Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Пиллĕкĕн пĕртăван

(Бирма халăх юмахĕ)


Юмах тени чăнах мар,

Анчах суя сăмах мар.

Ват çын янă юптару -

Тĕрĕс çулпа уттару.

Мĕн калам-ши, хурăнташ?

Лартăм сĕтел хушшине.

Алла илтĕм кăранташ,

Шурă хута хуратса

Çыртăм чĕрем хушнине, -

Вĕрентсе мар, юратса.

Пĕр кăкран, пĕр чăмăртан

Пулнă пиллĕкĕн тăван.

Тĕнчере никам нихçан

Вĕсенчен туслă пулман.

Пилĕк тăван нихăçан

Пĕр-пĕринчен уйрăлман:

Айваннине ал панă,

Халсăррине хал панă.

Юмах çулĕ яп-яка,

Пурнăç сакки сарлака...

Çак пурнăçра мĕн паха?

Чи ырри, чи аванни

Этем тату пурăнни, -

Çавă кирлĕ халăха.


1957

Митта, Ваçлейĕ. Пиллĕкĕн пĕртăван // Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 108-109.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru