Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Утă çинчи ир


Чипер хĕрсемпе

Тек хавхаланса

Акă çитрĕмĕр

Халăх çаранне.

Чăшăл та вăшăлт

Лапаткаласа

Кăларар çаван

Вутлă хăватне.


Çĕкленсем, вăй-хал!

Ыткăн тилмĕрсе

Сарă кайăкăн

Ирĕк сассипе.

Чашлаттар, çавам!

Курăк хирĕлсе

Юлтăр пĕр енне

Касси-кассипе.


Атьăр-ха, хĕрсем,

Йĕрĕ йĕкĕтсем,

Сывлăм шăрçине

Типиччен сăвар.

- Кам вăл хыçалта?

Петĕр, хĕтĕртсем!

Ху савни пулсан -

Хă(вă)нтан ан хăвар!


Ыткăнса пырса

Вăйлă çарана

Хыртаратпăр çеç,

Çӳçкасуçă пек.

Паккус вĕçĕнче

Темшĕн ак мана

Савнă тус çиет

Шухă куçĕпе.


- Вăхăт çук чухне

Ан пăх, ан астар!

Çитĕ кĕркунне,

Çитĕ ак улах.

Вара тин ун чух

Куçупа кастар,

Савăнса вылях,

Савăнса кулах.


Халĕ çиçтерер

Çамрăк вăй-хала.

Пĕрĕхер илем

Аслă çарана. -

Эй, Иван-пăван,

Ватă мĕн калать!..

Вăркăнтар, Иван,

Çутă çавуна!


Çăмăл та хастар

Хĕр-йĕкĕт кулли

Ирĕк те хавас

Ярăнса тăрать.

Паккус çĕкленет

Кăмăл пек тулли,

Çамрăк ывăнмасть,

Çамрăк çунтарать.


Хăпарать хĕвелĕ

Пайăрка ярса,

Шăратать сар кайăк

Ирхи юррине.

Хăнăхнă ĕç халăх,

Пĕр хĕрсе кайсан

Нихăçан туймасть вăл

Канлĕх пуррине.


Канлĕх унăн -пурлăх,

Канлĕх ун - ĕçре.

Вăхăтра ĕçлетпĕр,

Вăхăтра канар.

Эй, çĕклен, вăй-халăм,

Сулăн çивĕчрех!

Уй-хирти тивлетшĕн

Çулăм кăларар!


1926

Митта, Ваçлейĕ. Утă çинчи ир / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 45-46.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru