Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Улах такмакĕсем


Шăпчăк юрлать, шăрантарать,

Чĕрем çемçелсе каять;

Манăн савни калаçнă чух

Чунăм савăнса тăрать.


Хытрах янтра, çамрăк сассăм,

Янтрат эсĕ шăпчăк пек;

Манăн савни комсомолец,

Татса çиес улма пек.


Мана савни юратать,

Шав улаха вăл çӳрет,

Комсомола кӳртесшĕн

Ялан мана ӳкĕтлет.


Эп комсомола кĕреп,

Ырă ĕçе вĕренеп

Савнипеле килĕштерсе

Пурнăп ĕмĕр ĕçлесе.


Манăн савни комсомолец,

Шав улаха вăл тухать;

Унăн çумне ларсан ман ĕç

Шăрçа пек пулса пырать.


Манăн савни кунта килсен

Улах илемне кӳрет;

Ырă сасси калаçнă чух

Çак мунчана чĕтретет.


Хытрах янтра, ырă сассăм,

Янтра кĕмĕл хăнкрав пек;

Савни патне çитех, юррăм,

Çил çунатлă кайăк пек...


Тусăм кунта калаçнă чух

Çăварĕнчен вут тухать;

Унăн çамрăк ăс-пуçĕнче

Пурнăç çулĕ курăнать.


Манăн Иван çак улахра

Пĕртен-пĕр лайăх ача:

Ăна тăнлă ăс-пуçĕшĕн

Çтан юратмĕ хĕр ача?


Ытти куштан ачасем

Килеç кунта çĕмĕрĕлме;

Çавă ырă комсомолсем

Килеç ăса вĕрентме.


Акă çитрĕç комсомолсем

Хĕрсем патне улаха,

Çемçе чĕлхе-çăварĕсем

Çĕмĕрттереç чăнлăха.


1925

Митта, Ваçлейĕ. Улах такмакĕсем / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 34-35.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru