Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Ахрат Иван,
чăваш çыравçи

 

Музыка - Митта Ваçлейĕн
пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче

 

Тăван халăхăн юрă культури çав тери ӳснĕ. Мĕнле кăна юрă пĕлмеççĕ чăваш хĕрĕсем! Савăннипе куççуль тухать. Мĕнле юрлаççĕ тата, мĕнле юрлаççĕ! Чуна кайса тивет.

(Кун кĕнекинчен. 1957 çул, çу уйăхĕн 26-мĕшĕ.)

Юрă праçникĕ. Акатуй... Хирĕç çыран çинчен темиçе пин çын йывăçсем айĕнчен пăхса ларать. Тем аслăш амфитеатр пек... Эллада! Чĕрĕлнĕ Эллада!

(Кун кĕнекинчен. 1956 çул, утă уйахĕн 1-мĕшĕ.)

Митта Ваçлейĕ

Анчах кулянмаллисем те çук мар...

1957 çулта, виличчен эрне маларах поэт, тăван музыка культуришĕн пăшăрханса, çапла çырать: "Тутарстан декади Мускавра мухтавлăн пынипе савăнса, чылай калаçрăмăр. Мĕн кăтартăпăр эпир, чăвашсем? Проза пур, поэзи пур, опера çук, театр мĕн кăтартĕ? Тумалла, тумалла, тумалла… Паян пурăнмалăх çăкăр пур, тесе мар, пултăр, ĕмĕрлĕхе пултăр, тесе тăрăшмалла."

Поэт хăй ĕмĕтленне, шаннă кунсене кетсе илеймерĕ - тепĕр виçĕ çултанах, 1960 çулхи май уйахĕнче чăвашсен пирвайхи опери, Федор Васильевăн "Шывармань" опери театр сцени çинче янраса кайрĕ, ăна пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чĕререн пăлханса итлерĕ.

Вăтăрмĕш çулсенче Митта Ваçлейĕ Чăваш радиокомитетĕнче ĕçлет. çакă ăна тăван халăх культурипе тата та таччăн çыхăнтарать. "Икĕ çул ытлашшипех Митапа пĕрле ĕçлерĕмĕр, - аса илет каярахпа Степан Лашман писатель, - тăванпа тăванран та лайăх пурăнаттăмăр, пĕр-пĕринпе киленсе хавасланса, юратса калаçнă, нимĕнле харкашу таврашне те илтмен, курман. Чăваш ялĕсене радио тăрăх илемлĕ юрă-сăвă, калав, пьеса, концерт çитересси пирĕн тĕп ĕçчĕ. çакă пире пĕр шухăшлă туса таччăн пĕрлештернĕ".

Митта Ваçлейĕ çак çулсенче ялсене тăтăш тухса çӳрет, халăх пултарулăхне аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлет. Музыка искусстви халăх пурнăçĕнче мĕн тери пысăк вырăн йышăннине вăл çапла хак парать: "Юрă вăл – халăх чунĕ. Кайăк вĕçмесĕр, халăх юрăсăр пурăнма пултараймасть".

«Чăнах-и?.,. Ку юрра эпир Анна Токсина репертуарĕ тăрăх ытларах пĕлетпĕр. Радиокомитетра пĕрле ĕçленĕ чухне çуралнă туслăх нумай çул иртсе кайсан та çухалмасть. çакна эпир поэт вунçичĕ çул тăван çĕршывран татăлса пуç янă çĕртен таврăнсан, Петĕр Хусанкай патне янă çырăвĕнчен пĕлетпĕр: "Нумаях пулмасть сирĕн пата кĕрсе тухрăмăр - Анна Ивановна, Альтук, эпĕ».

Ана çинче хыт-хура,
Пирĕн ялта сас-хура;
Эй, тусăм, çинахви,
Эс кахал, теç, чăнах-и?..

Халăх юрри пулса тăчĕ çак юрă. Ун çинчен вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Петĕр Эревет тĕрленчĕк те çырса хăварнă: "Юрă сăмахĕсене пирĕн районта çуралса ӳснĕ Митта Ваçлейĕ çырнă… Акă мĕн каласа парать ун çинчен Комсомольски районне кĕрекен Кĕçĕн çĕрпӳ ялĕнче курăнакан Татьяна Герасимова:

- Манăн мăшăрăм Герасимов-çулçӳрен хăй те сăвă çырнă май, Митта Ваçлейĕпе, Митта Петĕрĕпе çыхăну тытатчĕ. Миттасем пирĕн патăрта сахал мар пулнă. Калаçатчĕç, шавлатчĕç, тепĕр чухне тавлашкаласа та илетчĕç. Пĕррехинче Митта Ваçлейĕ пирĕн яла агитбригадăпа килчĕ. Ун чухне çуралчĕ те поэтăн "Чăнах-и?" сăвви. Пиртен ик-виç кил урлă Тимахви Щетинкин пурăнатчĕ. Вăл колхоз ĕçне хутшăнсах каймастчĕ, кахал çынччĕ. Шăпах çавăн çинчен такмакласа çырчĕ те Митта Ваçлейĕ. Сăввине çийĕнчех кĕвве хыврĕç. Юрă пулса та тăчĕ. Вара ăна агиттбригада членĕсенчен пĕри клуб сцени çинче юрласа пачĕ. Ятне çинахви тесе каланăччĕ те, кам çинчен çырнине концерта пынисем çийĕнчех тавçăрса илчĕç."

Ваçлей Давыдов-Анатри поэт аса илĕвĕсенчи йĕркесене те илсе кăтартам:

"Кĕрекене лартăмăр. Часах сăвă-юрă та янăраса кайрĕ. Ырă калаçăва пуçарса пыраканни Митта пулчĕ. Вăл чăвашсен авалхи юррисене шăрантарчĕ. Эпир те унпа пĕрле кăмăл туличченех юрларăмăр. Василий Егоровичăн сасси илемлĕн янăрать, кĕрекене илем кӳрет. Эпĕ чăтаймарăм, урай варрине тухса тăтăм та:

- Ваçлей пиччем, - терĕм, -эсĕ пиртен чылай хушă уйрăлса пурăннă вăхăтра Геннадий Воробьев композиторпа пĕрле çырнă "Чăнах-и?" юрра манса кайман-и?

- Хам чунăмран тухнă япалана манма юрать-и вара? çук, манман, ăна çак тулли кĕрекере те юрласа пама пулать"...

Ваçлей Давыдов-Анатри çырнă çак йĕркесем те çуралнă çĕршывĕ Миттана тăван кĕвĕсем юратма верентни çинченех калаççĕ:

"Пирĕн Аслă Арапуç Пăла шывĕ хĕрринче ларать. çуллахи вăхăтра ял çине пăхса тăранмалла мар илемлĕ. Урамсем вăрăм та тӳрĕ. Вĕсен икĕ айккипе те йывăçсем: йăмрасемпе тирексем. Аякран пăхсан, ял хула пек курăнать. Ялăн икĕ вĕçĕнче те вăрмансем. Хĕвелтухăç енчине Малти Хырай, Хĕвеланăç енчине Кайри Хырай, теççĕ. çимĕк çитсен, кашни çулах, çак вăрмансем хĕрринчи çарансем çине яш-кĕрĕм вăййа тухатчĕ. Ун чухне эпир хĕрсен çепĕç те янравлă юррисене итлесе савăнаттăмăр. Митта Ваçлейне эпĕ час-часах çак вăйăра курнă. Вăл хĕрсем юрлакан юрăсене каçса кайсах итлесе тăратчĕ. ăна хăйне яланах ял каччисем хупăрласа илетчĕç. Поэт вĕсене чăваш сăввин-юррин хăвачĕ çинчен каласа ăнлантаратчĕ, хăйĕн çĕнĕ сăввисене вула-вула паратчĕ. Ахальтен мар пулĕ: "Ваçлей вăййа тухсан, вăйă илемĕ килет", тетчĕç ялти çамрăксем."

Уявсенчи вăйă-кулă, савăнăç, этем телейĕ поэтшăн чĕре сури вырăннех пулнă, ăна шухăшлама, çĕнĕ произведенисем çырма хавхалантарнă. «Кун кĕнекинче» поэт çапла çырса хурать: "Июлĕн 1-мĕшĕ. Акатуй. Юманлăхра, Лакрей катинче. Тĕп эстрада питĕ лайăх çĕрте, - тарăн вар тĕпĕнче. Хирĕç çыран çинчен темиçе пин çын йывăçсем айĕнчен пăхса ларать. Тем аслăш амфитетр пек. Йывăçсем айĕнче лараççĕ, тăраççĕ, таянса выртаççĕ. ĕçеççĕ, çиеççĕ, никам та никама кансĕрлемест, сцена çинче ташлаççĕ, юрлаççĕ, усилительсем сасса пур çĕре те çитереççĕ. Эллада! Чĕрĕлнĕ Эллада!"

"1957 çулхи апрель уйăхĕнче атте пианино туяннă та ун çинчен мана çырса пĕлтерчĕç, - аса илет Митта Ваçлейĕн хĕрĕ Илемпи. - Эпир аппапа иксĕмĕр тахçантанпах уншăн тĕмсĕлеттĕмĕр. Тӳссе тăраймарăм - хыпар илсенех киле персе çитрĕм. Хальхинче эпĕ атте музыкăна питĕ хаклама пĕлнине ăнлантăм. Вăл классиксен музыкине чăннипех ăша хурса йышăнать, пианино умне те час-часах юрă-кĕвĕ калама ларатчĕ. Ун пек чух вара килте чуна çĕклентерекен тăван чăваш юррисем янăраса каятчĕç. Уйрăлу умĕн мана вăл Огиньскин "Полонезне" каласа пама ыйтрĕ. çакă пирĕншĕн сывпуллашу полонезĕ пулса юлчĕ - уйăхран аттем çĕре кĕчĕ".

Сăмах май, поэт çуралнă çершывĕнчен аякра пурăннă чухне машăрĕ патне янă çырăвĕнчи йĕркесене асăнса хăварар. Кунта вăл хăйĕн ĕмĕтĕнчи ӳкерчĕксене хут çине куçарса тĕрлет: "Акă, эпĕ таçта аякри вăрман ялĕнче пурăнатăп. Эпĕ - учитель. Ачасем ашшĕне хăйсен вĕренӳри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа катартаççĕ. Кĕтесре ватă пианино. Нарспи (Митта хĕрĕ. И.А.) аслă композиторсен концерчĕсене вылять... Эй, Турă! Чăнах та çитĕç-ши çав кунсем!.. çакăн пек ĕмĕтсемпе час-часах тĕлленетĕп эпĕ"...

Пианино пирки сăмах хускатсан, Ваçлей Давыдов-Анатри калани те вырăнлă:

"Пĕрре çапла, çуллахи хĕвеллĕ кун, Василий Егорович мана урамра курчĕ те, алăран çавăтса тенĕ пекех, хăй пурăнакан хваттере илсе кĕчĕ.

- Куратăн-и, ман хваттерте те - пианино! – терĕ. Хăй çавăнтах пианино умне ларчĕ, чăваш юррисене илемлĕн юрла-юрла калама пуçларĕ. Пӳлĕмре юрă-кĕвĕ янăраса кăна тăрать. çавăн чухне эпĕ поэт музыкăна, хамăр тăван кĕвĕсене епле чунтан юратнине тепĕр хут туйса илтĕм.

- Ман асатте те музыкăна çав тери юратнă, таврара сумлă шăпăрçă, кĕслеçĕ пулнă, - терĕ вăл кула-кула, - Эпĕ те унтан юлма тивĕçлĕ мар."

"Полонез" пирки поэт хăйĕн «Кун кĕнекинче» те асăнса хăварать: "Радиопа Огиньский "Полонезне" параççĕ. Чуна кайса тивет. Тахçан пулни-иртнисене аса илтерет. çакăн пек вăйлă произведени эпĕ музыкăра сахал пĕлетĕп."

"Самана парни" поэминче те Митта Ваçлейĕн музыкăллă туйамĕ ялкăшса çиçсе тăрать".

...Кĕрхи хĕвеле хура пĕркенчĕк ăшшăн çывăрма пиелесе хурать.

çарамас вăрман ыйха путать. Йăмрасем кахаллăн пĕлĕте сăхаççĕ. Каç тĕттĕм, тискер. çак тĕттĕм каçа вăратса, хуткупăс юрă сӳме тытăнать. çамрăк чĕри кăртлатса илет. Акă ĕнтĕ яшсем урамра. Хайхи тĕттĕм урама чун кĕрет темелле: сасă еннелле çăка хисеплĕн пуç таять, ӳсĕр çын манерлĕ хурама юрă пуçлать, такмака туйнă йăмра алă çупса ярать. Яшсем улăха пырса кĕреççе. Кăмăла çĕклентерсе яракан юрă, çавра çил пек ташă - мĕншĕн ан килĕштĕр каччăсемпе хĕрсене!..

Тăван культура çӳпçине тумлам-тумламăн, пĕрчĕн-пĕрчĕн тултарассишĕн ырми-канми кĕрешнĕ Митта Ваçлейĕ. Поэтăн СССР халăх артисчĕ Михайлов патне янă çырăвĕ те çакăн çинченех калать:

"Хисеплĕ Максим Дормидонтович! - çырнă вăл. – Мĕнешкел аван пулмалла Эсир чăваш халăх юррисене юрланине итлеме. Пирĕн халăх юратать Сире, мухтанать Сирĕнпе. Чăваш халăхĕн "Алран кайми аки-сухи" ятлă кĕреке юрри пур. Сирĕн сассăрпа вăл мĕн тери хăватлăн янăраса каймалла! Тарăн ăс-хакăллă, чаплă юрă.

Салам Сире, нумай-нумай çулсем пурăнмаллăх сывлăх, аслă янташăмăр. Савăнатпăр. Сирĕн пек çынсене çуратнă пулсан, Чăваш çĕршывĕ хĕсĕр мар".

 

Ахрат, И. Музыка - Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче / И. Ахрат // Ахрат, И. çул юхать, юхать… / И. Ахрат. - Шупашкар, 2000. – С. 154-15.

 

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru