Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Чăваш çыннине -хамăн тăвана


Хаклă чăваш çынни - хамăн тăван,

Юрлам халĕ сана юррăма,

Йывăр ĕçре сана йăпатмашкăн

Кăларам-ха хĕрӳ сăввăма.


Эпĕр иксĕмĕр те ĕç ачисем, -

Çуралтăмăр асап йăвинче,

Пире йывăр пурнăç хăвачĕсем

Ӳстерчĕçĕ хăйсен аллинче.


Тимĕрленчĕç пирĕн аллăмăрсем

Хура çĕре чун пек ĕçлесе,

Хурăçланчĕç çамрăк чĕремĕрсем

Ĕç асаппе вăйлă кĕрешсе.


Пирĕн çунса тăран чĕр вăй-хăват

Çĕнĕ пурнăç тума ăвăнчĕ.

Ак ĕнтĕ вăл ăна тинех тăвать,

Пурнăç никĕс çирĕп хывăнчĕ!


Тинех, тăшман вилсе çĕрнĕ хыççăн,

Пирĕн ĕç кăкăрĕ хăпарать.

Ак ĕнтĕ, тăван, пăх, кăтруçăн

Чăваш яч те епле ыткăнать.


Ыткăнтăр-ха, тăван, ыткăнтăр-ха

Хамăр тăван ячĕ тĕнчене!

Çакă юррăн сасси ян кайтăр-ха,

Савăнтарăр ĕçчен чĕрине!


1926

Митта, Ваçлейĕ. Чăваш çыннине - хамăн тăвана / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 37-38.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru