Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем теç

Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем теç,

Пурте пирĕн пулĕç вĕсем.

Ахаль мар-тăр хĕр хальлĕн иленчĕç

Пире юрă кайăкĕсем.


Кам ытамĕ ытамлĕ те илĕ

Çакă аслă çĕршыв чиккине? -

Ĕ асар та писер çавра çилĕ?

Е вăл тивĕç поэт чĕлхине?


Пурте, пурте пĕртен-пĕр тивĕç

Сăввăн ылтăн чĕлхи-çăварне.

Ун хăвачĕ стихийăран çивĕч,

Уншăн пур вăй-хăват та - парне.


Тусăм, тусăм, çакна пĕлнĕ хыççăн

Уйрăлатпăр тесе ан кала!

Ирĕкри телее ывçăн-ывçăн

Ывăçланă эпир санпала.


Пире аслă çĕршывăн илемĕ

Тĕне кӳртрĕ çурхи телейре.

Çавăнпа юррăмăр икселеймĕ,

Пирĕн юрă çăлкуç евĕрлех.


Аслă улăхăн ешĕл хускавĕ

Хумхантарнă пире ачаран.

Çавăнпа юрăра унăн шавĕ,

Пирĕн юррăмăр - хир те çаран.


Сар чечеклĕ вăрман аслă уйĕ

Тарăн шухăш сĕнетчĕ пире.

Çавăнпа чĕрери çамрăк туйăм

Хĕмленсе амаланчĕ ирех.


Чăн тăванăм! Янравлăн та уççăн

Такмаклар-и паян санпала?

Çак тĕнчен тупсăмне тупнă хыççăн

Уйрăлатпăр тесе ан кала!


1927

Митта, Ваçлейĕ. <Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем çеç:> / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 65-66.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru