Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Ăшăм çунать...

Петĕр Хусанкая


Ăшăм çунать,

Хыпать вăл паян ман...

Ăçта чикес

Тăр ешĕл пуçăма?

Вăл вĕт тӳсет...

Чĕремçĕм, эс ан ман

Таçта ютра

Аташнă тусăма!

Епле тӳсес

Çак чиксĕр хурлăха?

Е куççульпе

Ярам-и юрласа?

Ăçтан юрлан!

Чĕремçĕм - хурлăхан,

Паян тытать

Вăл типĕ ураса.

Тӳсет ман тус,

Тӳсет вăл çич ютра...

Çыврать те пуль

Хӳменĕн хыçĕнче...

Тăван çĕршыв -

<Чечеклĕ çĕн утрав> -

Туй халĕ эс -

Мĕнле вăл çут тĕнче!

Тăван çĕршыв,

Çĕнелнĕ теç сана.

Ăçта сăну,

Çĕнелнĕ сан сăну?

Эс çĕнелмен!

Сан пуçлăх - тăмана.

Пĕтсех пĕтмен

Сан ирсĕр сăттану!

Тăван çĕршыв,

Чăн ывăл ăçта сан?

Ху ылтăнна Пĕлмерĕн упрама.

Чĕппӳсене

Куллен-кун çухатсан

Вара мĕнле

Пулатăн ыр ама?

Шеллеп сана,

Çĕршывăм, эп чунтан.

Сан хуçусем

Халь тухнă çăхана!

Капла пулсан

Чĕр Вилĕм-каччу та

Ак сан пата

Час килĕ хăтана.

Чăн чĕлхӳне

Çураçĕç çăханне...

Çĕнĕ çынсем

Çуратĕç <вырăса>.

Ак çавăнпа,

Çĕршывăм - ман анне,

Эп хыт тытап

Паян кун ураса...

Илтсем, тăван,

Ман йывăр сассăма.

Ан ӳпкеле,

Вăл ирсĕр пулсан та.

Ан каласам:

<Эс ешĕл, эс ăнман!> -

Ĕмĕр манми

Тăванăм ХУСАНКАЙ!


1927

Митта, Ваçлейĕ. <Ăшăм çунать:> : Петĕр Хусанкая / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 59-60.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru