Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Матвей Сакмаров,
учитель

 

Саламлǎн уçǎлать ытамǎм паян, çĕршывǎм, сан енне

 

Чăваш литературипе эпĕ хам вунвиççĕре чухнех интересленме пуçланă. Ун чухне Аслă Арапуçĕнчи 2-мĕш сыпăклă шкулта литературăпа çамрăк корреспондентсен кружокĕ ĕçлетчĕ. Ăна А.Ф. Башкиров (каярахпа чăвашсен паллă писателĕ А. Талвир) ертсе пыратчĕ. Шкулта тухса тăракан «Çулăм» журналта манăн та пĕр сăвă кун çути курнăччĕ. Пĕтĕмпех астăваймастăп, пуçламăшĕ çаплаччĕ:

«Хĕвел анса ларсассăн та
Уйăх çути курăнать.
Ленин вилчĕ пулсассăн та
Унăн ĕçĕ пурăнать».

Çав çулсенче Митта Ваçлейĕ, Чĕмпĕрти чăваш педтехникумĕнче вĕренекенскер, хĕллехи каникул вăхăчĕсенче шкула тăтăшах пырса çӳретчĕ, анчах эпĕ ăна тĕл пулман. Ман шухăшпа вăл питĕ патвар, тĕреклĕ çын пек туйăнатчĕ. Пирĕн шкула 1928-мĕш çулхи кĕркунне Аслă Арапуçĕнчен Аслă Патăръелне куçарчĕç. Литературăпа ялкорсен кружокне ертсе пыма, «Çулăм», «Тапă» журналсене редакцилеме мана суйларĕç. Çав вăхăтра паллашрăм эпĕ Василий Егоровичпа.

Чăваш çыравçисене пĕрлештерсе тăракан «Канаш» союз 1928-мĕш çулхи кĕркунне пирĕн пата йыхрав çырчĕ. Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче, числине астумастăп ĕнтĕ, союз правленин ларǎвě пулмалла, унта вырăнти литература кружокĕсен руководителĕсене те чĕнеççě иккен.

Тухса кайрăмăр хайхискер. Аннен кивě кĕрěкĕпе, икě хут пир йěм тăхăннă, çăпата çырнă вунпилĕк çулхи çамрăк, Канаш урамĕнчи 15-мĕш номерлě чул çуртăн иккĕмěш хутне кĕтĕм.

- Мĕн ĕçпе? - ыйтать хура пиншак, шур кěпе, çăматă тăхăннă çӳллĕ, пысăк пит-куçлă Аркадий Иванович Золотов. Паллатăп эпĕ ăна, вăл «Канаш» хаçат редакторĕ, çыравçăсен союзĕн правленин председателĕ.

- Сире Митта пĕлтермен-и вара? Эпир лару вăхăтне ылмаштарас терĕмĕр, ун çинчен Миттана ятарласа систертĕмĕр, - хуравларе Аркадий Иванович эпĕ мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен.

Манăн шǎпăрах куççуль юхать.

- Мĕншĕн йĕретĕп?

- Киле кайма манăн укçа çук.

А.И. Золотов пĕр çынна (кайран, темиçе çул иртсен, пĕлтĕм, вăл Н. Васянка пулнă) мана командировка укçи пама хушрĕ. 37 тенкĕ укçа илтĕм алла, вăл вăхăтсенче учителĕн пĕр уйăх шалăвĕ. Пĕр кулач илсе хутаççа чикрĕм те - каç пулни инçех юлманнине пăхмасăрах - Канашалла çул тытрăм. Çĕрĕпе утрăм, хĕпĕртенипе утнă çĕрте утатăп, чуппă çĕрте чупатăп, ура çĕре лекмест, çил, юр вĕçтерни те ним те мар. Кашни хирĕç е иртсе каякан лавсенченех шикленетĕп хам, укçана тăпăлтарса илессĕн туйăнать.

Киле çитрĕм. Василий Егоровичпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл Шупашкара каймалла марри çинчен çын урлă каласа янă пулнă, анчах лешĕ ку хыпара ман пата çитермен.

Çав çул Василий Егорович арăмĕпе пĕрлех Тикеш ялĕнче учительте ĕçлерĕ. Кружок ĕçĕпе, журналсем кăларас ыйтусемпе эпĕ ун хваттерĕнче икĕ хутчен пулнă. Пĕррехинче сарçупа, хăймапа юрнă çуртарнă тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ салма яшкипе хăналареç вĕсем мана. Унччен эпĕ пăрçа салми çеç çисе курнă-çке. Хăна яшки тути халĕ те çăвартах тăнă пек туйăнать.

1931-мĕш çулхи февральте Патăръелĕнче «Паянхи сас» (халĕ «Авангард») хаçат тухма пуçларĕ. Типографи йĕркелессине, унта ĕçлеме çынсем тупассине т. ыт. ĕçсене пурне те Василий Егорович туса пычĕ. Тĕпрен илсен, хаçат кăларасси те унăн ĕçĕччĕ, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра редактор штачĕ пулман, редактор тесе парти райкомĕн агитаципе пропаганда пуçлăхĕ алă пусатчĕ.

Каярахпа эпĕ Çĕпĕрте пурăнтăм. 1936-мĕш çулта çеç çĕнĕрен тĕл пултăмăр Миттапа. Ун чухне эпĕ «Красная Чувашия» хаçатăн (халь «Советская Чувашия») Турхан районĕнчи яланхи корреспонденчĕ пулса ĕçлеттĕм. Аслисемпе чурăсрах та тыткалаттăм хама. Пĕррехинче ман пата район хаçат редакторĕ Морозов тата Василий Егорович килчĕç. Вĕсене ман ĕçпе интересленме хушнă иккен.

— Перо пĕтерет пире, перо, - терĕ Василий Егорович.

Çулталăк ытларахран унăн та «ман çулпах» ăсанма тиврĕ...

Нумай-нумай çулсем иртрĕç, поэт яла таврăнчĕ. Ĕлĕкхи пекех, тĕрленĕ шура кĕпе, хром атă тăхăннă, лапсăркка çӳçпе. Малтан шкул счетовочĕ, каярахпа учитель пулса ĕçлерĕ.

Райхаçат редакцинчи тĕлпулăва астăватăп: хут ыйтма пынă унта Митта.

- Чăвашла калама май пур çинчех вырăсла калаçатпăр, - ӳпкелешсе калаçать поэт. - Мĕншĕн «конюх», «доярка» тетпĕр? Лаша пăхакан, ĕне сăвакан тени мĕншĕн килĕшмест? Чĕлхене пуянлатмалла ăна. Çĕнĕрен тĕп чăваш сăмахĕсене кĕртмелле. Хурăнташ, юлташ, килĕнтеш, тантăш. Эпир пĕр енчи çынсене вырăсла «земляк» тетпĕр. Мĕншĕн «ентеш» темелле мар?

Паян кунччен те Миттапа тĕл пулса калаçнă кашни саманта ăшă кăмăлпа аса илсе пурăнатăп. Василий Егорович маншăн поэт çеç мар, Çын та.

Сакмаров, М. Саламлăн уçăлать ытамăм паян, çĕршывăм, сан енне / М. Сакмаров // Ялав. – 1990. - № 5. – С. 26.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru