Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Кун кĕнеки

Январĕн 3-мĕшĕ. Салам, Çĕнĕ çул! Иккĕмĕш çĕнĕ çул! Тухăçлă, ăнăçлă, тăнăçлă пул! Юрату тата ырă тату!

Иртнĕ çул маншăн ытларах ăнкару çулĕ пулчĕ. Кăна — пултару çулĕ тăвасчĕ.

Каçхине Петĕр Хусанкай арăмĕпех килчĕ. Калаçса тăранма çук.

Ыран амăшĕпе Мускава каятпăр. Нонна ку дневника пуçланăшăн вăрçать. Ан хăра, ку чухнехи кун кĕнекисем çине ытлашши çырмаççĕ.

Январĕн 4-мĕшĕ. Мускава тухрăмăр. Шупашкар юр айне путнă. Хула хĕрри — Урал сăрчĕсем пек. Канашран ачасем патне телеграмма çаптартăм. Арапуçне çыру ятăм. Вакун чаплă — Мускава çитиех. Шупашкартан 11.20 сехетре тухнă. Купере тăваттăн. Кунне икĕ хут чей. Çумри купере экс-премьер Афанасьев. Паллашас кăмăлăм çук: Жиганова тарăхтарни аса килет.

Январĕн 5-мĕшĕ. Мускава 10.05 сехетре çитрĕмĕр. Кĕтсе илекенсем: Çилпи, Талвир тата пăртак каярах — кĕрӳ. Элекçей сăмахĕ: «Дипломатсене те пур чухне те кун пек кĕтсе илмеççĕ».

Салам Мускав! Курманни 18 çул. Çĕнĕ çуртусем — пăхсан çĕлĕк ӳкмелле. Мускав та юрпа кĕрешет. Пĕтĕм тиев транспорчĕ юр турттарать. Кунти юр — хуп-хура.

Январĕн 8—9-мĕшĕсем. Хăтапа тăхлач пире хула кăтартса çӳрерĕç. Тăхлач мана костюм илме пулăшрĕ. Ăшă кăмăлпа уйрăлтăмăр.

Çул май Екатерина З-на патне кĕтĕмĕр. Мана курсанах макăрса ячĕ.

Каçхине, 11 сехетре, столицăна пăрахса кайрăмăр. Ăсатма Саша (кĕрӳ) тата Илемпи пычĕç. Сывă пул, Мускав!

Канашра нумай ларас мар тесе, 72-мĕш №-пе тухрăмăр. Ахалех. Вакун таса мар, туртса тултарнă. Çул тăрăх тенĕ пек Мускав таварĕсене сыхласа пытăмăр (ылмашăнса).

Январĕн 10-мĕшĕ. Киле тĕрĕс-тĕкелех çитрĕмĕр. Тавăсье, хĕртсурт! Ĕшеннĕ çинчен пăртак выртса кантăмăр. Кăтăш пулнă. Тĕлĕкре те — Мускав, метро, электричка, Кремль. Каç кӳлĕм ĕçе тухрăм. Юлташсем Мускав хыпарĕсене ыйтса пĕтереймеççĕ. «Тăван Атăла» халĕ те подписчиксем патне çитермен.

Январĕн 11-мĕшĕ. Авторсен çырăвĕсем пирки ĕçлерĕм. Хăш-пĕр ал çырăвĕсене пăхса тухрăм. Исавет [Паймина] «Кулас килет» çинчен критикла статья çырнă. Çиелтен шăйăрттартнă. Ун пек çырни — йĕкĕлтешни анчах.

В. А. Долгов пырса ларчĕ. Ульяновпа Яковлев çинчен питĕ илемлĕ калаçу пулчĕ. Вăл ку темăпа статья çырсаччĕ. Халĕ статйине чылай çĕнетнĕ, пуянлатнă, ман шухăшсене те шута илнĕ. «Автор пурри» халĕ лайăх палăрать. Сăмах Кăткă Упи çине куçрĕ. Долгов ăна çак кунсенче хытă ятланă иккен.

Каçхине Альтук [Орлова] аппапа Аннаппа [Токсина] килсе ларчĕç. Мускав çинчен сăмах ярса кăтартрăм. Карчăксем каçсах кайрĕç. Çилпипе Илемпие мораллĕ çырусем ятăм.

Январĕн 12-мĕшĕ. [А. Д.] Кăлканăн «Сар Иванне» вуласа тухрăм. Силлабикăна пăрахăçа кăларас пулмасть. Поэмăн çитменлĕхĕ — чăнлăхпа чăнмарлăха пăтраштарни. Ĕненмелле мар.

Январĕн 13-мĕшĕ. Петĕр [Хусанкай] ĕçе шăнкăравларĕ, килме пулчĕ — килеймерĕ. Облăçра — партконференци. Пиртен унта — Талвир. Ваçлейĕн (Долговăн) «Ĕмĕрех пархатарлă туслăх» (ячĕ ман) статйине редакцилерĕм. Тĕпчев институтне Максимов, Люблин, Кривоносов статйи пирки чĕнчĕç.

Январĕн 14-мĕшĕ. Декабрьшĕн тухнă «Коммунистра» — «Проблема типичности» ятлă статья пур. Вирлĕ.

Элекçей [Талвир] конференцирен питĕ пăшăрханса таврăнчĕ: асли вăл тухса каланине тиркенĕ. Пленума ăна та, Любимова та суйламан (иккĕшĕ те культура фронтĕнчи ыйтусемпе калаçнă).

Январĕн 15-мĕшĕ. Элекçей патĕнче пултăм. Лăпланнă. Философла пăхать. Вăл конференцинче «Тăван Атăла» журнал тума, «Капкăна» кĕртме ыйтнă. Атăлçи (чăвашсем) вырăссемпе пĕрлешни 400 çул тултарнине паллă тума сĕннĕ (1957 çул). Наци мăнаçлăхне кӳрентерекен шавсем çинчен тĕрткелешсе илнĕ. ЦКна çитесшĕн.

Каçхине Петĕр Хусанкай пулчĕ. 11 сехетчен ларчĕ. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне вырăсла пĕр 20 листа хатĕрлет. «Аптрамана» Потапова куçарать.

Январĕн 17-мĕшĕ. «Тăван Атăл» редколлегийĕ пулчĕ. Уйăп [Мишши] ман çине ӳпкелешсе илчĕ — вăл каласа хăварнă статьяна яманшăн. Хăй айăплă, ун редакцийĕсĕр вăл статьяна (Тинĕс Петĕрĕнне) яма çук. Т. Петĕрĕ [Денисов] тăлмачпа усă курнăшăн «тылласа» илтĕмĕр. Ман сăмах: профессор Ашмарин чăвашла çырнă, Сироткин профессор чăвашла çырать, Х[усан]кай чăвашла çырать, эсĕ çырасшăн мар ([Хусан]кайпа Сироткин каçса кайса кулчĕç).

Кĕçĕнни ман патăмра çывăрчĕ. В[асилий] И[ванович-Краснов-Асли] çинчен чылай калаçрăмăр. Пулăшас пулать. Вĕсем иккĕш пĕрлешсен — пĕр лайăх писатель пулать. Пĕринче çукки тепринче пур.

Январĕн 18-мĕшĕ. «Тăван Атăлăн» пĕрремĕш номерне производствăна патăм. Унта Петтян [Митта Петĕрĕн] «Крепковĕ» (пьеси).

Январĕн 19-мĕшĕ. Я[лавин] ыйткаласа çӳрет — тенкĕ çурă патăм. Аслине хăваттир кирлĕ пирки [В.] Яковлевпа калаçрăмăр. Шанчăк пур пек. Петĕрпе «Мещенсем» (чăвашла) курма каясшăнччĕ — иксĕмĕрĕн те пуç ыратать, сунас. Каçхине Мускавпа (тăхлачсемпе) калаçса илтĕмĕр. Нарспи халĕ те çăмăлланман. Валерик кĕрсе тухрĕ.

Январĕн 20-мĕшĕ. Ĕçе Ст. Максимыч [Максимов] арăмĕ пырса ларчĕ. Упăшки сборникĕ пирки ĕçе суда панă. Композитор пурлăхне тустарас пирки нумай çын «пăчланнă» (Лисков, Лукин т. ыт. те). Акă мĕншĕн ун ятне çĕклеме тăрăшмаççĕ.

Михаил Казаков вилнĕ. Журналист. Ман тантăш, çамрăкран пĕр-пĕрне пĕлеттĕмĕр.

Февралĕн 18-мĕшĕ. Январĕн 28-мĕшĕнче Нарспи аслă ывăлне — Михаляна — çуратса панă. Савăнăçлă телеграмма çитрĕ. Хамăр та çакăн пек ответ патăмăр: «Предки беспредельно рады. Дед просит назвать Сендимером, что значит по-русски Владимир». Пире итлеççĕ-и — Михала ятлă хунă.

Çак кунсенче Иăван Кузнецова кĕтсе илтĕмĕр. Талвир, Хусанкай, Долгов, эпĕ станцăнах кайрăмăр. Халлĕхе Союзра консультантра ĕçлет. Ку ĕçе эпир икĕ уйăх Кăлканпа иксĕмĕр туса пытăмăр.

Йăвана Краснов ыйтăвĕ пăшăрхантарать, Краснова — Йăван ыйтăвĕ. Эпĕ вĕсене иккĕшне те каларăм: мир! Килĕшмеççĕ. В. Арх[хипович]па [Долговпа] калаçса татăлтăмăр: иккĕшне те тытса пымалла. (Тытса памалла мар (ĕлĕкхи пек), тытса пымалла).

Февралĕн 13—14-сенче çамрăк çыракансен канашлăвĕ пулчĕ. Канашлу пите йĕркеллĕ, ăслă, çӳллĕ шайпа иртрĕ. Ку Талвир руководствин çĕнтерĕвĕ. Халиччен пĕр совещани йĕркеллĕ иртмен теççĕ (ĕçнĕ, çапăçнă, пĕр-пĕрне мăшкăл кăтартнă).

Поэзи семинарĕн пĕр ушкăнне эпир Г. Ефимовпа иксĕмĕр ирттертĕмĕр. Пирĕн ушкăнра 15 çын пулчĕ.

Тĕнчене кисретсе XX съезд ĕçлет. Акă вăл хăçан чăн-чăн коллективлă ăс-хакăлăн уссине курма пуçларăмăр. ЦККан доклачĕ — çĕнĕлле руководствăн триумфĕ. Пĕтĕм çĕршыв, пĕтĕм тĕнче халĕ ун çинчен калаçать. Эпĕ те виçĕм кун «Тăван Атăл» валли ум статья çыртăм. Шухăшланă-и эп пĕр 3 çул каярах çакăн çинчен! Тавтапуç. Туррăмăр пур иккен-ха.

Ноннăпа питĕ килĕштерсе пурăнатпăр, чап-чап уйăхĕнче те кун пек илемлĕн пурăнман пулĕ.

Февралĕн 19-мĕшĕ. «Нам велено трудиться, но завершить труды наши нам не дано» (Талмуд). «Автобиографие» каçса кайса вулатăп. «Ни один человек, сколь бы велик он ни был, не должен стоять вне критики» (Неру). Икĕ кĕнекинче те Н[еру] çав шухăша ăслăн пурнăçласа пырать: Гандине те, хăйне те уямасть.

Февралĕн 20-мĕшĕ. Суд пĕтĕмĕшпех ĕçе Максимов майлă татнă. Эпир шутласа панине пĕр пусчен йышăннă. Ваçлей Долгов ман валли Хусантан Джалиль кĕнекине илсе килнĕ. Вăл Хусанта Муса юбилейĕнче пулчĕ. Герой юбилейĕ чаплă иртнĕ. Тĕлĕнсе XX съезд материалĕсене вулатăп. Сывă пултăр шанчăклă ыранлăх.

Февралĕн 21-мĕшĕ. «Человек не может придерживаться истины или любить до тех пор, пока он находится во власти страха» (М. Ганди). Мужество — единственная надежная основа характера.

Кунĕн-çĕрĕн «Т[ăван] А[тăл]» корректурипе лартăм («К печати»). Каçхине Йăкăнат килсе ларчĕ. Савăнтарчĕ чăваш театрĕ çинчен каласа. Халăх йышăнать. Хăш-пĕр каç (нумай чухне) залра çапса хĕстернĕ пек. Мускавран килнĕ Блок тĕлĕнчĕ: «Публика у вас весьма патриотическая», — тесе каларĕ тет.

Петтян «Крепковĕ» вуланăçем пуянлансах пырать. Вăл «Т. А.» пĕрремĕш №-че тухать.

Февралĕн 27-мĕшĕ. «Ылханлă йăх» премьерине куртăмăр. Аван сценăсем пур. Драматизм енчен сулчăрах, тĕп образсем çителĕклĕн аталанса пыни çук. Çапах коллектив маçтăрлăхĕ çĕклеме пултарнă ку спектаккăле. Сăнавлă лартура виççĕмĕш пьесăна ырласах кайман. Авторĕ уншăн тарăхса кайнă-мĕн, виççĕмĕш ăна хăй патне калаçма чĕнсен — к ... матери янă. Кун çинчен Йăкăнат каласа пачĕ. Каç П. Н.[иколаевич Осипов]ран хăйĕнчен ыйтрăм — чăнах та иккен. Халăх спектаккăле лайăх йышăнчĕ. П. Н. сцена çине тухмасăр алă çупма пăрахмарĕç. Юлташсенчен пирĕнпе — Иван Ефимович арăмĕпе тата икĕ карчамас — Аннипе Альтук аппа пулчĕç. Спектакльти чи лайăх сценăсем — çĕнĕхта тата çветкă.

Куçару ĕçĕ пирки ман шухăш çапла. Куçару вăл икĕ авторăн ĕçтешлĕхĕ. Куçару айне икĕ авторăн хушаматне те лартма пулать. Чăвашла «Евгений Онегин» — Пушкинпа Хусанкай произведенийĕ. Пултару ĕçтешлĕхĕ ирĕклĕ ĕçтешлĕх пулмалла. Муса Джалиль хăйĕн сăввисене чăвашла вулас пулсан «Тĕрме хуралçи» тата «Урасăр» айне пĕр турткаланмасăрах ятне лартĕччĕ тесе шутлатăп — эрне ку сăвăсенче тăлмач хăйне ирĕккĕнрех тытсассăн та.

Мартăн 3-мĕшĕ. «Т[ăван] Атăлăн» пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе пĕтрĕ, сигнальнăй экземплярсене хăпартрĕç, паянах иккĕмĕш кĕнекене пĕтерсе патăмăр.

Йăван ир кӳлĕмсем тĕпчев институтĕнче ларать, [В. К.] Магницкий фончĕпе ĕçлет. Чăваш аваллăхĕ çинчен чылай интереслĕ материалсем тупнă. А. С. Пушкин çинчен паха материалсем пур. Чăваш историйĕ çинчен чылай калаçрăмăр. Тĕлĕнмелле, ман концепци пĕтĕмĕшлех унăннипе килĕшет, историк пулмасăрах эпĕ чăваш историйĕн тĕп ыйтăвĕсене тĕрĕс ăнланнă. Уйрăммăнах — тутарсем çинчен. Хальхи тутарсем — мусульманланнă чăвашсем (булгарсем). Ку прогресс Ибн Фадлан вăхăтĕнчен пуçласа XX ĕмĕре çитичченех пынă. Пĕр факта историксем халичченех тивĕçлĕ хак памаççĕ... Мари (çармăс) халăхĕ халĕ те тутарсене — «суас» тет. Ку вăл мари халăхĕ чăвашсем тутара тухнине хальчченех де-юре йышăнманнине пĕлтерет.

Мартăн 5-мĕшĕ. Алла çитме тата икĕ çул юлчĕ. Çаплах ĕмĕр те иртсе каять. Нимĕн тăваймасăрах. Çĕрĕк каç 11 сехетре саламлă телеграмма çитрĕ — кӳршĕ Русовсенчен. Вĕсемпе эпир питĕ килĕшӳллĕ пурăнатпăр. Нонна ман ятпа пĕр кĕнеке (Достоевскин «Преступление и наказание») тата тĕрлĕрен ăçтиçуксем илнĕ.

Поэзи секцин пухăвĕ пулчĕ. Мана секцин секретарьне суйларĕç. Пуçлăхĕ — Алка.

Мартăн 6-мĕшĕ. Я[лавин] каллех ыйткалама тухнă. Ĕçе кĕресси çинчен калаçмасть. Пирĕн пата апатланма ерсе килесшĕнччĕ: паранкă та пулсан çитер, тет. Нонна çине ятăм: юратмасть сана, терĕм. Кăшкăрашма пуçларĕ, çынсем ырă пулманшăн Еремей пророк пек питлешме пуçларĕ. Вара эпĕ ăна çапла каларăм: çыннăн чи пысăк ĕçĕ — çынна ырă тăвасси мар, çынна усал тăвасран хăйне хăй чарасси. Эпĕ кирек мĕнле çынна та çапла каласшăн: эсĕ мана ырă ан ту, анчах мана усал тăвасран та хăвна ху чар. Çынсем çак йĕркене çирĕппĕн пăхăнса пурăнсан, тĕнче йăлтах урăхла пулĕччĕ. — Арцыбашев философийĕ ку! — терĕ Çеркей кăшкăрса. — Ан тив, Куттакбашевăн пултăр, анчах çак чăнлăха пăхăнсан пире чухах пулĕччĕ, терĕм.

Мартăн 10-мĕшĕ. Кĕтмен çĕртен, каçхине 9-мĕш сехетре, Хусанкай килсе кĕчĕ. Пăлханать. Ăш-чик вырăнта мар. Юрласа ячĕ. Халăх юрри — Пăрмас хĕрарăмĕ юрласа панă (Пĕр хĕре улталанă Хăмăк (?) çинчен). Нумай калаçса лартăмăр — Мускав, Шупашкар хыпарĕсем. Пĕтĕм Мускав хупă лару çинчен калаçать иккен.

Юлашки вăхăтра Петĕрĕн кăмăлĕ уçă мар. Ялан çын финалĕ çинчен калама пăхать. Чаратăп.

Мартăн 12-мĕшĕ. Тĕпчев институчĕн ларăвĕнче пултăм. Икĕ хыпарлу — «Хыпар» çинчен тата [В. К.] Магницкий ĕçĕсем çинчен пулчĕ. Кандидат Улатимĕр Канюков чăваш культурийĕпе вырăс культури хушшинчи яланхи хутшăнусем çинчен доклад турĕ.

И[ван] К[узнецов] каланă тăрăх, «Хыпар» халăх хаçачĕ пулнă, чăваш халăхне революциленме пулăшнă. Унăн юбилейне сарлакан ирттермелле. Хусанкай та çак шухăша хĕрӳллĕн ырларĕ. Директорпа секретарь хăраса ӳкрĕç: Кузнецов ытлашши каламарĕ-и? «Хыпара» халăх хаçачĕ теме юрать-и, ун юбилейне тумалла-и? — аптăраса ӳкрĕ [В.] Дмитриев. Кун пирки эпир кирлĕ çĕрте каласа пăхăпăр, терĕ çăварне уçи-уçми [В.] Любимов.

Кун пек «çулланман пăрусем» ăслăлăх пуçĕнче ларсан — пулмасть, пулмасть, нимĕн те пулмасть. Акă мĕншĕн халĕ вĕсем ЧАССР историне çырайман (ирçесем, тутарсем тахçанах çырнă).

Мартăн 13-мĕшĕ. Паян мама вилни 4 çул тултарчĕ. [И. Я.] Яковлев вĕрентсе хăварнă малтанхи чăваш хĕрĕсенчен пĕри (1877—1952). Пурнăçĕ çăмăл пулмарĕ. Хăй вăхăтĕнчи çынсем çине ӳкнĕ йывăрлăха никамран ытлашши тӳсрĕ. Тăпру çăмăл пултăр, хура-шур курма çуралнă чăваш хĕрарăмĕ.

Радио Болеслав Берут вилни çинчен пĕлтерчĕ.

Композиторсен съезчĕн ларуне кĕрсе тухрăм. Пентатоника çинчен хĕрсе калаçаççĕ. Вырăнлă, пурнăçлă, кирлĕ система теççĕ. Ĕлĕкрех ун çине тӳртĕн, улпутла тиркешсе пăхатчĕç.

Ваçлей Давыдова куртăм. Чылай çинчен тӳррипе калаçрăм. Кăмăлĕ пăсăкчĕ. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ манăн, тусăм? Хам тенĕ çынсене пыллантарнă пилюля парас килмест, ан тив, йӳçĕ пултăр та, тĕрĕс пултăр.

Тĕпчев институтĕнче паян кунĕпех калаçу ĕнерхи лару çинчен пырать тет. Улатимĕре тата ученăй секретарьне К[узне]цов кăмăла кайман. Хăраççĕ мĕскĕнсем Йăван унта пуçлăх пулса пырасран.

Мартăн 14-мĕшĕ. Алтаккин кунĕ. Шыв паян алтан ĕçмелĕх кăна мар, аслă урампа шавласах юхать. Çак кунсенче Ноннăна хăйсен парторгĕ чĕнсе ятланă — С[тали]н ятне асăннăшăн. Нонна класĕ самодеятельность йĕрĕпе темĕскер кăтартнă, материалне ĕлĕкхи калăпсем тăрăх хатĕрленĕ, пĕр-ик çĕрте унăн ятне асăннă. Юрамасть. Авал чăвашсем шуйттана ятне каламасăр асăннă, вăл, ун, ăна. Кăна та малашне çапла асăнас пулать. Турăран шуйттана тухрĕ. Облаçри партактив пухăвĕнче те ун çинчен нумай калаçнă, майĕпен манса пыма кăтарту янă. — Мĕн чухлĕ айăпсăр çын, пултаруллă çын пĕтнĕ! — тесе каланă асли. Петров, Никитин, Токсин ячĕсене уйрăммăн асăннă.

Мартăн 15-мĕшĕ. Ир кӳлĕм кĕнеке палатинче пултăм. «Çамрăк хресчен» хаçатăн кивĕ комплекчĕсене пăхса тухрăм (1927—1928 çулсем). «Чĕлĕм Мĕкĕти» (прозăпа) интереслĕ.

Валемпипе Пинерпине пальтосем илсе патăмăр (иккĕшне те 110-шер тенкĕлĕх). Ашшĕн укçи тата 500 т. юлчĕ.

В. Рсай пирĕн патăрта çывăрчĕ. Вăйлă этем.

Мартăн 16-мĕшĕ. Паян та ир кӳлĕм Кĕнеке палатинче «Çам[рăк] колх[озник]» комплекчĕсемпе лартăм. Хам манса кайнă япаласем чылай тупрăм. Сборнике кӳртмеллисем пур. Ман проза начар пулман. Ĕçленĕ çĕре Çинахви Воробьев кĕрсе тухрĕ: юри сана курас килнипе кĕтĕм, тет. Вăл ман Юхмари пĕлĕш. Мĕскĕн — пĕлтĕр пушарта çунса аманнă — пиче, уйрăмах — аллисем. Павел Щипцов калавĕсем пирки авторĕпе калаçрăм, вăл колхоз председателĕсен канашлăвне килнĕ — [Н.] Мартынов хăй калавĕсене, Ильин [Юхма Мишши] юптарăвĕсене кăтартса кайрĕç. Пуç иккĕмĕш кун ыратать.

Мартăн 17-мĕшĕ. А[нна] аппа [Токсина] килсе ларчĕ. Актив пухăвĕн хыпарĕсене пĕлтерчĕ. Ис[люко]ва питĕ мухтать — ăсĕшĕн. — Ку ыйтупа эсир чĕрĕрсене ирĕк ан парăр, ăс витĕмĕпе пăхăр, тесе каларĕ тет. Пурне те пĕр шухăш канăç памасть: 1937-мĕш çул урăх ан килтĕрччĕ. Ун пек ан пултăр тесен, влаçа пĕр çын аллине памалла мар. Руководствăна çамрăк вăйсемпе çĕнетсех тăмалла, партине Лениннăн «вĕтĕ турипе» вăхăтран вăхăта «хырчăкласах» пымалла (тасатусем), «партмаксимума» тепĕр хут çирĕплетмелле. Çавăн чух парти чăн-чăн революциллĕ элементсенчен кăна тытăнса тăракан пулать, тĕрексĕр çынсем, ăнсăртран çыхланнă çӳп-çапсем хăйсемех тасалаççĕ.

Мартăн 18-мĕшĕ. Ноннăпа, уçăлма тухса, Атăл леш енне çитсе килтĕмĕр. Виçĕ ачаллă чăваш хĕрарăмне куртăмăр. Хăйăр çине пӳрт лартнă. Пурнăçĕ те унăн пĕтĕмпех «хăйăр çинче». Упăшки, ачисене пăрахса, юта чупать. Грузчикра ĕçлесе илнĕ укçине ĕçсе, алхасса салатать. Ачисем — выçăллă-тутăллă. Сахал тухса çӳретпĕр, сахал куратпăр эпир «çын хуйхине». Ачисем икĕ чĕлхепе те лайăх калаçаççĕ.

Мартăн 26—27-мĕшĕсем.Писательсен пысăк пухăвĕ пулчĕ. Эпĕ — пуху секретарĕсенчен пĕри. Доклад: «Литература çулĕн итогĕсем» (В. Канюков). Талвир-Долгов руководствин çĕнтерĕвĕ. пуху идея тĕлĕшĕнчен çӳлĕ шайра иртрĕ. Чи интереслĕ выступленисем — «Таврăннисем» (Титов, П. Иванов, Кузнецов). Эпĕ те тухса каларăм. Тезис — юрату-ырату. Ӳссе пыракан кăмăла ĕмĕрне тулман кăмăл позицийĕнчен çырмалла. Паян та нумайăшĕ çавăн çинчен калаçаççĕ, çынсене, уйрăмах çамрăккисене, килĕшнĕ пулас. пухусем вăйлăланса пынипе пурте сисеççĕ. Долговпа Шавли дуэлĕ питĕ интереслĕ пулчĕ. Алка пăшăрханать, хăйне хăй тытма пĕлмест, организаци çирĕпленни ăна килĕшмест, таврăннисем пĕр харăссăн тата ыттисенчен вăйлăн тухса каланинче вăл «талвирсем» çирĕпленнине çеç курать. Пуху ытларах чăвашла калаçрĕ.

Аниссаран çыру пур. Пирĕн пĕчĕк посылкăна илнĕ. Ашшĕ çынлăхран тухнă. Амăшĕ сыв мар. Начар пурнаççĕ.

Çилпи амăшне чĕнет, чирлет.

Вырсарни кун Атăл леш енче, Кĕркури [Краснов-Кĕçĕнни] патĕнче, пултăмăр. Çук çын хăнашăн юлашки чăххине пусса панă тенĕ пек, Каçинккана эрех илме чуптарчĕ, Атăл урлах ăсатса ячĕ. Нумай çырнă, анчах пĕтернисем çук.

Мартан 28-мĕшĕ. Çакă çуркунне, епле те пулсан, Пăла тăрăхĕнчи ялсенче пулатăп: Шетмĕрен Патреккел таран. «Пăла тăрăхĕ» ятлă очерксен ярăмĕ пулать. Кашни ялпа çыхăнтарса хăйне уйрăм проблемăсем: хуçалăх, культура т. ыт. те. Шетмĕ — Аслă Арапуç — Кĕçĕн Арапуç — Еншик — Тăрăн — Патăрьел, Ахпӳртсем, Туçасем, Тимеш т. ыт. те. Аваллăх, хальхи, пуласси.

Мартăн 29-мĕшĕ. Унăн [Сталинăн] кĕлеткисене кăларса пăраха пуçларĕç. Пĕрремĕш шкулти техничка, чăваш хĕрĕ, çапла каланă: «Тем те курса тăрăпăр. С[тали]на та сарайне кăларса пăрахрăмăр та» — тенĕ. Пĕтĕм актив ЦК çыруне вулать. Шупашкар пĕççе çапа кăна тăрать. Н[онна] мана пророк тет. Мĕншĕн тесен таврăнсанах эпĕ ăна çакăн çинчен каласа хунă. Петĕрсен Петĕрне [Хусанкая] çыру ятăм.

Мартăн 30—31-мĕшĕ. «Сарпике» кайса куртăмăр. Артистсем лайăх тăрăшаççĕ, анчах литература материалĕ çитмест. Сăвă — сăвă мар, проза тесен — проза мар. Халап. Ыррипе усалли кĕрешни. Шуйттансем, упăтесем, тухатмăшсем. Халăх халапĕнче — кĕлĕ, кунта — юрă. Шуйттансем юрăран хăраççĕ — килĕшмест.

Спектакль хыççăн сӳтсе явнă. В[асилий] Яклч [Яковлев]: шуйттансем нумайрах, тесе каларĕ тет. П. Н. Осипов ăна хирĕç çапла калать: Шуйттансем сцена çинче мар, хамăр хушшăмăрта нумай, çавăнтан хăрамалла, терĕ тет.

Юлашки кунсенче Марфа аппан [М. Трубинан] «Ача чухнехипе» тертленсе ларатăп.

Е. Я. [Орлова] тата А. И. [Токсина] килсе ларчĕç. Мăнтарăн карчăкĕсем, юлашки улшăнусемшĕн çав тери хавас, анчах вĕсен савăнăçĕ куççуль витĕр. ЦК çыруне вуланă чухне А. И. [Токсина] тăршшĕпе йĕрсе ларчĕ. Гурий [Титов] пĕр çыхă сухан янă.

Йăван [Кузнецов] «Хыпар» çинчен çырса пĕтерчĕ. Тĕп шухăш — «Хыпар» — революциллĕ хресченсен хаçачĕ. Хыпар — революциллĕ тăвăлсен йыхравçи. Кун пирки пысăк пуху туса ирттересшĕн. Çитет ĕнтĕ хăравçăсене пăлханма. Каллех «айĕсене» яраççĕ... Иртнĕ вырсарникун Ноннăпа сăн ӳкерттернĕччĕ. Аван тухнă. Пĕрне Мускава, Михалясем патне, çакăн пек асăнуллă çырупа ятăмăр: Московской ветви нашего дерева. Да будет она плодовита!

Апрелĕн 1-мĕшĕ. Вырсарни кун. Ноннăпа уçăлма тухрăмăр. Богдан Х[мельниц]ки урамĕнче пĕр ушкăн ача темĕскер шавлаççĕ. Пĕри манран ыйтать: «Эсир, пичче, милиционер мар-и?» — тет. — «Мĕн кирлĕ?» — теп. — «Ав çав ача С[талин] портретне çурса пăрахнă», — тет. Ачи: «Эп мар ăна, атте çурчĕ», — тет. Эпир каларăмăр: «Эсир шкул ачисем-и? Апла пулсан кун çинчен хăвăр учительницăран ыйтса пĕлĕр...» Ачасем пиртен темиçе татăк тунă портрета пуçтарса юлчĕç.

Пинерписем патĕнче пултăмăр. Микулая [Акимова] куртăмăр. Тем пекех хавас: иксĕмĕр Енисей çинче калаçни пĕтĕмĕшпех тĕле килсе пырать, тет.

Апрелĕн 2-мĕшĕ. Тĕпчев институчĕн ăслăлăх сессинче пултăм. «Культура и культурное наследство чувашского народа». Чăваш культури çинчен вилнĕ халăхăн культури çинчен калаçнă пек калаçаççĕ. Макаров, çутĕç министрĕ пулнăскер, ачасене мĕнле чĕлхепе вĕрентес шухăша каланă чух Кушкă пупĕ Смеловпа пĕр канаш пуласси патнех пырса çапăнчĕ. Чухламасть — хăш вăхăтра тата мĕнле условисенче И. Н. Ульянов ĕçленине. Чĕрĕ те мал ĕмĕтлĕ шухăшсем [В.] Канюков докладĕнче анчах палăркаларĕç.

«Т[ăван] А[тăлăн]» кĕнекин «авторскине» вуласа патăмăр.

Апрелĕн 6-мĕшĕ. «Коммунизм ялавĕнче» «Тăван Атăлти» ум статья пирки çыру пур. Çыруне алă пусман. Пĕлекенсем каланă тăрăх — Агаковăн. Калюков, хаçатри хăйĕн тусĕсене пула, ку вăрă-хурахла диверсине мана, Кăлкана тата Союзра ĕçлекен юлташсене хирĕç тунă. Редакторпа унăн çумми (иккĕшĕ те ăнман çыравçăсем// неудачники-писатели), тĕрĕс маррине пĕле тăркачах, çырăва пичетлеме май панă. Йăван [Кузнецов] аркатуллă ответ çырчĕ. Вĕсем пичетлемесен хамăр патăрта тухать. «Атăлти» ум статья манăн, ăна çыраканни те, çырăва яраканнисем те лайăх пĕлнĕ.

Элекçейпе татнă телефон пирки калаçу пулчĕ. Ятлаçма пăхать. Мĕншĕнне каласа патăм. Нарспирен çыру пур — Михаля çинчен çырса пĕтереймест.

Апрелĕн 9-мĕшĕ. «Çапа пĕлмен пушша» редакци членĕсем пурте алă пусрĕç. Кăнтăрла иртсен тĕпчев институтĕнче пултăмăр. П. Григорьев Хусан архивне кайса килнĕ хыççăн Тайăр Тимкки çинчен чылай интереслĕ хыпарсем пĕлтерчĕ. Каçхине, 6 сехетре, поэзипе проза секцин пухăвĕ пулчĕ. Проза антологийĕ (вырăсла) тата Муса Джалиль сăввисем (чăвашла) пирки сӳтсе яврăмăр.

Апрелĕн 12-мĕшĕ. Радио чăвашла çамрăксен ташшине калать. Ноннăпа яра патăмăр ташша. Нонна ташшине йăлтах Ярдыковăран ӳкерсе илнĕ — хăтланкаларăшĕ йăлтах çавăн: хуçкаланни, силленни, сăпайлăхшăн тутине тытни т. ыт. те. Пырать — пире никам та курмасть.

Каçхине политзаняти пулчĕ. Калаçрăм. Колхоз председателĕ ялта — тĕп фигура (ĕлĕк — райком секретарĕ пулнă). Çамрăк ăру ашшĕ-амăшĕсен ĕçĕсене хисеплеме вĕренесси, вĕсен ĕçĕсене малалла хăват парса пырасси çинчен каларăм. Шкула политехнизацилес ĕç çинчен каланă чух И. Яковлевăн ĕлĕкхи опычĕ çинчен аса илтĕм (мастерскойсем, ял хуçалăх ферми). Пĕр майра мана вырăсла калаçтарасшăн. Вара эпĕ: мана тăван чĕлхепе калаçма çăмăлтарах, кунсăр пуçне, маншăн чĕлхе обществăри хутшăну хатĕрĕ çеç мар, чун-чĕре хистевĕсене йӳнеçтерекен хатĕр те, терĕм. Тăван чĕлхепе калаçнă чух, турра кĕл тума лартнă çын пек, эпĕ канса каятăп, терĕм. Ман шухăша юлташсем (пурте чăваш) сивлемерĕç. Кӳреннĕ майрана В[асилий] Иванч [Краснов-Асли] ман сăмахсене куçарса пачĕ.

Çитес уйăхра парас сăвă сборникне «Камăлтан» ят хурас.

Апрелĕн 13-мĕшĕ. Поэзи секцине пухса Шавлин сатирăллă сăввисене пăхса тухрăмăр. Бюрократизма, улпутлăха, йăпăлтатнипе юп курса пурăнакансене, наянлăха, çăткăнлăха, куштанлăха питлет. Сăввисем — вăйлă. Сасси хăйĕн. Аталанса çитнĕ поэт. Паймен килнĕ, пухура пулчĕ. Пуху чăвашла калаçрĕ.

Апрелĕн 19-мĕшĕ. Парти вĕрентĕвĕ. Тема: наци ыйтăвĕ. Заняти тăван чĕлхепе иртрĕ. 1937 çулта пулсан Уйăпа çавăнтах тытса хупмалла: Ленинăн наци политикине пирĕн республикăра пăсни çинчен акăш-макăш сăмах каларĕ.

Эпĕ Ленин патшалăхшăн йывăр вăхăтра Чĕмпĕрте чăвашсем валли икĕ семинари, каярах институт уçни çинчен каларăм. Фермăна тавăрса панă. [19] 19 çулта чăвашсен виçĕ уесĕ кăна (Шупашкар, Етĕрн, Çĕрпӳ) 6 мĕльюн пăт патшалăха тырă панă. Ку вăл ун чухнехи Хусан кĕпĕрни панă тырăран 75%. Выçлăх пулсан, Ленин чăвашсен манман, выçлăха çемçетес тĕлĕшпе кунта Крупская ĕçленĕ. 1921 çулхи Мускав пулăшăвне чăвашсем чăн тивĕçлĕ пулнă.

Апрелĕн 23-мĕшĕ. Матэ Залка 60 çулĕ. Союзра лару. Талвир, Тимрясов, Ваçанкка, Долгов асаилӳсемпе тухрĕç. Тĕнчепе çыхăну тытас шухăш-кăмăл чăмăртансах пырать.

I. 30-та «Тăван Атăл» конференцийĕ пуçланчĕ — Горький ячĕпе тăракан тĕп библиотекăра. Вулакансем чăвашла кĕнекесем нумайрах ыйтаççĕ. Çырса ĕлкĕреймесен вырăсларан куçарăр теççĕ. «Капкăн» тата «Хатĕр пул» чĕрĕлессе питĕ кĕтеççĕ. «Тăван Атăлта» çапăнса тухнă произведенисенчен (пĕлтĕрхисенчен) Алка, Трубина Марфи, Аслан, Харлампьев çырнисене ырларĕç. Чăвашла вуласшăн, вуласшăн, вуласшăн. Пирĕн çырмалла, çырмалла, çырмалла.

Апрелĕн 24-мĕшĕ. Агаков пырса ларчĕ. Вăрçасшăн та, килĕшесшĕн те. К-па манран этемсен сехрисем хăпнă. Т[алвир]па Д[олго]в эпир пуррипе вăйлă тесе шутлаççĕ. — Эпир вăрçма мар, сирĕнпе пĕрле ĕçлеме таврăннă! — терĕм.

Т[алви]ра юратмасть. Лешĕ: «А[гако]в ачисене выçă хăвармасăр лăплан-мастăп» — тесе каланă имĕш. Каярах питĕ килĕшесшĕн: «Эп Ĕ[çхĕ]л те, У[йăп] та мар, тет. Ман сăмах: «Эпĕ вĕсем çине вĕчĕ тытмастăп, мĕншĕн тесен У[йă]па Ĕ[çхĕ]л — инкеклĕ обстоятельствăсен çуратăвĕ, вĕсенчен мĕскĕн çын та çук халĕ, терĕм. Ларсан-ларсан, лăпланнă пек пулса, тухса кайрĕ. Чун таса марри этеме канăç памасть-мĕн. Уйăх çапнă пек çӳреççĕ. Жалкие, жалкие люди.

Апрелĕн 25-мĕшĕ. Пединститут директорĕн кабинетĕнче ученăйсемпе писательсен канашлăвĕ. Пичет ĕçĕнче ĕçлекенсем нумай. Кун йĕрки — Сироткинăн çĕнĕ кĕнекине («Чувашская литература советского периода») çапма йышăнчĕç. Н. Андреев докладне — «Перевод относительных прилагательных на чувашский язык» — итлерĕç. Доклад нумай шавлаттарчĕ. Эпĕ те тухса каларăм. -Лă/-лĕ аффикссене хӳтĕлерĕм. Кирлĕ, анчах пĕлсе усă курмалла. Доклада чăвашла туманшăн Пинерпе Якимов (редактор) Андреева ятларĕç. Паян пĕрремĕш пăрахут.

Апрелĕн 26-мĕшĕ. Шатров патĕнче пултăм — Петтян тата хамăн унри архив пирки. Венский хăй кабинетне чĕнсе кӳртрĕ. Следстви вăхăтĕнчи илемсĕрлĕхсемшĕн каçару ыйтрĕ. «В исходе Вашего дела был лично заинтересован Митряшов», — терĕ. Сире ун чух арестлемелле те пулман, калаçма кăна илсе кӳртнĕ, хăвăр Митряшовпа калаçса татăлнă пулсан кăларса яратчĕç, терĕ. Ку тĕрĕс, мĕншĕн тесен мана аяла антарса яриччен çӳлте пĕр сутка ытла муталарĕç, çăхав çырма хушрĕç. Эпĕ килĕшменнине пула Митряшов вара мана тем те пĕр каласа хăртнă хыççăн, Алексеев прокурортан санкци илет. Митряшовпа ман хушшăмри тавлашуллă калаçăва Кавал ачи (халĕ кам вăл унта— пĕлместĕп) итлесе тăчĕ. «Вы до сих пор не отказались от ваших кр[итическ]их взглядов, — терĕ вăл эпĕ çăхав çырас çуккине курса, — в тюрьму его!» — «Пожалуйста, — терĕм эпĕ ăна, тарăхса кайнă енне, — лучше в тюрьме, чем с Вами». Çакă сăмах санкци илмесăлтав пулчĕ пулмалла.

Каçхине Йăванăн «Хыпар» çинчен доклад пулчĕ. Трактор пек алтать Йăван. «Хыпар» çинчен йăлтах çĕнĕлле, ленинла шухăшсем. Аргументсем — мĕнле! Историксенчен хирĕç калас текенсем пулчĕç, анчах вĕсен сăмахĕсем — детский лепет. Чăтаймарăм, тухса каларăм. Пуху пĕтĕмĕшпех чăваш чĕлхипе иртрĕ. Нихăçан чăвашла калаçманнисем амăш чĕлхине аса илчĕç.

Майăн 1-мĕшĕ. Демонстраци Шупашкарта вăйлă иртрĕ. Халăх, халăх, халăх. Х[усанкай]па пĕрле пултăмăр Д[олг]ов, К[узнец]ов, Т[алв]ир, Шавли пĕр ушкăнра çӳрерĕмĕр. «Асапçă» пĕр сăмах та чăвашла кăшкăрмарĕ. Петĕр кăмăлĕ уçă, ялан анекдотла япаласем çине куçать. Майăн тăваттăмĕшĕнче чăваш делегацийĕпе Румыни çĕрне тухса каять.

Майăн 6-мĕшĕ. Мункун. Ноннăпа ани тăпри çине кайрăмăр. Пĕлтĕр тирпейлени — çаплах. Пуç вĕçĕнчи йӳç улми чĕрĕлет. Вилесен хули таçта çитиех ӳссе кайнă. Воробьевсен тăпри çинче те пултăмăр. Тимĕр карта, обелиск.

Масар çине кайнă чух пĕр ӳсĕр чăваш хыççăн утса пытăмăр (юриех). 65—70 çулхи ватă, хула евĕр тумланнă. Юрларĕ, сăмахсем каларĕ— ялан пĕр юрă, пĕр сăмахсем:

Пурри пуршăн кулянать,

Çукки çукшăн кулянать.

Пирĕн мĕншĕн кулянас —

Эпир хамăр хут укçа!

Унтан пырать-пырать те: Рахмат атте-аннене çут çанталăка çуратса янăшăн — хурлăх курма. Каллех пырать-пырать те: Маншăн паян та коммунизм, маншăн ыран та коммунизм! Татах пырать-пырать те: Эх, тĕнче — хăрах айккинче! тет хашлатса. Унтан каллех асăннă юрра юрласа ярать, ун хыççăн çав сăмахсенех калама пуçлать...

Майăн 13-мĕшĕ. «Ленина курни» очерка пĕтертĕм. Хамăн кăмăла каять. Нумай тăрăшрăм. Ленинăн икĕ томне (29—30) çул май пĕтĕмпех вуламалла пулчĕ. Ев[докия] Я[ковлевна Орлова] савăнса кайрĕ.

Майăн 14-мĕшĕ. Редактор (Кăлкан) çивĕч, сулмаклă вырăнсене йăлтах мăкатса, якатса тухрĕ. Хăравçă. «Кăвак хуппине» мистика тет. «Алтарь отечества», «священный долг» мистика мар-им? — терĕм. Вĕсем поэзи категорий пулсан «Кăвак хуппи» те çавах. «Эрне пурнăçăм тикĕс пулмарĕ» тенине те хуратнă. каларăм:«Çавăнпа Альтукăн сăнарĕ интереслă та — пурнăçĕ унăн тикĕс пулман. Çавăн пек çынсем — тимĕр, хурăç», — терĕм. Тата [В. Н.] Абашева вулама пачĕç— ыран мĕн калĕ. Эльмен çинчен асăннинехуратрĕç.

Паян иртенпе (халĕ 11 сехет каç) чĕрĕслетсе çумăр çăвать, урам урлăшĕпех асфальт çийĕпе шыв юхать. Кăçал çуркунне те кун пек пулман. Çапла пĕр эрнене яхăн (шăп эрне ĕнте!) çумăр çăвать.

Паян Шелепи хăмине пирĕн çурт çинче уçрăмăр. Халь тин Ноннăпа Шелепи килĕнчен, Советсен çуртĕнчен, килтĕмĕр. Çумăр пирки халăх нумаях пулмарĕ. Студентсем поэтăн сăввисене вуларĕç. Оркестр (симфонический) чăваш кĕввисем вылярĕ. Петров, Пикулина юрларĕç. Чи лайăххи — Алка сăвви — Шелепи çинчен. Аслă, илемлĕ, хĕлхемлĕ сăвă. Анчах, сăвви тем пек лайăх пулсан та, хăйĕн, сăвăçăн, темĕнле, поэт сăнарĕ çук. Çав курăм туйăма пăсать. Сцена çинче пиртен Хусанкай пуян.

Майăн 17-мĕшĕ. «Ленина курнине» аслисем кăранташпа вуласа тухнă. «Ис[люк]овăн паллисем уйрăмах интереслĕ, тимлесе вулани курăнать. «Чăваш» çине ытларах пусăмланине асăрхаттарнă. Тата (тĕлĕнмелле) 1918 çул икĕ чăваш уесчĕ патшалăха 5 мил. пăт тырă панине ĕненмеççĕ! Эпир халĕ те, мĕнпур республика, унтан ытла параймастпăр, тесе калаççĕ иккен. Çавăн пек фактсене пирĕн аслисем пĕлсе тăрсан, хамăр çинчен урăхларах шухăшлĕччĕç вĕсем. Çав тĕллевпе кăтартнă та эпĕ вăл факта. 1921 çул Ленин хăй выçăхакан чăвашсен положенине çăмăллатас тĕлĕшпе çав тери тăрăшни (юри кунта Н. К. Крупскаяна т. ыт. янă) ахаль мар, патшалăх чи йывăр вăхăтра чăвашсен умĕнче парăма кĕнĕ. 1918 çул, революцишĕн чи-чи хăрушă вăхăтра, Мускава, революци чĕрине, никам та мар (Украина та мар, Грузи те мар т. ыт. те), чăваш пулăшнă Ленин çакна лайăх астуса тăнă. Çавăнпа хам очеркра çакă факта акцентларăм та эпĕ. Тĕлĕнтерет, тарăхтарать — питĕ начар пĕлеççĕ пирĕн пуçлăхсем хамăр историне!

Очерка «Коммунизм ялавне» ыйтаççĕ иккен (Кăлкан пĕлтерчĕ). «Тăван Атăлра» çапăнса тухмасăр парас мар. Ислюков Мускав валли вырăсла куçарма хушнă.

А. Артемьевран илтнĕ афоризм кăмăла кайрĕ: «Написанное пером нельзя редактировать топором, написанное топором нельзя редактировать пером».

Политзаняти хыççăн, уçăлмалла тесе, масар çине Йăван, Ваçилей кайрăмăр. Эльмен тĕлне Ваçилей манран лайăхрах пĕлет. Эхмин тĕлне те кăтартрĕ. Анчах, паллах, приблизительно. Пур çĕрте те çул, сукмак, автомобиль лапăртаттарса çуренĕ йĕрсем — тăмлă йăрансем. Кстати, кстати. И[слю]ков ман очеркра Э[льмен] çинчен каланине хăварма хушнă, халĕ унăн тăприне тирпейлеме шутларăмăр, тесе калать тет.

Çул май, Йăван [Кузнецов] Супике ятлă чăваш хĕрĕ çинчен питĕ илемлĕ калав ярса пачĕ (историллĕ факт, Разинсен вăхăчĕ).

«Кăмăлтан» вĕçленсе пырать.

Майăн 18—19-мĕшĕсем. Томасова куртăм. Облаçран республика (1925 çул) туни çинчен каласа пачĕ. Вăл ун чухне Обком секретарĕ пулнă. Чăвашсен требованийĕ: «Облаçран республика тумалла, центрĕ Чĕмпĕрте пулмалла. ЦИКра ĕç тухмасть, Калинин умĕнче «Чувашия» кĕнеке касăлмасăрах выртнă. Томасов хăйĕн сăмахĕнче çакăн çинчен калать. М[ихаил] И[ванович] кăтартса каять. Политбюро комиссийĕнче те ĕç тухмасть. Вара Т[омасов] Сталин патне каять. Мехлис (Ст[алин] секретарĕ) çапла калать: примет вас по любому вопросу, но только не по вопросу преобразования. Вара Томасов: экономика ыйтăвĕсемпе, тет. 3 минутранах С[тали]н йышăнать. Томасов Чăваш çĕршывĕнчи хуçалăх тĕлĕшĕнчен питĕ пысăк йывăрлăхсем çинчен каласа парать. Где выход? — тет Сталин. лешĕ калать: Республика тусан, самайтарах пулĕччĕ, — тет. — А все же протащил, — тет Сталин. — Иначе у меня выхода не было, с кем не говорю, все спрашивают вашего мнения, — тет Томас[ов]. — Ну, говори, боюсь что-ли, — тет Сталин. Юлашкинчен, Томасов тĕплĕн каласа парсан, —действуй, мешать не буду, — тесе каларĕ тет кавказла акцентпа.

Вара Т[омасов] политбюро ытти членĕсем патне çӳрет, ӳкĕтлет. нумайăшĕ килĕшеççĕ.

Смирнов сăмахĕ: Салатса пĕтертĕр Российăна. Комиссарсенчен те вырăсран пĕр эпĕ кăна, — тесе калать. Бухарин ун çине сиксе ӳкет: Эсĕ хăвна кăна вырăс тесе ан лар, эпир те вырăс.

Политбюрора нумай-нумай тавлашаççĕ. Зиновьев малтан Томасова хӳтĕлеме пулнăскер, компромисла решени парать: Голосовать за республику с включением Алатыря. Ун сĕнĕвĕпе килĕшеççĕ. Варейкис, Гусев Ульяновскине пире питĕ парасшăн пулнă (Варейкис чăвашсене хăй Чĕмпĕрте ĕçленĕ чух лайăх пĕлнĕ), ыттисем е хирĕç (Молотов та), е хăйсен шухăшĕсене палăртман. Калинин политбюрора пулман (Юрать-ха вăл пулмарĕ, тет Томасов). Сталин çур сехет ытла сăмах каланă (теоретическая речь).

Майăн 21-мĕшĕ. Виçĕмкунах Комитета тупнă япаласене илме чĕнтернĕччĕ. Кайрăм. Нимĕн те тупманпа пĕрех. Икĕ карточка (фото), справка, об освобождени (1947 год) тата свидетельство — вĕренсе тухни çинчен (Чĕмпĕр, 1928). Петĕрĕн çук, нимĕн те тупман. Обыск протоколĕ тăрăх та нимĕн те çук теççĕ. С-ов унăн приговорне тата хăй çырнă кассацине вуласа пачĕ. Ачана нимĕн айăпсăр пĕтернĕ. Паллах, маншăн.

Кунĕпех паян ученăйсен сессинче лартăм. Ыйту — происхождение чуваш.

Майăн 28-мĕшĕ. Ĕнерпе паян Ăслăлăх институчĕн конференцийĕ. Ыйту: чăвашсем пулса кайни. Ку ыйтупа проф. Смирнов (археолог) тата Серебренников (лингвист, Наукăсен Академи членĕ-корреспонденчĕ) доклад туса пачĕç. Тухса калакансенчен [В]. Димитриевпа [И.] Кузнецовăн (уйрăмах — кайранхин) сăмахĕсем витĕмлĕ пулчĕç. Шăп ман шухăшсенех калама çывăхарчĕç. Ман тезис: пулхăр (суаз) — чăвашсем (хальхи тутарсем пирки). Тутарсем хăйсене пĕртен-пĕр пулхăр ачисем тесшĕн, чăвашсене финсем патне ярасшăн. кун пирки вĕсене Кузнецовпа Димитриев питĕ çапрĕç. Пĕтĕм аргументсем пулхăр теорине çирĕплетеççĕ. Импотентсем шухăшласа кăларнă автохтонлă теори петрĕ. Халĕ ăна, тутарсемсĕр пуçне, никам та хӳтĕлемест. Час вăхăт çитет. Паянхи тутарсем — ĕнерхи тезиса йышăнаççех. Ахаль мар çармăссем вĕсене паян кун та суазсем теççĕ. Гамиди (эпĕ унпа калаçрăм), ĕнерхи чăваш паян — Сĕве тутарĕ, çакна пĕлмене перет. Пĕлсен те унăн пĕлтерĕшне шута илесшĕн марри курăнать.

Майăн 23-мĕшĕ. Паян ир кӳлĕм писательсем патĕнче проф. Н. В. Никольский пулчĕ. «Хыпар» историне каласа пачĕ. Пухун официалла мар протоколне эпĕ çырса пытăм. Писательсем старике тем пекех тĕпчерĕç. Вăл каласа панă тăрăх, «Хыпар» кун-çулĕ — революциллĕ чăвашсен эпопейи. Юлашкинчен хăйĕн интереслĕ биографине каласа пачĕ.

Ĕнерпе паян «Тăван Атăлăн» виççĕмĕш номерĕпе (авторская корректура) лартăм.

Майăн 29-мĕшĕ. Поэзи çинчен ĕнерпе паян правлени валли доклад çыртăм. Правленин сарлака ларăвĕ доклада ырларĕ. Ыйтусене хирĕнчĕклĕрех лартнипе доклада çырни тăрăх вуламалла пулчĕ. Вулама пуçличчен çакăн пек ум сăмах каларăм (шӳтлерех тонпа):

«Ĕçкĕри юлташлăха пайташлăх теççĕ, ĕçри юлташлăха ĕçтешлĕх теççĕ (Н. И. Ашмарин, çавăмĕш том, çавăмĕш страница).

Пайташлăх йăпăлтатнине юратать, ĕçтешлĕх критикăна юратать. Эпир ĕçри ĕçтешлĕхшĕн, сывлăхлă конфликтшăн. Юратать пулсан — ыратать, ыратать пулсан — юратать. Ман сирĕн умăрта тăвас докладра хирĕнчĕклĕ вырăнсем нумай. Çитменнине çитерĕр. Ытлашшине каçарăр. Йăнăшсене тӳрлетĕр...»

Йăван: «Чисти мăнкĕрӳ такмакĕ пекех», — тесе ларать.

Доклад пирки ырласа калаçакансем чылай пулчĕç. Пичетлемелле терĕç. Кăткă Упи, ырри хăйшĕн нимех те пулмассине сиссе, доклад пуçлансанах тухса кайрĕ.

Çак кунсенче сăвăсен сборникне пĕтерсе паратăп.

Майăн 30-мĕшĕ. Паян кунĕпех корректурăпа лартăм (к печати!). «Советская Чувашия» хаçатра Сироткинăн статьи пур. Ман ята та асăннă.

Халĕ — çур çĕр иртсе иккĕмĕш сехет. Икĕ хĕрарăм пĕр арçын, ӳсĕрскерсем, чăвашла юрласа иртсе кайрĕç. Ялти пек. Чунăм савăнса юлчĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕ. Ирсенче-каçсенче шыва кĕме çӳретпĕр. Ĕнер Чăвашгизпа договор тăвасшăнччĕ — ĕç тухмарĕ, кĕнекен калăпăшĕ тата хакĕ пирки калаçса татăлаймарăмăр (план тăрăх ытла та сахал пăхнă). Культура министрĕ патĕнче пултăм. Вăл ĕçе Чăвашгизра пăхса тухма каларĕ, Александрова кăтарту пачĕ. Пралека каçхине Атăл хĕрринче куртăм, чылай пĕрле çӳрерĕмĕр. Юлашкинчен, хам тапратмасăрах, ĕçе положительно туса парассине каларĕ. Паян ирхине Атăл хĕрринче Артемьевпа Евстафьев та пулчĕç — шыва кĕме аннă. Ачасем урă.

Ноннăна ĕнер пурçăн кĕпе илтĕмĕр. Сăн ӳкерттертĕмĕр. Нарспирен çыру пур.

Йăван çак кунсенче çĕнĕ ĕçе куçмалла — Гиз пуçлăхĕ. Хăй хирĕç мар.

Июнĕн 25-мĕшĕ. Виçĕм кун Чăвашгизпа договор турăм — хам палăртса хунă пек. Икĕ уйăхлăха отпуска кайма заявлени патăм.

Ĕнер каçхине вăйлă çумăр (аслатипе) пулчĕ. Уй-хирсем типсе кайнăччĕ, халĕ самайланаççĕ ĕнтĕ. Паян ирхине каллех çурĕ. Ноннăна ĕçе кайма çăмăлланчĕ, мĕскĕн — кашни каç шкул пахчине сапса супатчĕ.

Ленин садĕнче ĕнер шкул ачисен фестивалĕ. Чăвашла ташлани (Чутай хĕрĕсем) кăмăла кайрĕ.

Хула тулли ял интеллигенцийĕ.

Июнĕн 27-мĕшĕ. Ĕнер Уярăн шăрттансем çинчен çырнă статйи «Коммунизм ялавĕнче» çапăнса тухнă. Тахçанах калаçмалли, пурнăçламалли ыйту. Кун пирки 1937 çулта эпĕ Лука Черновпа (наркомснаб) калаçса татăлнăччĕ, Лука савăнсах килĕшнĕччĕ. Кайран, пĕр-ик уйăхран, тĕрмере тĕл пултăмăр, асăнса култăмăр. Энтузиастчĕ мăнтарăн ачи! Томасинлагра вилнĕ.

«Т[ăван] А[тăлăн] таваттăмĕшĕ хатĕрпе пĕрех. 3-мĕшне халĕ те типографинчен кăлараймаççĕ-ха, касасси кăна юлнă. Типографи учебниксемпе пӳлĕнсе ларнă. Ĕнер Чулкаç «Ленина курни» очерка радиона панă.

Ильпек Виçпӳрте туя кайса килчĕ. Çумăр пирĕн енче те вăйлă çунă. Халăх кăмăлĕ хăпарчĕ тет.

Хусанкай халĕ те çук. Таçта — салам та, чалам та ямасть. Тăваттăмĕш кĕнекене унăн та сăвви каять — пит лайăхскерсем.

Паян Шатрова урамра куртăм. Алă тытрăмăр. Ал çырусене лайăхрах шы-раттарма пулчĕ. «Тайăр» [поэма] патне тата тепĕр сăвă кайса патăм — Ильбекова кăмăла кайрĕ: «Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем»... Çак кунсенче çырнăччĕ. Çамка, сăмса тăпси патнерех, каллех ыратать.

Июнĕн 30-мĕшĕ. Тумтир шкапĕ туянтăмăр. 1000 т. Нонна савăнса кайрĕ.

Каç кӳлĕм Петĕр [Хусанкай] килсе чылайччен ларчĕ. Вăл Т. С. Кривова илсе килнĕ — хăйĕн шучĕпех. Мереш çинчен чылай каласа пачĕ. Мускав хыпарĕсем. Çĕнĕ анекдотсем. Кавказ мыскарисем. Кĕнекене кӳртнĕ хăш-пĕр сăвăсене вуласа патăм. Çĕнĕ сăвăсемшĕн савăнчĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ.

Юрă праçникĕ. Ака туй. Юманлăхра, Лакрей катинче. Тĕп эстрада — питĕ лайăх çĕрте — тарăн вар тĕпĕнче. Хирĕç çыран çинчен темиçе пин çын йывăçсен айĕнчен пăхса ларать. Тем аслăш амфитеатр пек. Йывăçсен айĕнче лараççĕ, тăраççĕ, таянса выртаççĕ, ĕçеççĕ, çиеççĕ, никам та никама кансĕрлемест, сцена çинче ташлаççĕ, юрлаççĕ, усилительсем сасса пур çĕре те çитереççĕ. Эллада! Чĕрĕлнĕ Эллада! Кривов макăрать тет. Унăн фотоаппарат пур, шав ӳкерет. Хусанкайпа пĕрле пултăмăр. Кузнецов ачасемпе. В. Давыдов Марьепе. Первомайскисем сăн ӳкерттертĕмĕр. Кăçал юрă кунĕ питĕ те йĕркеллĕ иртрĕ.

ВАÇИЛЕЙ.

1956

Кун кĕнеки : 1956 çул // Ялав. - 1990. - № 3. - С. 77-89..

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru