Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Артемьев Александр,
чăваш халăх çыравçи

 

"Чăвашшăн, чăвашлăхшăн Митта чунне-юнне пама хатĕрччĕ… Вăл çынпа калаçнă е тавлашнă чух кăшкăрашнине, тавлашса сас тунине астумастăп, анчах тавлашура вăл кам айне те пулин пулнине курман эпĕ. Кирек кам умĕнче те сăмаха тӳрĕ, пат татса калатчĕ. Шурри уншăн - шурăччĕ, хури – хураччĕ. Çынна та, хăйне те улталамастчĕ вăл. Тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ, уншăн нумай тӳснĕскер, татах тӳсме те хатĕрччĕ."

 

Митта Ваçлейĕ çинчен // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 8.

 

 

"Митта — лирик. Унăн произведенийĕсенче пире илĕртекенни, пахи — философиллĕ тарăн шухăш, чуна çĕклекен, илем кӳрекен поэзи, ытарайми илемлĕ те витĕмлĕ чĕлхе. Митта кăтартса панинчен ытларах каласа пама юратать, тен, çавăнпах унăн чылай сăввисем риторикăллăрах пек туйăнаççĕ, анчах çав туйăма çӳлерех асăннă паха енĕсем çĕнтереççĕ. Чăвашсен философиллĕ лирикинче Митта — пысăк поэт."

 

Паллă çынсем — Митта Ваçлейĕ çинчен : [Артемьев А.] // Ялав. – 1988. - № 3. – С. 19.

 

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru