Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Ираида Петрова,
сăвăç

 

Митта та Митта тенĕрен эпĕ вăл калама çук хитре çын пуль теттĕм... Митта тени никам пек те мар, хăй пек пулчĕ. Таçтан курăнакан ĕлккен этем мар. Ытла çӳллех те мар, пĕчĕк те мар, хыткан, яштак пӳллĕ. Хăшпĕр этеме тăмран тунă пек е чукунтан - йывăр, чукунĕ-тимĕрри ытла нумайран, куна хаклă йышши хурçăран тунă тейĕн. Хурçине хĕрхенмен те, ытлашшине те хуман. Сăнĕ-пичĕ сăпай, илемлĕ. Ырă илемлĕ. Їшĕнчи мăн этемлĕх – куçĕнчен, йăваш куллинчен сисĕнет. Пуçа çавăрса, хĕр чĕрине лутăркаса таптаса пăрахакан йĕкĕт мар. Ман шутла, вăл çамрăк хĕрача çнне йăмăк тесе пăхать. Ваттине — аппа тесе е анне тесе. Хĕрарăма хисеплекен арçынна хисеплетех.

Митта çинчен шухăшланă чух вăл куçăм умĕнче тĕрленĕ шур кĕпепе тăрать. Чи малтан эпĕ ăна курнă чух хĕвеллĕ кун пулнă пулмалла. Ѕавăнпа куç умĕнче те ун тавра сар хĕвел çути асра, кулли асра. Эпĕ ăна ахăлтатса кулнине курман — йăл кулатчĕ.

Паллă çынсем — Митта Ваçлейĕ çинчен // Ялав. – 1988. - № 3. – С. 19.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru