Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Мĕншĕн журнал илес мар?


Мĕншĕн журнал илес мар,

Мĕншĕн ăна вулас мар?!

Журнал пире ăс парать,

Пурнăç тума пулăшать.

Пăхăр халĕ Хветĕре

Епле пурнăç тунине!

Унăн пахчи туллиех

Тĕрлĕ çимĕç каш ларать,

Хирти ани ăраснах

Сап-сар ларать хумханса

Кĕре çитсе перĕнсен

Тем чул улма кăларать,

Аван пулнă анинчен

Пӳлме тулли тыр илет.

Хĕл кунĕнче сивĕре

Пурнать Хветĕр савăнса.

Тырри-пулли çитнипе

Налук тӳлет вăхăтра.

Унпа пĕрлех ыттисем

Асапланса пурнаççĕ:

Вĕсен пахчи çимĕçсем

Çум пуснипе пĕтеççĕ,

Хирти тырă-пулăсем

Типсе-хăрса каяççĕ.

Выçлăх килсе çитсессĕн

Вилес патне çитеççĕ;

Ним тума та пĕлмеççĕ,

Куллен-кунах йĕреççĕ...

Мĕншĕн апла пулать-ши?..

Кунта телей кирлĕ мар,

Нумай ăс та кирлĕ мар,

- Пирĕн Хветĕр яланах

<Ĕçлекенсен сассинче>

Кăтартнă пек ĕçлет вăл:

Çуртри акас анине

Сухалать вăл кĕркуннех,

Хыт сухине çуркунне

Иртерехех тăвать вăл;

Виçĕ пусса пăрахса

Тватă пусса куçнă вăл;

Çак журнала вуласа

Вăл пит нумай ăс илнĕ...

Çавăнпа та Хветĕрĕн

Тырри-пулли пит аван

Пулса пырать яланах...

Мĕншĕн журнал илес мар,

Мĕншĕн ăна вулас мар?!

Журнал пире ăс парать,

Пурнăç тума пулăшать!!!

1925

Митта, Ваçлейĕ. Мĕншĕн журнал илес мар? : [сăвă] / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 32.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru