Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Кун кĕнекинчен

...1956 ç.

Юлашки вăхăтра пирĕн пухусенче час-часах пĕр чăрсăр сасă: чăвашла калаç! çăвар туллин илтĕнет. Чаваш йăлине юратмансене çак сасă чăпăркка пек чăвашлатса çапать.


ОКТЯБРĔН 27-МĔШĔ (1956 ç.)

Пасара çитрĕмĕр. Мана чикан майрисем юмăç пăхасшăн тапăнчĕç. Пăх-тартăм. Укçине кивçен Ваçлейрен (2 тенкĕ) илтĕм (Вăрăм Ваçлей). Пĕри: эпĕ питĕ хăрушă тухатмăш, хӳреллĕ çуралнăскер, тет. Хăй — куçĕпе çисе ярать.


ДЕКАБРĔН 18-МĔШĔ (1956 ç.)

1937 ç. — малтанхи арест. Шăп çурçĕрте килсе кĕчĕç. Ачасем çывăрса юлчĕç, Илемпи анчах — алăри ача — çывăрайманччĕ. Паянхи пекех ăшă, йĕпе-сапаллă кун. Пирĕн патăрта чух дж. пек Исаев, мана Ехрем çуртне илсе çитерсен, сасартăк урнă йытта, кашкăра тухса кайрĕ — ахăрать, тулашать. Вунтăхăр çул иртрĕ. Çав каç халь çеç пулса иртнĕ пек. Çавсем çинчен майĕпен çырас пулать.


МАЙǍН 10-МĔШĔ (1957 ç.)

Калас пулать, портрета çурса таптанине Кĕçĕнни çеç курнă, алǎ пу-саканни — виççĕн. Çапла ĕнтĕ вăл этеме пĕр тапăнсан, йытти те пырса çыртать. Тепĕр тесен, ку вăл У. ĕлĕкхи çылăхĕсемшĕн, — сахал мар таса çынна йĕртнĕ.


МАЙǍН 18-МĔШĔ (1957 ç.)

Алентей В. — ăслă, кăмăллǎ, шӳте çĕклеме пултаракан чĕлхеллĕ çын. Оптимистла скептик. Пурнǎç мыскарисене лайăх асăрхать, тĕнчере чап мĕн иккенне пĕлет, этем тени умĕнче сиккеленмест, мĕншĕн тесен этемĕн хакне аван чухлать. Пĕр сăмахпа каласан, хăрах ураллă пулсан та, çĕр çинче ватă юпа пек тăн-тăн тǎрать.


ИЮЛĔН 7-МĔШĔ (1957 ç.)

Иртнĕ кунсенче Йăван патĕнче пултăм. Чылай калаçса лартăмăр. Талантлă çын. Анчах принцип тасалăхĕсем тĕлĕшпе каллех эпĕ ун пирки иккĕленме пуçларăм. Савантеев иккĕмĕш хут мĕншĕн лекнине каласа патăм. Уншăн, çĕршывра икĕ парти — баланс валли (рабочи тата хресчен) тăвасси çинчен шухăшланăшăн, эпĕ хам та хупмалла ăна, тет... Ун пек кăмăлпа малаллах каяймăн.


ИЮЛĔН 21-МĔШĔ (1957 ç.)

Ĕнер Петĕр (Хусанкай) Арапуçне (пирĕн яла) кайса килнĕ иккен, халăха Румыни патшалăхне кайса килни çинчен каласа панă. Вырăсла калаçнă, пĕр-иккĕшĕ ирĕксĕрлерĕç, тет. Çемçе хăлхаллă пулнăшăн ятларăм, конституцие пăсатăн, терĕм. Чăваш апат-çимĕçне те тиркекен пулнă иккен Петĕр. Ытлашши тиекленместпĕр-ши?


Е. Я. Орлова патне янă çырусенчен

Аппа!

Кайрăн та — мантăн. Сансăрăн Шупашкар кичем. Часрах таврăн, пире «Альтюкиада» (Митта, Евдокия Орлова пурнăçне тĕпе хурса, роман çырма шутланă) кĕтет.

Ыран, шăмат кун, Йăвана чыслатпăр. Шел, Эсĕ пулаймастăн. Теле-грамму çитрĕ — юбиляра пит савăнтарчĕ. — Çыр,—терĕ мана Йăван,— питĕ пăшăрханатăп, Альтук ĕлкĕреймест,— терĕ. Петĕр те, ахăртнех, çитеймест пулмалла. Унран та хăлаçлă телеграмма пур.

Асаилĕве йĕп çăрти витĕр кăларчĕç. Хуçа (ĕмпичче) хăй вуларĕ. Вырăсла куçарттарасшăн. Аслă редактор Д.С. ятне хуратнăччĕ, ĕмпичче калле тутарчĕ. Вуланă чух астăвăн — пăртак мăкатнă вырăнсем пур: Кăлкан алли.

Ноннăпа иксĕмĕр сана ырлăх-сывлăх сунатпăр, çулу ăнăçлă пултăр, тесе кĕлтăватпăр. Йăванран салам.

ВАÇИЛЕЙ.

15/VI.1956.

Митта, В. Кун кĕнекинчен / В. Митта // Ялав. – 1990. - № 5. – С. 26.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru