Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Николай Исмуков

 

Куççуль тумламĕ

... Митта Ваçлейне эпĕ мĕн пурĕ те икĕ хутчен çех курнă: пĕррехинче - хамăр килте, тепрехинче - тупăкра...

1955 çулхине пулас - лайăх астумастăп - Василий Егорович таврăннă кăначчĕ-ха. Пирĕн патра аннепе тем калаçса ларатчĕç. Эпĕ, 12-13 çулхи ача, пурнăç тути-масине астивме тин çех пуçланăскер, ун куçĕнче ĕмĕрхи тунсăх тĕлкĕшнĕ пек астăватăп, халь вара çав тунсăха ун сăввисенче куратăп пек. Василий Егорович кайма пуçтарăнса ура çине тăчĕ, куççулĕ кивĕ кĕрĕкĕ çине пат тумласа ӳкрĕ, поэт сăра куркине шалт ĕçсе пачĕ. Ун чухне эпĕ, айванскер, пуç тавра шухăшласа илме пĕлмен, Миттан пĕр куççуль тумламĕ те пирĕн кулленхи инкек-синкексенчен чылай йывăртарах тайнине халĕ тин ăнлантăм. Ак камран вĕренмелле чăтăмлăха!

1988

Исмуков, Н. Куççуль тумламĕ / Николай Исмуков // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 8.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru