Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Геннадий Юмарт

Митта Ваçлейĕн çынлăхĕ, чăнлăхĕ, чунлăхĕ

Ун пек сăмах ăстин ĕçне-хĕлне хаклама унран та çивĕч ăс кирлĕ. Паянлăха пире ку тĕлĕшрен тĕрлĕ çын каланă сăмах пулăшать. Юратнă поэтăмăра халиччен нумай япалапа танлаштарса, пысăк ят парса пахаларĕç. Акă хăшĕ-пĕрисем: пысăк художник, хăй евĕрлĕ шухăшлавçă, çепĕç лирик, шухăш пăлхавçи, сократла философ, Шевченко пек таса, халăхăн паттăр ывăлĕ, тӳрĕлĕх салтакĕ, сӳнми кăвайт, алмаз пек вичкĕн, çутă çăлтăр, çырулăхри юман юпа. Çапах Миттана тĕплĕ хак парасси — малашлăх ĕçĕ.

Чăваш литературинче Митта Ваçлейĕ тĕрлĕ жанрпа çырса тарăн йĕр хăварнă. Вăл çырнисем 1920-мĕш çулсен вĕçĕчченех критиксене хытă калаçтарма пуçланă, вĕсене кĕçех вĕрентӳ кĕнекисене те кĕртнĕ.

Хăй «Сармантей самани» тесе ят панă культ тапхăрĕнче пултаруллă çыравçă ытти нумай çынпа пĕрле литература ĕçĕнчен татăлса, читлĕхри кайăк пек, аякри çĕрсенче пурăнать, анчах çакă ун çунатне хуçайман иккен, ирĕке тухсан сыпăннă, тӳрленнĕ çунатсемпе вăл пултарулăх тĕнчине тĕреклĕн вĕçсе кĕрет. Шел, нумай вăхăт тертлĕ пурăнса хавшанă сывлăхĕ ăна ĕмĕтленнĕ пек ытларах вĕçме памасть, ун ĕмĕрне сасартăк татать. Алă çула та çитеймесĕр, вăл шутран вун çиччĕшне халăхран уйрăм пурăннă Митта хăйне пӳрнĕ пысăк ăсхала тăван халăх ырлăхĕшĕн ĕçе кӳлме ĕлкĕрнĕ. Ăна халăх хăйĕн мухтавлă ывăлĕ пек юратса хаклать, вăл çырнисене ăша хывса пурăнма тăрăшать. Мĕнлерех пулнă-ха эппин Митта чун-хавалĕ? Мĕнлерех-ха эппин юратнă çыннăмар халалĕсем?

Çынлăх

Литературăпа ӳнер ăстисене хакланă чухне вăл е ку çын мĕн тери гуманист пулнине шута илеççĕ. Тепĕр чухне пысăк ăсталăх пур этемлĕх усаллăх генийĕ пулса тăрать. Çак енчен пăхсан Митта чăваш литературинче хастар гуманист пулнипе уйрăмах палăрать. Çынлăх туйăмĕ унăн пултарулăхне мĕн çамрăкран витернĕ, юлашки тапхăрта вăл тата çӳлерех шая çĕкленнĕ. Мĕнлерех-ши Миттан суя чап илнĕ, чиксĕр мул пухнă çынсенчен иртекен сăваплăхĕ?

Ирĕклĕх, танлăх, тăванлăх —

Çакă вăл пирĕн тупа! —

тет поэт. Ку вăл — унăн идеалĕ. «Тĕнчери чĕр тамăк» асапне тӳссе курнă çыншăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă. «Этем, этеме ан пул ытлашши», — тет поэт, çакă вара унăн тĕп сунăмне çунатлă сăмах пек пĕтĕмлетет.

Хастар гуманист хăйĕн кăмăл-туйăмне час-часах шухăшлавçă, ăслăлăх çынни куçĕпе тишкерсе калать. Ун пек тĕслĕхсем унăн поэзире те, прозăра та, критикăра та пайтах. «Çынлăхран кăларан мăшкăла хăçанччен тӳсмелле-ши, тăван?» — тет вăл чунри ыратăва палăртса. Анчах поэт хура-шура нумай курнă пулин те, иртнĕ вăхăта философла çырлахуллă куçпа пăхса хаклама, тĕп вăя ытларах усăллă ĕçсем тăвас çĕре яма ăнтăлать:

Поэтăм, вилĕме ан асăн.

Çак пурнăç — ĕмĕрхи илем.

Кун-çулĕ кăлăх пулмасассăн —

Вилсен те пурăнать этем.

Çынлăхăн тупсăмĕ çинчен çынна вăл хистевлĕ, çав вăхăтрах сăпайлă кăмăлпа пĕлтерет: «Çыннăн чи пысăк ĕçĕ çынна ырă тăвасси мар, çынна усал тăвасран хăйне хăй чарасси. Эпĕ кирек мĕнле çынна та çапла каласшăн: эсĕ мана ырă ан ту, анчах мана усал тăвасран хăвна ху чар». Пурнăçра çак йĕркене тытса пырсан тĕнче йăлтах улшăнасса поэт чунтан шанса тăрать («Кун кĕнекинчен»).

Унăн хăйĕн сăнарĕ те пире çынлăха нумай вĕрентет. Унра эпир çынлăхăн нумай паллине — сăпайлăха, управлăха, типтерлĕхе, ĕçченлĕхе, уçă кăмăла, яваплăха, чун тасалăхне т.ыт.те куратпăр. Атăл леш енне уçăлса çӳреме çитсен те вăл хăйăр çине лартнă пӳртре пурăнакан чăваш хĕрарăмĕ ачи-пăчипе выçăллă-тутăллă тертлен-нишĕн кулянса ӳкет, çын хуйхине сахал пĕлнишĕн пăшăрханать. Вăрманта йывăç касакансем çӳллĕ тунката хăварни те поэт чунне ыраттарать. Кунашкал тĕслĕх Митта пурнăçĕн кашни утăмĕнчех, вак япаларан тытăнса пысăккисем таранах.

Пултарулăх ĕçĕнче те çаплах. Акă Çĕнĕ çул ячĕпе çырнă сăвăра та вăл пысăк ыйту хускатать, эртеллĕхпе татулăха ырлăх пиллекен хаклă пахалăхсем вырăнне хурать:

Татăла пĕлми татулăх

Тьптăр пирĕн эртеле.

Супинккелĕх мар, эртеллĕх туйăмĕ Митташăн — çынлăха палăртакан ен. Çакна поэт яланах астутарма тăрăшать, вăл ăна сăввисемпе очеркĕсенче те, статйисемпе çырăвĕсенче те сахал мар пĕлтерет. Унсăр харпăрлăх, чунсăрлăх лачакине путасси инçе мар тесе каласшăн сăвăç.

Митта чун хавалĕн тепĕр палли вăл — патриотизм. Ку туйăм унăн Сталин кульчĕн сивви шăнтнипе вăхăт-вăхăт шаларах, чун тĕпнерех те кайнă-и тен, анчах поэта вăл ялан çăклентерсе-чĕртсе тăнă. 1926 çулхи кăрлачра Хусанкай патне пуçласа янă çырурах Митта: «Чăваш халăхне малалла ярас йĕркене нихăçан та, хамăн ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахас çук», — тесе тупа тăвать. Вун саккăртах çырнă «Хисеплĕ вилĕм» калаври Кирук тăван халăха пуринчен ытла шеллет, ун малашлăхне çăмăллатас ĕмĕтпе хулана вĕренме каять, çĕнĕ пурнăç идеалĕсемшĕн кĕрешсе вилет.

Патриотизм тĕшши Митташăн — тăван чĕлхе. 1926 çултах çырнă «Чăваш чĕлхине» сăвăра вăл:

Санпах сывлать тăван этем,

Санпах сывлать çĕршывăм ман, —

тесе евитлет, чĕлхемĕре хамăр нацилĕхĕн тĕп палли вырăнне хурать. Наци культурин хăй евĕрлĕхне упрасси, аталантарасси чĕлхемĕр шăпинчен килнине çивĕчрех кăтартас тесе Митта, çирĕме кăна пуснăскер, «Сĕрĕмре» поэма çырать. Вăл тăван чĕлхемĕр илемĕ çухаласран, «пулхăрсен» тымарĕнчен татăласран шикленет:

Камăн çуккă пулхăрăн юнĕ,

Кам хăйне вырăслать,

Меттислать —

Çавă пирĕншĕн пултăр йӳнĕ,

Вăл халăхшăн

Ирсĕр чысла!

Автор кунта хивререх те уçăмсăртарах каланă-и тен («вырăслать, меттислать» тенисене ытти чĕлхе-культура витĕмне йышăнас мар тенĕ пек ăнланма пулать), анчах унăн тĕп шухăшĕ — тăван культурăна «хăй тымарĕ тăрăх ярасси» (Н.Шелепи) тĕрĕсех пулнă. Тепĕр тесен, поэт ытти чĕлхепе культура витĕмне йышăнмасăрах тăмасть, ăна «йӳнĕ» тесе кăна хаклать.

Кĕçех поэмăра национализм шăрши тупаççĕ, критика ăна йăлтах сивлесе пăрахать. Вăл çулсенче, чăнах та, Н.И. Ашмаринăн пăлхар теорийĕ пирки тавлашу хĕрӳ пырать, анчах ăна ырлакан историксем те, чĕлхеçĕсем те нумай пулнă. Миттаччен кăшт маларах «Сунталта» Г.В.Тал-Мăрсан «Силпи» (Пăлхар пики) драма пичетленет, М.Юрьевăн «Пăлхар патшалăхĕн юлашки кунĕсем» пьесине сцена çинче те лартаççĕ (вăл кĕнекен те тухнă) т.ыт.те. Митта поэминчи герой, «пултарулăха» чунтан туртăнать пулин те, ăна йышăнма аптăраса тăрать, çавăнпа вăл хăйне сĕрĕмри пек кăна туять, хăй йăнăш çул çинче тăмасть-ши тесе шухăшлать, хайлава çавăнпах «Сĕрĕмре» тесе ят панă. Н.И.Ашмарин теорийĕ çирĕпленчĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра, çамрăк ăрăва историпе ытларах вĕрентме кирлĕ тенĕ чухне, ку поэма чип-чипер çивĕччĕн янăрать.

«Сĕрĕмре» поэмăшăн хытă патак лектернĕ хыççăн Митта кунти пек çивĕч ыйтусене вăр-вар хускатасран сыхланма тытăнать. Çитменнине, «Сĕрĕмччен» ăна А.Пушкинпа С.Есенинăн «тăрлавсăр» сăввисене куçарса вуласа çӳренĕшĕн комсомолтан та кăларнă, ялти шкула вăхăтлăх ĕçлеме янă, пичетре кун çинчен çивĕч калаçса илнĕ. Çак тапхăрта унăн чечек сарма тытăннă лирикине сивĕ тивет, Митта ытларах публицистика енне сулăнать (очерксемпе статьясем çырать), куçару ĕçне пикенет.

1925—1926 çулсенче уйрăмах çĕкленӳллĕ романтик кăмăлĕпе хавхаланса юрланăскер, вăй илсе çитекен сăвăç пурнăçри кулленхи хирĕçӳлĕхсемпе йывăрлăхсене курса акă мĕн ăнкарать:

Ку пурнăçра пурте-мĕн проза,

Поэзисем кирлех те мар.

Çта çĕр улми, унта чăн роза

Яраймĕ нихăçан тымар.

Чун кӳтнипе ытлашши хивре каланине поэт кĕçех туйса илет, лару-тăру май панă таран вăл каллех сăвăлла калаçма пуçлать. Апла тумасăр унăн чунĕ те тӳсеймест.

1937 çулта, апрель уйăхĕнче, çĕршывра социализм çĕнтернĕ тесе çĕнĕ Конституци йышăннă хыççăн, Митта чăваш çыравçисен тăватă куна пынă пухăвĕнче пысăк сăмах тухса калать, унта вăл наци политикине чăвашсем хушшинче кирлĕ чухлĕ татса паманнине (чăваш чĕлхипе çителĕклĕ усă курманнине), фольклор пуянлăхне пухса тĕпчес-пичетлес ĕç вăраххăн пынине т.ыт.те палăртать. Çакнашкал критикăшăн вăл чăваш халăхĕн тата çĕршывăмăрти ытти халăхсен мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕсемпе пĕрле культ пăтăрмахне çакланать. Ăна «наци политики çинчен элек сарать» тесе, унчченех «национализм сĕрĕмĕпе минренĕ» тесе, «политикăлла сăвăсем çырма пăрахма чĕнет» тесе, троцкистсемпе явăçнă тесе айăплаççĕ, судсăр-мĕнсĕрех халăхран нумайлăха уйăраççĕ.

Митта пек çынсем пирки «Сунтал» журналăн 1937 çулхи 9-мĕш номерĕнче Уйăп Мишши «Халăх тăшманĕсене —буржуалла националистсене тĕпĕ-тымарĕпех кăкласа çĕмĕрсе тăкар» статьяра çапла хăрушла сăмахсем каланă: вĕсем «чăваш халăхне кĕнекесĕр, художествăлла литературăсăр, тăван чĕлхесĕр хăварасшăн пулнă, вĕсем чăваш халăхĕн пултарăвĕн вăйĕсене нихăçан та ĕненмен, чăваш халăхне, унăн культурине, искусствине, талантлăхне, пултарăвне нихаçан та юратман, юратма та пултарайман. Чăваш халăхне пĕтмĕш кун сунса унран тӳсме çук мăшкăлланă, йĕрĕннĕ», — тенĕ. Ылхан витнĕ поэт «чĕр тамăка» лекет. Хăй калашле, вунă çул лашманта (Горький облаçĕнче), пилĕк çул чалтунта (Красноярск крайĕнче) пурăнать. 1947 çулхи декабрьте вăхăтлăха тăван тăрăха куçарсан вăл çулталăк çурă хушши учительте, бухгалтерта, уй хуралçинче ĕçлет. Ку вăхăтра та Митга литература ĕçĕсĕр пурăнма пултарайман: Лев Кассилĕн «Аслă хирĕç тăру» романне куçарать (1949 çулта тăлмачне кăтартмасăр пичетленнĕ).

1949 çулхи çуркунне ăна каллех инçе ăсатаççĕ. Митта кӳтсе çитнĕ чунри шухăш-кăмăла сăвăлама тытăнать, вĕсене кайран «Тайăр» поэма пек йĕркелесе пичетлет. Кунта Тайăр кун-çулĕнчен ытла — Митта Ваçлейĕн хăйĕн шăпи. Ку ярăмра та тăван чĕлхе теми паллă вырăн йышăнса тăрать:

Тăван чĕлхем! Таса чĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар ирĕк — çутăрах çунма.

Ĕшеннисемшĕн çул çинче

Эс — шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.


Çунат паратăн çамрăка,

Ватта чун канăçĕ кӳрен.

Сӳнсе кĕлленнĕ кăмрăка

Вут кайăк сывлăшĕ кĕртен.

Тăван чĕлхе Митташăн — чăнлăх, савăнăç, илем, ирĕклĕх, шанчăк. Паллах, çакă вăл пĕтĕмпех уйрăм çыншăн çеç мар, халăхшăн та çапла, уйрăм çынпа халăхăн танлăхне, ирĕклĕхне пĕлтерет. Çак ыйту пирĕншĕн халĕ те ка-лама çук çивĕч тăрать. Çавăнпа Митта тăван чĕлхе çинчен çыра-çыра хăварни пире наци тивĕçлĕхне ăнкарма пулăшать. Поэт тăван чĕлхемĕр çинчен уйрăмах çĕкленӳллĕ кăмăлпа çырать: «Мана тăван чĕлхепе калаçма çăмăлта-рах, кунсăр пуçне, маншăн чĕлхе обществăри хутшăну хатĕрĕ çеç мар, чун-чĕре хистевĕсене йӳнеçтерекен хатĕр те. Тăван чĕлхепе калаçнă чух, турра кĕлтума ларнă çын пек, эпĕ канса каятăп».

Тăван халăха каçса кайсах юратнипе пĕрлех Митта хĕрӳллĕ интернационалист та. Хамăр культурăна çыравçă ыттисенчен уйăрса национализм картине хупма шутламан. Вăл тĕрлĕ халăх прозипе поэзине чылай куçарать. 1935 çулта вăл чăваш çыравçисен ушкăнĕпе пĕрле Казахстан-па Туркменистана кайса çӳрет, чăваш вулаканĕсене казах мамăкçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе, туркмен кавирçисен ăсталăхĕпе паллаштарать. Митта çине тăнипех чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тутар чĕлхи кружокне йĕркеленĕ. «Хамăр чĕлхене лайăхлатас тĕлĕшпе усси нумай. Эпир тахçанах шыракан сăмахсем вĕсен тахçанах пур», — тет вăл 1957 çулхи ака уйăхĕнче. Çак тапхăртах вăл «Нарспие» тутарла куçарнă Шараф Мудцариспа çывăхланать, ун сăввисене куçарма тытăнать, унпа çыру çӳретет. Культ асапне тӳснĕ Хасан Туфана чăваш поэчĕ «сана эп нихçан курман, анчах эс маншăн чăн тăван» тесе хаклать.

Чăваш поэчĕ хамăр халăха ыттисенчен мала хурса каппайман, тивĕçлĕ танлăхпа çеç мăнаçланнă. Халăхсем хушшинчи туслăха вăл «танлă, ăс-тăнлă, пултаруллă халăхсен пĕрлешĕвĕ» тесе шутланă. «Халиччен тĕрĕс мар ăнлан-нисем пулнă, — тесе çырать сăвăçăмăр хăйĕн кун кĕнекинче. — Вырăс халăхĕ унăн тавра вĕтĕннĕ, пĕтме пулнă ытти тĕкĕнсе çитнĕ халăхсем (папуассем — Ухсай калашле). Тĕрĕс мар», — тет Митта.

1987 çулта Вилюйскран Миттан интернацилĕхне хаклама пулăшакан çырусем килчĕç. Вĕсене СССР халăх учителĕ Михаил Андреевич Алексеев çырать. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Миттапа пĕр лагерьте пулнă. Алексеев асĕнче Митта «тĕлĕнмелле лайăх кăмăллă, сайра тĕл пулакан ырă чунлă çын» пек юлнă, якут çынни чăваш поэчĕ лагерьти нумай çыншăн «чун ăшши» пулнине палăртать. Вăл çапла çырать: «Пĕтĕм пурнăçăн тăршшĕнче чăваш çыравçин Митта Ваçлейĕн ырă сăнарне манма халăм çук. Калама çук йывăр самантра, пурнăçăм татăлас вĕçне çитнĕ чух, Митта Ваçлейĕ мана пирĕшти пек тĕл пулчĕ. Вăл мана шăпах выçă вилесрен хăтарчĕ... Хальхи вăхăтра эпĕ сайра хутра чăвашсене тĕл пулатăп. Вĕсем маншăн чи хаклă çынсем, манăн вĕсене чуптăвас килет. Çак туйăм манра Ваçлейрен юлчĕ. Чăваш халăхне чечекленсе аталанма телей сунатăп. Эпĕ якут, анчах темшĕн-çке Митта Ваçлейĕпе, Андриян Николаевпа мăнаçланатăп!» Тутар поэчĕ Хасан Туфан та Миттана «эсĕ те манăн тăванăм» тенĕччĕ. Урăх халăх çыннисенчен çакăн пек сăмаха сăлтавсăрах илтеймĕн, кунта пысăк та çирĕп чун хавалĕ кирлĕ.

Сăвăçăн чăнлăхĕпе чунлăхĕ

Çыравçăсен, ӳнер ăстисен пултарулăхĕ пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче тĕрлĕ шайра аталанать. Ку вăл уйрăм çыннăн тавракурăмĕнчен çеç мар, саманари лару-тăруран та нумай килет. Çавна май хайлавсенче пурнăç чăнлăхĕ хăйне евĕр йĕрленсе юлать. Çак енчен пăхсан Митта Ваçлейĕн пултарулăх çулне виçĕ тапхăра уйăрма пулать: пĕрремĕшĕ — 1924—1929 çулсем, иккĕмĕшĕ — 1930—1937 çулсем, виççĕмĕшĕ — 1949—1957 çулсем.

Поэзире Митта — хĕрӳллĕ лирик. Унăн хĕрӳлĕхĕ уйрăмах малтанхи тапхăрта вăйлă тапса тăрать. Пурнăç ытамне тин кĕрсе пыракан студент çамрăклăх, туслăх, тăван çĕршыв илемĕ çинчен хавхаланса кĕвĕлет. Вăл социализм чăн-чăн ырлăх кӳрессе шанса тăрать, ун идейисене пурнăçа кĕртме хастаррăн хутшăнать. Ăна уйрăмах тăван культурăна аталанма анлă çулсем уçăлни савăнтарать. Вăл чăваш яш-кĕрĕмне «Европа тĕпелне» иртме йыхăрать. Поэт вулаканпа питĕ çывăххăн калаçать, ăна тăван вырăнне хурать, пĕр кил-йышри пек тăванлăх туйăмне çирĕплетме тăрăшать. Çакна эпир унăн «Чăваш çыннине — хамăн тăвана» сăвă ятĕнче те куратпăр. Поэт ахальтен мар «Телей — юлташлăхра» тесе евитлет. Калас пулать, унăн интимлă кăмăл-туйăмĕ гражданлăх темисемпе тачă çыхăннă. П.Хусанкай поэзийĕнче вара хĕрпе йĕкĕт хушшинчи юрату кĕввисем пуянрах та çивĕчрех. Сăмах май çакна палăртмалла: çак поэтпа тăван пек туслă пулни Миттана хăй ăсталăхне хăвăрт туптама пулăшнă.

Хăй уçă та тӳрĕ кăмăллăран унăн поэмисем те лирикăлла шăранса тухаççĕ. Акă «Савни парни» (1926) поэмăра ялти хĕр хăй юратакан йĕкĕте Октябрь уявĕ ячĕпе хĕрле ялав парнелет. «Сĕремре» (1927) поэмăра пĕр-пĕр пысăк пулăма сăнласа паман, вăл чăваш çамрăкĕ хăйсен аслашшĕсем-пăлхарсем çинчен шухăша кайнипе çеç паллаштарать. Пуç пулса тăракан парти идеологĕсем кĕçех поэмăна тиркесе тăкаççĕ, аваллăха мухтать тесе ятлаççĕ, вăл социализма хирĕçле тесе хаклаççĕ. Ку ĕç ун чухне Алексей Миллине, Михаил Юрьева, Петĕр Хусанкая тата ыттисене те çапла айăпланă вăхăтра пулса иртет. Митта 1929 çулта «Ку пурнăçра пурте-мĕн проза, поэзисем кирлех те мар» тесе çырни ытти çыравçăсен шăпи çинчен каланиех пулса тухать, çĕршыври сăмах ирĕклĕхĕн политики улшăннине кăтартать. Совет идеологийĕ уйрăм çын кăмăл-туйăмне пусарса хурать, коллектив пурнăçне мала кăларса тăратать.

Çакă вăл 1930—1955 çулсенче интимлă лирика сăввисем пичетре питĕ сахал тухнинченех лайăх курăнать. Юрату сăввисене ялан тенĕ пекех халăх ĕçĕпе, çĕршыв умĕнчи тивĕçпе çыхăнтарма тивнĕ. Хăшĕ-пĕри çак лару-тăрура та ăша çунтаракан кăмăл-туйăма хут çине тĕрлесе хăвармасăр тӳсеймен. Ака Иван Ивникĕн архивĕнче есенинла хăюлăхпа çивĕччĕн çырнă кăмăл сăввисем халиччен те пичетленмесĕр упранаççĕ.

Митта хăйĕн 1932 çулхи «Кăмăл» кĕнекин ятне вырăсла «Лирика» тесе кăтартать. Анчах унта поэтăн çĕнĕ тапхăрта çырнă лирикăллă сăввисем курăнмаççĕ. Уйрăм çыннăн шалти пурнăçĕ çинчен ку яхăнта çырса хунипе хуманни хальлĕхе паллă мар. Ку çулсенче çырнă темиçе эпиграммăна кăна пĕлетпĕр (вĕсене поэт каярахпа аса илсе çырса хунă, унта культ хӳрешкисене питленĕ). Çапла асăннă иккĕмĕш тапхăрта Митта Ваçлейĕн те, ытти нумай-нумай çыравçă пекех, совет политики ирĕк панă темăсене çутатас енне сулăнма тивет — пурнăçа çиелтен, ăшăхраххăн сăнлать. Малтан унăн лиризм ытларах палăрнă пулсан, 30-мĕш çулсенче публицистика туртăмĕ вăйлă сисĕнет. Акă вăл çамрăксем валли тĕрлĕрен марш сăввисем çырать, комсомол çинчен кĕвĕлет. Ку чухнехи пысăкрах калăплă хайлавсем те çакăн еккипе пыраççĕ, вĕсем очерк жанрне çывăх: «Хулăм сас» тата «Октябрь тантăшĕ» поэмăсем, «Ăртиван мучи Ямаша кайса курни» радиотамаша. Пурнăç чăнлăхне анлăрах кăтартма май килментенех-тĕр Митта илемлĕ куçару ĕçне кӳлĕнет.

Çыравçăн упранса юлнă хучĕсенчен çакă курăнать: унта 1938—1948 çулсенче çырнисем тĕл пулмаççĕ, 1949 çулта поэт кĕске сăвăсемпе эпиграммăсен ярăмне йĕркеленĕ, А.Пушкин сăввисене куçарнă. Çав çулхине хăйне Çĕпĕре пуçиле ярсан вăл «Енисей сăввисем» ярăм çырма тытăнать, икĕ çул хушшинче вунă сăвă ытла çырса хурать (хăшĕн-пĕрин тексчĕсем пĕтĕмпех сыхланса юлайман). Асăннă ярăм валли каярах çырса хуни те пур. Ку сăвăсенчен чылайăшĕ кайран «Тайăр» поэмăна кĕреççĕ. Анчах вĕсене унта кăшт-кашт улăштарса панă («Енисей» вырăнне «Сĕлкĕш Обь» е «Чул çыран» тенĕ т.ыт.те), çитменнине, поэмăра репрессирен хăтарнă хыççăн çырни те пур («Вун тăваттă çапсан»). Ирĕке тухнă поэт çĕнĕ хастарлăхпа ытти хайлавсем те çырма ĕлкĕрет.

Паллах, хăйне Çĕпĕре ĕмĕрлĕх ăсатнă Митта асăннă ярăма хăй пурăннă чухне пичетлеме тӳр килессе шанман. Анчах унăн кӳтсе çитнĕ чунĕ, чăн-чăн сăмах ăсти тивĕçне çивĕч туйса тăраканскер, пуç янисен шăпи çинчен каласа памасăр тӳсеймен. Пĕчĕкçĕ ярăмрах респрессие лекнĕ çынсен шухăш-кăмăлĕ чуна витермелле ӳкерĕннĕ. Сталин кульчĕн тапхăрне сăвăç «Сармантей самани» тесе сăнарлать. «Анăçран тухăçа çитиччен хырлăх мар-мĕн, хурлăх вăрманĕ» тениех мĕне тăрать. Ку тĕлĕшрен уйрăмах «Чул çыран хĕрринче» сăвва палăртмалла. Унта «çынлăхран кăларан мăшкăл» çинчен чĕрĕ ӳкерчĕк туса каланă. Паллах, Митта хăй çинчен кăна çырман, вăл культ амакне лекнĕ пин-пин çьшнăн шăпине асра тытса сăнарлать:

Чул çыран хĕрринче пĕчĕк пӳрт,

Юр тултарнă мăрйийĕ таран...

Мăнакка, хăвăртрах уçса кӳрт,

Çитсе ӳкрĕм паян эп аран.


Ураран ӳкерен шартлама

Кун каçа муталарĕ пире.

Ни ĕçпе, ни вутпа ăшăнма,

Тумтирри тумтир мар-çке çире!..


Чĕрт, аппа, вучахна... Çак яшка...

Салтăнам... Ăшăнма эп ларам...

Малашне те пулсан çакнашкал —

Тĕнчере пурăнни те харам...


Куллен-кун хăшкăла-хăшкăла

Хырăмшăн хырăмпа шăвăнан.

Çынлăхран кăларан мăшкăла

Хăçанччен тӳсмелле-ши, тăван?..


Çун, вучах! Ĕнтĕркенĕ вăй-хал,      

Тепĕр хут йăл илсе амалан.

Курасси, тен, нумай,

Пурнасси, тен, сахал...

Мĕн пулать, мĕн килет —

Тапалан!..

Çакă та паха: лирика геройĕ хуçăлса ӳкмест, хал çитнĕ таран мал ĕмĕтпе тапаланать. Хуçăлми кăмăла «Вун тăваттă çапсан» сăвăра та куратпăр: Тайăр жандарм умĕнче пуçа таймасть. Автор ку ӳкерчĕке хăй пурнăçĕнчен илнĕ (çакна сăвăç хăйне епле арестлени çинчен çырса хăварни ĕнентерет).

Культ самани çинчен чăваш çыравçисем çырман мар: асилӳсем те, романсем те, сăвă-калав та пичетлерĕç, Н.Исмуков «Ахăрсамана» трагеди кăларчĕ (унта Митта шăпине тĕпе хунă). Анчах та «Тайăр» поэма сыпăкĕсене çитекенни сисĕнмерĕ: ку поэма пирĕн поэзире пурнăçăн уçман çеремне уçрĕ, хускатнă темăна ьптисенчен ăстарах çутатрĕ. 50-мĕш çулсен вĕçнелли ăшăту тапхăрĕнче те репрессие лекнисен пурнăçĕ çинчен тӳрех уççăн çырма йывăрччĕ. Çавăнпах «Енисей кĕввисене» авторăн «Тайăр» поэма сыпăкĕсем пек пичетлеме тивнĕ. Культ вăхăтĕнче тарăн тымар янă хăш-пĕр улпутла чунсем кашта хальлĕн те пичетлесшĕн пулмарĕç («Кăмăлтан» кĕнекене тытса чарма хăтланчĕç). Анчах тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ, поэтăн чунтан-кăмăлтан калас сăмахĕ халăх патне çитрĕ-çитрех. Ăна вулакан хăйĕн хутне кĕрсе калани вырăнне йышăнчĕ. Çакă вăл поэмăн ытти пахалăхĕнчен те килчĕ: унта поэт пурнăç тупсăмĕ çинчен час-час философла шухăша каять, халăхăн ĕмерхи халалĕсене хăй чĕлхипе аса илтерет. Çак сулăм Митта Ваçлейĕн кĕске те çивĕч халал сăввисенче те палăрать. Унта авторăн чăнлăхĕпе чунлăхĕ çураçуллăн ӳкерĕннĕ.

Ăста куçаруçă

А.Пушкинăн чăвашла тухнă «Борис Годуновне» вулатăн та трагедире пурнăçпа самана çинчен автор мĕн каланине Митта туллин куçарнине тӳрех тупса пĕлетĕн. Ĕç-пулăмăн кĕвви-ĕнерĕвĕ, хавалĕ чăвашла та вырăсли пекех пулни, уçăмлă та витĕмлĕ янăрани йăпатать. Акă патшапа унăн килĕнтешĕсем çĕкленӳллĕ сăмахсемпе калаçаççĕ-и, Григорий Марина Мнишека юратуллă кăмăлпа пăлханса ӳкĕтлет-и, тĕнче касса çӳрекен Варлаам манах сăмах çаврă-нăшĕсене пĕр пек янравлатса калаçма ăста-и — çакна эпир калаçу юххинченех асăрхатпăр. Сăнарсен кăмăл-туйăмĕн, харпăр хăйне тыткаларăшĕн расналăхĕ вырăсла текстри пекех çăмăллăн палăрса пырать. Сăмах пуянлăхĕ, чĕлхе-çăвар пиçĕлĕхĕ те кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ. Митта ку тĕлĕшрен вулакана уйрăмах çырлахтарать. Вăл чĕлхен вăр-вар тытман хатĕрĕпе тулăх та вырăнлă усă курать (сăваплă, пушкар, юла, юп, юм юмла, тĕв ту, хахать, еткер, чĕрчĕлĕх, ĕлкĕ, несĕл, çăвхав, пăсташлă, ĕревĕç, суйкăн, мереккен, теветкел, майтан, сехмет, мĕнлетлĕ, тĕтхĕм). Сак сăмахсене ĕçе кӳлме трагедири тахçанхи ĕçсем çинчен каласа пани те май парать. Хальхи пурнăçран тухса ӳкнĕ япаласен ячĕсене куçаруçă лайăх пĕлет (хăрт-пуртă, тӳре-шара, калай çĕлĕк, пике патша, тиек т.ыт.те). Митта чĕлхене «хăй тымарĕ тăрăх ямаллине» асран ямасть, хăйĕн ĕç хатĕрне, чĕлхене, чăн-чăн ăста пек тытать, ку вăл кирлĕ чух вырăнлă çĕнĕ сăмах кĕртнинчен те курă-нать: ертӳç (вождь), йĕрӳ (плач), кун-çул çырри (летопись).

Паллах, самах пуянлăхне çеç алла илни çителĕксĕр. Куçару пирне тĕртнĕ чух хӳхĕм эреш тĕрри-ĕренки пăсăлса ан пытăр. Çавăнпа кунта пуплеве йĕркелеме ытти ăсталăх та кирлĕ: чун еккипе калакан витĕмлĕ сăмахсем е çаврăнăшсем тăвасси-тупасси те, пулăшу сăмахĕсемпе усă курма пĕлесси те. Пуплеве сăмах чыхса тултарни ун ян янравлăхне чакарать, çакăнтан та сыхланмалла. Чăвашла текстра йĕркесен шучĕ оригиналтипе тĕл-тĕл шăп та шай шайлашса тăмасть, анчах ку вăл йăнăша пĕлтермест. Чи пахи кунта — тăлмачă автор шухăшне туллин те илемлĕн каласа пани. Халăхра ĕмĕрсем хушши якалса çирĕпленнĕ евĕр пуплевсем чăвашла «Борис Годуновра» туллиех: «Çав чун илли ӳкĕнӳпе супмасть-ши?», «Мукка килет! Мукка!», «И, ăнманскер! Йĕрес чухне йĕмест», «Çу пек çемçе шăранчĕ ун сăмахĕ», «Тараймăн эс тĕнче ирĕкĕнчен», «Айван эпир! Ырланă чух — шанатпăр, хурланнă чух чĕре патне илетпĕр», «Ирĕклине ирĕк. Ӳсĕррине рай», «Хăна пул, хăна ту, анчах ан ман хăвна ху», «Кашни çыннăн хăйне йăла: кам пур — ĕревĕç, кам пур — эрехĕç» т.ыт.те.

Сăвă виçи, ун уйрăмлăхĕ пирки калас пулсан та, Митта ку трагедие çăмăллăнах Пушкин ямбĕн картне лартать, пуплевсемпе сăвă йĕркисенчи сасă чарăнăвĕсене упранă. Темиçе çĕрте сăвă йĕркисенчи сăмах сыпăкĕсен шучĕ вырăслинчен иртерех парать, анчах вăл пĕтĕмĕшле кĕвве пăсмасть.

Митта трагедие 1937 çултах чăвашла пичетленĕ, вăл ăна çĕнĕрен пăхса тухма, юсама ĕмĕтленнĕ, анчах ĕлкĕреймен. Ĕлкĕрнĕ пулсан ку ĕçе вăл татах лайахлатнă пулĕччĕ, кăшт-кашт тĕл пулакан, халĕ килĕшӳллех илтĕнмен тĕлсен — «боярин», «лобное место», «угодник», «отшельник», «ĕç пирĕн мар», «хисепĕм аял мар» тенĕ йышши вырăнсем — куçаруран тасалнă пулĕччĕç. Апла пулин те тишкерсе тухнă кĕнеке куçару ăсталăхĕшĕн паха тĕслĕх шутланать: ун чĕлхи «сĕт тути калать», чăн чăвашла шухăшласа çырма-калаçма хавхалантарать, пуçаруллă ĕçлеме чĕнет. Ахальтен мар паллă сăмах ăсти Хветĕр Уяр ку куçарăва пултаруллă тăлмачăсен «ĕмĕрхи пуянлăхĕ» шутне кĕртрĕ, вăл пирĕн вулакана «çӳлелле туртнине», ун ăс-тăнне пуянлатнине палăртрĕ.

Митта куçару ĕçне çамрăклах тытăннă. Ку тапхăрта вăл А.Пушкинăн, С.Есенинăн юрату сăввисене куçарнă. Анчах вăл куçарусем хальлĕхе тупăнмарĕç. Поэзипе пĕрлех вăл хăй вăйне проза куçарăвĕнче тĕрĕслесе пăхма пикенет. 1932 çулта Борис Горбатовăн «Пуç-ураллă этем» (Головоногий человек) ятлă повеçне уйрăм кĕнекен куçарса кăларать, кĕçех М.Горькин «Фома Гордеев» романне куçарса хурать. Хăйне малтанхи хут арестленĕ тĕле вăл асăннă вырăс çыравçин «Окуров хули» повеçне кăшт çеç куçарса пĕтереймен. Ун чухнехи пысăкрах куçарусенчен тата çаксене палăртмалла: Н.Островскин «Тăвăлпа çуралнисем» романĕн, Н.Добролюбовăн «Тĕттĕмлĕх тытăмĕ» статйин сыпăкĕсем, А.Кунишбаевпа Маймбет акын сăвви-юррисем. Çавăн пек хаваллă сăмах ăсти хăйне вăхăтлăх ирĕке хăтарнă чухне те (1948 çулта) куçару ĕçне тытать (хăй çырнисене пичетлеме май пулман). Ку яхăнта вăл Л.Черкашина туркмен юмахĕ тăрăх çырнă «Тухату вăйĕ» пьесăна, Лев Кассилĕн «Аслă хирĕç тăру» романне куçарать, ăна Илпек Микулайĕ пулăшнипе (тăлмачă кам иккенне кăтартмасăр) уйрăм кĕнекен пичетлеме май тупать. Ун чухне вăл каллех А.Пушкин поэмине куçарма пикенет. «Пелуçĕ Олег çинчен хунă юрăсăр» пуçне Митта ытти сăвăсене те куçарнă-мĕн. Çывăх юлташĕ М.Романов ка-ланă тăрăх, тăлмач вырăс поэчĕн «Жених» сăввине «Хуçа хĕрĕ» ятпа куçарнă.

Татăклăнах ирĕке тухас кунсем çывхарнă май Митта малтанлăха куçару ĕçĕпе йӳнеçсе пурăнма шухăшлать. Ĕçе вырнаçма килĕшӳ туса ĕçлеме шанчăклă пултăр тесе вал Н.Чернышевскин «Мĕн тумалла?», Л.Толстойăн «Вăрçăпа мир» романĕсен 2—3-шер сыпăкне куçарса хурать. Пуçĕпех таврăннă хыççăн вăл асăннă иккĕмĕш романа куçарса кăларас енĕпе кĕнеке издательствипе те калаçса таталнă. Анчах ку ĕç питех малалла каяйман. Митта ку капашсăр пысăк хайлава куçарас шухăша пăрахмасть-ха, тертлĕ пулнăран ăна тума вăй-хал пухать.

Юлашки тапхăрта вăл «Тăван Атăл» альманах секретарĕнчен тухса килте кăна ĕçлесе пурăнма шухăш тытнă. Ку вăл çак романа пикенсе куçарас, ăна «парăнтарас» тенĕрен те килнĕ пулас.

1950-мĕш çулсен варринче, сăвăлла шухăшпа кăмăл уçăлса çитнĕ май Митта ытти халăх поэзине час-час куçарма тытăнать, çакă ăна хăй шухăш-кăмăлне палăртма та май парать. Куçаракан авторпа тăлмач хушшинче «темле пĕрпеклĕх, тăванлăх, чун туртăмĕ кирлĕ» тесе шутланă Митта. Хăй ĕçĕнче вăл çак йĕркене çирĕп тытса пынă С.Кудаш, Х.Туфан, М.Джалиль сăввисене куçарма суйласа илниех çакна ĕнентерет. Кунта асăннă сăвăçсен шăпи те Миттанни евĕрлĕ. Тăлмач хайлав уйрăмлăхĕсене упрассишĕн те çирĕп тăнă: акă вăл Ш.Мударриса хăй сăввисене халăх юрри евĕрлĕ хăварма сĕнет.

Кун кĕнеки - чун чĕлхи

Тăван литература аталанăвĕнче уйрăм çыннăн çырăвĕсемпе кун кĕнекисене халиччен тимлĕ куçпа сăнаса пăхман-ха: вĕсене сахал пичетлеме ĕлкĕрнĕ, пĕтĕмлетсе хакламан, танлаштарса тĕпчемен. Эпистолярин çак тĕслĕхĕсем çĕнĕ çыруллă сăмахлăхăмăра аталанма та пулăшнă (Ермей Рожанский Чулхула епархине çырса тăнă çырусенче халăхăмăр йăли-йĕркине, ялти пурнăçа чылай сăнласа панă). С.Михайлов (Янтуш), И.Юркин тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийĕсемпе тăтăш çыру çӳретнĕ май асăннă çак туртăмсене вăйлăрах чĕртсе яраççĕ. И.Яковлев вара хăйĕн тĕп ĕçне кура çут ĕç ыйтăвĕсене анлă çутатать. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш интеллигенцийĕ хушшинче кун кĕнеки çырасси йăлана кĕрсе пырать. Ку енĕпе Г.Комиссаров, И.Никитин-Юркки архивĕсем уйрăмах пуян (Г.Комиссаров кайран, ватлăхра, хăй куллен çырса пынисем тăрăх тĕплĕ асаилӳсем çырать). И.Я.Яковлев та «Манăн пурнăçăм» мемуарсене йĕркеленĕ чухне çакăн пек мелпе усă курнă (хăй малтан çырнă çырусенче асăннă хыпарсене анлăлатса кĕртнĕ). Куратпăр ĕнтĕ, асăннă йăла жанрĕсем (çырусемпе кун кĕнеки) кайран пултарулăхпа ăслăлăх çыннисен кун-çулне пĕтĕмлетме, ăна тĕрĕс çутатса пама пулăшать. Кун пек пуянлăх тĕпчевçĕсемшĕн уйрăмах пуян çăлкуç шутланать: çыравçăсен е ăслăлăх çыннин пултарулăхĕ мĕнле лару-тăрура, мĕнле йывăрлăхсемпе, мĕнле уйрăмлăхсемпе аталанса пынине сăнама май парать. Уйрăм çыннăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе пĕрлех çак жанрсем унăн ĕмĕчĕсене курса тăма пулăшаççĕ.

Çырусемпе кун кĕнеки çырас енĕпе Митта Ваçлейĕ пысăк ăсталăх кăтартнă. Ку вăл, паллах, çыравçă пысăк чунлă сăмах ăсти пулнинчен нумай килнĕ. Унăн малтанхи тапхăрти (1926—1935 çулсенчи) çырăвĕсенчен хальлĕхе П.Хусанкайпа В.Краснов-Асли патне янисем кăна Чăваш гуманитари институчĕн ăслăлăх архивне лекнĕ, 1937—1954 çулсенче Миттан ытларах хăйĕн çывăх тăванĕсем патне çеç çырса тăма тивнĕ (çав çырусенчен хăшĕ-пĕри кăна пичетре тухма пултарчĕç). 1949—1954 çулсенче поэт кун кĕнеки евĕрлĕ çырса пынисем те пулнă, вĕсен пысăк пайне асăрхамасăр кивĕ хутсемпе кăларса пăрахнă. 1937 тата 1949 çулсенче арестленĕ чухне Миттан кĕсье кĕнекисене (записные книжки) чылай илсе кайнă, вĕсен шăпи паллă мар (çунтарса яма е урăхла мелле пĕтерме пултарнă). Çавăнпа тĕпрен илсен кунта 1954—1957 çулсенчи кун кĕнекисем çинчен сăмах ваклама тивет. Вĕсем чăннипех пысăк хака тивĕç.

Яланхи пекех, çырусемпе кун кĕнекинче кулленхи ĕç-пуç çинчен пĕлтернĕ. Унпа пĕрлех кунта çыравçă пултарулăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе те паллашатăн. Акă 1926—1928 çулсенче Хусанкай патне янă çырусенчен автор малтанхи тапхăрта хăйĕн тантăшĕнчен нумай вĕренсе пыни лайăх курăнать. Краснов-Асли патне 1935 çулта Мускав çывăхĕнчи Малеевкăран янă çырура Митта кунти пултарулăх çуртĕнче Борис Пастернака курни çинчен каланă. Вырăссен асамлă сăвăçи ăна питĕ тĕлĕнтерсе, хавхалантарса янă. Ирĕксĕрех çапла шухăш килсе кĕрет: 1936 çулта Митта хăй Н.Добролюбовăн «Тĕттĕмлĕх тытăмĕ» статйин сыпăкне куçарасси çак тĕлпулуран килмен-ши? Унта халăха ертсе пыракан тискер «самодурсене» питĕ çивĕч критикленĕ. Культ амакĕ хĕрсе пынă самантра кун пек сăмаха пичетре кăларма пуçа пĕкмесĕр, тӳрĕ тытакан çын кăна пултарнă. Ку енĕпе чăваш çыравçи Пастернакран та тĕслĕх илме пултарнă. Ахальтен мар Митта репрессире чухне тăван республикăпа СССРăн тĕрлĕ органĕсене хăй айăпсăррине ĕнентерсе тĕплĕ çырусем çырать, вĕсенче хăй ĕненнĕ-ăнланнă таран пурнăçри тĕрĕсмарлăхсене питлет.

Миттан нумай çырăвĕсенче хăйĕн юратнă ĕçĕ — литература ыйтăвĕсем çинчен сăмах пырать. Адресатне кура вĕсене икĕ ушкăна уйăрма пулать: пĕрисем — çывăх тус-пĕлĕшсем патне янисем, теприсем — çамрăк авторсем патне çырнисем (вĕсен йышĕнче палланă çынсем те пур). Малтанхи ушкăнрисем кун кĕнекине çырса пынисемпе çывăх: унта чуна уçса калани тĕп вырăн йышăнать. Литконсультантра, «Тăван Атăл» альманах редакцийĕн сек-ретарĕнче ĕçленĕ май Миттан çамрăксен хайлавĕсене тăтăшах тишкерсе хуравлама тивнĕ. Ун пек çырусенче авторăн пурнăçĕ сахалрах йĕркеленнĕ, анчах çивĕч ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ, хура-шур нумай курса пурнăçа лайăх ăнланакан çыравçă ыттисен хайлавĕсене юратса, ыр сунса тишкерет, ĕç тунă ячĕ кăна пултăр тесе хуравламасть. Платон манăн тус та, чăнлăх хаклăрах текен йĕркерен иртмесĕр Митта хăйĕн тус-пĕлĕшне те, паллă мар çынна та тӳррине калать: уйрăмах вĕсем çырнин лайăх енĕсене тупса хавхалантарать, çав хушăрах çитменлĕхсене те пытармасть, чылай чухне вĕсенчен епле хăтăлма кирлине пĕлтерет. 1955—1957 çулсенче çавна курса ун патне нумай çын, уйрăмах çамрăксем, тăванла кăмăлпа йышлă туртăнаççĕ. Хăйĕн ячĕ тăван литературăра çĕнĕрен çирĕпленсе çитеймен пулин те, Митта çыравçăсен (А.Талвир, М.Илпек М., П.Хусанкай) ĕçне тӳррĕн, тиркевлĕ куçпа хаклать. Тĕплĕ те уçăмлă канаш парса тăнипе нумай çамрăк умĕнче аслă юлташĕ ырă ят илсе юлать, литературăна иленнĕ çĕнĕ çынсене ура çине тăма пулăшать. Акă Митта Василий Волгин, Альпăрт Канаш, Василий Иванов пултарулăхне тимлĕ сăнаса пырать, тĕрлĕ майпа пулăшать (кунта сăмах çырусем пирки кăна пырать-ха). Г.Айхи «час чăн-чăн çын пулассине» курса, уншăн савăнса, çав вăхăтрах ун сывлăхĕпе пуласлăхĕшĕн пăшăрханса Митта çамрăк сăвăçăн амăшĕ патне никам сĕнмесĕр-хушмасăр ятарласа çыру çырать, «хăш чух кăмăлпа, хăш чух кĕмĕлпе» тенĕ пек пулăшса тăма ыйтать. Ыйтнинчен ытла кунта автор амăшĕн сăмахĕ витĕмлĕрех пуласса ĕненет (поэт пурнăç тирпейне хăнăхса çитмен авторпа хăй те калаçкаланă, çыравçăсен пĕрлешĕвĕ урлă пулашу та панă). Çакăн пек тĕслĕхсем тем чухлех илсе кăтартма пулать.

Литературăпа пурнăç ыйтăвĕсем çинчен шухăша кайни çырусенчех лайăх сисĕнет (çакă пысăк сулăмлăх кӳрет те ĕнтĕ вĕсене), çак туртăм кун кĕнекинче тата вăйлăрах та анлăрах палăрать. Чылай чухне кун кĕнекине хăшĕ-пĕри хăй куллен мĕн-мĕн тунине, курни-илтнине кĕскен кăна çырса хурать, ăнлантарса памасть, хăй шухăш-кăмăлне те палăртмасть. Хăй тунă ĕçĕн, курнă-илтнĕ япалан пĕлтерĕшне, тупсăмне тишкерсе пĕтĕмлетесси — Митта кун кĕнекин паллă уйрăмлăхĕ. Кунашкал кун кĕнекисен сыпăкĕсем В.Давыдов-Анатрин, А.Емельяновăн, Я.Ухсайăн пичетленкелерĕç. Вĕсенче очерклăх, публицистла тишкерӳ самаях ĕнтĕ. Анчах Митта çырнисенче пурнăçри пулăмсене философла куçпа хак пама тăрăшни тăтăш тĕл пулать (кун йышши туртăм Г.Комиссаровăн та вăйлă палăрнă). Упраннă кун кĕнекин малтанхи йĕркисемех çапла хаваллă.

Ăна 1956 çулта пуçланă, кăрлачăн 3-мĕшĕнче ак мĕнле çырса хунă: «Салам, Çĕнĕ çул! Иккĕмĕш Çĕнĕ çул! Тухăçлă, ăнăçлă, тăнăçлă кун! Юрату та ырă тату! Иртнĕ çул маншăн ытларах ăнкару çулĕ пулчĕ. Кăна — пултару çулĕ тăвасчĕ». Автор çавнашкал пĕтĕмлетӳсем тума юратать, çапла вăл пурнăçа ăнкарса пынă май çирĕпленсе çитнĕ шухăшсене палăртать: «Чун таса марри этеме канăç памасть-мĕн»; «Пархатарлă этем хырăмшăн кăна мар, илемшĕн те пурăнать»; «Чăн-чăн индизмăн тупсăмĕнче этем, этеме юратни, хисеплени. Анчах активлăхсăр, теориллĕ, ӳтсĕр-мĕнсĕр юрату...»; «Сăпайлăх — чăвашăн илемĕ. Вăл пĕтсен мĕн юлать? Пур-ха. Аптраманлăх пур, ĕçченлĕх пур т.ыт.те. Пурăнатпăр»; «Паян пурăнмалăх çăкăр пар тесе мар, пултăр, ĕмĕрлĕхе пултăр тесе тăрăшмалла». Çапла Митта хăй пирки кăна ăшталанса лармасть, хăйне ялан тĕнче, халăх пайĕ пек туйса унпа çураçуллă пулма ăнтăлать.

Кун кĕнекин авторĕ акă уçăлса çӳреме урама çеç тухать-и — вăл кунта илем курмасăр иртеймест, ăна çырса кăтартмасăр тӳсеймест: «Шупашкар пахчисем чечекре. Паян ирхине юри пĕчĕк урамсемпе уçăлса çӳрерĕм. Чие-сем, улмуççисем, сиреньсем чечекре. Канăçлăх, тăнăçлăх, мир. Пĕтĕм тĕнче ирхи хĕвелпе çăвăнать. Çĕнĕ чикмексемпе Шупашкар (Чебоксарская) урамне улăхрăм. Хула кунтан çитмĕл те çичĕ илемпе курăнать. Хулари пĕчĕк урамсен хăйсен илемĕ пур — канăç илемĕ. Кун пек çĕрте этем чĕринчи лирика чĕлĕхĕсем хăйсене хăйсем янăрама пуçлаççĕ. Художник Демидов сачĕ — ытармалла мар». Кунашкал ӳкерчĕк кун кĕнекинче тем чухлех. Вĕсене сăнланă май автор хăйĕн асĕнче çунатланнă ĕмĕтсене те пĕлтерсе пырать. Акă Атал хĕрринчи К.Иванов палăкĕ ăна ылтăн тĕспе çуталнăн курăнать, ку вырăн киремете аса илтерет, вара сăвăçа ылтăн чăмăрккипе танлаштарса сăвă çырас шухăш çуралать. «Пăла тăрăхĕ» ятпа очерксен ярăмĕ хатĕрлеме çырса хунисен йышĕнче пейзаж таврашĕ те пайтах.

Жанр хăйне евĕрлĕхне кура Митта хăйĕн кун кĕнекинче 1956—1957 çулсенче куллен мĕн-мĕн ĕç тунине, кампа-кампа тĕл пулçа калаçнине, ăçта-ăçта çитсе курнине çырса кăтартнă. Ăна вуласа эпир вăл çыравçăсен пу-хăвĕсене, ăслăлăх конференцийĕсене, театр-кинона, тус-пĕлĕшсем патне тухса çӳренисене пĕлетпĕр. Тĕпчевçĕсене Митта тавракурăмĕ уйрăмах интереслентерет. Тухăç культурипе ытларах паллашма тытăннă (Р.Тагор романне вулать, паллă политиксен сăмахĕсене тишкерет). Митта хăй малашне прозăпа роман, П.Хусанкайăн «Аптраман таврашĕ» тăрăх тишкерӳллĕ ĕç çырма хатĕрленнĕ май пуçа килнĕ шухăшсене çийĕнчех кун кĕнекине çыра-çыра пынă. Унтах чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнчи лару-тăру йĕрленсе юлнă, хăш-пĕр паллă сăмах ăстисене сăнласа панă çивĕч ӳкерчĕксем те пур.

Митта хăй кун кĕнекине çырса пынă чух камран тĕслĕх илни паллă мар. Унăн чылай ӳкерчĕкре пĕтĕмлетӳллĕ шухăш вăйлă палăрни вĕсене хăйне евĕр жанр тĕслĕхĕсем теме сăлтав парать. Ун йышши кĕске хайлавсене прозăлла сăвă йышне кĕртме пулать (уйрăмах вăл юлашки тапхăрта Анатолий Кипечĕн палăрчĕ). Анчах Митта çырнисенче французсен XVII ĕмĕрти моралисчĕсен — Ларошфуко, Паскаль, Лабрюйер хайлавĕсене çывăх енсем кал-кал вăй илни пирĕн литературăна ырă пахалăх çеç кӳрет. Француз çыравçисен хайлавĕсене афоризм, максима тесе ят панă. Вĕсем анлă контекстра, ӳкерчĕкре пулнипе, вĕрентсе каланипе уйрăлса тăраççĕ. Чăваш литературинчи кун йышши пуянлăха пухса тишкермен-ха, тивĕçлĕ ят та паман. Çав хайлавсен тĕслĕхĕсене пухса кăларни, тишкерни халăх философине тĕпчес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулма тивĕçлĕ. Çак ĕçре Митта çырнисем те хисеплĕ вырăн йышăнма пултараççĕ. Кун кĕнекине хăйне пĕтĕмĕшле илсен — вăл Митта чун хавалне, тĕнчине, пултарулăхне тĕплĕрех ăнкарма чылай пулăшать. Ăна çыраканĕ унти пулăмсене шухăш-кăмăла улăштармасăр кăтартса пырать, çавăнпа вăл тĕрĕсрех документ шутланать.

Юмарт, Г. Митта Ваçлейĕн çынлăхĕ, чăнлăхĕ, чунлăхĕ / Геннадий Юмарт // Митта, В. Çырнисен пуххи. Пĕрремĕш том. Сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Геннадий Юмарт. – Шупашкар, 2004. – С.9-30.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru