Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Геннадий Юмарт

Çитеймен ĕмĕтсем

Митта Ваçлейĕ вилнĕренпе 40 çул çитнĕ май


Çыравçăн, ӳкерӳçĕн, ăсчахăн тата ыттисен вĕçленеймен, туса пĕтерме ĕлкĕреймен ĕçĕсене те шута илмелле. Ку вăл вĕсен пултарулăхне туллинрех хаклама пулăшать. Çак енчен паллă çыравçăмăр еткерĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

1955-1956 çулсенче Митта хăйĕн сăввисен пуххине, кивĕ тата çĕнĕ куçарусене, статьясемпе рецензисене пичетлет, унччен çырав ĕçĕпе кал-кал ĕçлеймен вăхăта çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе саплаштарма тăрăшатъ, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕмĕтпе хавхаланать. Анчах вилĕм «шăраннă хурçă пек таса» сасă янравне сасартăк татать, поэтăн туса ĕлкĕреймен ĕçĕсем ĕмĕт халлĕнех юлаççĕ. Мĕнлерех-ши вĕсем?

Сталин кульчĕн танатинчен хăтăлсанах, 1954-1955 çулсенче, Митта чăваш чĕлхин вăйне сулăмлăн кăтартас тĕллевпе Л.Толстойăн «Вăрçăпа мир» романне куçарма шут тытать. Уйрăм сыпăксене куçарса та хунă, анчах ытти ĕç хупланипе малалла каяйман. Тăлмач ку ыйтупа кĕнеке издательствипе те калаçса татăлнă - 1956 çулта 20 автор листи чухлĕ куçарма пулнă, кайран ăна тепĕр çула хăварнă. Пĕтĕм ĕç çакăнпа вĕçленнĕ.

Митта хăй те прозăпа роман çырма ĕмĕтленнĕ. Ку шухăш унăн Евдокия Яковлевна Орловăпа пĕрле «Эпĕ Ленина курни» кĕнекене хатĕрленĕ май çуралнă. Чăваш хĕрарăмĕсен юхăмĕн паллă çынни хăй çамрăк чухне пĕр чăваш каччипе варлă пулнă, çак туйăм хĕрĕх çул хушшинче те сӳнмест, пĕр-пĕринчен аякра пурăнакан икĕ чун хушшинче хĕрӳллĕ туйăм татах вăй илет… Çак сюжета тĕпе хурса Митта чăваш интеллигенцийĕн шăпине йĕрлесе тухасшăн пулнă. Вăл уйрăм сăнарсене палăртса хума та ĕлкĕрнĕ, хăш-пĕр кирлĕ материалсене те пухнă. Шел, ĕçе кунтан ытла тума тӳр килмен.

1956 çул пуçламăшĕнче сăвăçăн «Муса таврăнни» поэма çырас кăмăл çĕкленет. «Хама ытла та çывăх тема», - тет Митта кун пирки. Ку хайлава мĕн чухлĕ те пулин çырни паллă мар. Ахăртне «Тайăр» ятлă поэмипе пĕр пекрех килсе тухасран çак ĕмĕт сĕврĕлме те пултарнă. Анчах чăваш поэчĕ Муса Джалилĕн уйрăм сăввисене питĕ юратса куçарать.

1956 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕ. Митта кун кĕнекине çапла çырса хунă: «Çакă çуркунне, епле пулсан та, Пăла тăрăхĕнчи ялсенче пулатăп. Шетмĕрен Патреккел таран. «Пăла тăрăхĕ» ятлă очерксен ярăмĕ пулать. Кашни ялпа çыхăнтарса хăйне уйрăм проблемăсем: хуçалăх, культура т. ыт. те. Шетмĕ - Аслă Арапуç - Кĕçĕн Арапуç – Еншик - Тăрăн - Патăрьел, Ахпӳртсем, Туçасем, Тимеш т. ыт. те. Аваллăх, хальхи, пуласси». Çакна пурнăçа кĕртес тесе Митта çав çулхи çурла уйăхĕнче асăннă маршрутпа çӳрет, Йĕпреçпе Улатăр енчи ялсенче те пулать, такампа та курса калаçать. Уйăх маларах вăл хăй Мускавра чухне çĕршыври ял хуçалăх выставкине икĕ хут кайса килет, тăван енчи ялсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕ паллашать. Юлашки хут тăван районĕнчи юрă уявне çитсен те тĕрлĕ хыпар нумай çырса хурать. «Пăла тăрăхĕ» текен очерксен ярăмĕ чылай пысăк пулма пултарнă. Кун кĕнекинче тата ытти çĕрте çырса хăварнисем çакна лайăх ĕнентереççĕ.

1957 çул, çу уйăхĕн вĕçĕ. Петĕр Хусанкайăн тин кăна «Аптраман тавраш» романĕ пичетленсе тухнă. Митта ăна «пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн» тимлĕн вулать, пуçа килнĕ шухăшсене тӳрех çырса пырать. Вăл ку хайлавра генилле сăнлăхсем тупать, чăваш пурнăçне нумай енчен лайăх ӳкерсе панине курать, романа «чăвашсен поэт çырнă энциклопедийĕ» тесе хаклать, çитменлĕхсене те асăрхать /уйрăм сыпăксене хакласа 1, 2, 3, 4, 5 паллăсем лартнă/. «Ăс, чĕре, чĕлхе - çакă этем илемĕ пĕтĕм роман тăршшĕпе янăраса тăрать», - тет. Вуласа пĕтерсен çапла пĕтĕмлетнĕ: «Аслă, ăслă, илемлĕ. Ку эпопея çинчен ĕмĕр калаçмалла. Хамăн шухăшсене çырасах пулать». Статьяна «Социализмла реализм тата нацилĕх» тенĕ майлă ят пама палăртнă. Тепĕр икĕ эрнеренех поэт чĕри тапма чарăнать - ĕмĕт татăлать,

Митта унта-кунта хăй çырма ĕмĕтленнĕ сăвăсем çинчен те асăнкаланă. Пĕринче автомашина çулĕ урлă каçакан кăткă шăпине этем кун-çулĕпе, тепринче К. В. Иванова ылтăн чăмăрккипе танлаштарнă. Виççĕмĕш ячĕ - «Канаш çулĕ». Юлашкинчен Шупашкартан тăван яла юрă уявне тухса кайнă чухне те поэт машина çине мала, шоферпа юнашар ларать: çул çинче тавралăха сăнаса пыма меллĕ пултăр тет. /Ку сăвă темине хам ăнкарнă таран çав ятлă сăввăмра çутатса пама тăрăшрăм/.

Миттан çитеймен тепĕр ĕмĕтне те асăнмасăр иртме çук. Ку вăл унăн синкерлĕ кун-çулĕпе çыхăннă. Хăйне тĕрмене тытса кайни 19 çул çитнĕ кунхине /1956 çулхи раштавра/ вăл хăй тӳссе ирттернĕ асапа йĕркипе кăтартма тĕв тăвать. Ку вăл аса илӳ евĕрлĕ пулма пултарнă.

Халлĕхе Митта кун кĕнекинче хăйне епле арестленине кĕскен çырса хăварнă. Ăна малтан такам ĕçĕ пирки тĕпчеме тесе çеç илсе кайнă иккен. Калаçу вĕçĕнче сăвăçа тĕпчекен çын /Исаев/ темĕнле çăхав çырса алă пусма ыйтать, ку - килĕшмест. Вара малтан джентльмен пек кăмăллă калаçнă этем кашкăр пек урса каять те: «В тюрьму его, в тюрьму!» - тесе кăшкăрса пăрахать. Пĕтĕм ĕçе çакă татса панă. Миттана суд та туман, тивĕçлĕ çынсемпе тĕл пулу ирттерме те ирĕк паман, тивĕçлĕ шайра пăхса тухма ыйтнисене те шута илмен.

Асăннă ĕмĕтсем пурнăçа кĕни сăмах ăстине тата сумлăрах кăтартма пултарнă. Вăл романçă та, поэт та, тăлмач та, очеркçă та, тĕпчевçĕ те. Чуна парса ĕçлеме хăнăхнă, туптанса çитнĕ ăс-халлă ăсталăх. Çыравçă тăван литературăна татах курăмлă пуянлатма вăй çитересси пĕрре те иккĕлентерес çукчĕ.

Паллах, Миттан ытти ĕмĕтсем те пулнă. Сăмахран, вăл хăй шăллĕн, Митта Петĕрĕн, еткерне пухса кĕнеке кăларма хатĕрленнĕ, аллă çул тултарнă май хăй çырнисене пухса пичетлеме палăртнă, кĕçех Хусана, унтан Сиктĕрмене çитсе курма шутланă... Тапса туртакан канăçсăр чуна упрама вăйсăрланнă чĕре хевти юлман, ăна кура - пысăк чунăн пысăк ĕмĕчĕсем те çитеймен. Çыравçă хăй малашне çырма палăртнисем - пирĕншĕн кăтартуллă ырă тĕслĕх.

Юмарт, Г. Çитеймен ĕмĕтсем : Митта Ваçлейĕ вилнĕренпе 40 çул çитнĕ май / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 1997. – 10 çĕртме.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru