Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Георгий Ефимов,
 чăваш халăх поэчĕ

 Асăмри Митта

Илпек Микулайĕ паллаштарчĕ мана Митта Ваçлейĕпе. çавă кун хĕвеллĕччĕ. Уяв кунĕччĕ. Илпек хăна пуçтарнăччĕ. Кунта Митта Ваçлейĕ Ноннăпаччĕ, Петĕр Хусанкай та пурччĕ. Туслăччĕ вĕсем. Вĕсен туслăхне курса пурăнас, ĕçлес килетчĕ. Халĕ виççĕшĕ те çук. Вĕсем - чăваш литературин виçĕ тĕп юпи. çав юпасем чăваш литературин сенкер те çутă аслатиллĕ çумăр пĕлĕчĕсене тĕрелесе тăраççĕ. Ара, вак-тĕвекпе вакăланса кайма пулать - çакăн пирки те асăрхаттараççĕ вĕсем. Ламран лама куçса пырасси хĕнлĕ пулăм. Кунта ăс та, пăс та, пĕр хăвна çеç тивĕçли те, сăпайлăхпа тӳрĕ кăмăллăх та, сăвăç чысĕпе çынлăхĕн аслă туйăмĕ те кирлĕ.

Митта Ваçлейне эпĕ юлашки хут 1957 çулхи июнь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче курнă. Ку çапла пулчĕ: июнĕн виççĕмĕш е тăваттамĕш кунĕнче, - числине пат татсах калаймастăп, - манăн Мускава каймалла килсе тухрĕ. КПСС Тĕп комитечĕ журналсен редакторĕсене канашлăва пухать-мĕн. çавна май командировкăна тухмалла.

Пурне те туса çитерсен, йĕркеллĕ хатĕрленнĕ хыççăн станцие кайма тухрăм. Митта Ваçлейĕ:

- Вăхăт пур-ха, атя станцие çитиччен çуран утар, - тесе сĕнчĕ. - Чăматану санăн портфельтен те çăмăл, - хуллен кулса илчĕ сăвăç, çула çапла çăмăлттайла тухмаççĕ те ĕнтĕ тенĕн.

Кунĕсем ăшă тăратчĕç, çавăнпа çул çине ытлашши нимĕн те илес килмерĕ. Тата вăрахлăха каймастăп вĕт.

Станцинелле çуран утрăмăр.

Митта Ваçлейĕн кăмăлĕ уçăлчĕ. «Тайăр» поэми мĕнле пулас пирки пуплерĕ. Темиçе строфа пăхмасăр каласа та пачĕ. çав йĕркесене хут çине çырса ĕлкĕрнĕ-ши вăл? Мĕншĕн тесен эпĕ вĕсене ниçта та сăвăç кĕнекисенче тĕл пулман. Мана вуласа панисенче тӳре-шарана питлени пурччĕ, пурнăç савăнăçĕпе инкер-синкерлĕхĕ çинчен тарăн та витĕмлĕн каланăччĕ. Эпĕ те вĕсене çырса хуман, халĕ асран тухнă. Хамăн тимсĕрлĕхе паян кун та каçарас килмест. Ун чухне, Митта Ваçлейĕ мана Мускава ăсатнă кун, сăвăçа юлашки хут куратăп тесе кам шухăшланă? Митта Ваçлейĕ хăйне çĕпĕре ярсан тайгара епле сухăр пухни çинчен чылайччен каласа пачĕ.

Станцăра столовăйне кĕтĕмĕр. Ара, çул курки сыпмалла-çке. Ун чухне Шупашкар станцийĕнче столовăй пурччĕ: сăрине те, эрехне те сутатчĕç. çавах та Митта Ваçлейĕ хăй черккин тăррине çеç татса пачĕ: «Юрамасть. Нонна умĕнче аван мар», - терĕ. Хисеплетчĕ поэт хăй мăшăрне. Кĕçех вагон патне пытăмăр. Эпĕ вагона кĕрсе чăматана хурса тухрăм.

- Мускава çитсен Петĕр тусăма (Хусанкая ĕнтĕ. - Г.Е.) салам кала. Часрах Шупашкара çиттĕр. Тунсăхларăм, - терĕ кăмăллăн Митта. Унăн куçĕсем шывланнăн курăнчĕç мана.

Акă пуйăс тапранса каясси çинчен пĕлтереççĕ. Эпĕ тамбура хăпарса тăратăп. Миттта Ваçлейĕ перрон çинче тăрать, шӳтлет: куçĕнчен куççуль тумламĕсем тумланă евĕр туса, вĕсене ывăçа пухнă пек кăтартса хусканусем тăвать: хăй тапраннă вакунпа тан утса пырать.

-Тĕл пуличчен! - кăшкăртăм эпĕ пуйăс хăвăрттăн кайма тапратнă май.

Митта Ваçлейĕ алă сулни те курăнми пулчĕ.

Мускавра кулленех ĕçпе çӳрерĕм.

Июнĕн 10-мĕш кунĕнче Петĕр Хусанкай патне кайрăм. Вăл Мускаври Максим Горький ячĕпе хисепленекен Литературăн аслă курсĕнче вĕренетчĕ.

Петĕр Хусанкай Тверь бульварĕнчи 25-мĕш çуртăн картишĕнчи çуртра пурăнатчĕ.

-Э-эй, Якур, питĕ вăхăтлă çитрĕн! Аслă курс пĕтерни çинчен хут пачĕç паян, - хаваслăн кулчĕ Петĕр Хусанкай. - çав ятпа эсĕ ларса туса ан тăр-ха, ме сана укçа, Елисей магазинне вĕçтерсе кил! çимелли, хăналанмалли ил, хăш-пĕр туссем килме пултараççĕ.

Укçине илесшĕн пулмасан та пусахласах пачĕ.

Елисей магазинне кайса килтĕм.

Сĕтел çине хатĕрлерĕмĕр. П.Хусанкай мана черкке тултарса пачĕ, хăйне валли шампански уçрĕ, куркана тултарчĕ. çав вăхăтра алăка шаккарĕç.

-Кĕрĕр, - кĕскен каларĕ Хусанкай, пĕр-пĕр юлташĕ килчĕ терĕ-тĕр.

Пӳлĕме пачах палламан çын кĕрсе тачĕ.

- Сире телеграмма. Хăçан илнине паллă туса алă пусăр, - сĕнчĕ палламан çын сĕтел çине телеграмма хурса.

Петĕр Хусанкай алă пусрĕ. Килнĕ çын тухса кайрĕ. Акă Петĕр Хусанкай çыпăçтарнă телеграммăна уçать. Вулать. Сăнран каять.

- Якур, вула, - сĕнет поэт шала кайнă сасăпа.

Вулатăп: «Митта вилсе кайрĕ. Пытарма кĕтетпĕр». Кĕске çеç çырнă - çапах та ку сăмахсем чуна çурса яраççĕ.

Хусанкай алăри сехечĕ çине пăхрĕ.

- Пуйăса ĕлкĕретпĕр. Тимĕр Сатая кайса чĕн-ха, - пăлханчăклăн хушрĕ мана поэт. - Эпĕ чăматана пухма тытăнатăп.-

Пӳлĕме шавлăн Юсуп Хаппалаев, дагестан поэчĕ, килсе кĕчĕ. Пирĕн пусăрăнчăк кăмăла хăвăрт сисрĕ вăл.

- Петр Петрович, мĕн сиксе тухрĕ, - ыйтрĕ вăл пăлханчăклăн.

-Манăн тусăма асăнса ĕçсе пар, - чĕтренчĕк сасăпа сĕнчĕ Хусанкай. – Акă телеграмма.

Эпĕ Владимир Сатая чĕнме тухса кайрăм. Вăл вăхăтра В. Сатай Литература институтĕнче заочно вĕренетчĕ.

В. Сатайпа эпĕ, Ю. Хаппалаев Петĕр Хусанкая япалисене пуçтарса тирпейлеме пулăшрăмăр. Унтан такси тытрăмăр. Хусан вокзалнелле васкарăмăр.

Пуçтарнă сĕтел çаплипех ларса юлчĕ.

Петĕр Хусанкай ун чухне РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕччĕ. Хăвăртах билет туянчĕ. Пуйăс тапранса кайиччен виçĕ минут маларах вагона лартрăмăр П. Хусанкая.

- Митта тупăкĕ çине пирĕн ятран чечек хур, - ыйтрăмăр эпир аслă юлташăмăра.

çапла, 1957 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Митта Ваçлейĕ пирĕн йышран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Кайран, Патăрьел районне çитсен, ятарласа поэт вил тăпри çине кайрăм, чечек çыххи хутăм.

çапла, пысăк туслăхчĕ вĕсен - Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн, Илпек Микулайĕн.

Хамăн аса илĕве сăвăпа вĕçлес килет манăн. Акă вăл:

 

МИТТАНА АСĂНСА

Йьшра Митта çуккишĕн
Пит йывăр-çке чуна.
Поэзире ыр килшĕн
Вăл çăлтăр пек çунать.

Сăвви те, хăй сасси те
Çĕнĕлĕхе чĕнет.
Çула тухсассăн, çитĕн
Унпа тĕнче хĕрне.

Тĕнче хĕрри - пĕлменлĕх,
Уçатăн алăкне:
Чăваш чĕлхи. Илемлĕх
Илет хăй ытамне.

Кулли епле илемлĕччĕ,
çĕклетчĕ кăмăла.
Сăн-пичĕ йăл-хĕвеллĕччĕ,
Ларсан тус-йышпала.

«И, мĕн пуян» илтетĕп
çут тунсăх юррине.
Яланлăхах пĕлетĕп
«Сахал та çитнине».

Поэтăмăр çаплаччĕ.
Саватчĕ пурнăçа!
Куратăп: Митта ячĕ
Иăхран-йăха куçать.

 

Ефимов, Г. Асăмри Митта / Георгий Ефимов // Тăван Атăл. – 2000. - № 10. – С. 62.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru