Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

В. Киданов

«Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр...»

Шупашкарти пединститута вĕренме кĕрсен, студентсем тăтăшах чăваш писателĕсемпе тĕлпулусем ирттеретчĕç. Хавхалансах пыратчĕç вĕсем пирĕн пата. çавăн чухне П. Хусанкай, Я. Ухсай, М. Ухсай, С. Элкер, А. Талвир, А. Алга, С. Шавли тата ытти çыравçăсемпе тĕл пулма тӳр килнĕччĕ мана. Вĕсем пире хăйсем çинчен каласа паратчĕç, сăвăсем вулатчĕç. Эпир те ыйтусем параттăмăр. Пурне те пĕлесшĕн-çке-ха...

— «ĕмĕр сакки сарлака» роман хăçан кĕнекен тухать? Авторĕ халь ăçта?

— Митта Ваçлейĕн сăввисем хăçан пичетленме тытăнаççĕ? Хăйĕн сыв-лăхĕ мĕнле?

Кĕрлесе каятчĕç студентсем: ыйту çине ыйту.

Анчах пирĕн хăнасем çавăн пек ыйтусенчен пит час пăрăнатчĕç, çӳлтен хушмаççĕ, тетчĕç. Писательсем хăйсем те кăмăлсăрланни палăратчĕ: çывăх юлташĕсем айăпсăрах тĕрмере ларни, вĕсен произведенийĕсене пичетлеме ирĕк паманни пурне те пăшăрхантарнă ĕнтĕ.

Митта Ваçлейне манăн 1956 çулта курма тӳр килчĕ. Ун чухне «Ялав» журналăн вуннăмĕш номерĕнче манăн критикăлла статья тухмаллаччĕ. Мана редакци пуçлăхĕсем, ăна юлашкинчен вуласа тухса, ал пусма чĕннĕччĕ. Машинкăпа çаптарнă статьяна вуларăм та тĕлĕнсех кайрăм: кĕнекен лайăх енĕсене кăтартнă вырăнсене кăларса пăрахнă та чи «шăллă» каланисене хăварнă. çапла вара статья чылай пĕчĕкленнĕ. Эпĕ ăнран кайнă пек коридорта тăратăп: мĕн тумалла? Капла ярсан, автор кӳренме пултарать. Хирĕçсен, кăлармĕç тата...

— Мĕнле тарăн шухăш пусрĕ, шăллăм?

Эпĕ сасă енне çаврăнтăм та ман çине уçă пӳлĕм алăкĕнчен тĕм хура çӳçлĕ, мăйăхлă çын пăхса тăнине курах кайрăм. Чăваш тĕрриллĕ шурă кĕпепе, пилĕкĕнчен ĕлĕкхилле пиçиххи çыхнă.

Ку вăл Митта пулчĕ. Ун чухне вăл «Тăван Атăл» альманахăн ответлă секретарĕнче ĕçлетчĕ. Илтме чылай илтнĕ, анчах та халиччен ал тытсах паллашманччĕ. Пирĕншĕн вăл ытла та Пысăк çын пулнă, çавăнпа эпир унтан именнĕ, куçпа курнипех çырлахнă.

Ак халь вăл ман çине ăшă куçĕсемпе пăхать, пӳлĕмне чĕнет. Эпĕ Василий Егоровича хамăн иккĕленчĕк шухăшсене каласа патăм.

— Эсĕ халь çамрăк-ха. Пуçлăхсем пĕлерех параççĕ пуль. Хăвар çаплах. Кăçал институт пĕтеретĕп, терĕн-и-ха? ĕçлеме Пашьелне каятăн-и? Эх, аван та ял вăл! Курорт! Нумай пулнă сирĕн ялта — Ишле çӳренĕ май,— çапла калаçса ларчĕ вăл манпа. Тăван аттепе пуплешнĕ пек туйăнчĕ. Пулать вĕт çын: кампа мĕнле калаçмаллине аякран чухлать.

— Сирĕн, çамрăксен, çырмалла. Хамăр енчисем питĕ сахал çыракан-сенчен: Талвир, Давыдов. Пăла тăрăхĕ те малашне хăйĕн сассине вăйлатĕ. Акă, Каншел ачи пĕр калав илсе килчĕ-ха. Телĕнмелле лайăх çырнă. «Пĕчĕк акăшсен ташши». Пултармалла пек ача. Эс те çыр. çыр!

çак вăхăтра пӳлĕме пĕр çын кĕрсе тăчĕ.

— Сывлах сунатăп! Мĕнле çитрĕн? — Василий Егорович хăнана ыталаса илчĕ.

— Чим-ха, чим, сывлăш çавăрса ярам-ха, Ваçли,— тет лешĕ.

Ку чăвашсен паллă писателĕ Влас Паймен пулчĕ иккен. Темле ăнăçлă кун пулчĕ ун чухне маншăн: ятлă çынсемпе паллашма тӳр килчĕ.

Эпĕ туссене калаçма чăрмантарас мар терĕм. Статьяна алă пусса, редакцие патăм та Атăл хĕррине васкарăм. Хама çунат хушнăнах туйрăм: мĕнле ырă çынсем пур тĕнчере!

Киданов, В. «Пин юрăмран пĕри анчах юлайтăр…» / В. Киданов // Ялав. – 1989. - № 3. – С. 15.

 
Поискк
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru