Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Йăлттам хĕвел чупать, ури ун сакăл

Ст. Леонтьева


Йăлттам хĕвел чупать, ури ун сакăл.

Ăна арман кӳлесшĕн пĕр мелник...

Паян, тăван, тултартăм эп вун саккăр,

Паян тăвап эп чаплă менелник.


Паянхи кун тĕттĕм ялта хĕрарăм

Мана кун-çул парасшăн йĕнĕ тет...

Хăй çĕршывне тӳленĕ çав вăл парăм, -

Ачи халь ун, эх, юрă çĕнетет!


Куççуль шывпе анне текех чӳхерĕ,

Чĕри юнне пиллерĕ вăл мана...

Татах калап: чĕлхем çинчи йӳç эрĕм

Тăрĕ пулса ак тутлă лиманат!


Çунатлансах вĕçем-ха эп, тăванăм,

Вĕçем часрах çĕршывшăн юрлама!

Киввишĕн мар, - йăлтах, йăлтах вăл ваннă,

Çĕнĕ çĕршыв халь маншăн Утаман!


Йăлттам хĕвел кулать, çул ун тап-такăр,

Унтан арман тăвасшăн пĕр мелник...

Паян, тăван, тултартăм эп вун саккăр,

Паян, тăвап эп чаплă менелник.


Паян савнап, паян ташлап!..Хыт хурлăх

Мана халь тин çураçмĕ ват кине!..

Салам сана Вăрнар вăрманĕ урлă,

Тыт-ха чĕлхен шерпеклĕ1 куркине!..


1927

Митта, Ваçлейĕ. <Йăлттам хĕвел чупать, ури ун сакăл...> : С. Леонтьева / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 61-62.



1 Шерпетлĕ.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru