Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Юлташлăхра телей иккен-мĕн...

А. Беляева

Юлташлăхра телей иккен-мĕн.

Илем юлташлăхра кăна!

Сăвăланан чĕрем сĕткенĕ

Пĕр саншăн, саншăн сăрхăнать.


Ах, Шура, Шура! Шурĕ, шурĕ

Ирхи шур çамрăклăх пĕрле.

Ирхи кунсенĕн абажурĕ

Асамат пек пире тĕрлет.


Кунсем-çулсем çаплах шăваççĕ,

Юртаç кунсем çавра çилле.

Паян эс калăн: <Вася, Вася!

Сыв пул, тăванăм, Ваçилей!>


Сыв пул, сыв пул! Эх, Шура, Шура!

Хăçан ыталăп çĕнĕрен?

Санран ытла юлташăм урăх

Тупманччĕ эпĕ кĕçĕнрен.


Чи çывăх йĕкĕреш пек эпĕр

Ӳсеттĕмĕр вĕренӳре.

Çитес кунсен хавас хисепĕ

Тухман нихçан ĕненӳрен.


Паян унпа чĕрем сăткенĕ

Пĕр саншăн, саншăн сăрхăнать.

Юлташлăхра телей иккен-мĕн,

Илем юлташлăхра кăна.


1928

Митта, Ваçлейĕ. <Юлташлăхра телей иккен-мĕн:> : А. Беляева  / Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том. Сăвăсемпе поэмăсем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 75.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru