Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Геннадий Юмарт

«Сăввисем чăн-чăн ĕнчĕ пек»

«Чăваш поэчĕсем вырăссенчен тĕплĕн вĕренсе пыни Çеçпĕл Мишшин силлабо-тоника шкулне çирĕпленсе çитме вăй пачĕ. Çав йĕрке чăвашла сăвă çырас ĕçре классикла янратмалли меслетсем уçрĕ», — тенĕччĕ Митта Ваçлейĕ. Чăваш совет поэзийĕн аталанăвĕнчи пысăк ӳсĕмре поэтăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ те çулăмлă.

Ытти пысăк поэтсем пекех, Митта Васлейĕ халăх кунçулĕнчи паллă тапхăрсене сăнарламасăр тăма пултарайман. Чăваш халăхĕн нумай ĕмĕрсем хушшинчи тертлĕ шăпине, ĕççыннисем пусмăра сиресшĕн паттăррăн кĕрешнине эпир унăн чылай сăввисемпе поэмисенче куратпăр. Акă, йăлмак тăхăннă бурлак юлашки сывлăшчен, юн сурса, кайса ӳкиччен ют пурлăха шыв тăрăх сĕтĕрет («Атăл çинче» сăвă). Пусмăрти халăхăн çилли тулса çитет те, вăл пусмăр йĕркине хирĕç кĕрешме хăюллăн çĕкленет. Çакăн çинчен пире Тайăр Тимкки поэт-революционер сăнарĕ аван каласа парать. («Тайăр» поэма).

«Октябрь тантăшĕ» поэмăра Тăван çĕршыври яш-кĕрĕм пĕтĕм халăхпа пĕрле революци çĕнтерĕвĕсене хӳтĕлеме тухать : «Халиччен илтмен хăюлллă сас хĕç пек çĕкленет, çав сасă — комсомол сасси», — тет поэт. «Савни парни» поэмăра та — çĕнĕ самана сывлăшĕпе çĕнелсе пыракан çамрăксен кăмăл-туйăмĕ. Ăна Октябрьти Социализмлă Аслă революци вунă çул тултарнă май çырнă. Çак уяв ячĕпе улахра хĕр хăйĕн юратнă каччине хĕрлĕ ялав парнелет. Ун çине пурçăн çиппе: «Эсĕ те, хĕрарăм, çынах халăхра», — тесе çырнă. Çак пĕчĕк ӳкерчĕк ялти пысăк улшăнусене кăтартать.

Колхозсем йĕркеленĕ вăхăтри йывăрлăхсене Митта Ваçлейĕ çийĕнчех, 1930 çултах, «Çĕр чĕлхи» поэмăра ăнăçлă кăтартса парать. Пухура ĕмĕрне çăвар уçман Чĕмсĕр Куçма, лару-тăру пăтравлă пулин те, колхозран тухма килĕшмест, хăйĕн телейне пĕрлешӳллĕ хуçалăхра тупасса шанать. Колхозсем йĕркеленсе, çирĕпленсе çитичченех çакăн пек шухăшлă поэма тухни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. «Çĕр чĕлхи» Трубина Мархвин «Мучар» тата Илле Тукташăн «Вăкăр çырми» повеçĕсемпе пĕр ретре тăрать.

Митта Ваçлейĕ вăйлă лирик пулнипе палăрнă. 1940—1950 çулсенчи сăввисенче унăн сасси «ян хурçă пек таса» янрама тытăннă, вăл «чĕре таппипе чĕтресе» тухнă. Çиелтенрех сăнланипе риторикăллă каласа кайнинчен хăтăлса пырса, позт этемĕн чун-чĕринчи хĕрӳллĕ кăмăл-туйăмне ытларах та ытларах ӳкерсе пама тытăнать. Юлашки тапхăрта вăл философи лирикин темисене хускатни унăн поэзине уйрăмах çулăмлăх кӳрет. Кунта пурнăç тупсăмĕ-илемĕ, этем ăс-хакăлĕн вăйĕ, пултарулăх асамĕ, туслăх-тă-ванлăх çинчен калакан сăвăсене палăртмасăр иртме çук.

Поэтăм, вилĕме ан асăн,

Çак пурнăç — ĕмĕрхи илем.

Кунçулĕ кăлăх

пулмасассăн,

Вилсен те пурăнать этем.

(«Кĕрхи  илем»).

Поэзи, эсĕ çил ачи,

Эс вут ачи, эс шыв ачи.

Эс ирĕкшĕн çунса тăран,

Эс хумханатăн, пăлханан,

Сана хăватлă ăс кăна

Илме пултарнă тыткăна.

Стихия — ăсăн аллинче,

Унпа çеç вăйлă çут тĕнче.

(«Аслă стихия»).

Кам тӳссе ирттерчĕ çынпа тан,

Кам ырра усал теме хăймарĕ,

Усала айванăн пуç таймарĕ,

Çав калатăр пĕтĕм

кăмăлтан:

Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ.

(«Тав сана»).

Атăлăн илемне ачаш ачапа, ĕçри ĕçченпе, пуса каччипе тата çулри юлташпа танлаштарать поэт («Атăл юрри» сăвă). Ку сăвăра Тăван çĕршыв илемĕ кăна мар, «пулас мăн тинĕс хуçисен» ĕçĕ-хĕле те, малашлăхĕ те курăнать. Ăна автор вулаканшăн чи çывăх та пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе япаласем урлă сăнласа парать. Митта Ваçлейĕн çакăн пек сăввисен пахалăхне Петĕр Хусанкай акă мĕнле хакланăччĕ: «Унăн сăввисем юлашки вăхăтри темĕн чухлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш — акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче. Шăратса хывнă йĕркесем, сăвăсерен тĕрлĕ кĕвĕ, тĕрлĕ çавра темелле, тулли рифма — çак пурте хăй тĕллĕн тухса пынă пек, «чун тарĕпе» ĕçлени сисĕнет, мĕншĕн тесен сăввăн тĕп шухăшĕ, шалти тасалăхĕ кăмăла çавăрать. Мĕнле виçелĕх тата туйăм виçелĕхĕ!» Кун çумне хушса калама та йывăр.

Митта поэзийĕн чи паллă уйрăмлăхĕсенчен пĕри вăл — çынлăх туйăмĕ. Поэт ялан хăйне ыттисенчен çӳле хурасран, çын хуйхине уяймасран, халăх ирĕкĕнчен тухасран, çынлăха çухатасран хыпса çунать.

Пурри вăл —  пĕрле,

çукки — çурмалла.

Тата, тăвансем, мĕнле

пулмалла?

Ăс патăр ватти, вăй патăр

яшши —

Этем этеме ан пул

ытлашши.

(«Анатри юрă»).

Халăх юррине çĕнетсе каланă çак афоризмла çивĕч йĕркесем хамăр  халăхăн ĕмертен килекен ырă халалне палăртмаçсĕ-и вара? Çакăн пек хăватлă туртăм тăван поэзие çĕнĕ вăй кӳмесĕр тăма та пултараймарĕ, паллах, Митта Ваçлейĕн сăввисемпе поэмисем, ытти сăвăçсен пултарулăхĕпе пĕрле, чăваш поэзине ытти халăхсен классики шайĕпе янăрама пулăшрĕç, пирĕн литературăри пысăк ӳсĕм пулса тăчĕç.

Митта ăста куçаруçă пулнă. Вăл Пушкинăн «Борис Годунов» трагедине, Толстойăн «Вăрçăпа мир», Чернышевскин «Мĕн тумалла?», Горькин «Фома Гордеев», Островскин «Тăвăлпа çуралнисем» романĕсене е вĕсен сыпăкĕсене, Добролюбов статйине, Овечкин очеркĕсене, Гейне, Лонгфелло, Кунанбаев, Джалиль, Кудаш сăввисемпе поэмисене чăвашла куçарнă. Поэт, хăй калашлĕ, тĕнчери пур писательсен произведенийĕсене те хăйсен тăван чĕлхипе çырнинчен кая мар хăватпа чăвашла куçарма май пуррине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

Митта Ваçлейĕ хăй тантăшĕсемпе çамрăк ăрăвăн пултарулăхне пысăк виçепе хаклама тăрăшнă, вĕсен çитменлĕхĕсене пĕтерме тĕплĕ канашсем панă. Унăн статйисемпе рецензийĕсем, çырăвĕсем пирĕн критикăпа литература вĕрентĕвне чĕртсе яма пулăшрĕç.

«Пурнăç чăнлăхĕ» статьяра автор социализмла реализм меслечĕн  тупсăмĕ пирки шухăша каять, пысăк сăмах хускатать : «Социализмла реа-лизм меточĕ лакировкăна хирĕç, мĕншĕн тесен пурнăçа тивĕçсĕр эреветлесе кăтартни çыннăн ăс-тăнне тĕтрелетме, вăй-халне шĕветме çеç пултарать. Пурнăçри чăн-чăн тĕрĕслĕхе, социализм çулĕ çинчи хирĕçӳлĕхсене ним пытармасăр кăтартни этемĕн кĕрешӳ вăйне хăпартать, хавхалантарать», — тет вăл.

Акă тата Митта хăшпĕр поэтсен вуншар пин йĕркеллĕ поэмисем  пурнăç чăнлăхне ăшăххăн кăтартнине палăртать, шыв çакăн пек ейĕве кайни чечеклĕ улăха нумай сиен кӳресрен пăшăрханать, шыв çулне тарăнрах яма — халăхпа тачă пулма кирли çинчен çине тăрса калать. Нацилĕх паллисем, ача-пăча литературин уйрăмлăхĕсем, чăваш сăввин тытăмĕ тата ытти пирки те çапла вичкĕн калани Митта Ваçлейĕн чылай. Вĕсем паян кун та кивелмен. Поэт С. Элкер, Я. Ухсай, П. Хусанкай, А. Алка, Хв. Уяр, Г. Краснов-Кĕçĕнни, Е. Афанасьев, А. Канаш тата ыттисен пултарулăхне тишкернĕ, вĕсен литературăри вырăнне палăртма пулăшнă.

Поэт, ялан поэзири çӳлле-çӳллĕ ту тăрринчисем çине пăхса, вĕсенчен вĕренсе пынă. Вăл ачаллах «Арçурипе» «Нарспи» тĕнчине иленет, ли-тература çулĕ çине тăнă-тăманах Пушкинпе Гоголĕн, Маяковскипе Есенинăн сăмах ăрăмлăхне сăнать, вĕсен мелĕсемпе хăйне май усă курма тăрăшать.

Чăваш литературипе культурин паллă ĕçченĕсем Митта Ваçлейне «çутă çăлтăр», «Шевченко пек таса», «алмаз пек çивĕч», «сӳнми кăвайт», «тӳрĕлĕх салтакĕ» тата ытти сăмахсем каласа хакларĕç. «Тӳрĕлĕх» тени тĕрĕслехе те, татулăха та пĕлтерет. Литературăра пурнăç чăнлăхĕшĕн, çынсем хушшинчи татулăхшăн, халăхсем хушшинчи миршĕн хытă тăнă сăвăçăмăр чăннипех çак сăмахсене тивĕç.

Юмарт, Г. «Сăввисем чăн-чăн ĕнчĕ пек» / Геннадий Юмарт // Авангард. – 1988. – 1 март.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru