Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Тав сана

П.Хусанкая

Кам тӳссе ирттерчĕ çынпа тан,

Кам ырра усал теме хăймарĕ,

Усала айваннăн пуç таймарĕ,

Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:

Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ!


Пултаруллă тусăм, тав сана!

Эп кунта вун çичĕ çул пулмарăм,

Пуласса та, ахăрнех, сунмарăм,

Анчах та тивлетлĕ сăнарна

Чĕрĕ хальлĕн чĕремре упрарăм.


Вăй паратăн - ывăнса çитсен,

Сас паратăн - шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ çумăр пек ачашшăн

Ислететĕн чун типсе килсен...

Ахаль мар эп тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур -

Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!


1957

Митта, Ваçлейĕ. Тав сана : П. Хусанкая // Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 109-110.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru