Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Салам Шупашкара


Шупашкар, Шупашкар - чăваш чĕри,

Ан ӳпкеле халĕ эс мана.

Акă эп сан патна ĕнтĕ юри

Килтĕм халĕ пĕрре хăнана.

Шупашкарçăм, эп сан ятупа

Кӳтем чĕрĕ чунлă пĕр салам,

Вăл салама санăн хăватупа

Тинех ĕнтĕ тĕплĕн эп калам.

Вăл ман хир пурлăхпе çирĕпленсе

Атăл хумĕпеле кĕрешрĕ,

Вăрман илемĕпе сĕткенленсе

Çил çунатлă пулса вĕçейрĕ.

Ак халь сан умăнта вĕçет вăл кар!

Тытах ăна таса кăмăлпа.

Татах эпĕ, савнă ыр Шупашкар,

Килтĕм тепĕр кирлĕ çăмăлпа.

Хăвăн хĕрсе тăран чĕрӳпеле

Уç халь манăн сивĕ чĕлхеме,

Вара эп те тинех хĕрӳпеле

Янтăратăп кĕмĕл чĕлĕхе!..


1926

Митта, Ваçлейĕ. Салам Шупашкара / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 109.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru