Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Кĕçтук Иванова


Эп курнă тĕнчере чĕр тамăк,

Эп курăп çăлăнăç кунне!

Саламлăн уçăлать ытамăм

Паян, çĕршывăм, сан енне.


Эс манăн шанчăка сыхлатăн

Хаяр та шалкăм кунсенче.

Чĕпписене шыран хăлатăн

Вĕçетĕн ман шухăшсенче...


Каллех ак Атăлăн тав-шавĕ

Мана йыхравлăн тухатать...

Нихçан та сан йăху хавшамĕ,

Тăван çĕршывăм, тупата!


Эп саншăн çĕнĕрен çуралтăм,

Эп мантăм пур йывăрлăха.

Çĕкленчĕ сыпăннă çунатăм

Каллех хĕвеллĕ анлăха.


Тапранчĕ чун хаваль хавассăн

Сан ăшшупа амаланса.

Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм

Каллех ян хурçă пек таса!


Телейлĕ ачисем Адамăн —

Умра ыр шанчăк пур чухне.

Тĕп пултăр тĕнчере чĕр тамăк!

Çул пултăр çăлăнăç кунне!

«Тайăр» поэмăран

Митта, Ваçлейĕ. «Эп курнă тĕнчере чĕр тамăк…» / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. – Шупашкар, 2004. – С. 162.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru