Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Парне саввисем


Хветĕр Уяра

Юлташăм, тантăшăм Уяр,

Ялан пĕрне-пĕри туяр.


Альтук аппана

Ача чухне эс пулнă йăлăнтармăш,

Ӳссе çитсен - асамлă ăш çунтармăш,

Кайран - илемлĕ ăсупа

Мĕнпур чăвашшăн пăхăнтармăш!

Итле, килекенсен асламăш,

Çакă пирĕн малтанхи юпа

Пултăр инçе çул пуçламăш.


С.М.Ислюкова

Маттур аппасемпе мухтанса,

Пултаруллă шăллĕсемпе савăнса.


Ваçлей Долгова

Этем, сăваплă сан тару,

Ун ячĕ - аслă пултару.


Стихван Шавлине

Кăкăр çинче мар, кăкăрта сан металл;

Сассу кисренет, калăн, хурçă сунтал.


П.Хусанкая

Сана асăнсан, ялан пĕр сăмах:

<Чăваш тухйинчи чи пысăк ахах>.

Анчах эп каласшăн: <Петĕр Питравĕ

Ахах кăна мар - пуянлăх утравĕ>.


А. Талвире

Тăшманшăн хĕç, тăваншăн мир

Пулар-и, Элекçей Талвир?


И.Кузнецова

Çунатлă ăс, пăлхавлă кăмăл, -

Пире пĕрле утмашкăн çăмăл.

Пар алă, Тимĕрçĕ Йăван,

Ăспа поэзи пĕртăван.


Микулай Ильбекова

Илпек - избыток, изобилье,

Ашмарин калашле.

Çакна эс лайăх ăса илĕн,

Юлташăм, малашне.


Тавăт Ваççине

Чараймăн Çĕрĕн çаврăмне.

Эп кайăп, Ваçилейĕм.

Вара Пăлаçи парăмне,

Тархасшăн, ху çине ил.


Янташ-Никифорова

Писательпе издатель

Никифоров-Янташ,

Пул Чехов пек ăстаçă,

Суворин пек - чăкраш.


Николай Сандрова

Сарă мăйăх, хура мăйăх -

Атя иккĕн тус пулар.

Кам унта тек - мăйăк-мăйăк -

Октавăпа пусмăрлар.


Вингер Миттана

Çĕнĕрен килекене -

Шăллăма-тăванăма -

Çакă хĕн кĕнекине

Парнелетĕп асăнма.


В.Алентее

Çак пĕчĕкçĕ телейĕм

Сана парнелĕх, Алентейĕм.



А.Артемьева

Сăрт-ту теместĕнччи, айван,

Мана эс юратса.

Пăхсам, эппин, сăрту паян

Мĕн панă çуратса?..

Е пăши, е шăши?

Е акапуç, е пăшик?


А.Алкана

Савăнса, кана-кана

Эп вуларăм Алкана.

Хĕвелпе хĕрелнĕ çимĕç

Ырăсем умне чăн тивĕç.


К. Чулкаçа

Санпа халап ярса, Куçма,

Пит лайăх кăмăла уçма.


В.Алакĕре

Пултарăва шалтан шала кĕр.

Çук, ватăлман эпир, Алакĕр.


Г.Ефимова

Якур! Эс çамрăк та маттур.

Шанатăп, сан малашлăх пур.


Хунати Пласкина

Чи чăрсăр шухăшсен çуначĕ

Эп тăвăттăм сана, Геннадий.


М. Сироткина

Сар уртмахне хĕстернĕ -

Сăпайлă та йăваш -

Утать ĕçчен чăваш.

Пин-пин чĕлхеç ӳстернĕ

Ученăй, ятлă ар,

Сироткин - тăлăх мар.


Ç.В.Элкере

Кас-кас пит хурлăхчĕ мана,

Чĕре наркăмăшпа тулатчĕ.

Аса илеттĕм те сана -

Пăртак лăш кайнă пек пулатчĕ.

Калаттăм: пур-ха, пур этем,

Тĕнче пĕтсех пĕтмен-и тен...


Ноннăна

Эй, арăм, ан парăн

Тусу çап-çамрăк чух.

Сан умăнта ман парăм -

Ыр ут та туртас çук.


М. Федотова

Чĕлхӳ чукмар пуль сан, чăнах!

Пĕрре çеç султăн: пур йăх-ях

Тапратрĕ кашкăрма: хурах!

Асту, тем курăн, Михала.

Чипертереххĕн сулкала.


Н.Ваçанккана

Микихвер Тарасов,

Савнă Ваçанкка,

Ĕрĕхсех тараççĕ

Кун-çулсем, патька.

Аллă пиллĕкре эс,

Эпĕ - аллăра.

Пĕчĕк кĕнеке çеç

Пирĕн алăра...


Ар. Малова

Тепри çуккишĕн тарăхатчĕ,

Сан пур, ĕçле кăна, Аркадий.


В.Урташа

Талант ăса пит тарават,

Ăс-хакăлсăр вăл - пуш хăват.

Çак чăнлăха пăхсассăн тин

Хур курмĕ хур тĕк тытнă çын.

Аминь!

Савса калатăп, Валентин.


В. Краснов-Аслине

Çынпа тан кам курчĕ хура-шур,

Кам аçа çапсан та пуç таймарĕ,

Çавăн каламашкăн сăлтав пур:

Çамрăк ĕмĕр харамах каймарĕ...

Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур:

Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!


Хуначи Айхине

Каяс çулу инче, инче...

Ан такăн - тинĕс мар тĕнче!


В. Сатая

Каша чăвашне -

Каша чăвашĕнчен.

(Авал, хам яш вăхăтра,

Эп те пулнă Кашара.)


1955-1957

Митта, Ваçлейĕ. Парне сăввисем // Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 110-116.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru