Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Çĕнĕ çĕрелле


Аслă вăрман темшĕн хурлăхлăн

Тек ĕсĕклет паян йывăррăн.

Тĕнĕл кайăк сасси хырлăхран

Илтĕнет хăлхана хаяррăн.


Ах, мĕншĕн-ши эпĕ шикленеп? -

Çурăм тăрăх сивĕ хыпашлать.

Тен, инкек пулать-шим, пĕлмесп эп,

Пуçăм тулли шухăш тек ташлать.


Акă Вармар станци ман умра

Кĕрлет, шавлать тăван чăвашпа.

Ак пуйăс та çитрĕ Мускавран,

Çухăрчĕ вăл çитнĕ хаваспа.


Анчах час чарăнчĕ савăнма, -

Хупăрланчĕ шурă тĕтĕмпе.

Хуйхăллă чăвашсем ав ларма

Хатĕрленеç унта тĕтхĕмпе1.


Вакун алăк часах яр! турĕ...

Макăру, кăшкăру тапранчĕ...

Станцăри чăваш мĕнпурĕ

Вакун патне пырса капланчĕ.


Ма макăраç вĕсем çав тери,

Ма ӳпкелеç кунти уй-хире?

- Сыв пулăр, каятпăр! - тет пĕри. -

Каятпăр инçетри Çĕпĕре.


Чăваш çĕршывĕнчи лăс вăрман

Кашлать епле хуйхă-суйхăллă.

Хăй илемне курса савăнман

Чăвашсене пăхать хурлăхлă.


Çӳлтен шăван тĕксĕм пĕлĕтсен

Аçта-ши ертсе пыран тӳр çулĕ?

Çакă чăваш çынни-тăвансен

Аçта иртсе кайĕ-ши кун-çулĕ?


Чашкăрса тапланă пуйăс та

Тапратрĕ хăй вăйне ерипен.

Чăваш чунне сиссе хуйхăпа

Мĕкĕрттерчĕ пĕтĕм чĕринчен.


1926

Митта, Ваçлейĕ. Çĕнĕ çĕрелле / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 50-51.


1 "Тĕтхĕмпе - эртелпе. {Автор асăрх.)

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru