Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Геннадий Юмарт

Пултарулăх - пуçарулăх

Митта Ваçлейĕн /1908-1957/ чи лайăх хайлавĕсем чуна тивекен çынлăхпа, чĕлхе сĕткенлĕхĕпе, пурнăçри чăнлăхпа палăрса тăраççĕ. Ахальтен мар сăвăç хăй те çапла çырнă: "Поэзи никĕсĕн виçĕ пăрăс: чĕре хĕлхемĕ, чĕлхе илемĕ тата тăрă ăс". Унăн "Виçĕ хăват" сăввинче шăпах çакă никĕсре тăрать.

Поэт çырса хăварнине халăх хăй чун-чĕрине йышăнса ырларĕ. Митта пултарулăхĕпе пурнăçĕ çинчен статья та аса илӳ, тĕрленчĕк те сăвă нумаййăн çырни çакна лайăх кăтартса парать. Сăвăç ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ халăхăмăр культурипе, литературипе уйрăлми пĕрлешрĕ. Вăл çырнисен шучĕ те, калăпăшĕ те пысăк мар, çапах та унăн сăввисемпе поэмисем, очеркĕсемпе статйисем хăйсен витĕмлĕхĕпе, сулăмлăхĕпе - пахисен шутĕнче.

Ку кĕнекене кĕртнĕ тишкерӳсем, аса илӳсем, сăвăсем Митта чăн-чăн пултаруллă сăвăç иккенне тепĕр хут палăртаççĕ. Кашни халăхăн çыравçи ытти халăх ăстисемпе пĕр пек кăмăллă, çав вăхăтрах хăйне уйрăм сăн-сăпатлă пулни хаклă. Митта Ваçлейĕн чăвашлăхне - ун сăнарĕсен хăйне евĕр çынлăхне, вĕсен ĕçри хăйне майлă çирĕплĕхĕпе хастарлăхне эпир илемлĕх мелĕсенче те, сăвă кĕввинче те, ун геройĕсен шухăшлавĕнче те, вĕсем хăйсене ĕçре епле тытнинче те, таврари япаласене епле сăнарлă курнинче те асăрхатпăр. Аса илӳсемпе тишкерӳсен авторĕсем çаксене те асăрхамасăр иртмен, юратнă поэтăмăр çырнисемпе унăн хăйĕн сăнарĕнче "тĕп чăваша" кураççĕ, сăвăçăн тӳрĕ те таса кăмăлне, янраса тăракан пиçĕ ăсталăхне пысăка хурса хаклаççĕ.

Митта чăвашлăх "хупăлчине" хупăнса ларман: вăл ытти халăхсен литературипе культуринчен вĕренсе пыма тăрăшнă, тус-юлташĕсене те çав ĕçе хастарлă хутшăнма явăçтарнă. Вăл Гейне, Лонгфелло, Пушкин, Л.Толстой, Горький, Джалиль тата ыттисен хайлавĕсене чылай куçарниех çакăн çинчен калать. Çавăнпа ăна ытти халăх çыравçисем пысăка хурса хакларĕç.

Митта сăнарĕ - çитĕнекен çамрăк ăрăва та, çитĕннисене те ырра вĕренме йыхăракан тĕслĕх. Поэтăмăр И.Я.Яковлев, М.Ф.Федоров, К.В.Иванов, Çеçпĕл Мишши ĕç-хĕлне шанчăклăн малалла аталантарнă. Унăн чи паха лирикăллă сăввисенче "Çĕр чĕлхи", "Тайăр" поэмисенче, вичкĕн статйисенче, унпа пĕрлех куллен çырса пынă хучĕсенче те, хăй калашле, кирлĕ чух вырăнлăн усă курмалли, çынна савăнтармалли çунатлă сăмах сахал мар, вĕсенчен эпир автор халăх хуйхи-суйхипе пурăннине, çавăнпа вăл тивĕçлипех халăх сăвăçĕ пулнине куратпăр.

Чăн-чăн сăвăç-юрăçăн пултарулăхĕ ялан асамлă. Миттан чылай япалине вуланă чух çакна лайăх курса тăратăн, ăрăмлăх ытамне лекетĕн.

Пуçарулăх - пултарулăхăн ырă та питĕ паллă енĕ. Сăвăçăн çак хастарлăхне нумай аса илӳре палăртса хăварнă. Çĕнĕ шухăш калать-и, çĕнĕ сăнар калăплать-и е çĕнĕ сăмах тупать-и - Митта ку енĕпе çивĕч ăсталăх кăтартать.

Митта тăван чĕлхене хăйĕн çулĕпе, хăйĕн ĕнерĕвĕпе аталантарма кирлине ялан асра тытнă. Кирлĕ чух çĕнĕ сăмах тăвас ĕçри унăн мĕн пур тĕслĕхĕ анлă сарăлмарĕ пулин те, ку вăл çыравçă пултарулăхĕн хакне нимĕн чухлĕ те чакармасть, унăн ĕçĕ чĕлхемĕр саккунĕсене хирĕç пынине пĕлтермест, пачах урăхла - унăн ĕçне ырă туртăмлă, таса янăравлă сĕм кăна кӳрет, чĕлхемĕр "çӳпçи" пама пултаракан çĕнĕ сăмахсене ĕçе кӳлме, чĕлхе тасалăхĕшĕн кĕрешме вĕрентет. Ку кĕнекене кĕртнĕ аса илӳсенче ун пек тĕслĕх пайтах.

Митта мĕн çырса хăварни те тăван поэзие йăл илме хăват пачĕ, нумай çамрăк чĕринче пархатарлă туйăм кăварне чĕртсе ячĕ. Хăйне ăна унăн пархатарлă ĕçне ăнланса хисепе хывакансем "çутă çăлтăр", "тӳрĕлĕх салтакĕ", "Шевченко пек тасаччĕ", "сӳнми кăвайт" тесе, тата нумай тĕрлĕ каласа та, пысăк хак пачĕç. Ахальтен мар унăн вил тăприйĕ те Роберт Бернс шотландăн, Шарль Бодлер французăн вил тăприсемпе тăванлашрĕ.

Ку кĕнекере Митта Ваçлейĕ çинчен çырнă аса илӳсем пичетленеççĕ. 1974 çулта тухнă "Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнекере çапăннисене кунта кĕртмен. Чылайăшне асăннă кĕнеке тухнă хыççăн çырнă, вĕсенчен нумайăшĕ хаçат-журналсенче кăна кун курнă, хăшĕ-пĕри малтанхи хут пичетленет. Поэта халалланă сăвăсем те çыравçă сăнарне тĕплĕрех хаклама пулăшаççĕ. Кĕнеке Митта Ваçлейĕн кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпчесе пĕтĕмлетме, вĕренӲ ĕçĕнче усă курма пуян материал кӳрет.

Юмарт, Г. Пултарулăх - пуçарулăх / Геннадий Юмарт // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 2.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru