Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Пит маттур-çке Иванов бульварĕ...

Ноннăна


Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,

Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.

Çта çитсен те манăçа юлмарĕ

Шурă тум тумланнă Шупашкар.


Чечекре нар питлĕ сар настурци,

Çăлтăр астра, капăр георгин...

Çамрăк чух, тен, хамăр та маттурччĕ,

Çакна темшĕн эп астурăм тин.


Шухă пулнă, шухăшсăр çӳренĕ,

Такăрлатнă Атăл хĕррине.

Кам шутланă, кам ăна ĕненнĕ

Чи хакли яш ĕмĕр иккенне?..


1956

Митта, Ваçлейĕ. <Пит маттур-çке Иванов бульварĕ:> : Ноннăна  / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 102.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru