Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Каттис Мишши

Кĕнеке кăларас шухăшлăччĕ

Митта Ваçлейĕ халăх сăвви-юррине питĕ юратакан, хисеплекен çынччĕ. Пăла тăрăхĕнчи ялсенче те нумай çӳренĕ вăл. Халăхран тухакан сăмахлăха çырса çӳретчĕ. Вăйă вăхăтĕнче хĕрсем патне пырса вĕсен юррисене итлетчĕ.

1935 çулта пирĕн "Буденный" колхозра хор йĕркелерĕç. А.Т.Тайбинский ертсе пыратчĕ. Хор ĕçĕпе те кăсăкланатчĕ Митта. Юрланине итлеме ятарласа килнĕччĕ. Ун чухне шăпах Шупашкарти юрă уявне хутшăнма хатĕрленеттĕмĕр. Кайран, июнь уйăхĕнче хор хулана пырсан, унта та пычĕ.

Манран юрăсем çырса илесси çавăн хыççăн пуçланчĕ. Кĕркуннеччĕ. Çулне арпаштарма пултаратăп, те 1936, те 1937? 1937 пуль. Чӳхенсе тăракан саманана тарăхса калаçнине ас тăватăп. Пилĕк каç çыртăмăр. Кашнийĕнчех çĕрĕпе лараттăмăр.

Эпĕ вĕсен килне хам каяттăм. Ырана тата шухăшласа тупса хур", - тесе ăсататчĕ мана Ваçлей. Нумай юррине малтан юрлаттăм, кĕввине пĕлтерме, унтан, вăл çырнă май, сăмахпа каласа параттăм. Митта: "Çав, çав тĕслĕ юрă юрла", - тесе ыйтмастчĕ. Мĕн аса килет, çавна юрлаттăм. Кашни юррăн тĕсне хамах палăртса хăвараттăм: вăйă, туй, салтак, савни, ĕçкĕ-çикĕ юррисем е такмак. Мĕнле кĕвĕпе, мĕн тунă чух /сăра тунă чух, çĕн кĕпе тăхăннă чух, выльăх пуснă чух т.ыт.те/ юрламаллине калаттăм. "Çак юрăсене кĕнеке кăларас шухăшлă пулса пухатăп", - тетчĕ вăл. Тата ун мана сĕрме купăс илсе парас ĕмĕт пурччĕ...

Каттис, М. Кĕнеке кăларас шухăшлăччĕ : [Каттис Мишши каласа пани / Н. Сельвестрова çырса илнĕ] // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 6.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru