Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

«Тайăр» поэмăран


Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар ирĕк - çутăрах çунма.

Ĕшеннисемшĕн çул çинче

Эс - шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

Çунат паратăн çамрăка,

Ватта чун канăçĕ кӳрен.

Сӳнсе кĕлленнĕ кăмрăка

Вут кайăк сывлăшĕ кĕртен.

Хыпса çунан çĕршывăма,

Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.

Хĕвел хĕм панă сывлăма

Мана та пĕр тумлам сыптар.

Сĕткенӳпе шăварăнса

Шаланкă евĕр çĕкленем

Çӳлте çуйхавлăн ярăнса

Этемшĕн савăнăç чĕнем.


* * *

Çӳресе çинçелмен çӳрен ут...

Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут!


Ытарса илейми чечен ир,

Куçпала виçейми çеçен хир...


Лар часрах! Ăш вăркать, ăш çунать.

Кукалет - çул ыйтать çил çунат.


Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсем

Уçăлайччăр эпир вĕçнĕçем.


Шăпăрне çухăртса çил ачи

Чуптăр пирĕнпеле катаччи.


Туссан тус лайăхрах, çил-тăман!

Ирĕк, ирĕк!... Тăван, мĕн тăвам?


Янкăс чун ямшăкла кăтăртса,

Е ярам-и ши-ши! шăхăрса?


Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут,

Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют.


Камăн çулĕ пире хирĕç мар -

Ларкăча тус-йышла сиксе лар!


Савнăç, савнăç!

Чупту, ытала!

Ямшăк тус, хулленрех хăвала...


Киленсе куç хупса иличчен

Ялăм юлнă таçта çитиччен.


Юр ӳкет - и лапка та лапка...

Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка!

Çамрăк ĕмĕр - самант.

Ун парни -

Çут шăнкравлă кĕç-вĕç çăварни.


Анатри юрă


Ман пурлăхăм чух, пин ылтăнăм çук,

Нумай кирлĕ мар тăван пĕрле чух.


Нумай та пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа, элле, мĕн çитет?


Пурри вăл - пĕрле, çукки - çурмалла.

Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?


Çӳлтен ĕрехет сайра пĕрĕхет,

Çапах иксĕлмест пирти перекет.


Ырсенĕн ырсемĕ - Управ та Тирпей,

Эсир пирĕн хунтă, шанчăк, телей.


Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши.

Этем, этеме ан пул ытлашши.


Тивлет те сăвап, мухтав та пехил

Сана, ыр ĕçре хунан таса кил!


Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне

Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне!



И мĕн пуян...


И мĕн пуян, тăванăм?

Сывлăх пуян.

Сывлăх çул памасăр çта каян?


И мĕн пуян, тăванăм?

Туслăх пуян.

Пин ылтăн мар, пин тус эс туян.


И мĕн пуян, тăванăм?

Халăх пуян.

Унсăр пуçне кама пуç таян?


Эс те пуян, тăванăм,

Эп те пуян:

Пуçăмăрта сывлăх пур паян.


Сывă пулар, тăванăм,

Туслă пулар,

Халăх ирĕкĕнчен ан тухар.



Мишавай юрри


Хир-хир урлă çĕр виçсе эп тухрăм:

Шухăшларăм - çак юрра эп тупрăм.


Пархатарлă пирĕн ен, тăванĕ!

Ялан тулăран тулă йăранĕ.


Аташтармĕ сарă тул йăранĕ -

Аташтарĕ янтă мул тăванĕ.


Тĕнче мулĕ - мĕскĕнсен куççулĕ, -

Ан ăмсанăр, пуçăра хĕн пулĕ.


Хир-хир урлă сахал мар хутларăм

Çак юрра эп ахаль мар юрларăм.


Вун тăваттă çапсан

- Çапать кун чанĕ вун тăваттă,

Салам пĕрремĕш апреле!

Ĕнтĕ ман хурлăхлă йăва та

Пăртак çуталчĕ темелле.


Чуна уçса пăлхавлă вăркăш

Кĕрет хĕç карнă кантăкран.

Тĕнче ăшши кунта та пур кăшт

Чĕре таппи чарăнмасан.


Туятăп, ав каплам-капламăн

Мăн Атăлта тапраннă пăр.

Эпир хăçан çапла, тăванăм,

Çĕр чăтретсе тапранăпăр?


Çĕклен, кам выçлăх, кам чуралăх

Кунне текех курасшăн мар.

Вăркать ăш-чик, çунать хаярлăх,

Пĕр харăс çапăçма тухар! -


Çапла вăл алăкăн-тĕпелĕн

Утса хăйпе хăй сăмахлать.

Пĕрре çиçсе илет хĕвелĕн,

Тепре сĕм каç пек шăмарать.


Е акă темĕскер астунăн

Пуçне тытать ик аллипе.

Çунат, çунат пулинччĕ унăн,

Ытла та мăшкăл каплипе!..


Çил кайăк евĕр, тăвăл умĕн

Çӳресчĕ тинĕс çийĕпе;

Е хум пулса пăлхавăр кунĕ

Тапасчĕ аскăн çилĕпе...


Ларать пĕччен пĕр камĕрта вăл,

Кун хыççăн кун ахаль иртет...

Жандарм калать: <Семенов, тайăл!>.

Семеновĕ: <Эп -Тайăр!> -тет.


Ĕнтĕ çулталăк тыттармаççĕ

Ăна хутпа кĕнекене.

Чи пысăк хурлăх çакă мар-ши

Пăртакçă ăс пĕлекене?..


Шарланкă тăраймасть кĕрлевсĕр,

Вĕçмесĕр пурнаймасть хăлат.

Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,

Вăл, пулă пек, типпе юлать...


Ак çапрĕ, çапрĕ вун тăваттă,

Хускалнă вăй Мăн Атăлта.

Çĕклентĕр тĕлĕрнĕ хăватăм, -

Çур кунĕ ялтăрать тулта!


Тап-тап пусса кал-кал утам-и,

Кисрентĕр цементлă урай.

Çĕлен пек сăнчăрăн ытамĕ

Ан пустăр кăкăра пĕрмай.


Ăçта эс, вутлă чăн сăмахăм,

Илемӳпе мана çутат! -

Çапла вăл тăлăххăн-хăраххăн

Кун кунласа утать, утать...


Çук, халь ĕнтĕ вăл тăлăх мар тек:

Вăл туйрĕ турă пуррине...

Ĕмĕрлĕхех поэт ăнкарчĕ -

Çав турă юрă иккенне!


Ĕнтĕ тулать пек хĕсĕк пӳлĕм

Хăватлă юрă-сăвăпа.

Пăхăнтаруллăн, çĕнтерӳллĕн

Кĕрлет йыхравлă йĕс труба.


Пĕр харăс уççăн хуравлаççĕ

Ăна хĕн-хурлă флейтăсем.

Чĕнет, хистет, янрать мăнаçлăн

Фанфара кĕвĕ ӳснĕçем.


Çĕр çĕмĕрсе маттур çар умĕн

Утса килет мăн параппан.

Вĕçĕ-хĕррисĕр халăх хумĕ

Тапса тăрать пур урамран...


- Аркат, çунтар, тĕп пултăр хурлăх,

Эпир çĕн никĕс хывмалла.

Мĕнпур тĕнче, пур ырлăх-пурлăх

Сана çеç, халăх, пулмалла.


Герой-и, турă-и, патша-и -

Пире никам та çăлас çук.

Ху тивĕçне ху çапăçса ил,

Шаккар-ха тимĕр хĕрнĕ чух! -


Çапла вăл алăкăн-тĕпелĕн

Кун кунласа хутлать-хутлать.

Чăваш çĕрне хăват кĕртмелĕх

Вут хĕç пек сăмахсем туптать.


Вăл тăлăх мар, вăл паттăр çарăн

Мухтавлă юррине илтет.

Жандарм калать: <Семенов, чарăн!>

Поэт: <Юрра чараймăн!> - тет.


* * *

Çăлтăр хушка, ан хашка

Сывлăш çавăрми.

Тĕк татнă пек ан васка, -

Иртрĕ çăварни.


Сыв пулăрах, тусăмсем, -

Вăхăт ăсанма.

Вылянисем-кулнисем

Юлччăр асăнма:..


Митта, Ваçлейĕ. Тайăр поэмăран // Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 153-158.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru