алла илес>, <комсомол йышĕпе çывăхланас> тĕлĕшĕнчен - В. Митта пултарулăхĕнче чăн та курма пулать пек. Вăл халь янравлă, сулмак сăвăсемпе поэмăсем çырать, <комсомол поэчĕсем> текенскерсен пĕрремĕш ретне тăрать.

Мала, комсомол!

Çулсем тăвалла.

Ытах тăвалла-тăк -

Çине тăмалла!

Мала, комсомол!

Çулсем такăр мар.

Ытах такăр мар-тăк -

Тавай такăрлар!

(<Тăвалла марш>)

Чун-чĕрине яр-уççăн уçса парас енчен пăхсан тата ăсталăх шайне илсен, Миттан 30-мĕш çулсенчи сăввисем, малтан çырнисемпе танлаштарсан, куçкĕретех вăйсăртарах, ку тапхăрта вăл поэзирен те писнĕн туйăнать Нумайăшĕ пĕлекен формулăпа каласан, вăл хăй чĕрин юррине хăех таптанă. Кун пек калани айăплани те, паянхи куçпа курса хак пани те мар, çакна тума манăн нимле тивĕç те çук. 30-мĕш çулсенчи атмосфера кун йышши <çĕнйĕркелĕве> çуратмаллах пулнă, кулленхи пурнăçра çак пулăм пултарулăх çынни хăй ĕçлес тенĕ пек ĕçлейменнине тата литература процесне пролетариллĕ совет литературишĕн кĕрешме йыхăракан догма-кăтартусем хушнă пек тӳрлетсе те аркатса пынине пĕлтернĕ. <Пăлхар поэчĕсем> вара, паянхи виçепе виçсен, çап-çамрăк ачасем, çирĕмрен кăшт иртнĕскерсем çеç, пулнă!

Çапах пурнăç опытне пухас, ăна-кăна ăнланса илес енчен пăхсан, çак тапхăр сăвăçшăн усăллă та пулнă. В. Митта чăваш çыравçисен 1937 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнчи пухăвĕнче тухса каланинчен:

<1928 çулхи кĕркунне эп, вăл вăхăтри пĕр сăвăри <Яла, поэт, яла! Унта эс нăйкăшма пăрахăн, Унта çеç эс ĕçри телейне тупăн...> сăмахсемпе килĕшӳллĕ кăмăл-туйăма итлесе те пăхăнса, <Канаш> редакцийĕнчи ĕçĕме пăрахса, яла ачасене вĕрентме тухса кайрăм. Эп вăл вăхăтри чи тĕттĕм, хут пĕлекен çын çукпа пĕрех яла лекрĕм, унта комсомол ячейкине, культурăпа çутĕç кружокĕсене йĕркелерĕм, кулаксене питлекен заметкăсем çыртăм, урăхла каласан, мана ун чухне туйăннă тăрăх, хамăр кулленхи ял пурнăçĕн <чăн-чăн прози> ăшне кĕрсе ӳкрĕм. Эп çав çулхине ялта ĕçлени-туни халь мана хамăн çамрăклăхăмăн чи лайăх кунĕсен чаплăран та чаплă асаилĕвĕ пек туйăнать, анчах темшĕн-çке ун чухне вăл мана проза пек çеç туйăннă, ăнсăртран мар, паллах, эп, сăвăлла сăмаха ваклама самай кăмăллаканскер, çакнашкал сăвă çырса хунă:

Ку пурнăçра пурте-мĕн проза,

Поэзисем кирлех те мар.

Çта çĕрулми - унта чăн роза

Яраймĕ нихăçан тымар.

Поэзисĕр кĕпер хываççĕ,

Унсăрăнах кӳлеç çиле.

Халь ыр çынсем сăвă çырмаççĕ,

Эс те ан çырнă пул, Ваçлей!

(...) Эп сире тепĕр ĕçчен - Краснов юлташ (В И. Краснов-Асли.- А. X.) ятне асилтерем. Унпа эп пуçласа 1929 çулта тĕл пулнăччĕ, çав тĕлпулуран пирĕн нумай çула тăсăлакан туслăх çуралчĕ. Çак çын манăн поэзири <çапкаланчăклăх> тапхăрĕнче пухăнса-йышланса çитнĕ кăлтăкăмсене чи малтан асăрхарĕ те: <Сана чăнласа кĕрешме май паракан ĕç кирлĕ. Эп сана çав ĕçе, çав кĕрешĕве тупса паратăп>, - терĕ. Чăн та, вăл, ВКП(б) Вăрнар райкомĕн секретарĕ, мана хăйĕн патне - хăйĕн районне чĕнсе илчĕ те çамрăк коммунистсен пĕр шкулĕнче вĕрентме сĕнчĕ. 1929 çулхи тырă хатĕрлсе ĕç пуçланчĕ, ман телее тата ялта колхозсем йĕркелеме пуçăнчĕç, кĕскен каласан, эп çийĕнчех кĕрешӳ вучĕпе пиçĕхрĕм, вара тинех чĕрĕлме, йăл илме тытăнтăм, пурнăçри вырăнăма та тупрăм. Вăл, Краснов, мана, комсомолеца, кĕрешӳн чи йывăр, опытла коммунистсемшĕн те пит çăмăлах мар вырăнсене ăсататчĕ. Ку таранчченех эп Хутар продрайонĕнчи кулаксен Залогин (Чĕрĕккут) ăстаçă йĕркеленĕ пăлхавне ирттерме Краснов юлташпа пĕрле чăрмантарнипе мухтанатăп (кун пирки кирлĕ организацисенче пĕлеççĕ). Çакă вăл - ман пурнăçри чи çутă самантсенчен пĕри.

Çав хĕрӳ кунсенче эп ачасене вĕрентме те, колхоза кĕме йыхăрма та, ачасемпе пĕрле агитаци юррисене вĕренме те, сăвăсем çырма та вăхăт тупаттăмччĕ. Пĕрре кăна мар ун патне çур çĕр иртсе пĕррере, иккĕре шăнкăравласа вăрататтăмччĕ те 30 çухрăмран телефонпа сăввăмсене вуласа кăтартаттăм. Ман чи ăнăçлă, чи хавхалануллă поэма (ыттисем мĕнле пуль те, эп хам çапла шутлатăп), <Хулăм сас> ятлăскер, Краснов юлташ тӳрремĕнех ертсе-пулăшса пынипе (кун пек каланине йăпăлтатни вырăнне ан хурăр) çырăнчĕ, поэмăри кашни йĕрке манăн та, унăн та. Ман чи хавхалануллă очеркăм та - <Лав хыççăн лав> - ун куçĕ умĕнче, ун ĕç пӳлĕмĕнче çырăнчĕ, вăлах ман очерка тӳрлетрĕ, конверт ăшне чикрĕ, унтан хăйĕн аллипех редакцие леçтерчĕ. Çакăн пек, çакăн пек çеç ĕçлемелле пирĕн аслă юлташăмăрсемпе - йăпăлтатмасăр, кĕлмĕçленмесĕр ĕçлемелле.

Анчах та пире часах пĕр-пĕринчен уйрăлма пӳрнĕ пулнă, вăл вĕренме кайрĕ, эп район хаçатĕнче ĕçлеме пуçларăм, сăвăсенчен ытларах статьясем çырма тиветчĕ пулин те, çапах та икĕ çул хушшинче сăвă кĕнеки хатĕрлесе çитерме пултартăм, Шупашкара куçса килтĕм...>

Халь ĕнтĕ Митта Ваçлейĕ таврашĕнчи лару-тăру лăпланчĕ теме те пулать пек. Унăн <Кăмăл> ятлă сăввисен пĕрремĕш кĕнеки тухать. Ун сăвви халăх пултарăвĕн сасси-кĕввипе <çемçелет>. Поэт, Чăвашрадио корреспонденчĕ пулнă май, республика тăрăх нумай çӳрет, кăмăлласах тĕрлĕ очерксем çырать, 1933 çулхи культурăпа этнографи экспедицине хутшăнать, чăвашсен çĕнĕ такмакĕсен пуххине пичетлесе кăларать, çыравçăсен ушкăнĕпе пĕрле Казахстанпа Туркмение (1935) çитсе килет.

Литература хроникинчен:

<1936 çулхи сентябрьте чăваш çыравçисен троцкистсемпе зиновьевецсен партие хирĕçле банди майлă ĕçлекенсене тупса палăртас тата тăрă шыв çиие кăларас тĕлĕшпе ирттернĕ пухăвĕ пулса иртнĕ>.

1937 çул çывхарнă...

ВКП(б) историйĕ, кĕске курс (ОГИЗ, 1946, 331 с.):

<1937 çул бухаринла-троцкистла бандăри ирсĕрсем пирки чылай çĕннине пĕлме май пачĕ. Пятаковпа Радек йышшисен, Тухачевскипе Якир йышшисен, çавăн пекех Бухарин, Рыков, Крестинский, Розенхольц йышшисен ĕçĕсене пăхса тухнă суд процесĕсем бухаринецсемпе троцкистсем тахçанах <сылтăм троцкистла блок> пулса халăх ташманĕсен пĕр пĕтĕмĕшле эшкерĕ пулнине кăтартса пачĕç>.

ВКП(б) Тĕпкомĕн февральти-мартри Пленумĕ пулса иртнĕ. Унта Сталин <Парти ĕçĕнчи çитменлĕхсем тата троцкистсемпе ытти йăх-яха кăклама пулăшакан майсем çинчен> доклад вуласа панă. Пленум материалĕсем хаçатсенче анлăн пичетленеççĕ; çав вăхăтрах <Сунтал> журналăн 2-мĕш номерне пĕтĕмпех Пушкин вилнĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Номерте, сăмахран, <Борис Годунов> трагедири В. Митта куçарнă сыпăка пичетленĕ, çак çулах куçарăвăн тулли тексчĕ уйрăм кĕнекен кун çути курать. Ку куçару халь тивĕçлипе Пушкинăн чăвашла куçарнă чи лайăх, чи ăнăçлă тĕслĕхĕсен шутне кĕрет. Трагедири пулăмсен ретне, тĕп конфликтне (патша тата халăх) е тата трагеди вĕçĕнче янăракан <халăх сехĕрленсе кайса, чĕмсĕррĕн тăрать... Халăх чĕмсĕр> сăмахсене илес пулсан, ирĕксĕрех пуçра çакнашкал шухăшсем çуралаççĕ: Митта вăл вăхăтра уйрăмах çак трагедпе суйласа илни Чăваш республикинчи, пĕтĕм çĕршыври обществăпа политика тата культура пурнăçĕ тĕксĕмленсе-хаярланса пынипе тӳрремĕнех çыхăннă. Çакна, кам пĕлет, поэт, тен, хăй те ăнланса çитереймен. Анчах та паянхи куçпа пăхсан, çак пулăмра поэт совет халăхĕн 37-38-мĕш çулсенчи трагедийĕ пулма пултарассипе малтанах систерме хăтланнине те курмасăр тăма çук.

37-мĕш çулхи апрель уйăхĕ вара, ман шутпа, Митта Ваçлейĕн биографийĕнче чи татăклă самант пулса тăрать. ВКП(б) Тĕп Комитечĕн февральти-мартри Пленумне тата СССР писателĕсен Союзĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан доклада сӳтсе явнă чăваш çыравçисен пухăвĕн (пухура Мускавран килнĕ юлташсем те пулнă) иккĕмĕш кунĕнче, апрелĕн 11-мĕшĕнче (калас пулать, асăннă пуху 4 куна тăсăлнă - апрелĕн 10, 11, 12, 14-мĕш кунĕсем), вăл вырăсла анлă сăмах тухса калать (ун пĕр сыпăкне çӳлерех илсе кăтартнăччĕ). Эс, паллах, вулакан, хăйĕн пĕр çырăвĕнче Митта П. Хусанкай патне: <Анчах сисетĕп - каллех манăн çапăçăва кĕмелле пулать>, - тесе çырнине астăватăн. Ку сăмахсене 1928 çулта çырнă пулнă, акă ĕнтĕ вĕсем тӳрре те тухаççĕ: шăпах 9 çултан кĕрешӳ пуçланать. В. Митта пухура хăйĕн критикĕсемпе те уççăн тытăçса илет, çыравçăсен пурнăçĕнчи пиçсе çитнĕ ыйтусене те çивĕччĕн хускатать. Вăл пухура тухса каланин машинкăпа çапнă копийĕ (20 с. яхăн) упранса юлнă, эп унти пысăк пĕлтерĕшлĕ те припциплă вырăнсене çеç илсе кăтартасшăн.

В. Митта: <Юлташсем, ман сăмахăм çивĕч те тиркевлĕ пулĕ, мĕншĕн тесен эп пирĕн писательсен организацине тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма критикăпа самокритика çеç пулăшма пултарать тетĕп, хамăрăн çитменлĕхĕмĕрсене тиркевлĕ куçпа курнă чух кăна эпир чăннипех пĕр-пĕрне пĕлме, кĕрешӳри вырăнăмăра тупма, аслă ĕçĕмĕрте пĕр-пĕринпе ытларах çывăхланма пултарăпăр, критикăпа самокритика çеç пире малалла аталанма май парĕ, çав аталанура пиртен кашниех хăйĕнпе юнашар уçă чунлă, шанчăклă чĕреллĕ салтак-тусне туйĕ.

Ман шутпа, хамăрăн çак пухура эпир пуринчен ытларах çамрăк çыравçăсене, çамрăк кадрсене çитĕнтерес ĕçĕмĕрти çитменлĕхсем çинчен - уйрăмах вĕсен пултару ӳсĕмне аталантарма пулăшассине (тем тесен те, ку вăл - чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту) асра тытса - калаçăпăр>.

Миттан хăйĕн сăмахĕнче, вăл çулсенчи йăлана кĕнĕ çырман саккуна пăхăнса, <Сĕрĕмре> поэмишĕн те ӳкĕнсе илме тивнĕ:

<...Ăсланасси, тăна кĕресси пирки сăмах хускатрăм пулсан, ытларах хам пирки калаçам. Кун пек конкретлăх пулĕ.

1927 çулта эп хама каярах националист тесе айăплама май панă <Сĕрĕмре> сăвă çыртăм. Вăл сăвă , паллах, питех те сиенлĕ пулнă, мĕншĕн тесен вăл сăвăра эп чăваш халăхĕн, чăваш нацийĕн кунçулĕ пирки, ăна пирĕн совет саманин конкретлă условийĕсемпе çыхăнтармасăр, калама хăтланнă. : Паллах, эп, 18 çулхи йĕкĕт, ниçта та вĕренменскер, калама çук наци ыйтăвне ним усăсăрах хускатман, анчах та ăна эп хам политика тĕлĕшĕнчен хавшак пулнине кура татса парайман. Эп ку хайлава хам та тахçанах сивленĕ, халĕ те сивлетĕп.

Мана кам та пулин пулăшнă-и-ха? Кам ун чухне мана ленинла-сталинла наци политикине ăнлантарса пачĕ? Никам та. Чăн та, Иван Кузнецов ман <Сĕрĕмре> пирки ятарласа статья çырчĕ, анчах та ăна та ăна та вăл пĕртен-пĕр тĕллевпе кăна çырнă - националистсен йышне паянтан Митта ятлă тепĕр <путсĕр> кĕме пуçланине пĕлтерес тĕллевпе çеç:>

Хусанкай, А. Кĕрле, пăлхавăрлă сăрнайăм! : критикăпа биографи очеркĕ / Атнер Хусанкай // Митта, В. Е. Çак юрра эп ахаль мар юрларăм / В. Е. Митта. - Шупашкар, 1990. - С. 5-22.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru