Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Хветĕр Уяр

 Пĕрне-пĕри туйма чĕнет

 

1936 çулта эпĕ Шупашкарта кивĕ почта тăрринче Чăвашрадиокомитетра тăлмачăра ĕçлеттĕм. Митта та çавăнта ĕçленĕ. Анчах те отпускраччĕ хăй, те командоровкăра - çукчĕ. "Пурте" - Якку Арăслан, Илпек Микулайĕ, Куçма Турхан, унта ĕçлекенсем, каярахпа манăн тусăмсем, - ун пирки мухтаса калаçатчĕç. Вăл чăвашла лайăх пĕлет, вырăсларан куçарма ăста: хăтъ Бе-линскине, хăть Добролюбовпа Писаревăн статйисене пар - чăвашла шăкăлт çеç куçарса парать тетчĕç.

Унтан хăй те курăнкала пуçларĕ. Хăйĕн хакне пĕлекен çын-мĕн вăл. Ытла пуринпе те калаçмасть.

Вăл çырнисене тупа-тупа вулама тытăнтăм. Тĕрĕсех калаççĕ - хитре çыратъ. Вĕренмелле те вĕренмелле унран. Анчах пуринчен те вĕренме май çук-мĕн. Ăстаран вĕренме хăвăн та ăстана тухма тăрăшмалла. Ăстаран вĕренсе пурте ăстана тухас пулсан тĕнче тулли ăстасем çӳрĕччĕç.

1937 çулта хăйне тытса хупиччен Митта Ваçлейĕ А.С.Пушкинăн "Борис Годунове", А.М.Горькин "Фома Гордеев" романне чăвашла куçарнă пулнă. "Борис Годуновĕ" хăй киличчен кĕнеке пулма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. /Ун пирки эпĕ тахçан çырнăччĕ/. "Фома Гордеев" романăн ал çырăвĕ издательство пĕр-икĕ çул пичете памасăр вырттарчĕ. 1939 çулта тин ăна кам куçарнине кăтартмасăр кĕнеке туса кăларнăччĕ.

Чăвашла темиçе тĕрлĕ те куçарма пулать иккен: глаголсене курса иртнĕ вăхăтра уçă курса /çапла терĕ, ун пек каларĕ.../, курмасăр иртнĕ вăхăтпа /çапла тенĕ, ун пек каланă/. "Фома Гордеев" кĕнекене курмасăр иртнĕ вăхăтпа куçарнă та, пĕтĕм романри ĕç-пуç шыв пек юхса пырать:

"Пĕрре çапла, Атăл çинче пăр кайнă чух, Игнат хăйĕн вăтăр пилĕк чалăшлă çĕнĕ баржине капланса тăракан пăр чăнкă çыран хĕррине хĕстерсе мĕнле шатăртаттарса çĕмĕрнине пăхса тăнă.

- Çав кирлĕ ăна!.. Пар-ха лайăхрах!.. Хĕс, пусар! Ну-ка, тата!.. - тесе шăл витĕр йĕкĕлтесе тăнă вăл çыран хĕрринче.

- Мĕнле пек, Игнат, - ыйтнă Маякин, Гордеевăн кумĕ, - ку пăр капла сан хутаççунтан пĕр вунă пинне хирсе каятех пулмалла?

- Кайтăрах. Тата çĕр пин тупатпăр! - тенĕ Игнат."

Вырăсла ăнкара пуçланăранпа эпĕ пĕр чăвашла куçарнă роман та вуласа курманччĕ "Фома Гордеева" тытрăм та вĕçне çитмесĕр те пăрахаймарăм.

Малтан тухнă кĕнекине усраттăмччĕ эпĕ /вуласса эпĕ çавăн тăрăх вуларăм/. Сталин вилнĕ хыççăн таврăнсан Василий Егорович ăна çĕнĕрен кăларма тесе ыйтрĕ те - патăм. Пăртакран тухрĕ "Фома Гордеев". Иккĕмĕш кăларăм терĕç ăна. Василий Егорович мана асăнмалăх çырса пачĕ:

Юлташăм, тантăшăм Уяр,
Ялан пĕрне-пĕри туяр.
Митта.

28/VII-55.

Куçару ĕçне эпĕ те тыткаласа пăхнă, анчах нумай вăхăта мар. Нихçан та хамăн тĕп ĕç тесе шутламан эп ăна. Вырăсла текст та "тăвăрччĕ" маншăн. Митташăн пулсан икĕ ĕçĕ те - сăвă çырасси, куçарасси - тĕп ĕçсем пулнă. Пур çĕрте те вăл чунне парса ĕçленĕ.

Кĕнеке палатинче ĕçленĕ чухне пĕр кĕнеке хушшинчен Мясников ӳкернĕ Митта портречĕ сиксе тухрĕ. Ăна хура тата хăмăр сăрăсемпе ӳкернĕ. 1934 çулхи ĕçех хăй. Çавна Василий Егоровича патăм. Вăл ăна пĕр-ик эрне тытрĕ те каялла тавăрса пачĕ. Хыçне çапла тав туса çырнă: "Управлă Уяра - хальччен усранăшăн. Митта, 29/I-55". Портречĕ халь те хамра. Митта ăна хăй валли ӳкерттерсе илчĕ пулмалла.

1997

Уяр, Х. Пĕрне-пĕри туйма чĕнет / Хветĕр Уяр // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 7.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru