Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Геннадий Волков,
профессор, педагогикă наукисен докторĕ

 

Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман.

1957 çулта, виличчен эрне маларах поэт, тăван музыка культуришĕн пăшăрханса, çапла çырать: "Тутарстан декади Мускавра мухтавлăн пынипе савăнса, чылай калаçрăмăр. Мĕн кăтартăпăр эпир, чăвашсем? Проза пур, поэзи пур, опера çук, театр мĕн кăтартĕ? Тумалла, тумалла, тумалла… Паян пурăнмалăх çăкăр пур, тесе мар, пултăр, ĕмĕрлĕхе пултăр, тесе тăрăшмалла."

 

Митта Ваçлейĕ çинчен // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 16.

 

 

Тĕрĕслĕхе мала хунă

Килĕнче пĕрре те пулман. Юнашар ларса калаçасси те пит сайра пулнă. Шел çав - питĕ сайра. Анчах урамра тĕл пулçа виçĕ минут çеç калаçса илни те - ĕмĕрлĕхе асăмра. Мĕнпе, мĕнле майпа чуна тыткăна илчĕ-ши Митта?

Тӳрĕ те ырă кăмăлĕпе пулĕ тесе шутлатăп эпĕ. Тӳрĕ кăмăл. Сăмах вылятса, чееленсе калаçасси пулман-тăр унăн нихçан та. Шӳтлекелесе илме вара ăстаччĕ.

Çырнисемпе каланисене танлаштарса пăхатăп. Хăйне хай тыткаланине те. Пĕчĕкçеççĕ хирĕçу те çук. Çук пĕрре те! Мĕн тери таса çын пулма пулать иккен темĕнле йывăрлăхра та. Уншăн хăйĕн кун-çулĕ мар, халăх шăпи, тĕрĕслĕх чи малта пулнă.

Хăшĕ-пĕрисем тăван халăхран чунĕсемпе те, чĕлхипе те, пурнăç йĕркипе те - пĕтĕмпех уйрăлса кайни пирки чĕререн пăшăрханса калаçатчĕ.

Пĕррехинче мухтаннă евĕрлĕрех каларăм Миттана. Çиччĕмĕш класс пĕтернĕ тĕле чăваш литературине пĕтĕмпех вуласа тухрăм, терĕм. "Мухтанассу килет-и, макăрассу килет-и? – терĕ. - Тутарпа вырăс, эрменпе грузин çĕр çул вуласан та харпăр хай литературине вуласа тухас çук. Классика та пур пирĕн. Анчах пурпĕрех литература пулса çитеймен-ха. Проза хăраса каймалла япăх пирĕн", - терĕ Митта ассăн сывласа.

Пединститутран чечек кайса хутăм Митта вилсен. Халăхпа пĕрле макăртăм. Ăна çухатни пĕтĕм халăх хуйхи пулчĕ.

Константин Иванова, Тайăр Тимккине, Çеçпĕл Мишшине курма тӳр килмен манна. Анчах та эпĕ Элкерпе, Хусанкайпа, Миттапа юнашар пурăннă. Телей ку маншăн. Калама çук пысăк телей!

1988, Мускав

 

Волков, Г. Тĕрĕслĕхе мала хунă / Геннадий Волков // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 10.

 

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru