Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Тăван хаçата


Çĕршыв эшелĕ, илем тӳлемĕ

Пулса тăратăн эс, хаçат.

Чĕрем киленмĕ, вăй-хал тӳсеймĕ

Сана памасăр чыслă ят.


Вăй чыс час пулĕ, кăмăл сан тулĕ,

Чапу вĕçейĕ çĕршыва!

Часах тасалĕ пулхăр1 йăх çулĕ,

Сăну та çапĕ чĕр йыша!


Çĕршыв эмелĕ шăп эсĕ! тейĕç

Тинех сывалнă пур этем.

Хăйма пек юхĕ тăван хирте ĕç,

Тăван та пулĕ хир-йĕтем!


Вăрманăн, хирĕн чĕл чĕлтĕртетрĕ

Тин шерпекленнĕ ыр сĕткен,

Эмеллĕ юрă вĕл! вĕлтĕртетрĕ,

Чĕлхе те пулĕ вĕçекен.


Шансах калатăп, тăван хаçатăм,

Эс çеç чăвашшăн - утаман!

Пире чăн пурнăç çине куçартăн,

Эс çеç сас патăн юрлама.


Çунать чĕремĕн хĕрӳ вучахĕ,

Унта эп хутăм вут-ама!

Юрлам халь эпĕ - пулхăр йăх чапĕ,

Сана ĕнентĕр утаман!..


1926

Митта, Ваçлейĕ. Тăван хаçата / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 52.


1 Пăлхар

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru