Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

М. Юхма

Тĕпренсе кайнă чĕре

Хархамăн хăйĕн ăраскал...

Пĕрисем пурнăçне телейлĕ пурăнса ирттереççĕ, теприсем ĕмĕр тăршшĕпех хĕн-хур çулĕпе кăна утаççĕ.

1957 çулта çулла чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ тăван ялне Аслă Арапуçне курма кайнă. Хăçантанпа ĕмĕтленнĕ вăл тăван ялĕнче, тăвансен хушшинче, сăпайлă Пăла ытамĕнче киленсе пурăнма! Хăçантанпа! Хăрушă та ултавлă 1937 çултанпах-и?!.

Тăван кĕтес, тăван тавралăх, тăван чĕлхе, тăван сăнсем - пурте поэтăн тунсăхланă чĕрине пăлхантарса янă. Çынсем унпа шăкăл-шăкăл калаçнă, хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнă - поэт чĕри савăннă. Савăннă та пушшех пăлханнă. Усăсăр сая кайнă вунçичĕ çул çинчен ирĕксĕрех аса илнĕ. "Вунçичĕ çул! Чи вăйпитти, чи хастар ĕçлемелли çулсем! Эх, тăван çĕр, тăван чĕлхе, мĕн чухлĕ усă кӳнĕ пулăттăм эпĕ сана!.."

Çынсем мĕн калани те поэт хăлхине кĕмен.

...Çĕрле, ним систермесĕр поэт хваттерне милици тумĕ тăхăннă çынсем пырса кĕреççĕ.

Тĕрме... Çӳлтен таçтан çутă керет. Çавă çеç. Çут тĕнчене курас тесе, поэт аллипе çĕре чавать, шăтăк туса пулмĕ-ши! Мĕнле сывлать-ши тĕнче? Çынсем пурăнаççĕ-ши вара? Мĕншĕн ăна кунта тытаççĕ? Мĕншĕн халĕ те тусĕсем ун патне килмеççĕ? Мĕншĕн?.. Мĕншĕн?..

Çапла вăл алăкăн-тĕпелĕн

Утса хăйпе-хăй сăмахлать.

Пĕрре çиçсе илет хĕвелĕн

Тепре сĕм каç пек шăмарать.

Поэт халь тесен халь хăй патне тĕрме пуçлăхĕ килсе кĕрессе кĕтнĕ.

- Каçарăр. Йăнăш пулчĕ. Эсир ирĕкре! - тесе калĕ вал.

Анчах кăлăхах пулнă.

Ĕнтĕ çулталăк тыттармаççĕ

Ăна хутпа кĕнекене.

Чи пысăк хурлăх çакă мар-ши

Пăртакçă ăс пĕлекене?..

Шырланкă тăраймасть кĕрлевсĕр,

Вĕçмесĕр пурнаймасть хăлат.

Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,

Вăл пулă пек типпе юлать...

Сăвăçа тĕрмерен илсе тухса каяççĕ.

Çунатăм, юлатăп. Ан манăр.

Салтак пек маттур уйрăлар.

Ман çул - çăлтăр витĕр - тап-такăр,

Ман çул - куççуль витĕр - уяр.


Пире çурçĕр çилĕ ыталĕ,

Ачашлĕ кăра шартлама.

Çуталĕ жандармăн медалĕ,

Вăл памĕ çултан аташма.

Çĕпĕр. Сивĕ Çĕпĕр. Юнавлăн кĕтсе илет сивĕ Çĕпĕр чалтун чăваш ачине:

Каясси ман каллех - вăрăм çул,

Курасси ман каллех - темĕн чул...

Тусăм, тусăм, мĕн пулчĕ? Мĕн килчĕ?

Тĕрĕс-тĕкĕл пурнар тенĕ чух,

Ак каллех уйрăлмашкăн тĕл килчĕ...

Мĕн тери тунсăхлать поэт Чăваш çĕршывне, тăван Атăла курассишĕн:

Ак умра сарăлса шыв юхать,

Улăхпа сивĕ лăм улăхать.

Чупса антăм: тăван Атăл мар-и?

Çук, ку шыв çичĕ  ютăн сывлать -

Сĕлкĕш Обь - пăрлă Çурçĕр тымарĕ.


Вăл шăмарнă паян темĕскер.

Хура хумĕ юнавлăç тискер.

Е пире вăл хапăл тумарĕ.

Е хăнийĕ эпир - кĕтменскер?

Е чалтун чăваша палламарĕ?


Кама калăп хам хуйхăм çинчен?

Кама чĕнĕп чĕлхем çĕтиччен?

Кăлăх пулĕ - сассăм пăчланĕ.

Анăçран тухăçа çитиччен -

Хырлăх мар-мĕн - хурлăх вăрманĕ.

Мĕншĕн? Мĕншĕн çапла тертленмелле-ха унăн. Каласамччĕ, тайга, мĕншĕн? Каласамччĕ, сĕлкĕш Обь, мĕншĕн? Каласамччĕ, тăвăл, мĕншĕн? "Тăван халăха юратнăшăн-и? Тăван халăха юратнăшăн эпĕ преступник пулса тăтăм-и? Тăван чĕлхене юратнăшăн-и? Тăван чĕлхене юратнăшăн эпĕ преступник пулса тăтăм-и? Халăхшăн, этемлĕхшĕн ĕçленĕшĕн мана çапла сăнчăрларĕç-и? Е пуçлăхсене пуç çапманшăн, йăпăлтатманшăн мана çапла сăнчăрларĕç-и? Е талантлă пулнăшăн, кĕвĕçекен йĕксĕксен усал элекне пула мана çапла сăнчăрларĕç-и? Мĕнех, халĕ вĕсем хуçа. Анчах вăхăт çитĕ!..

Тăвăл, тăвăл! Маттур çил-тăман! Урса кай çил-тăман, лăплантар чунăма."

Тухсан тух лайăхрах çил-тăман!

Ирĕк,  ирĕк!..

Тăван, мĕн тăван?

«Вĕсем эпĕ пуç çапасса, ури тупанне çуласса кĕтеççĕ пулĕ. Кĕтсе илеймĕç. Эпĕ - поэт!.."

Çапла çулсем иртнĕ. Поэт чăтнă. Ĕмĕтленме манман, шанчăкне çухат-ман. Вăхăт-вăхăт чунĕ урса кайнă унăн. Чĕри тавăру вучĕпе тулнă.

Куллен-кун  хăшкăла-хăшкăла,

Хырăмшăн хырăмпа шăвăнан.

Çынлăхран кăларан мăшкăла

Хăçанччен тӳсмелле-ши, тăван?

Тăван чĕлхем, тăван чĕлхем! Çăлăнăç парсам! Шанчăка сыхлама пулăшсам!

Ĕшеннисемшĕн çул çинче

Эс - шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

Мĕншĕн пурăнатăп-ха эпĕ? Çын-и эпĕ? Çырасчĕ - çыртармаççĕ, калаçасчĕ - калаçтармаççĕ. Мĕншĕн пурăнатăп-ха эпĕ? Тен...

Çук, нимĕнле "тен" те пулма пултараймастъ. Пĕлетĕп мĕншĕн пурăннине! Манăн ĕçлемелле, ĕçлемелле…

Тăван чĕлхем,

Сĕткенӳпе шăварăнса,

Шаланкă евĕр çĕкленем

Çӳлте çуйхавлăн ярăнса,

Этемшĕн савăнăç чĕнем.

Этемшĕн, этемшĕн пурăнас пулать манăн...

Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Ирĕклĕх поэтран тарсах пынă.

Çырасчĕ. Çырасчĕ. Ара мĕнех! Хутпа кăранташ тыттармаççĕ пулсан, поэтăн пуç пур, пуç пур!

Апла пулсан çырас:

Ун чĕрин хĕлхемĕ

Ахаль мар çунать

Пурăнăç илемĕ

Килессе шанать.

Поэт çырнă. Çырнă та юлташĕсене каласа панă. Ăна маннă, тепре çырнă... Темиçе кунтан татах тепре çырнă.

Сталин текен йĕксĕкĕн жандармĕ-хуралçисем - йытă чунлăскерсем - поэта вĕçĕмсĕр хушаççĕ:

-Чарăн! Чарăн юрлама!


……………..

Поэт: "Юрри чараймăн!" – тет.

Хĕвел сутине хура пĕлĕт яланлăхах епле пулсан та хупăрлаймасть. Чăнлах, тĕрĕслĕх хăйĕн çулне тупатех!

Поэт ирĕкре.

Вунçичĕ çул, вунçичĕ çул, çур ĕмĕр ним усăсăр иртсе кайрĕ. Мĕн тăвăн. Ун çинчен шухăшласа ларма вăхăт çук. Халăх манран ырă сăмах, ырă йĕрке, йыхравлă йĕрке кĕтет.

Çырас.

Поэт сĕтелли çинче темиçе çĕнĕ сăвă. Тата çырасчĕ! Анчах чĕрене тем пулчĕ. Хĕсет те хĕсет вăл, хĕскĕчĕпе хĕснĕ пек хĕсет, сывлама та памасть. Çапла миçе çул ĕнтĕ. Çĕпĕр врачĕсемех, ун чĕрине итлесе пăхсан, пуçĕсене суллатчĕç...

Поэт пурĕпĕр çырать.

Çапла «Хальхаççăн çырнисем" текен ярăм çуралать.

Татах çырмалла! Мĕн калас тенине каламан-ха эпĕ.

Чăтса ирттернĕ хĕн-хур, мăшкăл ахаль иртмен. Тĕрмере те, Çĕпĕрте те каланă йĕркесене манса хăвармалла-и вара? Çук. Çырас вĕсене. Эпĕ мĕн чăтса ирттернине çынсем пĕлччĕр тесе мар, малашне çавăн пек усаллăх ан пултăр, чăнлăхшăн тăракансене ӳлĕмрен йĕксĕк элекĕпе витсе ан тертлентерччĕр!

Мĕнле çырас-ха вĕсене?

Поэт меслет тупать. Ăна Тайăр Тимкки поэт аса килет. Вăл та çапла терт курнă. Поэт сăввисене пĕрин çине теприне майлаштарса хурать те çиеле "Тайăр" поэмăран тесе çырса хурать.

Поэт чĕри кунран-кун хавшасах пырать...

Поэт парăнасшăн мар. Çырать, куçарать, тутарла вĕренет. Ăна на-ционалист тесе айăпланă. Кам вăл националист?! Националист вара çапла тутарла вĕренĕ-ши? Джалиле, Абая, Пушкина, Гейнене, Кудаша куçарĕ-ши?

"Çук, эпĕ нихăçан та националист пулман.

Эпĕ этемлĕхе юратакан чăваш пулнă. Эпĕ таван халăха чунтан-чĕререн юратакан чăваш пулнă!.."

Поэт юлашки сăмахĕсене хыттăнах калать. Ялта, пӳрт умĕнчи пĕрене çинче ларса калаçакан ватăсем, ăнланаймасăр, тепре ыйтаççĕ:

- Мĕн? Хăлха кăшт начартарах та...

Унтан айăплăн кулса илеççĕ.

Вĕсен сăнне курса, поэт та кăмăллăн кулса ярать.

- Анне вилтăпри çине кайса килес мар-ши тетĕп, пуç çапас, чечек хурас,- тет вăл.

Амăшĕн вилтăпри çине чечек кăшăлĕ хурать те поэт шухăша каять.

"Аннеçĕм, ырă аннеçĕм, чăнлăх çĕннине, тĕрĕсси çиеле тухнине, ывăлу ирĕкрине кураймарăн-çав".

Унтан вăл амăшĕн вилтăпри тавралла пăхса çаврăнать. Акă амăшĕпе юнашарах пушă вырăн пур. Никама та пытарман унта.

"Ман валли ку вырăн", - вĕлтлетсе иртет унăн пуçĕнче шухăш. Вĕлтлетсе иртет те йĕр хăварать.

Поэт ăна манасшăн, çук – манаймасть.

Райком. Поэт унта, тахçанхи пĕлĕшĕсем патне кĕрет. Хапăл туса кĕтсе илеççĕ ăна. Поэт савăнăçлă. Шӳт тăвать вăл:

- Анне вилтăприне кайса куртăм. Анне çумĕнче ман валли те вырăн пур-ха.

- Э-э, халех çавăн çинчен шухăшламалла-и вара. Аллă çула та çитмен те... Часах акă юбилей туса ирттеретпĕр.

- Аллă çула та çитмен.

Çапла, поэт аллă çула та çитмен. Вăл хĕрĕх тăххăрта çеç пырать.

Райкомран тухсан, поэт килне кайнă. Çитсенех ăна тем пулнă. Чĕри ыратнипе аптраса, поэт вырăн çине выртнă.

- Ывăнтăм пулас. Кăшт выртса канам-ха.

Васкавлă пулăшу машинĕ вĕçĕмсĕр кăшкăртса, Арапуç пульницин картишне кĕрсе тăчĕ.

Санитаркăсемпе сестрасем часрах наçилккепе вăрăм пӳллĕ, тăваткăл çамкаллă, çăлтăр куçлă çынна операци тумалли пӳлĕме илсе кĕрсе вырттарчĕç.

Пульницин аслă врачĕ çап-çамрăк пултаруллă хирург В. Козлов чирлĕ çынна комфорăпа та уколсем туса пăхрĕ. Эмелсем пулăшаймарĕç. Илсе килнĕ çын вилчĕ.

Ку - чăвашсен аслă та чаплă поэчĕ Василий Егорович Митта (Митта Ваçлейĕ) пулчĕ.

Эпĕ сире аслă поэтăн кунçулĕ çинчен каласа кăтартрăм. Анчах мĕншĕн ку сыпăк ятне, "тĕпренсе кайнă чĕре" тесе ят панă-ха?

Ан васкăр. Пурте хăй йĕркипе пырать.

... Шупашкар аэродромĕнчен самолет вĕçсе çекленчĕ те кăнтăралла çул тытрĕ. Самолетра темиçе врач. Вĕсем Арапуçне вĕçеççĕ.

- Поэт вунçичĕ çул ссылкăра пулнă, теççĕ. Чĕри пĕтнĕ ĕнтĕ унăн,-калаçаççĕ хăйсем.

Арапуç. Пульница. Врачсем поэта касса пăхаççĕ.

Акă поэтăн чĕри, йывăрлăхра, мĕнпур хĕн-хура çĕнсе тухнă чĕри.

Врач асăрханса чĕре хутаççине тытать..

- Ах! - илтĕнсе каять сасартăк. Поэт чĕри тăпăрчă пек самантрах тĕпренсе каятъ.

Тĕлĕнсе кайнă врачсем, ним калаймасăр, пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ. Медицина историнче кун пекки пулман. Этем хăйĕн чĕри тĕпренмеллех пуличчен пурăнни халиччен пулман…

... Хархамăн хăйĕн ăраскал...

Пĕрисем пурнăçне телейлĕ пурăнса ирттереççĕ, теприсем ĕмĕр тăршшĕпех хĕн-хур çулĕпе кăна утаççĕ.

Телейлĕн, ним хуйхăрмасăр çĕр çул пурăнса ирттериччен, Митта ĕмĕрĕччĕ - пире! Поэт та, çĕнĕрен пурăнмалла пулсан, çаплах каланă пулĕччĕ. Хăйĕн çулĕпех утнă пулĕччĕ. Хĕн-хурлă пулсан та - пархатарлă. Мăшкăллă пулсан та - мăнаçлă. Кĕске пулсан та - вилĕмсĕр.

Поэт çĕре кĕче.

Поэта элекленĕ çынсем пурăнаççе-ха. Пурăнаççĕ-ха. Ячĕсене те пĕлетпĕр эпир вĕсенне. Пĕлетпĕр. Акă вĕсем... Пĕлетпĕр. Ĕмĕрне те манмăпăр. Путсĕр элекçĕсен пичĕ çине хура кĕççе çĕлĕпĕр. Йĕксĕк чунлăскерсене ылханпа витĕпĕр.

Анчах кам улăштарĕ вĕсен мĕнпур çырнине поэтăн пĕр сăввипе!

Поэта хĕн кăтартнă çынсем сăвăсем çыраççĕ, калавсем шухăшласа кăлараççĕ.

Анчах кам улăштарĕ вĕсен мĕнпур çырнине поэтăн пĕр сăввипе!

Поэта çĕре кĕртнĕ çынсем пурăнаççĕ-ха.

Анчах кам ырă сăмах калĕ вĕсене!

Поэт çĕре кĕнĕ. Анчах ун ячĕ - халăхра. Мĕн тĕрлĕ легендăсем шухăшласа кăлармаççĕ пулĕ поэт пурнăçĕ çинчен.

Акă пĕри: Митта чĕри тахçанах çĕрсе пĕтнĕ, тет. Çĕпĕртех вилмелле пулнă. Анчах тăван çĕре, тăван халăха, тăван чĕлхене юратни ун чĕрине, турă пулашнă-тăр ăна, чарăнма паман, тăван çĕрне çитиччен тапнă унăн чĕри. Çавăнпа вара вăл тăван çĕрне çитсен кăна вилнĕ.

Кам шухăшласа кăларнă ку легендăна? Ĕненекен çын-и? Пĕр-пĕр писатель-и? Халăх çакна пĕлмест, асра усрать, манмасть.

Анчах тăван çĕре, тăван халăха, тăван чĕлхене юратни ун чĕрине тапмашкăн чарăнма паман.

Поэт вилтăпри çинчи палăк кĕтессине сăвă çырса хунă.

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.

Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.

Ăна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр,-

Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

Ку – поэт сăмахĕсем.

Канлĕ çывăр, поэт. Пин юррунтан пĕри кăна мар, пурте юлчĕç.

Ĕмĕре юлчĕç.

1959 ç.

Хушса çырни

Самана таканари таса мар шыв пек, апла та пырса çапăнать, капла та пырса çапăнать, тем тĕрлĕ те лăканса илет. Чăнах та, мĕн тĕрлĕ кăна самана тӳссе ирттермерĕмĕр пулĕ. Мана пуринчен ытла хăйсенчен маларах пурăннă таланлă çынсене хисеплемен çамрăксем тĕлĕнтереççĕ. Кашни утăмра çĕнĕ Америка уçаççĕ пек каппайланса-капмарланса çӳреççĕ çавсем, хăсенчен маларах пурăннă ламсем нимĕн те туман пек кăтартма  тăрăшаççĕ çавсем.

Меншĕн çакна аса илтĕм-ха эпĕ?

Сакăрвуннăмĕш çулсем вĕçĕнче, тăхǎрвуннăмĕш çулсем пуçламăшĕнче çавăн пеккисен пĕр ушкǎнĕ Шупашкар тăрăх ытла та кǎшкăруллǎ çӳрерĕ, хаçат-журналсенче тем-тем çырса лапăртатрĕ. Миттапа ун таврашĕнчи çынсем пирки та пулăшман, уншǎн никам та тăрăшман, ăна никам та ăнланман, тесе лăпăрчăксем çырчĕç.

Ку вăл пачах та тĕрĕс мар.

Миттан тусĕсем нумай пулнă, Миттана пулăшаканĕсем нумай пулнă. Вĕсенчен пĕри - Талвир, манăçми Талвир.Çавă, урăх никам та мар, тăрăсша, Миттана ссылкăран таврăнсанах ĕç тупса пачĕ, сăввисемпе куçарăвĕсене пичетлеме, кĕнекине кăларма пулăшрĕ. Хăшпĕрисем, вăрăм та çӳллĕскеррисем, хăйсене «эпĕ - Митта тусĕ» теççĕ халĕ, саманан лачаки тасалма татăннă хыççăн. Çук, ку вăл пачах та тĕрĕс мар.

Çак пĕтĕмле пулăмсене аса илсе, эпĕ кивĕ арчаран кивелсе хуралса кайнă хут туртса кăлартăм. Ку вăл Митта Ваçлейĕн çырăвĕ:

Çăмрăк тусăм, Мишша!

«Ытла та чылай хушă тăван çĕршывран татăлса пурăнмалла пулчĕ манăн. Хам ирĕкпе мар, самана саламачĕ çапла пирĕншĕн питĕ тискер пулчĕ. Унта, тăван çĕршывран аякра, никамран нимĕн хыпар та илеймесĕр пурăннă чухне, пирĕн поэзи сӳнсе-кĕлленсе ларман-ши, тăван халăха пуласлăхалла чĕнсе, хăй шăпине хăй çырма пултаракансем йăлтах пĕтмен-ши тесе те кулянса шухăшлаттăм эпĕ, ара, ытла та хура пулчĕ манăн элчелĕм. Çапах та чун тĕпĕнче яланах-яланах шанчăк упраттăм, çавă çеç мана çăлса хăварчĕ пулĕ… Мĕншĕн çыратăп-ха ку çырăва?..

Сирĕнпе, çамрăк яш-кĕрĕмпе тĕл пулни мана тем çинчен те шухăшлат-тарчĕ. Чи кирли - хамăн чун тĕпĕнче упраннă яланхи шанчăк чăни килни. Йăнăшман иккен эпĕ, йăнăшман!.. Çавăнпа ман икĕ куçăм та телей куççулĕсемпе тулчĕ. Тусусене пурне те çапла кала. Митта Ваçлейĕ йĕрекен çын мар. Телей куççулĕ вăл - йĕни мар. Тусусене кала: эпĕ вĕсене шанатăп, вĕсенче - çĕнĕ вăй, çĕнĕ хавхалану, çĕнĕ çĕкленӳ. Вĕсенче - çĕнĕ пуласлăх Эпир кĕтсе илейменнине эсир кĕтсе илетĕр, Мишша шăллăм!..

Ваçлей тетӳ

1956. Юпа уйăхĕн 3 мĕш кунĕ"


Çак çырура та Митта Ваçлейĕ мĕнле çын пулни питĕ лайăх курăнать. Çулланнă пулсассăн та талантлă çамрăксем патне туртăннă вăл, вĕсене ĕненнĕ, вĕсенче чăн-чăн пуласлăх курнă. Кăшкăрашса-çапкаланса çӳрекенсене мар, ĕçлекенсене, тăрăшакансене юратнă вăл.

Çак çыруччен темиçе кун маларах эпир, Чăваш педагогики институтĕнче вĕренекенсем Митта Ваçлейĕ патĕнче хăнара пулнăччĕ. Тем çинчен те калаçрăмăр эпир. Сăвăсем вуларăмăр, хамăр ĕмĕтсене каларăмăр. Митта ытларах итлесе ларчĕ, эпир, çамрăксем, тен, ытларах та калаçрăмăр пулĕ... Юлашкинчен сасартăк унăн икĕ çăлтăр куçĕ те туп-тулли куççульпе тулчĕ. Пирĕншĕн ку вăл питĕ кĕтмен япала пулчĕ.  Поэт çакна асăрхарĕ, тен, çавăнпа çырса ячĕ те пулĕ вăл хăйĕн çакă çыруне…

1997

Юхма, М. Тĕпренсе кайнă чĕре // Юхма, М. Аваллăх арчинчи ахах / М. Юхма. – Шупашкар, 1997. – С. 16-22.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru