Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Тав

А.Канаша

- Манран вăйли мĕн пур?.. Эп - чир,

Эп - тыткăнлăх,

Эп - çуклăх, -

Тесе мухтаннă тет Хĕн-хур.

- Тĕнче ылханĕ, кай, ан çулăх!

Эп пур çинче - эс çук тек урăх!

Эп - сип,

Эп - ирĕклĕх,

Эп - пурлăх,

Эп - санăн вилĕмӳ, хĕн-хурлăх,

Татса каланă Пултарулăх.


1957

Митта, Ваçлейĕ. Тав  : А. Канаша // Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 108.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru