Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Тихăн Петĕркки,
чăваш çыравçи

 

Çамрăк чухнехи тус

 

Эпир, виçĕ хĕр, аттепе юнашар пурăнса ӳсеймерĕмĕр, çавăнпа та ун çинчен сахал пĕлетпĕр. Çав сăлтава пулах чăвашла та лайăх вĕренеймерĕмĕр.

Ача чухнехи вăхăтран 4-мĕш çулсен вĕçĕнчи тапхăра астăватăп. Çулла. Аслă Арапуç уйĕ. Ун чух атте пăрçа хуралçиччĕ. Эпир унпа çул çинче чылай тавлашса пытăмăр /ун чухнехи пурнăç пирки калаçнă чух эпĕ, каникулта Шупашкартан ăна курма кайнăскер, час-часах чĕрре кĕреттĕм/. Эпĕ атте каланипе каллех килĕшмесĕр çилленсе, унран пăрăнса юлтăм. Атте вара пĕчченех Çĕньял еннелле кайрĕ. Халĕ пăхатăп та - вăл ун чух ӳкĕтлесе каланисем пурте тӳрре килчĕç.

Митта Ваçлейĕ Ульяновскри педагогика техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра эпĕ техникум çумĕнчи кăтартуллă шкулта учительте ĕçлеттĕм. Эпĕ, тин çеç ĕçлеме тытăннă çамрăк учитель, комсомолец, студентсемпе час-часах хутшăнаттăм: аслăраххисем уроксем итлеме, уроксем пама ман пата çӳретчĕç. Комсомол организацийĕнче ĕçленĕ май эпĕ студентсен вечерĕсене те хутшăннă, спектакльсенче вылянă. Çав вăхăтра Ульяновскра чăваш студенчĕсем "Чувземлячество" ушкăна пĕрлешрĕç. Мана çав землячествăн драмкружокĕн режиссерĕ тунăччĕ. Эпир техникумра тата совпартшкулта чăвашла та, вырăсла та спектакльсем лартаттăмăрччĕ.

Паллах, Митта Ваçлейĕ мана лайăх пĕлнĕ, эпĕ те ытти студентсем хушшинче паллă поэт пек, хисепленекен ачана питĕ лайăх пĕлсе тăнă, вечерсенче вăл хăйĕн сăввисене вуланине илтнĕ. "Сунталта" тухакан сăввисемпе паллашнă, хăйпе калаçнă. Çав çулсенче эпир чăваш чĕлхине вĕрентекен учительпе, Ф.Т.Тимофеевпа, пĕр çуртра кӳршĕллĕ пурăнаттăмăр, çамрăк поэт пултарулăхĕ çинчен пирĕн хушăмăрта тавлашусем те пулкаланă.

Ваçлей хăй пултарулăхне, пуласлăхне шанса тăнă, хăйне тивĕçлĕ тытнă. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекенскер, вăл çивчĕ чĕлхепе хăйне хирĕç тăракансене чиперех тиверткелеме пултарнă, çавăнпа-тăр ăна вĕçкĕн вырăнне хуракансем те пулкаланă.

Митта эпĕ вĕрентекен ачасене хăйĕн тантăшĕсем тесе шутланă, вĕсемпе паллашнă, 6-7-мĕш классенче вĕренекенсенчен, чăнах та, унпа тантăш ачасем те пурччĕ. Пĕлме çук, çавăн чухне туслашман-ши вăл пулас мăшăрĕпе, Нонна Еремеевапа? Митта техникум пĕтерсе Ульяновскран кайнă хыççăн эпĕ ăна вăрах вăхăт курман. Унăн пурнăçĕ çинчен хыпарсем çиткелетчĕç. Пысăк хыпарсем çаксем пулчĕç маншăн: эпĕ вĕрентнĕ хĕр Нонна Еремеева Ваçлее качча кайнă, унтан кĕçех Миттана нумай вăхăтлăха литература ĕçĕнчен уйрăлма тивнине илтнĕччĕ.

Пĕр-пĕрне нумайранпа курман хыççăн Миттапа 1956 çулта тĕл пултăмăр. Эпĕ ун чухне Хусантан Шупашкара пынăччĕ. Пирĕн пĕрле вĕреннĕ мăшăрсем уйрăммăн ларса калаçрĕç. Эпир Ваçлейпе лартăмăр.

1956 çулта "Тăван Атăлта" манăн "Халăхра вăй" драма çапăнса тухрĕ. Çав драма Миттан кăмăлне кайнăччĕ. "Хам редакциленĕ", - тенĕччĕ вăл ун пирки. Ăна тата "Юнлă кунсем" ятлă трагеди питĕ килĕшнĕччĕ, анчах ку япала поэт сывă чухне пичетленеймерĕ.

Çак тĕл пулу хыççăн нумай вăхăт иртмерĕ - чĕрене, çурса яракан хыпар çитрĕ: Митта Ваçлейĕ вилнĕ. Шупашкара пырсаттăм. Илпек Микулайĕ мана Митта мĕнле вилни çинчен, ăна епле чысласа пытарни çинчен каласа парсаччĕ.

Хам умра ӳссе, çулăмла çунса вулакансен чунне ăшăтса тăнă поэт асăмран нихăçан та каяс çук.

1972

Петĕркки, Т. Çамрăк чухнехи тус / Тихăн Петĕркки // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 2.

 
Поискк
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru