Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Илпек Микулайĕ,
 чăваш халăх писателĕ

 

Ун пеккине хак хумаççĕ, хакран пин хут çӳлтеччĕ вăл. Кăвар чĕреллĕ сăвăçă, вăл тăван халăхăн ăс-хакăл мулĕнче чăн çӳлти шайра тăратчĕ.Çепĕç лирик, шухăш пăлхавçи, сократла философ - аçтан кăна тупса çитернĕччĕ-ши этем ĕмĕртен-ĕмĕре йăлана кĕртсе шăнăçтарнă çивчĕ ăс-хакăла?

 

Митта Ваçлейĕ çинчен // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 11.

 

Тепĕр çынна лайăхрах палласа илтĕм çак пухура. Ку вара ман кунăмра ĕмĕрхи Шурăмпуç çăлтăрĕ пулса тăчĕ. Митта! Митта Ваçлейĕ çав. Тирпейлĕ те ăслă чăваш каччи. Ун пеккине хак хумаççĕ, хакран пин хут çӳлтеччĕ вăл. Кăвар чĕреллĕ сăвăç, вăл тăван халăхăн ăс-хакăл мулĕнче чăн çӳлти шайра тăратчĕ. çепĕç лирнк, шухăш пăлхавçи, Сократла философ - ăçтан кăна тупса çитернĕччĕ-ши этем ĕмĕртен ĕмĕре хывса, йăлана кĕртсе шăнăçтарнă çивчĕ ăс-хакăла? çавăн чухне эпĕ ăна хам тĕллĕн кăштах кăна палласа илтĕм те, чĕрем варринче вăл ĕмĕрлĕхе хăват сирпĕтсе тăракан хавал пек вырнаçса юлчĕ.

 

Паллă çынсем — Митта Ваçлейĕ çинчен // Ялав. – 1988. - № 3. – С. 19.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru